Республикӑра
![]() Шупашкар ГЭСӗн ертӳҫи Вадим Бардюков Ӗнер Шупашкар ГЭСне ертсе пыма ҫӗнӗ ҫынна лартнӑ. Тилхепене 59 ҫулти Вадим Бардюкова тыттарнӑ. Пуҫлӑх лавне вӑл унччен те туртнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Красноярск крайӗнчи районсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ тата вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи пулнӑ. Тӗрӗссипе, Бардюков ҫак тытӑмра самай ӗҫленӗ. Энергетикӑри унӑн опычӗ виҫӗ теҫетке ҫул ытла-мӗн. Курейскри тата ытти гидроэлектростанци объекчӗсене тума та вӑл нумай тӳпе хывнӑ. Хӑй вӑл Иваново хулинче ҫуралнӑ. Бардюковчен Шупашкар ГЭСне Владимир Дорофеев ҫичӗ ҫул ертсе пынӑ. Ӗҫе вӑл тивӗҫлӗ канӑва кайнине пула ҫу уйӑхӗнче пӑрахнӑ иккен. Дорофеев 67-ре пулнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Фермерсем канашлаҫҫӗ Ӗнер Йӗпреҫ районӗнчи кану базинче «Фермер кунӗ–2014» республика шайӗнчи уяв иртнӗ. Мероприятие фермерсен тата ял хуҫалӑх кооперативӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Ильдар Чемеров ертсе уҫнӑ, вӑлах пынӑ. Фермерсем патшалӑх енчен хӑйсене епле пулӑшу лекнине сӳтсе явнӑ. Асӑннӑ района илсен, юлашки виҫӗ ҫулта унти 7 фермера вӑл грант евӗр лекнӗ. Республикӑра туса илекен ӳсен-тӑран апат-ҫимӗҫӗнчен 27 проценчӗ – фермерсен тӳпи-мӗн. Фермер кунне банкирсемпе ял хуҫалӑх техникине тата ыттине сутакан предприятире тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ. Вӗсем кашниех хӑйсен продукцине ырланӑ-мухтанӑ: кам кивҫен укҫа, кам тавар сӗннӗ. Фермерсем агротуризм аталантарасси пирки те калаҫнӑ, пахча ҫимӗҫпа улма-ҫырла туса илнин усси пур текенсем те тупӑннӑ. Елчӗк районӗнчи Федор Шадриков фермер, ав, Финляндие кайса унти ӗҫтешӗсен пурнӑҫӗпе паллашни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта агротуризмӑн ҫемье центрӗсене йӗркелеҫҫӗ иккен.Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Хорӑнсор Ҫармӑс уява хатӗрленет Питрав кунӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче ял уявӗ иртмелле. Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприяти унтисемшӗн – паллӑ кун. Халӑхпа пӗрле савӑннишӗн кӑна мар. Хорӑнсор Ҫармӑс кӑҫал 335 ҫул тултарать. Ял клубӗн ертӳҫи тата вырӑнти Ҫӗрпел ял тӑрӑхӗн депутачӗ Михаил Кузьмин пуҫарнипе ял ҫыннисем тӑван тӑрӑха тирпей-илем кӗртессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Урамсене тасатса пуҫтарма ҫынсем шӑматкунлӑхсне тухаҫҫӗ, ҫӳп-ҫапа пуҫтараҫҫӗ, картасене юсаҫҫӗ, стадион патне каякан ҫула такӑрлатаҫҫӗ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьелте пленэра хавас Йӑлана кӗнӗ Кокель пленэрӗ кӑҫал саккӑрмӗш хут иртмелле. Хальхинче унӑн вырӑнне Патӑрьел районӗнчи Турхан тесе йышӑннӑ. Пленэра ҫак уйӑхӑн 8–20-мӗшӗсенче пулӗҫ. Пӗтӗм тӗнче шайне тухнӑ мероприятие Украинӑри тата хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе пурӑнакан сӑрӑ ӑстисем килсе ҫитӗҫ. Кӑмӑл тӑвакансем хушшинче – Пензӑрри, Саранскри, Питӗрти, Хусанти, Ижевскри тата Чӑваш Енри художниксем. Сӑрӑ ӑстисен ӗҫӗсен куравне утӑн 20-мӗшӗнче Турханта йӗркелӗҫ. Унта Украина художникӗн «Чӑваш ялӗнчи тӗлпулу» ӳкерчӗкне, унӑн тӑршшӗ 154 сантиметр, сарлакӑшӗ 94 сантиметр тӑршшӗ, хӑтлӗҫ. Пленэра 2007 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Ӑна Патӑрьел районӗнчи Турханта ҫуралнӑ Алексей Кокель художник ячӗпе ирттереҫҫӗ. Ку пуҫарӑва Раҫҫейӗн художествисен академийӗ тата республика ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пултаруллисене чыслаҫҫӗ Ӗнер Элӗк районӗнче ҫамрӑксен кунне ирттернӗ. Ҫав ятпа унти ҫамрӑксем «ҫавра сӗтеле» те хутшӑннӑ, велочупу та йӗркеленӗ. Мероприятие официаллӑ майпа уҫнӑ хыҫҫӑн район администрацийӗ пултаруллӑ ҫамрӑксене ҫулсерен паракан стипендипе камсене чыслассине пӗлтернӗ. Хальхинче унпа Крымсарайккӑри ял тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксен канашӗн ертӳҫине Ольга Васильевана, В.Н. Узянов фермер хуҫалӑхӗн механизаторне Владимир Дмитриева, Йӑлкӑшри ача пахчин воспитательне Валентина Иванована, Элӗк райповӗн «Тӗлпулу» кафери аслӑ поварне Валентина Иванована, «Пурнӑҫ ҫулӗпе» райхаҫатӑн система администраторне Надежда Иванована, Вутланти фельдшерпа акушер пункчӗн ертӳҫине Марина Иванована, Утаркассинчи шкулти физкультура учительне Никита Макарова, Юнтапа ял тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксен канашӗн пайташне Татьяна Матвеевана, Мӑн Ямаш шкулӗнчи физкультура учительне Евгений Назарова, Ульянов ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗн слесарь-операторне Геннадий Пшанкова, «Ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ» учреждени методистне Валентина Степанована хавхалантарнӑ. Вӗсем пурте уйӑхсерен пиншер тенкӗ стипенди илсе тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юрий Кислов депутат Ку акцире теприсем, тен, политика сӗмӗ те асӑрхӗҫ-тӗр. Ҫапах та шухӑшӗ ырӑ: «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти тата вырӑнти политика канашӗсем пуҫранипе кӑҫалхи пуш уйӑхӗнчех «Тӑван шкул» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Унӑн тӗллевӗ – вӗренӳ учрежденийӗсенчи спорт залӗсем валли услови туса парасси. Ыр кӑмӑллӑх акцийӗн вӑхӑтне 2014–2016-мӗш ҫулсем таран тесе палӑртнӑ. Ырӑ ӗҫе кирек кам та хутшӑнма пултарать. Улатӑр районне илсен, ун пек тӗслӗхе Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти ҫӑкӑр савучӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ Юрий Кислов кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн тӑван, Кувакинӑри шкулӗн спорт залне юсама 50 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗҫсӗррисем валли вырӑн шыраҫҫӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх служби кӑҫал 1115 ҫынна республика тулашне ӗҫлеме ӑсатасшӑн. Кӑҫалхи ҫур ҫулта ҫӗршывӑн 10 регионӗнчи 22 организацие 512 ҫынна ӑстанӑ та ӗнтӗ. Ҫапла, ку вӑл – официаллӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх тата патшалӑх органӗ шута илнӗ цифра. Республика тулашӗнче тар тӑкакансем, тӳррипе, унтан та ытларах. Нумаях пулмасть республикӑн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх служби Тула облаҫӗн Ӗҫлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерствипе килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлнӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта асӑннӑ регионти «Нива» тулли мар яваплӑ обществӑпа тата унти сӗт комбиначӗпе икӗ енлӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ. Сезон вӑхӑтӗнче тата вахтӑпа ӗҫлеме унта 49 ҫынна ӗҫлеме ӑсатнӑ. Халӗ Тула облаҫӗнчи ытти организаципе те килӗшӳ тӑваҫҫӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Маттур Чутай яшӗсем Ҫӗртмен 28–утӑн 3-мӗшӗсенче Рязань хулинче ҫар ҫулне ҫитмен ҫамрӑксен спартакиади иртнӗ. Ҫӗршывӑн Спорт министерстви ку ӑмӑртӑва уйрӑмах пӗлтерӗшлисен шутне кӗртет иккен. Тупӑшӑва Калининградран пуҫласа Сахалин таранчченхи регионсенчи чи лайӑх 39 ушкӑн пырса ҫитнӗ. Чӑваш Ен чысне Хӗрлӗ Чутайӗнчи вӑтам шкул ачисем хӳтӗленӗ. Чутай ушкӑнӗ пирки каласан, республикӑри ҫавӑн йышши ӑмӑртура вӑл юлашки пилӗк ҫулта кашнинчех ҫӗнтерсе пынӑ. Хальхи йыша 8К тата 9А класра вӗренекенсенчен йӗркеленӗ. Ушкӑн ытти командӑсенчен чи ҫамрӑкки пулнине палӑртаҫҫӗ. Йышри сакӑр ача – 1999 ҫулта ҫуралнӑскерсем, иккӗшӗ – 1998 тата 1997-мӗш ҫулхисем, виҫҫӗшӗ 15 ҫул та тултарса ӗлкӗреймен. Маттур пуласси ҫултан килмест ҫав. Ушкӑн хӗрӳ тупӑшура 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑнсем (50) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кун пек лартсан шанчӑклӑ Шупашкарти пысӑк суту-илӳ предприятийӗсем тата хӑш-пӗр организацисем велопарковкӑсем йӗркелеме маларахах пуҫланӑччӗ-ха. Халӗ ҫав йӗрке ача-пӑча учрежденийӗсене ҫитнӗ. Тӗп хулан Мускав район администрацийӗ хӑйӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ 7-мӗш, 176-мӗш, 200-мӗш ача пахчисем велопарковкӑсем пӑхса хӑварнине пӗлтерет. Асӑннӑ учрежденисем пӗчӗккисен велосипечӗсем валли те, аслисен валли те вырӑн туса хунӑ. Икӗ урапаллӑ «хурҫӑ утсене» сӑнчӑрлани вӗсене кукӑр алӑллисенчен сыхлама, ачасемпе аслисене велосипеда хӑрамасӑрах лартса хӑварма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Комплекс туса хурассине сӳтсе явнӑ самант Кун пирки ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Тытӑма Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем тата Шупашкар районӗ кӗрӗ. «Каяшсене тирпейлесси» ятлӑ Мускаври предприяти утӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк тата экологи министерствипе ятарлӑ килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта сӑмах йӑлари хытӑ каяшсене муниципалитетсем хушшинче тирпейлемелли тытӑм туса хурасси пирки пырать. Тытӑма виҫӗ ҫулта йӗркелемелле. Мускав компанийӗ проекта 750 миллион тенкӗпе хакланӑ. Комплекса йӑлари хытӑ каяша ҫулталӑкра 100 пин тонна вырнаҫтармалли полигон, ҫулталӑкра 150 пин тоннӑран кая мар каяш уйӑрмалли комплекс тата ҫулталӑкра 150 пин тоннӑран кая мар ҫӳп-ҫап тиесе уйӑракан станцирен тӑмалла. Йӑлари хытӑ каяшӑн 80 процентне тирпейлесшӗн тата сиенсӗрлетесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |