Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура «Кая юлнӑ юрату» спектакльти сыпӑк
«Кая юлнӑ юрату» спектакльти сыпӑк

Паянтан пуҫласа ҫак уйӑхӗн 9-мӗшӗсенче Пушкӑртстан чӑвашӗсемшӗн чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм иртет — ҫак кунсенче унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольте пулать. Инҫе ҫула май кайма театр федераци шайӗнче хӳтӗленӗ «Халал» проект пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ӗпхӳ, Стерлӗ, Пелепей хулисенче тата Толпасӑпа Пишпӳлек салисенче «Ама кайӑк ҫулӗпе» юмахпа «Кая юлнӑ юрату» трагикомеди кӑтартӗҫ.

Аса илтеретпӗр, «Ама кайӑк ҫулӗпе» спектакль Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. Пӗлтӗр вӑл республикӑри «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра «Чи лайӑх ача-пӑча спектаклӗ» пулса тӑнӑ. Ӑна Иосиф Дмитриев режиссёр (унӑн тава тивӗҫлӗ ячӗсене асӑнса кайма кирлех те мар-тӑр, мӗншӗн тесен ун пек паллӑ ҫынсен ятне калани те ҫителӗклӗ), Лолита Чекушкина композитор тата Ольга Ежкова художник пӗрле пулса сцена ҫине кӑларнӑ. Унта тӑвна халӑхӑмӑр ламран лама упраса пынӑ чӑнлӑхсене уҫса панӑ.

«Кая юлнӑ юрату» пьеса авторӗ — пушкӑрт драматургӗ Флорид Буляков. Ӑна театрӑн режиссёр-постановщикӗ Станислав Васильев сцена ҫине кӑларнӑ.

 

Спорт

Шалти ӗҫсен министерствин Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи районсем хушшинчи уйрӑмӗнче юрисконсультра ӗҫлекен Светлана Ерпылёва сивӗ шывра ишессипе абсолютлӑ чемпион пулса тӑнӑ.

Ӑмӑрту чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Атӑл юханшыв хӗрринче иртнӗ. Республикӑн уҫӑ чемпионачӗ тесе палӑртнӑ мероприятие хамӑр патрисем хутшӑннӑ кӑна мар, Тутарстанри, Мари Элти, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ишевҫӗсем те килсе ҫитнӗ.

5 градуслӑ шывра 100 метра тупӑшнисенчен Еленӑна ҫитекен тупӑнман. Вӑл триатлон тата ишес енӗпе профессилле майпа аппаланать иккен.

 

Чӑвашлӑх

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ял тӑрӑхне кӗрекен Кечкей ялӗнче «Чӑваш ҫӗрӗн эрешӗсем» ятпа историлле юмах-халапсен сехечӗ иртнӗ. Е.В. Павлова библиотекарь вулавӑша пухӑннӑ ачасене «Чӑваш ҫӗрӗн эрешӗсем» кӗнекепе паллаштарнӑ. Вӗсене вӑл тӑван халӑхӑмӑр тӑхӑннӑ ҫи-пуҫа, капӑрланмаллисене кӑтартнӑ. Ачасене вӑл авалтан пыракан йӑла-йӗркепе ҫыхӑнӑва кӑтартас тенӗ. Лешсем вара чӑннипех те кӑсӑкланса кайнӑ: хӑшӗсен вӗсене, калӑпӑр, пуҫа ҫыхмаллисене, хушпу-тухьяна — туянас е тӑвас килсе кайнӑ тесе пӗлтерет Карапаш ял тӑрӑхӗ.

 

Экономика

Шупашкар хули «2013 ҫулхи чи лайӑх усламҫӑ» хула конкурсӗ ирттерме палӑртнӑ. Унта пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсем хушшинче йӗркелеҫҫӗ. Ӑна усламҫӑсене хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленине пӗлтереҫҫӗ. Тата малта пыракан предпринимательсен опычӗпе тин ҫеҫ ҫак ӗҫе кӳлӗнекенсене паллаштарас шухӑш та пур-мӗн.

Конкурса «2013 ҫулхи чи лайӑх пӗчӗк предприяти», «2013 ҫулхи чи лайӑх вӑтам предприяти», «2013 ҫулхи чи лайӑх усламҫӑ», «2013 ҫулхи социаллӑ яваплӑ чи лайӑх компани», «2013 ҫулхи чи лайӑх инновацилле предприяти», «2013 ҫулхи чи лайӑх усламҫӑ», «Ӳнер промыслисен тата ремеслисен енӗпе 2013 ҫулхи чи лайӑх предприниматель», «2013 ҫулхи ӑнӑҫлӑ старт» номинацисемпе йӗркелеҫҫӗ. Заявкӑсене ҫак уйӑхӑн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, 25-мӗшӗнче вара пӗтӗмлетме палӑртнӑ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри 44 ҫамрӑк Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫав «кӗмӗле» «Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ иккен. Ӑна 14 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа параҫҫӗ. Маларах каланӑ 44 ҫамрӑкран саккӑрӑшне 60-шар пин тенкӗ преми лекӗ, 36-шне — 30-шер.

Лауреатсен хушшинче Шупашкарта пурӑнакансем уйрӑмах йышлӑ иккен. Ун пеккисем — 23-ӗн, Ҫӗрпӳ районӗнчен — виҫҫӗн, Муркаш тата Шупашкар районӗсенчен — икшер. Премие тивӗҫнисен хушшинче ҫавӑн пекех Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Вӑрмар, Тӑвай тата Елчӗк районӗнчен пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр саккӑрӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Чӗмпӗрти тата Пензӑри аслӑ шкулсенче вӗренеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ен приставӗсем хӑйсен професси уявне палӑртрӗҫ. Пӗрисем вӗсене укҫаллӑ парӑмҫӑсем сунчӗҫ, теприсем ӗҫ сахалланса пытӑр та йыш чактӑр терӗҫ.

Кирек епле уяври пекех суд приставӗсене те професси кунӗнче тӗрлӗ шайри наградӑпа чысларӗҫ. Ҫав шутра — икӗ хутчен сӗтев пама тӑрсан та ӑна илмен ӗҫчен те пулчӗ. Ун пек каланине залрисем тата уява пырса ҫитнӗ хӑнасем ӑшшӑн кулса йышӑнчӗҫ. Ку вӑл ӗнтӗ таса чунлӑ специалиста ырлани пулчӗ-тӗр. Пӗтӗмпе вара савӑнӑҫлӑ пухура 50 ытла ӗҫчен Тав хучӗпе дипломлӑ пулса тӑчӗ. Вӗсен хушшинче «Шырава чи лайӑх ирттерекен суд приставӗ» те, «Судри йӗркене тытса тӑрассипе чи лайӑх пристав» та тата ыттисем те пулчӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Паян Шупашкарпа ун ҫумӗнче вырнаҫнӑ Вӑрманкас ялӗ чиккинче чӳк ирттерчӗҫ. Чӑваш тӗнне тытса пыракансем ку вӑхӑтра Кӗр сӑри ирттереҫҫӗ — ӑна вӗсем 1236 ҫулта пирӗн халӑхӑн малтанхи патшалӑхне тутар-монгол ҫарӗсем аркатнӑ хурлӑхлӑ куна асаилсе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вара унтанпа 777 ҫул ҫитнӗ иккен — ӑна асӑнса ирттерчӗҫ те.

Кӗр сӑри чӳкне пурӗ 50 яхӑн ҫын пухӑнчӗ — вӗсем чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ та маттур ывӑлӗсемпе хӗрӗсем. Ҫавӑн пекех юнашар вырнаҫнӑ Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчи ҫынсем те сахал марччӗ.

Чи малтанах пуҫтарӑннӑ халӑх мӑнаҫлӑ элемпе утса тухрӗ, кайран вара кӗлӗ вуланӑ тата чӳкленӗ хыҫҫӑн вӑйӑ карти йӗркелерӗ. Кӗр сӑрине вӗҫленӗ майӑн така пусса техӗмлӗ шӳрпе тутанчӗҫ.

Халӑхӑн йӑли-йӗркине темле хӗтӗрсен те пӑрахмассине пӗлтерсе сӑтӑрҫӑсен «ӗҫне» те тӳрлетрӗҫ: юпа ҫумӗнчи шӑтӑка хупларӗҫ, йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ картапа килӗшменнине кӑтартса ун урлӑ каҫса кӗчӗҫ.

Сӑнсем (131)

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Пушар тухасси — яланах кӗтмен ҫӗртен тухнӑ пӑтӑрмах. Юпан 31-мӗшӗнче те «хӗрлӗ автан» Шупашкарти Пӗве урамӗнче вырнаҫнӑ пӗр кил-ҫурта ҫурҫӗрлӗх килме шутланӑ.

Инкек тухни ҫинчен пӗлтерсенех вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушар тухнӑ вырӑна васканӑ. Пушара сӳнтерес ӗҫре пурӗ пӗрлӗ 5 ятарлӑ урапа тата 14 ҫын хутшӑннӑ. Анчах та шел пулин те ҫурт-йӗре ҫӑлма май килмен.

Сиксе тухнӑ пӑтӑрмахра аманнисем пурри ҫинчен пӗлтермеҫҫӗ. Республикӑри ИӖМ службинче палӑртнӑ тӑрӑх пушар тухнӑ сӑлтавӗ хальлӗхе паллӑ мар-ха, паянхи кун тӗпчев ӗҫӗсем иреҫҫӗ.

 

Хулара

Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗ ҫамрӑк ӑру хушшинче кӗнеке вулас йӑлана чӗртес тӗллевсемпе «Эпӗ — BIBLволонтер! Эс вара?» ятпа ыркӑмӑллӑх проектне пуҫарса ярасшӑн. Ҫак тӗллевпе вулавӑш 16–25 ҫулсенчи пултаруллӑ, хастар ҫамрӑксене шырать. Вӗсемпе пӗрле вулавӑш ҫак тӗллевсене пурнӑҫлама планланӑ:

- ачасемпе ҫамрӑксем хушшичи вулас йӑлана татах та анлӑлатасси;

- вулавӑш акцийӗсене ирттересси;

- ҫӗнӗ партнерсемпе спонсорсене тупас ӗҫе хутшӑнтарасси;

- вулавӑшра кӗнеке вулассине атӑлантарасси;

- ирӗклӗ вӑхӑтра кӑсӑклӑ тата уссӑллӑ ирттересси.

Волонтер пулма кӑмӑл тӑвакансене чӳкӗн 11-мӗшӗнче 16:00 сехетсенче вулавӑшри вулав залне пыма ыйтаҫҫӗ.

Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗн адресӗ: Шупашкар хули, И. Яковлев проспекчӗ, 8 А;

Ҫыхӑнмалли номерсем: 8-919-670-21-47 (Ольга); 8-927-666-94-50 (Снежана); 8-937-371-84-98 (Мария).

 

Ҫутҫанталӑк

«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх республикӑра хӗл ларасси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Кану кунӗсенче те ҫанталӑк ӑшӑ пулчӗ — сывлӑш температури кӑнтӑрла +6...+8 градус, каҫхине +3...+5 градус тӑчӗ.

Ыран та республика ҫӗнӗ шторм циклонӗ ҫывхарса ҫитет, вӑл +10 градус таранах ӑшӑтӗ тата вӑйлӑ ҫил илсе килӗ.

Чӳк уйӑхӗн пӗрремӗш ҫурринче Антлатика циклонӗн витӗме сыхланса юлӗ, ҫавӑнпа та ку вӑхӑтра юр ҫумасан та пултарать.

Владимир Михайлов палӑртнӑ тӑрӑх 2006 ҫулта юр кӑрлач уйӑхӗн иккемӗш ҫурринче кӑна ҫунӑ пулнӑ. Кӑҫал та ҫавӑн пек лару-тӑру пулма пултарӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3327, 3328, 3329, 3330, 3331, 3332, 3333, 3334, 3335, 3336, [3337], 3338, 3339, 3340, 3341, 3342, 3343, 3344, 3345, 3346, 3347, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 08

1873
151
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ ҫуралнӑ.
1915
109
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
76
Хусанкай Атнер Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1959
65
Смирнова Валентина Владимировна, Чӑваш Республикин халӑх артистки ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...