Афиша
![]() Паянтан пуҫласа республикӑри районсенче чӑвашсен тӗп уявне — Акатуя — паллӑ тума пуҫлӗҫ. Кӑҫал старта Канаш районӗ пӗрремӗш тухӗ. Акӑ Акатуй ирттермелли график.
Акӑ график: 1. Канаш районӗнче ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче 10:00 сехетре Асхва ялӗнчи «Урожай» стадионта иртет. 2. Йӗпреҫ районӗнче ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче 11:00 сехетре Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче пулӗ. 3. Красноармейски районӗнче ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 10:00 сехетре Красноармейскинчи «Факел» стадионта иртет 4. Комсомольски районӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче 10:00 сехетре (Сабантуй) Урмаел ялӗнче пулӗ. 5. Улатӑр районӗнче — ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Явлей ялӗнче. 6. Элӗк районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Тури Татмӑш ялӗнче пулать. 7. Патӑрьел районӗнче ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче 10:00 сехетре Шӑнкӑртам ялӗнче иртет. 8. Вӑрнар районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Вӑрнарти «Химик» стадионта иртет. 9. Куславкка районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче (Акатуй) 11:00 сехетре Куславккара Атӑл хӗрринче пулӗ. 10. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ишеккасси ялӗнче пулать. 11. Муркаш районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Лантӑш ялӗнче иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Владимир Путин Паян Владимир Путин вӑхӑчӗ ҫитмен пулин те Чулхула облаҫӗн кӗпернаттӑрне Валерий Шанцева тата Пушкӑртстан Пуҫлӑхне Рустэм Хамитова отставкӑна янӑ. Тӗллевӗ — иккӗшне те кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче иртекен суйлава хутшӑнма май туса парасси. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗпе тӗл пулнӑ май Шанцев хӑйне шанса панӑ тӑрӑхра ӗҫ-пуҫ лайӑх пыни пирки пӗлтернӗ — регионти пӗтӗмӗшле продукци шайӗ, ҫурт-йӗр хӑпартасси ӳснӗ имӗш. Владимир Владимировичӑн «ҫу уйӑхӗнчи хушӑвӗсене» те пурнӑҫа кӗртсе пыраҫҫӗ. Валерий Шанцевӑн калаҫӑвне итленӗ хыҫҫӑн Президент ун шухӑшӗпе хирӗҫ мар пулнине пӗлтернӗ. Рустэм Хамитов вара хӑйне шанса панӑ тӑрӑхра ӗҫсӗррисен йышӗ пӗчӗк пулнине пӗлтернӗ, социаллӑ кӑтартусем вара — пысӑк шайра. Ҫакна шута илсе Владимир Путин хальхи пуҫлӑхӑн суйлавра ҫӗнтерме шанчӑкӗ пысӑк пулнине пӗлтернӗ, отставкине йышӑннӑ. Ака тата ҫу уйӑхӗнче Раҫҫейри тата темиҫе тӑрӑх пуҫлӑхӗсем отставкӑна кайнӑччӗ — вӗсем те авӑн уйӑхӗнчи суйлава хутшӑнма тӗв тӑваҫҫӗ. Ҫаксен йышӗнче Егор Борисова (Якути), Алексей Орлова (Калмыки), Юрий Берга (Ӗремпур облаҫӗ), Олег Кувшинникова (Вологда облаҫӗ), Марина Ковтуна (Мурманск облаҫӗ), Олег Королева (Липецк облаҫӗ), Александр Михайлова (Курск облаҫӗ) тата Владимир Якушева (Тӗмен облаҫӗ) асӑнма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Атнашсен Кӗҫӗн Ҫавал урлӑ хывнӑ юсанӑ кӗперӗ Ҫӑва тухсан унта та кунта кӗпер юсаҫҫӗ, пӗве пӳлеҫҫӗ, ял карти тытаҫҫӗ. Канаш районӗнчи Атнаш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗ урлӑ хывнӑ ҫакӑнса тӑракан каҫӑна юсанӑ. Пӗтӗмпех мар-ха. Пӗр пайне. Калӑпӑшлӑ ӗҫе пӗччен-иккӗн пурнӑҫлаймастӑн-ҫке. Йыш та кирлӗ, техника та. Атнаш ял тӑрӑхӗ троса туртӑнтарма трактора вырӑнти Киров ячӗллӗ хуҫалӑх уйӑрнине хавасланса пӗлтерет. Ял ҫыннисем те ӗҫрен пӑрӑнман. Кам епле пултарать ҫавӑн пек пулӑшнӑ. Ҫапла вара ваттисен сӑмахӗсенчен пӗрне ылмаштарса пӗччен пӑтӑ ҫиме, йышпа кӗпер юсама аван тесси кӑна юлать. Сӑнсем (20) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Элӗкре чӑваш эстрада юррин регионсем хушшинчи XIX фестивалӗ иртмелле. Кӑҫал унта Пушкӑртстанри, Чӗмпӗр тата Сарӑту облаҫӗсенчи, Красноярск енӗнчи тата хамӑр тӑрӑхри (Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Етӗрне, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи) юрӑҫсем хутшӑнмалла. Йӗркелӳҫӗсем пурӗ 27 заявка ҫитнине хыпарлаҫҫӗ. Фестивале 16 ҫултан пуҫласа 35 ҫул таранхисене пухма шутланӑ иккен. Конкурса пынисен чӑвашла икӗ юрӑ шӑрантармалла. Жанрӗ тӗрлӗрен пулма пултарать: хальхи вӑхӑтри эстрада юрри те, автор юрри те, аранжировкӑпа поп, рок, хип-хоп, джаз евӗр илемлетнӗ чӑваш халӑх юрри те. Юрӑҫсен ӑсталӑхне «Гран-при», «Чи лайӑх вокалист», «Хӗрарӑмсен чи лайӑх вокал ансамблӗ», «Арҫынсен чи лайӑх вокла ансамблӗ», «Чи лайӑх вокалпа инструмент ансамблӗ» номинацисемпе хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «ЮТВ» телеканал тулай чӑвашсем патӗнче Телевидени ӗҫченӗсене Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин пайташӗсем Любовь Тавлуй ертӳҫӗпе пӗрле кӗтсе илнӗ. «ЮТВ» канал вӑл тӑрӑхри тӗрлӗ ҫынпа тӗл пулма май килни пирки пӗлтерет. Сӑмахран, Симферополь ҫывӑхӗнчи Гвардейский хулинчи Ҫарпа тинӗс флочӗн авиаци пайӗнче. Е тата Севастополь ҫывӑхӗнчи Сахарная Головка поселокра. Унта Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумне иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн направленипе ҫавӑнти совхоза ӗҫлеме янӑ хӗрарӑмсем тӗпленнӗ. ҫавӑнта направленипе янӑ 34 пикерен 20-шӗ унта ҫемье ҫавӑрнӑ. Вырӑнтисене вӗсем хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе тыткӑнланӑ иккен. Севастопольте тата Крымра тӗрлӗ наци пӗрлешӗвӗсем пур-мӗн. Ҫав ассоциацие пирӗн чӑвашсем те кӗнӗ. Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ иккен вӗсем унта: чӑваш тумне ҫӗлеттереҫҫӗ, юрри-ташшине, йӑли-йӗркине упраҫҫӗ. «Ентешсем» проекта "ЮТВ" телеканал малашне те тытса пырасшӑн. Ҫывӑх вӑхӑтра вӑл Питӗр, Мускав, Красноярск, Саратов хулисене ҫитсе унти мухтавлӑ ентешӗмӗрсем пирки кӑларӑмсем ӳкересшӗн. |
Хулара
![]() Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Шупашкар: 500 ҫуллӑх» паркра теттесен ярмӑркки иртӗ. Мероприятие 15:00–18:00 сехетсенче хутшӑнма май пур. Тӳлевсӗрех. Мӗн-ха вӑл теттесен ярмӑркки? Вӑл — ачасен суту-илӗвӗ. Унта килте кирлӗ мар теттесене сутӗҫ. Кашни ача хӑйӗн валли туянма пултарӗ. Чи интересли — ачасем хаксене хӑйсемех палӑртаҫҫӗ. Хӑйсемех сутаҫҫӗ, шутлаҫҫӗ, суйлаҫҫӗ, туянаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем валли асӑрхаттару: ярмӑрккӑра теттесем, сӗтелҫи вӑййисем, лайӑх кӗнекесем ҫеҫ сутма юрать. Ҫӗмӗрӗлнӗ, пахалӑхсӑр япаласене, 20 сантиметртан ҫӳллӗрех ҫемҫе теттесене, пысӑк теттесене, дисксене, апат-ҫимӗҫе, тумтире, 100 тенкӗрен ытларах тӑракан теттесене сутма юрамасть. Ашшӗ-амӑшӗн унта пыриччен ачисене япӑх теттесене мӗншӗн сутма юраманнине ӑнлантармалла. Хаксен пысӑк пулмалла мар: 5, 10, 50 тенкӗ ҫеҫ. Тата: аслисен пӗчӗккисене тетте сутма, туянма, суйлама чӑрмантармалла мар. Ачасем хӑйсемех шухӑшлаччӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Покуратура Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тӗп пульницӑра тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Вӗсем — апатлану блокӗнче. Санитарипе эпидемиологи нормисене пахӑнманни пациентсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. ЧР Прокуратурин пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, апатлану блокӗнчи пӳлӗмсен капӑрлӑхӗ кирлӗ пек пулман. Пахча ҫимӗҫ, аш-какай, пулӑ цехӗсем вара пачах ӗҫлемен. Ҫавӑн пекех учрежденире ятарлӑ канаш ҫирӗплетнӗ эрнери сиплев апатланӑвӗ те пулман. Апатри типӗ япаласем, белоксем, углеводсем, ҫусем йышӑннӑ нормӑна пӑханман. Йӗркене пӑхӑнманнине кура пульницӑн тӗп тухтӑрӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Республика кунне уявлас умӗн Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн чӑваш юррисене итлеме, чӑваш ташшисене курма май пулӗ: ачасен «Ача-пӑча Акатуйӗ» хула фестивальне ирттерӗҫ. Акатуя чӑвашсем ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен уявлаҫҫӗ, тӗрлӗ йӑла-йӗрке ирттереҫҫӗ. «Ача-пӑча Акатуйне» те ҫаксене тӗпе хурса ирттерӗҫ. Кӑҫал фестиваль анлӑрах пулӗ. Ӑна «Шупашкар: 500 ҫул» культурӑпа кану паркӗнче йӗркелӗҫ. Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртӗ, ирхи 10 сехетре пуҫланӗ. Программӑра — чӑваш юррисемпе ташшисен конкурсӗсем (фольклор, халӑх тата эстрада енӗпе), «Шупашкарти Мускав районӗн паттӑрӗ» (арҫын ачасем хушшинче иртӗ), вӑйӑсем, викторинӑсем, фестивале хутшӑнакансен вӑйӑ карти. Аттракционсем те ӗҫлӗҫ, билет хакӗсене 50% чакарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() novostienergetiki.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа газ хакӗ 4,1% ӳсет. Ҫапла майпа 1 пин кубла метршӑн 4688,54 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Ҫак йышӑнӑва ӗнер Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ырланӑ. Чӑваш Енри тариф тата конкурентлӑ политикӑн патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш ҫурҫулта газ хакӗ ӳсмен. Утӑ уйӑхӗнче хак ӳснӗ хыҫҫӑн НДСа шутламасан 1 пин кубла метршӑн 3973,34 тенкӗ тӳлемелле. Вӗсенчен 3 057 тенки — курттӑмӑн туянмалли хак. Газа куҫармалли хак — 704,31 тенкӗ. Патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакансем газшӑн 3 905 тенкӗрен (Мӑкшӑ Республикинче ҫакӑн чухлӗ тӳлеҫҫӗ) пуҫласа 7 900 тенкӗ таран (Сарӑту облаҫӗ) тӳлеҫҫӗ. Баллонри газшӑн вара (1 килограмшӑн) 29,18 тенкӗ кӑларса хумалла. Потребитель патне илсе ҫитерес тӗк — 30,41 тенкӗ. Ҫапла майпа хак 4,2% ӳсет. Баллонри газа курттӑмӑн туянмашкӑн 1 тоннӑшӑн 10 480 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ку — 422 тенкӗ ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулине хӑпартма тытӑнсан, 1964 ҫулта «Химпром» предприятие хута яма пуҫласан санитари зонине кӗнӗ 13 ял Ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ. Халӑхӑн ирӗксӗрех урӑх ҫӗре куҫма тивнӗ. Тосинкасси ялне те ҫакнашкал шӑпа кӗтнӗ. Вӑл 1961 ҫулччен Сӗнтӗрвӑрри районне кӗнӗ. «Шордан» ентешлӗх пуҫарнипе ҫак ял пулнӑ вырӑнта ял уявне паллӑ тунӑ. Кунта Ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ ытти ялсен ҫыннисем те хутшӑннӑ. Мероприятие Сӗнтӗрвӑрринчи культурӑпа туризм ҫурчӗн халӑх хорне чӗннӗ. Ял уявӗнче ентешсем тӗл пулса калаҫнӑ, пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ, иртнине аса илнӗ… Петров-Орловсен ҫемйин тӑванӗсем — Патшалӑх Канашӗнче ӗҫлекен Елена Беляева тата чӑваш хорӗн хормейстерӗ Роза Ракова — Тосинкасси ял пурнӑҫне аса илнӗ. Роза Ракова пиччӗшӗсемпе ҫуллахи каникула асламӑшӗ патӗнче ялта ирттернӗ. Кунти ачасемпе калаҫса вӑл чӑваш чӗлхине вӗреннӗ. Елена Беляева пиччӗшӗпе ҫак ялта ашшӗ-амӑшӗпе, асламӑшӗпе пурӑннӑ. Унтан вӗсен Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялне куҫма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |