Пӗлтерӳ
![]() Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Шупашкарти «Renaissance» кану керменӗнче «Aван party — Чӑвашсен чаплӑ каҫӗ «Republic night» дискотека иртӗ, ӑна Республика кунне халалланӑ. Дискотека йӗркелӳҫисем ҫамрӑксем валли хаклӑ мар билетсем, чӑваш эстрада юрӑҫисен ҫӗнӗ юррисене, професилле фотосесси, ташӑ шоувӗ, «Хӑвӑн юратӑва туп...» паллашу акцийӗ, конкурссем, хаклӑ парнесем хатӗрленӗ. Сӗтеле те маларах саккаслама май пур. «Aван party» дискотекӑна паллӑ юрӑҫ Леонид Антонов ертсе пырӗ. Юрӑҫсен йышӗнче Сергей Павлов, Алексей Московский, Алексей Шадриков, Типшӗм Сашук, Алина Выйгетова, Сергей Лекеров тата ыттисем пулӗҫ. Билет хакӗ: малтан туянсан — 300 тенкӗ, дискотека кунхине — 400 тенкӗ. VIP-сем валли билет хакӗ 1000 тенкӗ. «Renaissance» кану керменӗ Шупашкарти К. Иванов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8-967-470-44-46. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗлӗк-авал чӑвашсем Ҫимӗке кӗҫнерникун уявланӑ. Ку йӑла хӑш-пӗр ҫӑва-масарсенче те сыхланса юлнӑ. Уйрӑмах, киввисенче. Тӗслӗхрен, Шупашкар районӗн Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Лапсар, Ҫатракасси, Вӑрманкас тата ытти ялсен Алькеш патӗнчи ҫӑви ҫинче ваттисене паян асӑннӑ. Шупашкар хулин ҫӑвисем ҫинче Ҫимӗке шӑматкунпа вырсарникун паллӑ тӑваҫҫӗ. Христос тӗнӗпе килӗшӳллӗн ӑна халь Ҫимӗкпе мар, Ашшӗ-амӑшӗсен шӑматкунӗ ячӗпе ҫыхӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ сӗннипе, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей тӑрӑшнипе Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫинче выртакан Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшне асӑнма чӑваш халӑхӗн хастарӗсем ҫитрӗҫ. Шӑматкунпа вырсарникун кунта халӑх лӑк тулли пулӗ тесе чӑвашсен Ҫимӗкӗ кунӗнче тухма шутларӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей директорӗ Антонина Андреева паллӑ сӑвӑҫӑн амӑшӗн вил тӑприне епле тупни пирки каласа пачӗ. 2006 ҫулта шырама тытӑннӑ иккен. Тупас тесе Антонина архивсенче ларнӑ, тӑванӗсемпе калаҫнӑ. Тӑванӗсем те вил тӑпри вырӑнне тӗрлӗ сӑлтава пула манса кайнӑ иккен. |
Кӳршӗре
![]() Удмурт Республики Чӑваш Енрен тӗслӗх илнӗ. Вӗсем икӗ чӗлхеллӗ предприятсем валли ҫыпӑҫтаркӑч кӑларма тытӑннӑ. «Вераськиськом удмурт кылын» (чӑв. «Удмуртла калаҫатпӑр») ятлӑскере «Удмуртлык» общество тата ҫамрӑксен «Шунды» организацийӗ пуҫарнӑ. Хастарсем удмуртла калаҫакан ҫынсем ӗҫлекен организацисене ҫакнашкал наклейкӑсене, паллӑсене саккас пама сӗнеҫҫӗ. Ку предприятире удмурт чӗлхипе те пулӑшу илме май пуррине кӑтартать-мӗн. Кун пирки финн-угор пӗлтерӳ службин социаллӑ сетӗнче пӗлтернӗ. Малашне йӗркелӳҫӗсем удмурт чӗлхипе пулӑшу илме май пур вырӑнсен (организацисен) карттине тӑвасшӑн. Вӗсен шухӑшӗпе, Ижевскри предприятисенче удмурт чӗлхипе усӑ курни чӗлхене аталанма май парать. Кунсӑр пуҫне «Удмурт кылэз уже кутэны дась» (чӑв. «Удмурт чӗлхипе усӑ курнине ырлатпӑр») тесе ҫырнӑ стикерсем сарӑлӗҫ. Вӗсене удмурт чӗлхипе калаҫман ҫынсем ӗҫлекен организацисене сӗнӗҫ. Малашне удмурт чӗлхипе калаҫассине аталантарнӑ учрежденисем валли преми пама йышӑнасшӑн. Ҫак пуҫарӑва йӗркелеме акан 24-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхипе пуҫарнӑ ҫакнашкал акци хӗтӗртнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче полици отрячӗ — офицерсем, ЧР ШӖМӗн тӗрлӗ подразделенийӗсен салтакӗсем — Ҫурҫӗр Кавказа командировкӑна тухса кайнӑ. Хӑшӗ-пӗри унта пӗрре кӑна пулман. Ҫӗнӗ отряд Кавказра ҫур ҫул пулнӑ отряда ылмаштарӗ. Кусен тӗллевӗ те ҫавнашкалах пулӗ: вырӑнти полицие общество йӗркине, хӑрушсӑрлӑхне сыхлама пулӑшасси. Полицейскисене Ҫурҫӗр Кавказа ертӳҫӗсем, тӑванӗсем, ӗҫтешӗсем ӑсатнӑ. ЧР ШӖМӗн министр тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Андрей Тимофеев отряда тепӗр ҫур ҫултан пурте киле чӗрӗ-сывӑ таврӑнма ӑнӑҫу суннӑ. Андрей Тимофеев каланӑ тӑрӑх, хӗсмет вӑхӑтӗнче пирӗн отряд тӗлӗшпе Чечня Республикин ертӳлӗхӗ енчен ӳпкелешӳ хальччен пулман. Ентешӗмӗрсем Ҫурҫӗр Кавказра сирпӗнекен, наркотик хатӑшӗсене шырама ятарласа вӗрентнӗ йытӑсемпе пулӗҫ. Отряда вырӑна ҫитиччен ЧР ШӖМӗн министрӗн ҫумӗ, шалти службӑн полковникӗ Олег Яковлев ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешӗсене асӑнса часавай ҫӗкленӗ. Ялта тепӗр часавай та пур-ха. Унпа тӗрлӗ халап ҫыхӑннӑ. Мӗнлисем? Пысӑках марскер пӗр ӗмер кӑна лармасть-мӗн. Кунти халӑх каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тахҫан, патша вӑхӑтӗнче, ялти пӗр каччӑна ҫара илсе кайнӑ. Ун чухне 25 ҫул ҫак тивӗҫе пурнӑҫламалла пулнӑ. Еншикре ҫуралса ӳснӗ Николай Кляжев каланӑ тӑрӑх, каччӑ салтака каяс умӗн ҫав вырӑнта юман юпа лартнӑ. «Эпӗ таврӑниччен ҫак юпа ӳкрӗ тӗк эпӗ килессе ан кӗтӗр», — тенӗ вӑл имӗш. 25 ҫул иртнӗ. Каччӑ киле чиперех таврӑннӑ, юпа ҫаплипех ларнӑ-ха. Хайхискер юпа вырӑнне часавай тума шухӑшланӑ. Ҫавӑнтанпа каччӑсем салтака каяс умӗн кунта килсе тимӗр укҫа пӑрахса хӑвараҫҫӗ. Часавайпа ҫумӑн ҫӑл чавнӑ. Вӑл шӑрӑх ҫанталӑкра та типмест-мӗн. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ял хӑйӗн чылай ывӑлне ҫухатнӑ. Вӗсене асӑнса ҫӗнӗ часавай тума тӗллевленнӗ. Унта — фронтран таврӑнманнисен ячӗсем. Ҫапӑҫу хирӗнче, тылра пуҫ хунисен ячӗсем — уйрӑм. Ҫак часавая Еншикре ҫуралнӑ пӗр ҫын пуҫарӑвӗпе тума шухӑшланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Валерий Клементьев ял уявӗнче юрӑ шӑрантарать Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче ял уявне паллӑ тунӑ. Кунта ЧНКн пӗрремӗш вице-президенчӗ, чӑваш эстрадин артисчӗ Валерий Клементьев ҫуралса ӳснӗ. Вӑл унччен, Етӗрнери Культура керменӗнче культура ҫулталӑкне уҫнӑ чухне, кашниех йӑла-йӗркене сыхласа хӑварас ӗҫе тӳпе хывма тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпах вӑл хӑй ҫуралса ӳснӗ ялне хӑтлӑх кӗртме, халӑха пӗр чӑмӑра пухма, малтанхи йӑла-йӗркене ҫӗнӗрен чӗртме, вӗсене кӗҫӗн ӑрӑва парса хӑварма тапаҫланать. Валерий Клементьев пуҫарнипе кӑҫал Пупӑлькассисем ял уявне анлӑ паллӑ тунӑ. Чи малтанах халӑх яла тирпейленӗ, хӑрнӑ йывӑҫсене каснӑ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. Ҫӗнӗ карта тытнӑ, лапамӑн икӗ енчен 200 яхӑн туя лартнӑ. Малтанхи клуб вырӑнӗнче клумба тунӑ. Пысӑк сцена ӑсталанӑ. Вӑл ҫурт евӗр пулнӑ. Стенд ҫине ял историне ҫутатакан сӑнӳкерчӗксем ҫакнӑ. Кунтах Сарӑту тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи ӑстасен алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова вӗтӗ шӑрҫаран хатӗрленӗ наци эрешӗсем пурне те илӗртнӗ. Кӑнтӑрлахи 11 сехетре ялӑн икӗ вӗҫӗнчен 2 ушкӑн наци тумӗ тӑхӑнса тӗп лапама ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнӗ Мӑратри «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ушкӑнӗ фольклор ушкӑнӗсем хушшинче иртнӗ «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» конкурса хутшӑннӑ. «Шурӑмпуҫ» унта чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ: «Сапаланчӑк сӗлли», «Вӑйӑ юрри». Ентешӗмӗрсемшӗн Тутарстанри Чуллӑ Ҫыр хулинчи «Чӗкеҫ» фольклор ушкӑнӗ ӑмӑртуҫӑ пулнӑ. Нумаях пулмасть Чӑваш наци радиовӗн эфирӗнче ҫак конкурса пӗтӗмлетнӗ. «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ кӑшт кӑна ҫӗнтереймен. Чуллӑ Ҫырти «Чӗкеҫ» фольклор ушкӑнӗ унран 2 сасӑ ҫеҫ нумайрах пухнӑ. Ҫапах Ҫӗнӗ Мӑратри «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ пуҫ усмасть, ҫитес ҫул конкурса хутшӑнса ҫӗнтерме ӗмӗтленет. Ентешӗмерсене пултарулӑхне кура гала-концерта чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Суд приставӗсен республикӑри управленийӗ чи лайӑх пристава палӑртмалли конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттернӗ. Унта «Чи лайӑх суд-приставӗ исполнителӗ», «Шырав йӗркелекен чи лайӑх суд приставӗ», «Судсенчи йӗркене пӑхса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ» тата «Чи лайӑх дознаватель» номинацисем пулнӑ. Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ ята Шупашкар хулин Мускав районӗнче тӑрӑшакан Александр Герасимов йышӑннӑ. Шырав енӗпе ӗҫлекенсенчен Улатӑр районӗнчи суд приставӗсен районти пайӗнче тӑрӑшакан Александр Балкаева ҫитекен тупӑнман. Судсенчи йӗркене вара Ҫӗрпӳ районӗнчи Сергей Алексеев пристав пек тытса тӑракна ҫук-мӗн. Красноармейски районӗнчи Павел Моисеев — чи лайӑх дознаватель. Хӑйсем чи лайӑххисене вӗсен тест ыйтӑвӗсене хуравласа, практика пӗлӗвне кӑтартса ӗнентерме тивнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен хӑйсем маттуррине Атӑлҫи федераци округӗ шайӗнче ҫывӑх вӑхӑтра ӗнентерме тивӗ. Унта та мала тухнисем финала тухӗҫ — 3-мӗш тапхӑрпа тупӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Республикӑн «Чӑвашавтотранс» предприятийӗ Ҫимӗк тӗлӗнче ҫӑва енне каякан маршрутсен шутне ӳстерме шантарать. Ваттисен праҫникӗнче, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 10-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссен йышне вунна ҫитерме йышӑннӑ, 14-мӗшне — хӗрӗхе. Вӗсем Чукун ҫул вокзал ҫумӗнчи Вокзал ҫумӗ лапамран хускалӗҫ. 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫав кунсенче Карачура ҫӑви патнех ҫитӗ. Ӑна 10 хутчен хутламалла тӑвӗҫ. 249-мӗш номерлин йышне те 12 таран ҫитерӗҫ. Ирхи ҫичӗ сехетрен пуҫласа каҫхи 19 сехетчен Богдан Хмельницки урампа Фучик урамӗ пӗрлешнӗ вырӑнтан Карачурари чукун ҫул переезчӗ патне ҫити каякан автобуссене тата ҫӳреме ирӗк илнӗ транспортсӑр пуҫне ыттисене кайма ирӗк памӗҫ. Йӗркене пӑхса тӑма ҫул-йӗр инспекторӗсемпе ҫул-йӗрпе патруль службисене явӑҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Спектакльти сыпӑк Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗртмен 11-мӗшӗнче «Пирӗн атте авлана-а-ать!!!» камит пулӗ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Иовлев лартнӑ. Камитри тӗп сӑнар — Николай. Ура ҫинче ҫирӗп тӑракан ҫын ял пурнӑҫӗнчен пахине курмасть те иккен. Унӑн пӳрчӗ тахҫанах пушанса юлнӑ: ывӑл-хӗрӗ, ӗлӗкхилле каласан, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне саланнӑ. Анчах унӑн чунӗ кӗҫӗн ывӑлӗшӗн ыратать. Хайхин савнӑ хӗрӗпе хутшӑнусем йывӑрлӑха лекнине пӗлнӗ хыҫҫӑн вӑл алӑ усса ларас мар тет. Кӗҫӗн ывӑлӗн хӗрне качча иленҫи сӑмах сарать. Спектакльте Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Светлана Савельева, Лидия Красова, Валентина Музыкантова, Валентина Сурикова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисем Венера Пайгильдина, Николай Дмитриев, Ирина Архипова, Александр Степанов, Станислав Владимиров, Татьяна Зайцева-Ильина тата театрӑн ҫармӑк артисчӗсем выляҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |