Политика
![]() Светлана Иванова ЧР Финанс министерствинчи пушӑ вакансие Светлана Иванова йышӑннӑ. Халӗ вӑл — финанс министрӗн ҫумӗ. Хушӑва паян, ҫӗртмен 16-мӗшӗнче, республика премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Светлана Ивановӑччен ҫак тивӗҫе Игорь Смирнов пурнӑҫланӑ. Вӑл халӗ ведомствӑра укҫа-тенкӗ управленийӗн пуҫлӑхӗ вырӑнӗнче юлнӑ. Светлана Иванова унччен ЧР пурлӑх министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Светлана Иванова 1963 ҫулта ҫуралнӑ. 1985 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1985–2004 ҫулсенче вӑл ЧР Финанс министерствинче ӗҫленӗ, хысна политикин пайӗн пуҫлӑхӗ таран ӳснӗ. Унтан ЧР Ял хуҫалӑх министерствин пай пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ. 2010 ҫултанпа ЧР пурлӑх министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Светлана Иванова унччен те Светлана Енилинӑпа ӗҫленӗ те халӗ те ун ҫумӗнчех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Улатӑрти «Труд» стадионта арҫынсен командисем хушшинче мини-футбол енӗпе хула турнирӗ иртнӗ. Тупӑшу самаях хӗрӳ пулнӑ. Унта пӗтӗмпе Улатӑр хулинчи вӑйлӑ 10 команда хутшӑннӑ. Турнир Олимп мелӗпе иртнӗ. Пӗр сӑмахпа, выляса янӑ команда турниртан тухса ӳкнӗ. Пӗтӗмлӗтӳ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш вырӑна 17-мӗш пушар чаҫӗн спортсменӗсен ушкӑнӗ тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна ҫамрӑксен «Зенит» команди тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем — «Спутник - 1» футболҫисем. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене хисеп хучӗсемпе, медальсемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Транспорт министерствин архивӗнчи сӑн Чӑваш Республикинчи хуласенче электричество линийӗсӗр ҫӳрекен троллейбуссем маршрута тухма пултарӗҫ. Кун пирки ЧР Транспорт министерствинче пӗлтереҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫак проектпа Питӗрти хӑнасем паллаштарнӑ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ В.Степанов ертсе пынӑ канашлура калаҫнӑ. «ENER Z» (Питӗр) инжиниринг компанийӗн элчисем хӑйсен проектне хӑтланӑ май Питӗрте ҫакнашкал троллейбуссем ҫӳрени пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем пысӑк хӑватлӑ литий-ионлӑ аккумуляторлӑ. Ку электричество линине перӗнмесӗр ҫӳреме май парать-мӗн. Питӗр хӑнисем паха енне те палӑртнӑ. Кунашкал троллейбуссем энергие перекетлеме, чӑрмавсенчен пӑрӑнса иртме май параҫҫӗ иккен. ЧР Транспорт министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал аккумуляторлӑ троллейбуссем маршрут сетьне оптимизацилеме пулӑшаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне хулари электричество линине хута яман урамсенче те ҫак троллебуссем ҫӳреме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пултаруллисене чысланине пӑхма халӑх Акатуя пухӑннӑ Ку конкурса патӑрьелсем ҫамрӑк специалистсен професси ӑсталӑхне, вӗсен ят-сумне ӳстерес тата вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене районти Акатуйра, темӗн чухлӗ ҫын умӗнче чыслани хӑйех хисеп мар-и тата! Сывлӑха сыхлас ӗҫре чи лайӑх ҫамрӑк специалист ятне Патӑрьелти тӗп пульницӑра анестезиолог-реаниматологра тӑрӑшакан Татьяна Острякова тивӗҫнӗ. «Патшалӑхӑн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен чи лайӑх активист–общественник» — райадминистрацин вӗренӳ, социаллӑ аталану, информаци тивӗҫтерӗвӗ тата архив енӗпе ӗҫлекен пайӗн ҫамрӑксен канашӗн пайташӗ Татьяна Илюткина. «Вӗренӳ ӗҫӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» — Патӑрьелти 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Наталия Путякова. Юлашкинчен асӑннӑ номинацире 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсем те уйӑрнӑ. Вӗсене Шӑнкӑртамри шкулта ют чӗлхене ӑша хывтаракан Чулпан Ишмуратова тата Патӑрьелти 1-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Ольга Каллина тивӗҫнӗ. Правӑна сыхлакан органсенче вӑй хуракансенчен асӑннӑ районти муниципалитетсем хушшинчи уйрӑмри кадрсем енӗпе тӑрӑшакан Наталья Мишина инспектора ҫитекенни ҫук иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Районти Акатуя ирттернӗ май элӗксем ял тӑрӑхӗсен хушшинче «Элӗк ҫӗрӗн ӑстисем» районти конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑннисен халӑх йӑли-йӗркине, пурнӑҫне сӑнлакан япаласен куравне хатӗрлеме тивнӗ. Темисене ҫапларах палӑртнӑ: «Ҫутҫанталӑк япалисенчен (ҫӳҫерен, хурӑн хуппинчен, улӑмран тата ыттинчен) ӑсталанӑ япаласем», «Тӗрлесси, тӗртесси, шӑрҫаран эрешлесси», «Милӗк ҫыхасси», «Асанне арчинчен», «Чӑвашсен туй йӑли-йӗрки (юррисем, йӑли-йӗрки, ҫи-пуҫӗ)», «Халӑх пуканисем», «Картинӑсемпе панносем», «Пыл хурчӗ тытасси», «Чӑваш халӑх ҫи-пуҫӗ», «Йывӑҫран касса эрешлесси» тата ытти. Ял тӑрӑхӗсем курава тӑратнӑ япаласем хушшинче тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗҫми-ҫими те пулнӑ, хуплу, шӑрттан,чӑкӑт, хуран кукли, ҫӳхӳ, шӳрпе, сӑра... Гран-прие Ехремкасси ял тӑрӑхӗ ҫӗнсе илнӗ. Пӗрремӗш вырӑнсене Мӑн Вылӑ, Питӗшкасси, Ураскилт, Тенеяль ял тӑрӑхӗсем тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Йӑлкӑш, Крымсарайкӑ, Чӑваш Сурӑм, Юнтапа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Мэрилин Мэнсон рок-музыкант Новосибирск хулинче иртнӗ эрнере Мэрилин Мэнсон концертне хирӗҫ митинг йӗркеленӗ. Ҫапла хирӗҫ тӑракансем Америкӑри рок-музыкант, художник, унччен музыка журналисчӗ пулнӑ ҫын ертсе пыракан «Marilyn Manson» рок-ушкӑн «ачасен ҫирӗпленсе ҫитмен чунӗсене сиен кӳрет» тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вӗсен шучӗпе асӑннӑ ушкӑн ҫынна ирӗксӗрлеме тата гомосексуализм енне астарать. Ҫакӑ вара Турра ӗненекенсен кӑмӑл-туйӑмне кӳрентерет. Вырӑнти законодательсен пухӑвӗн ертӳҫи Мороз: «Ҫамрӑксен пуҫне аптӑратакансен концерчӗсене пирӗн патра кӑтартмалла мар. Пирӗн саккунпа право никӗсӗ ҫине таянса пурӑнмалла», — тенӗ. Мэрилин Мэнсон концертне Новосибирскра ҫӗртмен 29-мӗшӗнче кӑтартма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫӗртмен 14-мӗшпе 15-мӗшӗсенче Шупашкарта каратэ енӗпе Европа чемпионачӗ (WKC) иртрӗ. Унта пулса курнӑ Тимӗр Акташ ҫак ӑмӑрту пирки хыпарлать. Каратэҫӑсем Калинин районӗнче вырнаҫнӑ «Спартак» вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексне пухӑннӑ. Пурӗ Шупашкара каратэ мелӗпе ҫапӑҫма 15 патшалӑхри 300 ытла ӑста килнӗ. Раҫҫей ушкӑнӗ ӑмӑртура хӑйне ӑнӑҫлӑ кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Итали, Серби, Казахстан тата ытти патшалӑхсен каратэҫисем мала тухнӑ. Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх Чӑвашрисем те хӑйсене лайӑх кӑтартнӑ. Сӑмахран, Сергей Петров серб спортсменне ҫӗнтернӗ. Европа шайӗнчи чемпиона ирттерес тӗлӗшпе Раҫҫейри тата Чӑваш Енри каратэ федерацисен президенчӗ Вячеслав Тимофеев нумай тӑрӑшнӑ. Сӑмах май ӑмӑртура унӑн ывӑлӗ Аслан та, кинӗ Надежда та хӑйсене маттур кӑтартнӑ. Сӑнсем (51, Тимӗр Акташӑн) |
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнче Акатуя унчченхи ҫулсенче яланах Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчи уҫланкӑра ирттерекенччӗ. Республика кунне Шупашкарта кӑна мар, пӗр-пӗр районта та уявланӑ йӑлапа-ши, Шупашкар районӗсем те ӑна халӗ пӗр-пӗр ял тӑрӑхӗнче йӗркелеме тытӑнчӗҫ. Республика кунӗпе танлаштарсан, икӗ ҫӗрлӗ иртмест вӑл — Акатуй валли суйланӑ ял тӑрӑхӗнче кӑна. Ҫавӑнпа та ку ҫӗнӗлӗхе хурлакансем те ҫук мар. Апла-и, капла-и, пӗлтӗр ӑна Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче ирттернӗччӗ, кӑҫал Ҫӗньял ял тӑрӑхне пуҫтарчӗҫ. Шупашкареньсен Акатуйӗ ҫӗртмен 14-мӗшӗнче пулчӗ. Унта яланхиллех ял тӑрӑхӗсенчи ӑстасен куравне йӗркеленӗ, саламсем спорт вӑййисем, юрӑ-ташӑ пулнӑ. Тӑван района уявпа саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пырса ҫитнӗ. Экономика кӑтартӑвӗ кӑҫал Шупашкар районӗнче пӗлтӗрхинчен пысӑкраххине палӑртнӑ вӑл. Аш-пӑш туса илесси, сӑмахран, 19 процент пысӑкланнӑ, сӗт — 4 процент. Пӗрчӗллисен лаптӑкне ҫулсерен ӳстерсе пыраҫҫӗ-мӗн. Акатуя пухӑннисене «Раҫҫей–2014» автомобиль экспедицине хутшӑнакансем те саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Тӗпчевҫӗсен пӗр ушкӑнӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Ҫӗр айӗнче шыв саппасӗ пур. Сахал мар. Ку тӗнчери океансенчипе танлашать-мӗн. Тӗпчевҫӗсен ӗҫӗсене New Scientist ятлӑ журнал страницисенче пичетленӗ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав шыв рингвудитра иккен. Вӑл 700 километр тарӑнӑшӗнче. Шыв саппасӗ нумаййи Ҫӗр ҫинчи шыв планета улшӑннӑ май пулнине ӗнентерекен гипотезӑна ҫирӗплетет. Ку шыва Ҫӗр ҫине кометӑсем илсе килнине хирӗҫлет-мӗн.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Андрей Даниловпа Наталия Корсакова И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗсем ҫамрӑк ӑсчахсен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн лауреачӗсем пулса тӑнӑ. Ӑслӑлӑхра пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, тӗпчев ӗҫӗсенче кӑтартупа палӑрнӑ Наталия Корсаковӑп тата Андрей Данилова эксперт комиссийӗ ҫӗршыври чи лайӑх ӑҫчахсен йышне кӗртнӗ. Наталия Корсакова — офтальмологипе отоларингологи кафедрин профессорӗ. Андрей Данилов — журналистика кафедрин профессорӗ. Чыслав Тамбоври Г.Р.Державин ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче пулнӑ. Конкурса пӗтӗмпе Раҫҫей регионӗсенчен 450 ытла ӑсчах хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |