Ҫутҫанталӑк
![]() Метерологсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫуллахи пӗрремӗш кун шӑрӑх пулмалла. Раҫҫейӗн Гидрометцентрӗн ертӳҫи Роман Вильфанд уйӑхӑн пӗрремӗш эрнинче ҫӗршывӑн вӑтам тӑрӑхӗнче сывлӑш температури ытти ҫулсенчи вӑтам виҫене ҫывӑх е кӑшт пысӑкрах пулать тесе пӗлтернӗ иккен. Ҫу вара шӑрӑх пулмалла-мӗн. Чӑваш Енре сывлӑш температури паян ӑшӑ пулчӗ. Каҫхине сывлӑш температури +12…+16 градуспа танлашӗ. Ыран вара самай ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла +21…+26 градуса ҫитӗ. Каҫхине +13…+17 ӑшӑ пулассине пӗлтереҫҫӗ. кун каҫипех ыран уяр та хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑмалла. Ҫил кӑнтӑр енчен, ҫеккунтра 4–9 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле. Ҫӗртмен ҫурри таранах Атӑлҫи тӑрӑхӗнче, ҫав шутра Чӑваш Енре те, пушар хӑрушлӑхӗ енчен асӑрханмалла. Апла пулин те ҫӗршывӑн тӗп синоптикӗн шучӗпе пушарпа ҫыхӑннӑ 2010 ҫулхи евӗр пӑтӑрмахсем сиксе тухмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Адюковсемпе Фунтиковсен ҫемйисем Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин делегацийӗ Кирова ҫемьесен «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи лайӑх ҫемье» конкурс фестивале хутшӑнма тухса кайнӑ. Чӑваш Ен чысне унта икӗ ҫемье хӳтӗлӗ. Пӗри Елчӗк районӗнчи — Адюковсем (вӗсем республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑкри ҫемье — 2013» конкурсра ҫӗнтернӗ). Ҫемьере 5 ҫын: Александр (ҫемье пуҫӗ), Любовь (унӑн мӑшӑрӗ) тата ачисем — Екатерина, Юлия, Мария. Адюковсем пӗрле 19 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Фунтиковсем Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Андрейпа Ирина виҫӗ ача ӳстернӗ: Екатерина, Людмила, Михаил. Ҫемье куравсене, концертсене ҫӳреме кӑмӑллать. Фунтиковсем 17 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен спортсменки республика чысне тӗнче шайӗнче тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Анастасия Петрова пуэролифтинг енӗпе тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Балти тинӗсӗ хӗрринчи Родби хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва чылаййӑн хутшӑннӑ: 20 ҫӗршывран 300 ытла спортмен ҫитнӗ. Раҫҫей команди йышлӑн пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — пирӗн ентешӗмӗр Анастасия Петрова. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти спортсменка Европа чемпионӗсемпе ӑмӑртнӑ. 57 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑл пӗтӗмпе 137,5 килограмм йӑтнӑ. Ҫапла майпа вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Ву Хуи-Чунран (Тайвань) 12,5 килограмм ытларах пухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Польшӑри Ядвига Радванска йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сорокин афганецӑн асӑну хӑми Ӗнер Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсарти шкулта Афганистанри хирӗҫ-тӑрура хӑй вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ Александр Сорокин ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Александр Сорокин асӑннӑ районти Ҫатракасинче 1964 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Ҫатра-Лапсарти шкулта вӗреннӗ. Афганистанра спецназ йышӗнче БМПн оператор-наводчикӗ пулнӑ. 1983 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ. Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре районти тӗрлӗ тӳре-шара тата пачӑшкӑ пырса ҫитнӗ. Асӑну хӑмине уҫма Афганистан ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсене шаннӑ. Хальхи вӑхӑтра теприсем «айван, никама кирлӗ мар вӑрҫӑ» тесе хаклакан ҫав хирӗҫ-тӑрура ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫӗсене хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тарса ҫӳресен конвойпах ӑсатаҫҫӗ Шупашкар районӗнче пурӑнакан Портнова хушаматлӑ хӗрарӑмӑн хӑйӗн ҫул ҫитмен ачишӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, хӗрарӑма тӑван тӗпренчӗкӗ кирлӗ пулман. Алимент тӳлессинчен пӑрӑнакан хӗрарӑма суд 6 уйӑхлӑха колони-поселение ӑсатмалла тунӑ. Айӑплав ирттермелли вырӑна хӑй тӗллӗн каймалли, унччен Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин республикӑри управленине каймаллине ӑнлантарса ӑсатнӑ. Хӗрарӑм юрать тесе судран тухнӑ та… айӑплавран пӑрӑнма шут тытнӑ — асӑннӑ управление кайман. Кӗҫех хӗрарӑма шырама тытӑннӑ. Ҫак эрнере ӑна тупнӑ. Айӑплавран пӑрӑнса ҫӳрекен хӗрарӑма колони-поселение халӗ конвойпах ӑсатнӑ тесе пӗлтерет Шупашкар район прокуратури. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йышӑнӑва пынӑ хӗрарӑмсенчен пӗри Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ каллех ҫынсене йышӑннӑ. Хальхинче ун патне пиллӗкӗн пынӑ. Кашнин — хӑйӗн ыйтӑвӗ. Ирина Трифонова ятлӑ хӗрарӑм Шупашкарти Граждан урамӗнчи 58-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗ адрепса вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртра тӳпене кӗрсе хваттер тума тытӑннӑ. Анчах, вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫурта хута ярас вӑхӑт вӗҫӗм тӑсӑлса пырать: малтан пӗр вӑхӑт каланӑ, каярах — тепӗр. Хӗрарӑм ҫӗкленӗ ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Хӑй енчен вара вӑл ҫынсен хӑйсен те тимлӗрех пулмаллине палӑртнӑ. Юридици вӑйӗллӗ хутсене алӑ пусиччен ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмалла тенине пӗлтерет-ха ӗнтӗ вӑл. Ольга Алексеева вара Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи коммерци меслечӗпе усӑ курмалли хваттере черетсӗр пама ыйтнӑ. Элтепер тишкернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫемйин апла илме май пур. Ыйтӑва татма республика пуҫлӑхӗ Строймин ертӳҫине Олег Маркова тата Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова хушнӑ. Анастасия Смирнова Элтепер патне сусӑр ачана ятарлӑ пахчана ярас ыйтупа ҫитнӗ, Елена Кувшинова та сусӑр ачана пахчана вырнаҫтарасшӑн. Шупашкар районӗнчи Атайкассинче пурӑнакан Светлана Яруткина ял урамӗсене хӑтлӑх кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Акатуйри сумлӑ хӑнасем Паян Канаш районӗ Акатуя Асхва ялӗн стадионӗнче паллӑ тунӑ. Мероприятие сумлӑ хӑнасем чылаййӑн ҫитнӗ. Вӗсен йышӗнче — ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та. Акатуйра ял хуҫалӑх техникин куравӗ, ял тӑрӑхӗсен хӑна картишӗсем ӗҫленӗ. Кунта алӗҫӗсемпе киленме те май пулнӑ. «Ӑсталӑхпа илемлӗх тӗнчинче» ачасем вылянӑ-сикнӗ, аттракционсемпе ярӑннӑ. «Паха тӗрӗ» фабрикӑн специалистчӗсем ӑсталӑх класӗсем кӑтартнӑ. Хӑнасене Канашсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Ял хуҫалахӗнче палӑрнӑ ҫынсене парнесемпе чысланӑ. Халӑх гала-концертпа киленнӗ. Сцена ҫине «Канаш ен мерченӗсем» ушкӑн, районти халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем, Самар облаҫӗнчен ҫитнӗ пултарулӑх ушкӑнӗ, чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем тухнӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем чылай пулнӑ. Пӗтӗмпе — 15 тӗс. Лаша спорчӗн тупӑшӑвӗ уйрӑмах илӗртнӗ. Кунта 1600 метрлӗ дистанцире хӗрӳ ӑмӑрту пынӑ. Ҫӗнтерӳҫӗне тиха тата така парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пырать пулсан та йӗркене пӑсакан ҫав-ҫавах тупӑнать. Кӑҫал экзамена кӗрес умӗн яш-хӗре металл шыракан ятарлӑ хатӗрпе шырама пуҫлани пирки чылай калаҫрӗҫ. Чӑваш Енре пур пӗрех тӑватӑ ача экзамена карас телефонӗ йӑтса кӗме пултарнӑ. Ку вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ чухне пулнӑ. Тӑватӑ ача карас телефонпа усӑ курнине тупса палӑртнӑ, ҫавна май вӗсен кӑтартӑвне халӗ шута илмӗҫ. Йӗркене пӑснине видеокамера пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. Кусем Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче тата Шупашкарта пулнӑ. Тӑваттӑшӗнчен иккӗшӗ — шкула кӑҫал пӗтерекенсем, тепӗр иккӗшӗ — пӗлтӗрхисем. Халӗ вӗсем ҫак экзамена ҫитес ҫул ҫеҫ тытӗҫ. Вырӑс чӗлхипе пӗтӗмпе 6 950 ҫын ППЭ тытнӑ. Пӗтӗмпе 38 пункт ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ачасене чӗрчунсемпе тата вӗсен сӑнарӗсемпе сиплеме тытӑннӑ. Ку психотерапевт пулӑшӑвӗ пама пулӑшать-мӗн. Ку уйрӑмах сусӑр ҫуралнисемшӗн тата шкула ҫӳремен ачасемшӗн усӑллӑ иккен. Шупашкар хула админитсрацийӗн вӗренӳ управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, чӗрчунсемпе хутшӑнни, калаҫни ҫынна паха витӗм кӳрет. Вӗсем кӑмӑла лайӑхлатаҫҫӗ. Иппотерапи ав ачан мышцисене массаж тӑвать. Лаша ӑшши вара физиотерапи тӗлӗшӗнчен пулӑшать. Кунсӑр пуҫне юн ҫаврӑнӑшӗ, япаласен ылмашӑнӑвӗ, пуҫ мимин ӗҫ-хӗлӗ лайӑхланать-мӗн. Пӗтӗмпех ҫаксене Шупашкарти 201-мӗш ача пахчи шута илнӗ. Унти шӑпӑрлансем ачасемпе ҫамрӑксен лаша спорчӗ енӗпе спорт шкулне ҫӳреҫҫӗ. Чӗрчунсемпе хутшӑнса вӗсем хӑранине ирттерме хӑнӑхаҫҫӗ, тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ, чӗлхине пуянлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Радченко. Унӑн Facebook сайтри страницинчи сӑн «Ҫыхӑнура» портала йӗркелекене Алексей Радченкӑна ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче прокурор пулӑшуҫи патне допроса чӗннӗ. Йӑлтах — сайтри «Политика тата общество» форума пула. «Акӑ мана «Политика тата общество» форума пула допроса чӗнчӗҫ. Ахӑртнех, ҫак форума хупма ыйтӗҫ», — ҫырнӑ вӑл хӑйӗн кун кӗнекинче (блогӗнче). Радченко блога Шупашкарти Мускав районӗн прокуратури панӑ повесткӑн сӑнӳкерчӗкне кӑларса хунӑ. Ӑна пӑхсан акӑ мӗн паллӑ: прокуратура форумпа усӑ куракан ыйтнипе сайт администрацийӗ экстремизмпа кӗрешекен саккуна пӑхӑннине тӗрӗслет-мӗн. Радченкӑран «Политика тата общество» форум пирки информаци кӑтартма ыйтнӑ: йӗркелӳҫӗсем пирки, форума хутшӑнмалли май, администраторсен ӗҫӗ ҫинчен. Форум ӗҫӗн лицензин копине те ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех прокуратура администраторсен ячӗ-шывӗпе кӑсӑкланать. Форума вырнаҫтарнӑ ҫырусене тата информаци тӗрӗслӗхне тӗрӗслеҫҫӗ-и? Ку та прокуратурӑна кӑсӑклантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |