Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци музейне паллӑ поэт, ача-пӑча юррисен сӑввисен авторӗ Юрий Энтин ҫитсе курнӑ. Юрий Энтин сӑввисемпе сахал мар ӑру ҫитӗннӗ. «Бу-ра-ти-но», «Крылатые качели» юрӑсене паянхи кун та шӑрантараҫҫӗ. Юрий Энтин Чӑваш Ене мӗнле сӑлтавпа килнӗ-ха? Вӑл ачасен ӳнер пултарулӑхӗн «Чӑваш Ен ахахӗсем» фестиваль конкурсӑн гала-концертне килнӗ. Ҫак конкурс республикӑра 2000 ҫулта Шупашкар районӗнче старт илнӗ. Юрий Энтин ЧР культура министрӗпе Вадим Ефимовпа тата унӑн ҫумӗпе Татьяна Казаковӑпа музей экспозицийӗпе паллашнӑ, чӑваш тӗррине хакланӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакансене Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара ӗҫлеме тата вӗренме ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫӗнӗ маршрут уҫнине пӗлтерет. 337-мӗш номерлӗ автобус Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ урамне ҫӳрӗ. Унӑн маршручӗ ҫапларах: «Ҫӗнӗ Лапсар–ССК–«Мебельщик» коллективлӑ пахча–Газопровод–МТВ-Центр–Хулаҫум вокзал–Николаев урамӗ–Вырӑс драма театрӗ–«Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ–Шупашкар трикотажӗ–Энергозапчасть–Гремячево–Эверест–Типҫырма–19-мӗш шкул–Интернационалистсен урамӗ–«Турист» лавкка–Ельниково–Хӗвелтухӑҫ урамӗ». Каялла Лапсара килнӗ чух вӑл ҫапла маршрутпа ҫул тытӗ: «Хӗвелтухӑҫ урамӗ–Советски урамӗ–«Дубрава» лавкка–Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ–19-мӗш шкул–Типҫырма–Эверест–Гремячево–Энергозапчасть–Шупашкар трикотажӗ–«Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ–Вырӑс драма театрӗ–Николаев урамӗ–Хулаҫум вокзалӗ–МТВ-Центр–Газопровод–«Мебельщик» коллективлӑ пахча–ССК–Ҫӗнӗ Лапсар». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Валери Туркай сӑввипе лартнӑ сценка Ҫӗрпӳ районӗнче вулавӑшра ӗҫлекенсем валли семинар ирттернӗ. Мероприятие «Манӑн професси — библиотекарь» ятпа пултаулӑх пуҫарӑвӗн кунӗ евӗр йӗркеленӗ. Ӑна районта иртекен «Тӑван ен — Раҫҫейӗн тумламӗ» конкурспа ҫыхӑнтарнӑ. Конкурсӑн номинацийӗсенчен пӗри автор куравӗ пулнине шута илсе унта Апаккасси тата Виҫикасси вулавӑшра ӗҫлекенсем куравсем тӑратнӑ. Апаккассинчи вулавӑш библиотекарӗ Алевтина Иванова «Сӑввӑмсем — ман ҫунатӑмсем» кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Унта чӑваш поэчӗсен сӑввисен пуххисем вырӑн тупнӑ. Курава Алевтина Иванова «Ҫулталӑк кӗнеки» литература конкурсӗн лауреачӗсене тӑратнӑ. Курава тӗрленӗ сӑмса тутрисем те пуянлатнӑ. Валерий Туркайӑн виҫӗ карчӑк юмахласа ларни ҫинчен ҫырнӑ сӑввипе лартнӑ сценка та пухӑннисене килӗшнӗ. Порфирий Афанасьевӑн «Ҫынна ырӑ ту» сӑввине вулавӑшран татӑлма пӗлмен Ганна Андреева вуласа панӑ. Светлана Асамат тата Альбина Юрату ҫырнӑ сӑвӑсене Алевтина Иванова библиотекарь хӑй вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Музейри куравсенчен пӗрин вӑхӑтӗнче Нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай районӗнчи В.Г.Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейӗ 35 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа йӗркеленӗ мероприятие район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, хӗрлӗчутайсен Шупашкарти «Чавал» ентешлӗх председателӗ Александр Самылкин, ветерансен юхӑмӗн активисчӗсем, вӗрентекенсем, шкул ачисем тата ыттисем пухӑннӑ. Музей ертӳҫи Елена Чемалинова учрежденире экскурси ирттернӗ. Музейра паянхи куна пилӗк пине яхӑн экспонат упранать иккен. Музей ӗҫ-хӗлӗнче Валерьян Толстов-Атнарский учителӗн, таврапӗлӳҫӗн тӳпи ҫав тери пысӑк теҫҫӗ. Районӑн культура еткерлӗхне упрас тата музей ӗҫне аталантарас тӗлӗшпе тӑрӑшса ӗҫлекенсем чыслава тивӗҫнӗ. Николай Стафик, Васса Столярова, Геннадий Ухлинов райадминистрацин Хисеп хучӗсене, Владимир Немешкин, Юрий Егоров, Валерий Орлов район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Мероприяти вӗҫӗнче районти ачасен пултарулӑх шкулӗн вӗренекенӗсем тата культурӑпа кану центрӗн ӗҫченӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫак ӳкерчӗк авторне те ачасен пӗлмелле пулнӑ Нумаях пулмасть Красноармейски шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекен В.М. Михайловпа З.П. Михайлова пуҫарнипе, Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ, Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗ тата Чӑваш патшалӑх символӗсен авторӗн Э.М. Юрьев ӳнерҫӗн Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи музейӗ йӗркеленипе «Улӑп — 2014: Эпир — Улӑп йӑхӗнчен!» уҫӑ инҫет вӑйӑ-конкурсӗ иртнӗ. Ӑна харӑсах темиҫе датӑна: чӑваш чӗлхи кунне, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.Е. Петров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине — халалланӑ. Конкурса пурӗ 70 ытла ача заявка панӑ. Вӑйӑ-конкурс ыйтӑвӗсене пур ача та ӑнӑҫлӑ хуравлама пултарнӑ. Елчӗк районӗнчен те 4 ача хутшӑннӑ. Кушкӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкултан, сӑмахран, 10-мӗш класри Любовь Мышкина, 5-мӗш класри Данил Веников хутшӑннӑ. Вӗсем пур ыйту ҫине те хурав тупма пултарни пирки вырӑнтисем хавасланса пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Вӑйӑ саманчӗ Кирек хӑш саманара воспитанин тӗп тӗллевӗ халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас, ҫирӗплетес тата аталантарас тӗллев пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Метикасси ял тӑрӑхӗнче. Ҫак ӗҫе, паллах, пӗчӗккисенчен пуҫламалла. Ҫакӑн пек шухӑшланӑ май асӑннӑ ялти Культурӑна аталантаракан тата вулавӑш пулӑшӑвӗ кӳрекен центрта ачасем валли «Чӑваш халӑх вӑййисем» программа йӗркеленӗ. Вӑйӑра тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗҫ тата йӑла йӗрки сӑнланнӑ. Вӑйӑн ятне каласа, унӑн тӗллевӗпе паллаштарса ачасене «Асанне», «Кӑш-кӑш, кӑшман вӑрри», «Эп маттур», «Ҫарӑк кӑлармалла» вӑйӑсем выляттарнӑ. Рольсене валеҫнӗ чух та чӑваш сӑмахлӑхӗнчи элементсемпе усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Сергей Фетисов Ҫак кунсенче Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль иртет. Кӑҫалхи фестиваль ҫу уйӑхӗн 24-мӗшччен пырассине эпир плтернӗччӗ. Фестиваль вӑхӑтӗнче тӗрлӗ кинокуравсем, документлӑ фильмсем, мастер-классем, республикӑра пурӑнакансемпе кино ӑстисем пултарулӑх тӗл пулӑвӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫакӑн пек тӗлпулу виҫӗмкун Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче иртнӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Фетисов пырса ҫитнӗ. Тӗлпулу ирттернӗ май «Иуда» илемлӗ фильм кӑтартнӑ. Унта Фетисов Пилат рольне вылять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Муркаш пикисем те чечекӗсем те илемлӗ Ял-урамра чечек лартнипех никама та тӗлӗнтерейместӗн пулӗ те, ҫапах та ӗҫлемесӗр пулмасть те тӑрӑшакансене палӑртмаллах. Муркашра пурӑнакансем те, ав, хӑйсен салине вӗҫӗмех чечекпе илемлетеҫҫӗ. Унта район шайӗнче йӗркеленӗ хӗрарӑмсен канашӗ тата арҫын-ашшӗсен канашӗ (ҫапла, ун пекки те пур) кӑҫал «Юратнӑ салана — чечек!» акци ирттерме шут тытнӑ. Ӗнер район администрацийӗн ӗҫченӗсем, ял тӑрӑхӗн ӗҫченӗсем каллех чечек лартма тухнӑ. Калчине Муркаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ туяннӑ. Салара кӗске вӑхӑтрах илемлӗ чечек куҫа илӗртме тытӑннӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Тест тухмалли хатӗр Нумаях пулмасть Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем наркотиксемпе усӑ курнипе курманнине тестпа тӗрӗсленӗ. «Тест ирттернин тӗллевӗ — вӗренекен ҫамрӑксем наркотикпа усӑ курнине тупса палӑртасси», — тесе пӗлтерет «Каҫал Ен» хаҫат. Теста наркотикпа усӑ курнин сиенӗ ҫинчен вӗренекенсене шухӑшласа пӑхма сӗнес тӗллевпе те ирттернӗ-мӗн. Тест 5 тӗрлӗ наркотика тупса палӑртаять иккен. Тӗрӗслев вӗренекенсем наркотикпа усӑ курманнине кӑтартса панӑ. Аса илтеретпӗр, 15 ҫултан аслӑраххисен тест витӗр тухма ҫырса ирӗк памалла, 14 ҫултисем валли ашшӗ-амӑшӗ килӗшни кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫӗнӗ тракторпа ӗҫлеме те аван Кӑҫалхи 4 уйӑхра Элӗк районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем автотранспорт паркне 10 миллион та 580 пин тенкӗлӗх ҫӗнетнӗ тесе пӗлтерет унти «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат. Кивҫен илнӗ укҫапа 3 миллион та 365 пин тенкӗлӗх чухлӗ техника туяннӑ, хӑйсен шучӗпе — 7 миллион та 215 пинлӗх. «Новый путь» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул) ял хуҫалӑх производство кооперативӗ кӑҫал тӗрлӗрен ял хуҫалӑх техникипе хатӗр-хӗтӗр туянма 4 миллион та 642 пин тенкӗ тӑкакланнӑ. «Алмаз» хуҫалӑх уй-хирӗнче ҫӗнӗ «Беларус-2022.3» трактор «кӗрлеттерсе» ҫӳрет-мӗн, ҫурхи тырӑна ҫӗнӗ сеялкӑпа акнӑ. Вӗсене туянма 2 миллион та 955 пин тенкӗ «тухса кайнӑ». Э.Лебедев хресчен-фермер хуҫалӑхӗпе «Килӗшӳ» уҫӑ обществӑн машина-трактор паркӗсем «Беларус-82.1», «Авангард» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн автопаркӗ «Беларус-89.2» тракторсемпе ҫӗнелнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |