Вӗренӳ
![]() Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекенсем Вӑрмар районӗн ачисене пӗр иккӗленмесӗрех маттур теме пулать. Ҫак уйӑхра Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулта 6-мӗш «б» класра вӗренекенсем — Оксана Христофорова, Евгения Петрова, Эльвира Трифонова, Даниил Михайлов, Максим Романов — Пӗтӗм тӗнчери «Bookworms» конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Релод вӗренӳ компанийӗ ирттернӗ. Финал Мускавра Вӗрентекенсен ҫуртӗнче ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑрмар районӗн ачисем финала тухнӑшӑн питӗ хӗпӗртени пирки пӗлтерет район сайчӗ! Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫӳлерех асӑннӑ ачасем акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Л.П.Петровапа Мускава ҫула тухнӑ. Финал турнирне Раҫҫейри пилӗк команда тухнӑ. Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекенсем «Чи лайӑх дебютшӑн» номинацире ҫӗнтернӗ, Чӑваш Ене Дипломпа, Oxford издательство кӗнекисемпе таврӑннӑ. Самантпа усӑ курса ачасем Мускаври Хӗрлӗ тӳремре пулса курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗ — чикӗ сыхлакансен кунӗ. Ӑна пирӗн ҫӗршывра 1918 ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршыв 18 ҫӗршывпа чикӗленет. Уяв ячӗпе Хӗрлӗ Чутайри Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче Чикӗ сыхлакансен кунне паллӑ турӗҫ. Пухӑннисене районти администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, районти прокурор Валерий Шоркин, военкомат представителӗ Владимир Мареев, пирӗн ентеш Забайкальере хӗсметре тӑракан прапорщик Людмила Кандейкина саламларӗҫ. Районти ветеран-пограничниксем тӑрӑшнипе кунта патшалӑх чиккин символне — чикӗ юпине вырнаҫтарнӑ. Вӑл чӑн юпаран нимӗнпе те уйрӗлса тӑмасть: ӳкерчӗкӗпе те, тӗсӗпе те, виҫипе те. Ҫак асӑну палли тӗрлӗ ҫулсенче хӗсметре тӑнисене, халӗ унта ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакансене пӗрлештерсе тӑрасса шанаҫҫӗ. Чике юпине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Уяв ячӗпе тӗрлӗ сӑвӑ-юрӑ янӑрарӗ. Сӑнсем (43) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шурча пӑлхавӗн ахрӑмӗ 172 ҫулта (1842–2014). Муркаш районӗнчи Шурча ялӗ ҫумӗнчи сӑртра — тӑванла вил тӑпри. Кунта халӑх ӗҫӗшӗн пуҫне хунӑ 36 хресчене пытарнӑ. Выльӑх ҫӑви ҫине, пӗр шӑтӑка чӑвашне те ҫармӑсне те пӗрле хунӑ. Владимир Геннадьевич (Тимӗр) Тяпкин «Сӑвар» фончӗн вице-президенчӗ йӗркеленипе ҫу уйахӗн 28-мӗшӗнче пӗчӗк ушкӑн пӑлхава хутшӑннисене сума суса, 1962 ҫулта патшапа улпутсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ паттӑрсене асӑнса лартнӑ тӑванла вил тӑпри ҫине, чӗрӗ чечексем хучӗ. Чӑваш йӑлипе икерчӗпе, ҫӑмартапа тата ҫӳхӳпе вилнисене асӑнчӗ. Вилнисене пуҫ тайнӑ май ҫак вырӑнта ҫӗнӗ палӑк лартма май тупмалли ҫинчен сӑмах хускатрӗҫ. Ҫитес ҫулсенче шкул ачисене те илсе килсе тӑван халӑх историйӗпе паллаштармалли пирки калаҫрӗҫ. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кошнаруйсем стеллӑна ҫӗнетеҫҫӗ Ҫынна сӑна кура кӗтсе илеҫҫӗ теҫҫӗ те, район-хулана стелла тӑрӑх тесен те пысӑк йӑнӑш пулас ҫук-тӑр. Ҫакна тӗпе хурса-ши, Канаш районӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсен территорине Ҫӗрпӳ енчен пырса кӗнӗ чух вырнаҫтарнӑ стеллӑна ҫӗнетме шут тытнӑ. Ара, ҫулпа кунне миҫе машина иртмест-ши, мӗн чухлӗ ҫын ҫӳремест-ши?! Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем стеллӑна ҫӗнетме тухнӑ. Вӗсем ун патӗнчи территорие тирпейленӗ, ӑна сӑрласа ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ултавҫӑсем пек тавҫӑруллӑ ҫын ҫук та пулӗ. Мӗнле кӑна тыттармаҫҫӗ-ши вӗсем: социаллӑ ӗҫчен тесе те калаҫҫӗ, «инкеке лекнӗ» тӑвана пулӑшма хатӗр йӗрке хуралҫи те «пулса тӑраҫҫӗ». Халӗ тата вӗсенчен пӗрисем вӗренӳ министрӗн ҫумӗ тесе тыттарнӑ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар. Телефонпа шӑнкӑравласа ҫынна шӑнман пӑрпа лартса яракансем хальхинче Шупашкарти Мускав районӗнчи ача-пӑча пахчисен тӑватӑ ертӳҫине тыттарма пӑхнӑ. Хӑйӗнпе ултавҫӑ вӗренӳ министрӗн ҫумӗ тесе паллаштарнӑ. Шӑнкӑравлакан этем шкул ҫулне ҫитменнисен хулари учрежденийӗсене ҫывӑх вӑхӑтра тӗрӗслессине систернӗ. Анчах хӑйӗнпе лайӑх пулсан, тепӗр майлӑ каласан, ятарлӑ счет ҫине укҫа куҫарсан пулӑшма пулнӑ. Ача-пӑча пахчисенчен виҫҫӗшӗн ертӳҫи ун пек каланине хӑлхана та чикмен темелле. Пӗри шикленсе ӳкнӗ курӑнать — 100 пин тенке куҫарса панӑ. Сӑмах май, банк карттине Новосибирск облаҫӗнче регистрациленӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче туртма пӑрахмалли тӗнчери куна палӑртаҫҫӗ. Ҫитменнине тата ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен чӗлӗм туртма мӗнпур кафере, халӑх пухӑнакан ытти вырӑнта туртма чарӗҫ. «Русвелос» текен Раҫҫейри юхӑм (ун пекки те пур иккен) ҫӗршывӑн хулисенче «Велосипед чӗлӗмрен лайӑхрах!» велочупусем ирттерӗ. Ун пек мероприятие палӑртнӑ хуласен шутӗнче Мускав, Барнаул, Орск, Петропавловск-Камчатски тата ыттисене асӑннӑ. Шупашкара илсен, велочупӑва хутшӑнас кӑмӑллисене ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чапаев скверӗнче кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре пухӑнма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрӑмпуҫсем кӗпер юсаҫҫӗ Ялти татса памалли ыйтусем вак-тӗвексенченех пухӑнаҫҫӗ. Кирек мӗнле хуҫалӑхри пекех унта та юсамалли-ҫӗнетмелли тупӑнсах тӑрать. Пӗр ҫӗрте хапха тайӑлать, тепӗр ҫӗрте кӗпер татса каять, виҫҫӗмӗшсене ҫул ҫукки пӑшӑрхантарать. Комсомольски районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче пурӑнакансене Рапаш текен юханшыв урлӑ кӗпер япӑхни кулянтарнӑ. Анчах вӗсем кулянса ларас темен. Ӗҫе пуҫӑннӑ. Вӑрӑмпуҫ ял старости М.В. Александрова тата Ю.Н. Васильев депутат ертсе пынипе кӗпер юсанӑ. Виҫ кун ӗҫленӗ ял халӑхӗ. Малтан кивӗ кӗпере сӳтнӗ, унтан ҫӗнетнӗ. Халӗ ун урлӑ хӑллӑнах каҫса ҫӳреме май килӗ. Выльӑх кӗтӗвне каҫарма та вӑл питӗ вырӑнлӑ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Электрокӗтӳҫ текен хатӗр Районти хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗхе уй-хире кӑларма пуҫларӗҫ. Элӗксене илсен, пуринчен малтан ӗнесене «Новый путь» ял хуҫалӑх кооперативӗнче ҫаран ҫине илсе тухнӑ. Унта вӗсене «электрокӗтӳҫӗсем» кӗтеҫҫӗ иккен. Ҫав япала пуррине кура кӗтӳҫ шыраса халтан каймалла мар. Пысӑк кӗтӗве пӗр кӗтӳҫех пӑхаять иккен. «Вӗсем ҫаран тӑрӑх хӑвӑрт куҫса ҫӳреҫҫӗ, вырнаҫтарма ансат, выльӑхсене шанчӑклӑ хӳтӗлеҫҫӗ, — тесе ырлать ҫав хатӗре асӑннӑ районти «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат. — Картине вырӑнтан вырӑна куҫарма ҫӑмӑл, кӗтӳ апатран тулӑх, ӗнесем часах ӳт хушаҫҫӗ». Ҫак кунсенче выльӑхсене Ульянов ячӗллӗ, «Правда», «Авангард» хуҫалӑхсенче те ҫаран ҫине илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Шупашкар районӗнчи суту-илӳ предприятийӗсем тата уйрӑм усламҫӑсем хӑйсен суту-илӳ точкисенче «фанфурик» сутмасси пирки меморандум йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Экономика министерстви пӗлтернӗ. Ун пек хута шӑрҫалас шухӑш патне нумаях пулмасть унта иртнӗ ларура пырса тухнӑ. Канашлӑва Шупашкар район пуҫлӑхӗ, вӑл Пенси фончӗн районти управленийӗн пуҫлӑхӗ, Алевтина Исаева ертсе пынӑ. Унта суту-илӳ предприятийӗсен тата аптекӑсен ертӳҫисене пухнӑ. Ларура спиртлӑ шӗвек сутнин ыйтӑвне те сӳтсе явнӑ. «Фанфурик» текеннисем пирки сӑмах пырать-ха кунта. Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн чӗнӗвне пурнӑҫласа Шупашкар районӗнчи хастарсем те асӑннӑ шӗвеке сутма чарӑнасси пирки меморандум хатӗрлеме сӗннӗ. Усламҫӑсем ку шухӑша ырланӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Аксар» студи паян ҫӗнӗ фильм кӑларчӗ — Вячеслав Оринов сценарийӗ тӑрӑх калӑпланӑ «Асамлӑ кӑмака ӑшши» камит. Чӑваш ялӗсенче кӑмакасене пӑсма пуҫлани ҫутҫанталӑк газӗ пӑрӑхсем тӑрӑх ҫитсен тапранса кайнӑ ахӑр. Паллах, ку тӗлӗшпе ял ҫыннин пурнӑҫӗ ҫӑмӑлланни куҫ кӗрет, анчах ҫакӑнпа пӗрлех пурӑнан пурнӑҫра вӑл кӑмакасӑр чи кирлине те ҫухатса пырать пулмалла... Хӑй вӑхӑтӗнче кама кӑна илӗртмен пулӗ кӑмака ӑшши!.. Шӑрчӑкне те, ачи-пӑчисене те, аслашшӗ-асламӑшӗсене те... Кам пӗлет, тен, чылайӑшӗ пирӗнтен кӑмака ӑшшине пула Ҫут тӗнчене килнӗ... Фильма куракансем сӑнарсен шӑннӑ чӗрисене «кӑмака ӑшши» ирӗлтернине те туйса илӗҫ, вӗсен татса пама май ҫук шӑписене татса панине те курса савӑнӗҫ. ...Татьянӑпа Ҫеруш, пӗр-пӗрне юратакансем, туй туса пӗрлешме хатӗрленеҫҫӗ, анчах Таньӑн амӑшӗ — Анка аппа — Ҫеруш ашшӗ юнашар ялти Микулай кӑмакаҫӑ пулнине пӗлсен ку шухӑшпа килӗшме кӑна мар, яхӑнне те ямасть... Мӗншӗн тетӗр-и? Тупсӑмӗ, каллех кӑмакара мар-ши?.. Курсан — пӗлӗр! Диска «СУМ» лавккара туянма май пур. Хакӗ 110 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |