Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта 1931–1937 тата 1955–1957 ҫулсенче пурӑннӑ ҫурт умӗнчи асӑну хӑми умне Митта Ваҫлейӗн ятне чӗрере упракансем пухӑнчӗҫ. Ҫак кун, 1957 ҫулта, чӑваш сӑвӑҫи, Ҫеҫпӗл Мишшин чӑваш реформине малалла тӑсаканӗ, Василий Егорович Митта, тӑван ялӗнче, акатуй уявне кайнӑскер, вӑхӑтсӑр вилет. Сӑваплӑ асӑнӑва йӗркелекенсенчен пӗри — Илле Арсентьевич Иванов. Паллӑ сӑвӑҫа пуҫ тайма Митта Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗсемпе, хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе пӗрле наци конгрессӗн хастарӗсемпе «Сӑвар» фонд ертӳҫи пулчӗҫ. Поэта асӑнса сӑмах каларӗҫ, вӑл вилнӗ куна аса илчӗҫ. Пурӗ 12 ҫын пуҫтарӑнчӗ, асӑну хӑми ҫине чечек хучӗҫ. Ҫитес ҫул Митта Ваҫлейӗн преми лауречӗсене пурне те ҫак вырӑнта курас шанӑҫпа саланчӗҫ. Чечек хуни пӗрлехи сӑн ҫапнипе вӗҫленчӗ. | ||
Хулара
![]() Пичет ҫурчӗ Ҫӗртмен 9-мӗшӗнче 16:00 сехет тӗлне Шупашкарти Пичет ҫурчӗ умне пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу, кинологи служби, ҫул-йӗр патруль служби пырса чарӑннӑ. Пичет ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫакна курсан мӗн пулнине тӳрех ӑнкарман. Ҫурта «бомба хунӑ» текен хыпар ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлман та хӑшӗ-пӗри ҫав машинӑсем мӗн сӑлтавпа пухӑннине пӗрер сехетрен ҫеҫ пӗлнӗ. Ҫынсене эвакуацилемен. Ара, бомба пирки шӑнкӑравласа пӗлтерекен ӑна хӑш пӳлӗме хунине те систернӗ. Унӑн, арҫыннӑн, сасси ӳсӗрӗнни пек пулнӑ теҫҫӗ. Кинолог ятарласа вӗрентнӗ йыттипе ҫав пӳлӗме тӗрӗсленӗ — нимӗн те тупайман. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсем те малалла ӗҫленӗ — нимӗн пулман пекех. Халӗ шӑнкӑравласа суя хыпар пӗлтернӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, ӗҫ вырӑнтан тапраннӑ. Кунашкал тӗслӗх Раҫҫейре кӑна мар, Шупашкарта та тӑтӑшрах пулма тытӑнчӗ. Йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухать. Халӗ ҫакӑн пек киревсӗр ӗҫ тӑвакансене тыттармалли явап та ӳснӗ-мӗн. | ||
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Шӑмат ялӗ уяв кӗрлеттернӗ. Халӑх Акуатуйра савӑннӑ. Шӑмат ҫыннисене саламлама Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, унӑн ҫумӗ Владимир Семенов, районти депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Лариса Спасова, Сергей Малов, Петр Столяров, «Дружба» ЯХПК председателӗ Валерий Григорьев ҫитнӗ. Уявра чи малтанах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров тухса калаҫнӑ, пурне те ҫак кунпа саламласа сывлӑх суннӑ. Владимир Кузьмин ял тӑрӑхӗнчи чи хастар депутатсене — Лариса Уткинӑна, Клара Офариновӑна, Ирина Ильинана, Николай Михайлова, Юрий Давыдов старостӑна — Етӗрне район администрацийӗн грамотисене панӑ, Шӑматри ветерансен ҫуртӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Роза Ивановӑна, Зоя Филипповӑна, Мария Ефимовӑна социаллӑ ӗҫченсен кунӗпе саламланӑ, тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Уявра юбилярсене саламлама та манман. Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ӳнер ушкӑнӗсем, «Асамат кӗперӗ» ташӑ ушкӑнӗ сцена ҫинче халӑха савӑнтарнӑ. Чӑваш эстрада артисчӗсем Петр Садовников, Светлана Яковлева тата ыттисем юрӑсем шӑрантарнӑ. Шӑмат ялӗн волейболисчӗсем 5 командӑпа выляса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкарти Мускав кӗперӗ Шупашкарти Мускав кӗперӗн пӗр пайӗ ишӗлни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин ҫак ыйтӑва хускатнӑ. Чӑваш Ен ҫак кӗпере ҫӗнетмешкӗн федераци хыснинчен укҫа илме тӗллевленнӗ. Министр правительство ӑна пурнӑҫламашкӑн — Раҫҫейри транспорт тытӑмне аталантарас программӑна кӗрсе федераци хыснинчен укҫа уйӑрттармашкӑн — ҫине тӑрӗ. «Эпир ҫӗнӗ кӗпер тӑвасшӑн. Ҫитес ҫул эпир ҫак программӑна кӗрессе шанатӑп. 2015 ҫулта кӗпере тума тытӑнасшӑн», — тенӗ министр. Вӑлах Мускав кӗперне Шупашкар — 550 ҫул, Чӑваш Ен — 100 ҫул тултарнине уявлассипе килӗшӳллӗн ҫӗнетме палӑртине аса илтернӗ. Тӗрӗссипе, ӗнер кӗпер ҫинче пулнӑ пӑтӑрмах — пӗрремӗш хут мар. 2012 ҫулта ҫумӑр нумай ҫунӑран кӗпер айӗнчи тӑпра юхнӑ. Администрацире палӑртнӑ тӑрӑх, Мускав кӗперне тӑтӑшах юсаҫҫӗ-ха, анчах 46 ҫул каялла тунӑскере юсани кӑна ҫителӗксӗр-мӗн. Ӑна тӗпрен ҫӗнетмелле иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Тухтӑрсем чан ҫапаҫҫӗ. Чӑваш Енре токсикологи уйрӑмне бензинпа наркӑмӑшланнӑ ачасене нумай илсе килеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 6-мӗшӗччен Шупашкарти ача-пӑчасен 4-мӗш пульницине 7 ачана илсе килнӗ. Пурте нефть продукчӗсемпе наркӑмӑшланнӑ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, пур тӗслӗхре те ку ӑнсӑртран пулнӑ. Нумайӑшӗ бензина тата ытти ҫунтармалли-сӗрмелли хатӗре пластик кӗленчесенче — лимонад савӑчӗсенче — упрать. Ачасем ҫав шӗвеке лимонад тесе шухӑшлаҫҫӗ те ӗҫеҫҫӗ. Ара, пӗчӗк ачасем шӑрӑхра ӑш хыпнине чӑтаймаҫҫӗ-ҫке — алла мӗн лекет, ҫавна ӗҫеҫҫӗ. Чылай тӗслӗхре организма 1–2 сыпкӑм бензин лекнипе наркӑмӑшланнӑ. ЧР Сывлӑх министерствин пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова каланӑ тӑрӑх, ку йӑлтах — аслисен тимсӗрлӗхне пула. Вӑл Чӑваш Енри пульницӑсене ҫулсерен 30 пин ачана илсе килнине палӑртнӑ: пӗрисем суранланнӑ, теприсем наркӑмӑшланнӑ… Танлаштармашкӑн: республикӑра пӗтӗмпе 240 пин ача пурӑнать. Медиксем тӗрлӗ сиенлӗ шӗвексене ачасем тытайман вырӑнта упрама чӗнсе калаҫҫӗ. Астӑвӑр: бензина организм хӑвӑрт ҫӑтать, ҫавӑнпа инкек курасси те инҫех мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шулю ял уявӗнче Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗн чылай ялӗнче ял уявӗсем иртнӗ. Канмалли кунпа тата Ҫимӗкпе пӗр килни вӗсен сумне, паллах, самаях хӑпартрӗ. Шулюра кӑҫал ял уявӗ шкул ҫумӗнчи стадионта иртрӗ. Сарлака та тӳрем вырӑн кун пек мероприятисем ирттерме питех те меллӗ. Ҫавӑнпах кунта юрӑ-ташӑ ӑстисем, спортсменсем, куракансем, сутӑҫсем валли вырӑн ҫителӗклӗ пулчӗ. Шулю, Пӗрремӗш Липовка халӑхӗ Ачкасси ял тӑрӑхӗнчи ытти ялсенчен активлӑрах. Ку уявра кӑна мар, пуху, лару ирттернӗ чухне те палӑрать. Хальхинче те уявран ватти те, вӗтти те юлман. Йышлӑ халӑх хушшинче тӗп хуламӑртан килнӗ, ҫак ялсенчен тухнӑ ентешсене — «Чавал» ентешлӗх ертӳҫин ҫумне, «Буревестник» комбинатӑн ертӳҫине Юрий Кудряшова, Чӑваш патшалӑх академийӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисткине Регина Чишкинана тата ытти сумлӑ хӑнасене — курма пулчӗ. Ҫимӗкпе тата ял кунӗ ячӗпе пухӑннисене Ачкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Герасимов, хӗрлӗчутайсен «Чавал» ентешлӗхӗн председателӗ Александр Самылкин, унӑн ҫумӗ Юрий Кудряшов саламларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() globallookpress.com сайтри сӑн Чӑваш Енре сӗт кӑларакан пӗр ЯХПК техрегламент ыйтӑвӗсене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ. Вӑл — Комсомольски районӗнчи «Пайгас» кооператив. Ҫак организаци тӗлӗшпе планпа килӗшӳллӗн тӗрӗслев ирттернӗ. Ветеринари тӗрӗслевӗн специалисчӗ сӗт партинчен тӗрӗслемешкӗн пӗр пайне илсе юлнӑ. Сӗтре левомицетин тата антибиотик ытла нумай пулнине тупса палӑртнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пайгас» ЯХПК кӑларакан сӗтре тетрациклин ушкӑнӗнчи антибиотик нумай пулнӑ. Ку Таможня союзӗн «Сӗт тата сӗт юр-варӗн продукцийӗн хӑрушсӑрлӑхӗ пирки» регламентпа килӗшсе тӑмасть-мӗн. Кооператив ҫакӑншӑн мӗнле явап тытни пирки ҫӑлкуҫ пӗлтермест ҫав. Ку хыпар ахӑртнех Каҫал тӑрӑхӗнчи сӗте асӑрханса туянмаллине систерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Туҫасен уявӗЯл пурнӑҫӗ
![]() Туҫасем — уявра Кашни ялӑн хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн уявӗ. Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗ нумай пурӑнакансемпе, ҫамрӑк ҫемьесемпе мухтанпа пултарать. Ҫамрӑксем кунта ӗҫлеҫҫӗ — сахаллӑн мар. Нумаях пулмасть Туҫа ялӗ хӑйӗн уявне паллӑ тунӑ. Ӑна «Туҫари агрофирма» АХО председателӗ Геннадий Рубцов уҫнӑ, халӑха ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ ака-сухапа саламланӑ. Хӑшӗ-пӗрине Хисеп грамотипе чысланӑ. Туҫасене ҫавӑн пекех Патӑрьел район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Георгий Калинин, Туҫа шкулӗн директорӗ Петр Шашкин, ял старости Антонина Салмина, ЧР тава тивӗҫлӗ экономисчӗ Валерий Салмин саламланӑ. Вырӑнти артистсем — Надежда Яковлева, Марина Михайлова, Надежда Осипова, Оля Виноградова юрӑ шӑрантарнӑ. «Шанчӑк» тата «Савӑнӑҫ» ташӑ ансамблӗсем ташланӑ. Концерт программине Алевтина Кузнецова библиотекарь ертсе пынӑ. Унтан уява чӑваш эстрада юрӑҫисем малалла тӑснӑ. Уявра спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Александр Пузырьников турӑх ӑшӗнчи тимӗр укҫана пӗрремӗш кӑларнӑ. Михӗпе чупса Оля Челякова тата Александр Волков ҫӗнтернӗ. Тапӑчкӑ ывӑтса Сергей Щербаков мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял пурнӑҫӗ
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Утаркассипе Мишеркасси ял халӑхӗ Ҫимӗк кунӗпе ял уявӗсене Шӗмешке вӑрманӗнче ирттерчӗҫ. Ӗлӗк, совет самани вӑхӑтӗнче, «Искра» хуҫалӑх панкрута тухиччен, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӗҫлесен яланах Шӗмешке вӑрманӗнче пухӑнса ӗҫпе юрӑ уявне йӗркелетчӗҫ. Малтанхи йӑла-йӗркесене чӗртсе тӑратас тесе ял тӑрӑхӗпе икӗ ял ҫыннисем самаях тӑрӑшнӑ. Вӑрманӗ те тирпейлӗ, сӗтелӗсем те янтӑ, пушартан сыхланас тесе шыв пички те хатӗр. Шӗмешке вӑрманӗнче илемлӗ юрӑ-кӗвӗ янӑрани хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратрӗ, таврана шашлӑк шӑрши сарӑлчӗ. Ӗҫ вӑхӑтне пӑхмасӑрах вӑрмана халӑх йышлӑ пуҫтарӑнчӗ. Тӑвансемпе, юлташсемпе, Мишеркасси шкулӗнче пӗрле вӗреннисемпе, вӗрентекенсемпе чылай ҫул иртнӗ хыҫҫӑн курса калаҫни темрен те паха. Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Порфирьев уҫрӗ, ял уявӗпе, Ҫимӗк ячӗпе саламларӗ. Район шайӗнчи обществӑлла ӗҫсенче палӑрнисене райадминистрацин Хисеп хучӗсене пачӗ. Пантьӑк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Музяков уява ирттерме пулӑшнӑ ял ҫыннисене — Наталия Филиппована, Людмила Анчикована, Роза Седована, Михаил Храмова, вӑрӑм ӗмӗрлӗ кинемейсене — Утаркассинчи Евдокия Михатайкинана тата Мишеркассинчи Мария Сидорована, чи нумай выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен хушма хуҫалӑх хуҫисене — Утаркассинчи Зойӑпа Леонид Лукинсене, Мишеркассинчи Зойӑпа Николай Вазяковсене — Хисеп хучӗсем парса чысларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкарти Мускав кӗперӗ Шупашкарта Мускав кӗперне юсама тытӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫак эрне пуҫламӑшӗнчи пӗр каҫ, ҫӗртмен 9-мӗшӗпе 10-мӗшӗнчи ҫӗрле, пӗр вырӑнта вӑл ишӗлсе аннӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫунипе кӗперӗн сулахай енчи тӗревӗсене тытса тӑракан хӑйӑр юхса аннӑ та асфальтпа бетон сийӗ йӑтӑнса аннӑ. Ишӗлнӗ вырӑн 5 метр тӑршшӗпе, 3 метр тӑршшӗ сарлакӑшпа танлашнӑ иккен. Машинсем шар ан курччӑр тесе ун чух машинӑсене ҫӳреме чарнӑ, кӑштахран ҫынсене те ирӗк пама пӑрахнӑ. Ытларикун кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне шӑтӑка хӑйӑрпа хупланӑ, ҫиелтен бетон янӑ, анчах вӑйлӑ ҫумӑра пула кун пек туса лартни те тӳсеймен, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлӗнче тепре ишӗлсе аннӑ. Ишӗлнӗ лаптӑк 9 метр тӑршшӗпе, 3 метр сарлакӑшпа танлашнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑх хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗн тӗп инженерӗ Андрей Дьяков тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Каҫхи сакӑр сехет тӗлне юсав ӗҫӗсене вӗҫленӗ те транспорта кӗпер урлӑ каҫарма ирӗк панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |