Хулара
![]() Фонтан проекчӗ Нумаях пулмасть мэрире Шупашкарта тӗнчери чи пысӑк фонтана тӑвасси пирки калаҫнӑ. Унта ют ҫӗршывран килнӗ специалистсем те хутшӑннӑ. Пресс-конференцире палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарӑн тӗнчери чи пысӑк фонтанлӑ пулас шанчӑк — 90 процент. Борис Штайн — «GiantShows» компани ертӳҫи. Вӑл тӗнчери хуласенче фонтан композицийӗсене 20 ытла ҫул тӑвать. Борис Штайн Шупашкарти кӳлмекре вырнаҫтармалли фонтанӑн архитектура проектне те хатӗрленӗ, унпа хула администрацине паллаштарнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, вӑл виҫӗ шыв экранӗнчен тӑракан, пӗччен 135 тата яруслӑ фонтанлӑ пулӗ. Борис Штайн палӑртнӑ тӑрӑх, кӳлмек лаптӑкӗпе 10% яхӑн ҫеҫ усӑ курнӑ. Шупашкар вара Дубайпа, Лас-Вегаспа пӗр рете тӑмашкӑн майсем пур. Ҫак икӗ хулара тӗнчери чи пысӑк фонтансем вырнаҫтарнӑ. Сергей Лукиянов хӗллехи фонтан тӑвас шухӑшпа паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() 9-мӗш Аслӑ пухура. Тимӗр Акташ ӳкернӗ сӑн Ӗнер 15:00 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш наци конгресӗн черетсӗр IX Аслӑ пухӑвӗ иртнӗ. Ун умӗн, 10 сехетре, Мӑн Канаш пухӑннӑ. Анчах вӑл хупӑ мелпе иртнӗ, Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна унта кӗртмен. Аслӑ Пухура икӗ ыйту сӳтсе явнӑ — ҫӗнӗ Устава йышӑнассине тата «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале ҫирӗплетессине. «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейӗн 22 тӑрӑхӗнчен тата чикӗ леш енчи патшалӑхсенчен пурӗ 53 делегат хутшӑнмалла пулнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑн кашни районӗ 2-шер делегата яма тивӗҫнӗ. Уставне Николай Лукианов хатӗрленӗ. Мӗншӗн ҫӗнетме тивни пирки, мӗн улшӑнни пирки вӑл халӑх умне тухса доклад каланӑ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл пурнӑҫ улшӑнни пирки пӗлтернӗ — экономикӑра та, политикӑра та, кашни сферӑра тенӗ пекех — ылмашусем пулса иртнӗ. Унсӑр пуҫне обществӑлла организацисене йӗркелекен саккунсем те ҫӗнелсех тӑраҫҫӗ. Ҫакна пула ҫӗнӗ Устав ҫырма тивнӗ те. Николай Лукианов ҫавӑн пекех унчченхи уставпа танлаштарсан мӗнле улшӑнусем кӗни ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Аслӑ Пухӑвӗн делегачӗсем ҫӗнӗ Устав проектне пӗтӗмӗшле ырланӑ. Тепӗр ыйтура «Чӑваш халӑхӗшӗн тунӑ тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале ырларнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи ҫул Шупашкарта, Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула тунӑ ҫӗрте, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче инкек пулнӑ. Ун чухне рабочисем 3 метр тарӑнӑш шӑтӑкра ӗҫленӗ. Кӗтмен ҫӗртен ҫӗр йӑтӑнса аннӑ. Инкек пирки 16:30 минутра пӗлтернӗ. Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнче газ пӑрӑхне хураҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑнта пӗр рабочин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл 90 сантиметр сарлакӑш шӑтӑкра сварщик ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн чухне ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ та. Тепӗр рабочи ӑна пулӑшма тӑна, анчах ун ҫине те тӑпра ӳкнӗ, анчах ытлах нумай мар. Ҫавӑнпа ӑна ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ, медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. Тепӗр рабочине, шел те, ҫӑлма май килмен. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чӑваш наци музейӗ Чӑваш наци музейӗ сӑнӳкерчӗксен «Ҫемье музейӗ» конкурс ирттерет. Ӑна ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалланӑ. Конкурс ҫӗртмен 18-мӗшӗнче пуҫланнӑ, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӑна утӑн 8-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, пӗтӗмлетӗҫ. Конкурса ҫак темӑсемпе сӑнӳкерчӗксене йышӑнӗҫ: • «Ҫемье йӑли-йӗрки»; • «Ҫемье историйӗ»; • «Ҫемье реликвийӗ»; • «Ҫемье коллекцийӗ»; • «Ҫемье йӑви»; -•«Куракансем кӑмӑлланӑ парне». Ӗҫсене chnm6@cap.ru электронлӑ почтӑна ямалла. 62-35-10 телефонпа шӑнкӑравалса ыйтса пӗлме те пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӑсчахсем карас телефонӗ ача сывлӑхӗшӗн сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Вӑл аллерги пуҫарма пултарать-мӗн. Ку кӑна мар. Карас телефонӗпе усӑ куракан ачан ҫывӑрас килет, иммунитечӗ те хавшать. Ӑсчахсем ҫакна чылай тӗпчев тунӑ хыҫҫӑн ҫирӗплетнӗ. Сӑнав акӑ мӗн палӑртнӑ: карас телефонӗнчи хими пӗрлешӗвӗсем, металсем ачана аллерги пуҫарма пултараҫҫӗ. Чылай чухне ку — никеле пула. Вӑл кашни карас телефонра тенӗ пекех пур. Аслӑ ҫыншӑн ку сиенлӗ мар. Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне ачана карас телефонне ытлах тыттарма сӗнмеҫҫӗ. Уйрӑмах кунӗпе телефон йӑтса ҫӳрекен ачасем тӗлӗшпе асӑрхануллӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Уявра Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра халӑхӗ ял уявне паллӑ тунӑ. Ӑна уявламашкӑн ҫынсем пурте пӗрле хатӗрленнӗ, сцена ӑсталанӑ, лапама илем кӗртнӗ. Уява Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров уҫнӑ. Праҫнике Валентина Флегантова тата Елена Владимирова ертсе пынӑ. Уявра кӑҫалхи юбилярсен грамотӑпа чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Любовь Африканова, Елена Иванова, Ираида Осипова, Валентина Исакова, Любовь Иванова, Маргарита Макарова. Ольга Африкановӑна вара 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Уява Вӑрнарти культура ҫурчӗн артисчӗсене чӗннӗ. Вӗсем ял халӑхне юрӑ шӑрантарса, ташӑ ташласа савӑк кӑмал парнеленӗ, шӳтсем каланӑ, вӑйӑсем выляттарнӑ. Ял халахӗ те концерта хастар хутшӑннӑ. 86-ри Татьяна Флегантова тата 82 ҫулти Зинаида Софронова хӑйсем ҫырнӑ сӑввисене вуланӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Венера Владимировӑпа Земфира Африканова шӳрпе пӗҫернӗ. Халӑх чылайччен саланман, тепӗр ҫул та ҫакнашкал уяв йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑвашстат ҫынсем ӑҫта канма кайнине палӑртнӑ. 2013 ҫулта Чӑваш Енри турист фирмисенче 39 пин туриста йышӑннӑ. Танлаштармашкӑн: 2012 ҫулта — 82,5 пин. Ют ҫӗршыва каякансем пӗлтӗр 24,4 пин ҫын пулнӑ. 2012 ҫулта ҫынсем ытларах Египета кайнӑ-тӑк пӗлтӗр Турцие ытларах вӗҫнӗ. Ӑна 24,3% турист суйланӑ. Египета 21,7% ҫеҫ кайнӑ. Рейтингра ун хыҫҫӑн — Испани (7,3%), Пӗрлешӳллӗ Арап Эмирачӗ (5,9%), Греципе Таиланд (0,7–0,9%). Раҫҫей тӑрӑх 12,6 пин турист ҫула тухнӑ. 2012 ҫулта — 58,1 пин ҫын. Вӗсенчен 43,7% Чӑваш Республики йышӑннӑ, 26,1% — Краснодар крайӗ, 13,5% Санкт-Петербург, 8,5% — Мускав облаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Куравра Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх музейӗн хальхи ӳнер центрӗнче Китай Халах Республикин сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Унтах чей тутанса пӑхнӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Китайран килнӗ делегацие чӑваш ҫӗрӗ ҫине килнӗ ятпа саламланӑ. Вадим Ефимов Китай хӑйӗн культурипе, философийӗпе, тавракурӑмӗпе пуян пулнине палӑртнӑ. Куравра шӑпах ҫаксемпе паллашма май пур та. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ халӑх хӑйсен чӗлхине — чӑваш тата китай чӗлхисене — ӗлӗкхиллех сыхласа хӑварнӑ. Ҫавӑнпа Китай ҫыннисем Республика кунне хутшӑнни Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ. Куравра — Гуйчжоу тата Аньхой провинцисенчи сӑнӳкерчӗксен ӳнерӗ. Вӗсем Китай Халах Республикин йӑлине, ҫутҫанталӑкне ӳҫса параҫҫӗ. Чей ӗҫес йӑла та кӑсӑклӑ иртнӗ. Китай ҫыннисем ӑна мӗнлерех ирттермеллине кӑтартнӑ. Вӑй хушакан техӗмлӗ чейе кашниех тутанма пултарнӑ. Аса илтерер: Китай делегацийӗ хӑйӗн пултарулӑхне Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне, Муркаш, Комсомольски районӗсенче те кӑтартать. Сӑнсем: влаҫ органӗсен порталӗнчисем (21), Тимӗр Акташӑн (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер, асӑнупа хурлӑх кунӗнче, Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплекӗнчи Мухтав монуменчӗ патне чечексемпе кӑшӑлсем хунӑ. ЧР Элтеперӗпе пӗрле ҫак мероприятие министерствӑсемпе ведомствӑсен, ЧР МЧСӗн тӗп управленийӗн ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Шӑп 73 ҫул каялла фашистсем Совет Союзне тапӑнса кӗнӗ, вӑрҫӑ 1418 куна тӑсӑлнӑ. Ҫӗртмен 22-мӗшӗ ҫӗршыв историйӗнче хура йӗрпе ҫырӑнса юлнӑ. Ҫавна май кашни ҫак кун ҫулах Мухтав монуменчӗ патӗнче пуханаҫҫӗ, палӑк умне чечексем хурса вӑрҫӑра пуҫ хунисене аса илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Анастасия Баранник Шупашкарта «Атӑлҫи мисӗ — 2014» конкрс иртнӗ. Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче ӑна пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал конкурсра Сарӑту пики ҫӗнтернӗ. Анастасия Баранник Сарӑтури Плеханов ячӗллӗ социаллӑ экономика институтӗнче вӗренет. Анастасия темиҫӗ тур витӗр тухса ыттисенчен маттур пулнӑ. Вӑл конкурса Раҫҫей регионӗсенчен, Никама пӑхӑнман патшалӑх пӗрлӗхӗнченчи ҫӗршывсенчен килнӗ 31 чиперккерен ирттернӗ. Кӑҫал ҫӗнтерӳҫе 305 пин тенкӗпе чысланӑ. Кунсӑр пуҫне Анастасия Баранник Милана каймашкӑн путевка ҫӗнсе илнӗ, «Шупашкар пир-авӑрӗ» партнерпа ӳкерӗнме контракт тунӑ. Жюри пайташӗсем «Воом» модель агентствин (Итали, Милан) ертӳҫи Marta Drisaldi, Шупашкар пир-авӑр фабрикин дизайнерӗ Наталья Кватромани (Дани), Санкт-Петербург патшалӑх экономик университечӗн Шупашкарти филиалӗн директорӗ Сергей Яковлев, ЧР халӑх артистки Татьяна Альпидовская тата ыттисем пулнӑ. Шупашкара ҫак кун Филипп Киркоров ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |