Культура
![]()
Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялти «Илем» фольклор ансамблӗ нумаях пулмасть Турханти психоневрологи центрӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансем вӗсене хапӑлласа кӗтсе илнӗ. Зал лӑк тулли пулнӑ. «Илем» фольклор ансамблӗ 1991 ҫулта йӗркеленнӗ. Ун чухне унӑн ертӳҫи мусӑкҫӑ, вӗрентекен, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Владимир Антонов пулнӑ. Паянхи кун та вӑл ушкӑна ертсе пырать. «Илем» фольклор ушкӑнне 1999 ҫулта халӑх ятне панӑ. Вӑл Патӑрьел, Улатӑр, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсенче, Шупашкарта, Чӗмпӗрте, Мускавра, Чӗмпӗр районӗнчи Чӑнлӑ районӗнче, Тутарстанри Пӑва, Теччӗ районӗсенче концертпа пӗрре мар пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]()
Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс ялӗнче Иван Захарович Антоновӑн мӑнукӗсем Наталья тата Сергей Артемьевсем пулнӑ. Мордва ҫыравҫи, журналисчӗ Иван Захарович Антонов Патӑрьел районӗнчи Шӑхач ялӗнче 1919 ҫулта ҫуралнӑ. 1929 ҫулта амӑшӗпе пӗрле Ирҫе Ҫармӑс ялне куҫса килнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче стрелоксен 141-мӗш дивизийӗнче ҫапӑҫнӑ, «Тӑван ҫӗршыв чӗнет» хаҫат редакцийӗн яваплӑ секретарӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи чи паллӑ хайлавӗсем – «Алексей Иконников сержант», «Автоматчик яланах ҫӗнтерет» тата ыттисем те. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн мордва литературинче унӑн «Пӗрлӗхлӗ ҫемьере» романӗ палӑрнӑ. Иван Антонов – драматург та, критик та пулнӑ. Вӑл вырӑсла та, мордвалла та аван ҫырнӑ. Унӑн чи ҫывӑх юлташӗ мордва ҫыравҫи Василий Зубов журналист пулнӑ. Вӗсем районсене пӗрле тухса ҫӳренӗ. Иван Захаровичӑн хӗрӗн Лидия Ивановнӑн ачисем Натальйӑпа Сергей Ирҫе Ҫармӑсри А.В.Рогожин ячӗллӗ вулавӑша ситсе курнӑ. Вӗсем ҫак ялта пӗрремӗш хут пулнӑ. Вӗсен кунта кукашшӗне асра тытни хавхалантарнӑ. Вӗсем малашне вулавӑшпа, музейпе ҫыхӑну тытасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсене чысланӑ. Чӑваш кӗнеке издательстви ҫакнашкал конкурса пиллӗкмӗш хут ирттерет. Ачасем ҫулсерен хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ. Вуласа тухнӑ кӗнеке пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтереҫҫӗ, сӑвӑ,-калав ҫыраҫҫӗ, ӳкереҫҫӗ… Кӑҫал жюри 365 ӗҫе пӑхса тухнӑ. Конкурса Вӑрмар районӗн ачисем те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче – Вӑрмарти Г.Е.Егоров ячӗллӗ шкулта вӗренекен Дарья Антонова, Егор Васильев, Аннетта Прохорова, Пысӑк Енккасси шкулӗнчи Мария Павлова, Юлия Иванова. Егор Васильев, 5-мӗш класра вӗренекенскер, «Кӗнеке – ача аллипе» номинацире ҫӗнтернӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви ӑна дипломпа, парнесемпе чысланӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнче Хорнуй ялӗнче пурӑнакан 82 ҫулти кинемей вӑрмана кӑмпана кайнӑ та ҫухалнӑ. Ҫӑлав службине кун пирки ҫӗртмен 30-мӗшӗнче 14.08 сехетре пӗлтернӗ. Арҫын амӑшӗ ҫӗртмен 29-мӗшӗнче кӑмпана кайсан киле таврӑнманни ҫинчен пӗлтернӗ. Кинемейӗн ҫумра карас телефонӗ пулнӑ. Анчах ҫурҫӗр хыҫҫӑн вӑл ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫав кунах ял халӑхӗ тата полицейскисем йытӑпа шырама тытӑннӑ. Виҫӗ ҫӑлавҫӑ вырӑна ҫӗртмен 30-мӗшӗнче 15 сехетре ҫитнӗ. Телефон операторӗ пӗлтернипе кинемей хӑш вырӑнарах пулнине палӑртнӑ. Ҫӑлавҫӑсем 40 ҫухрӑм квадроциклпа кайнӑ. Кинемей ҫул туптӑр тесе сасӑ янӑ. 82-ри хӗрарӑма 19.50 сехетре тупнӑ. Ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ уйӑхӗн 3-6-мӗшӗсенче Ҫерпӳ ярмӑркки пулӗ. Пӗрремӗш кунхине Анатри Кипекҫе ялӗнче фельдшерпа акушер пунктне уҫӗҫ. Ку Ҫӗрпӳ районӗнче – иккӗмӗш ФАП. 17 сехетре тӗрлӗ сӑнар район ҫыннисене, хӑнисене савӑнтарӗ. Ярмӑрккӑ уҫӑлнӑ хыҫҫӑн шкултан вӗренсе тухнисене саламлӗҫ. 17.30 сехетре Ярмӑрккӑ лапамӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи 154 выпускник пухӑнӗ, вӗсенчен 32-шне уйрӑм палӑллӑ аттестат парӗҫ. Унтах пулас студентсен картишӗ ӗҫлӗ, республикӑри аслӑ шкулсем хӑйсем пирки каласа кӑтартӗҫ. 18 сехетре «Ташӑ калейдоскопӗ» пулӗ. 19.30 сехетре «Ҫеҫпӗл» ушкӑн юрлӗ. 20.30 сехетре – файер-шоу. Кун ташӑ каҫӗпе вӗҫленӗ. Иккӗмӗш кунхине ярмӑрккӑ «Ачалӑх асамат кӗперӗ» ача-пӑча пултарулӑх фестивалӗпе пуҫланӗ. Унтан Акатуй пулӗ. 12 сехетре ултӑ регионти пултарулӑх ушкӑнӗсем утӗҫ. 14.30 сехетре – туслӑх карти. Ҫак кун халӑх ытти мероприятипе те киленме пултарӗ. Виҫҫӗмӗш кун – фестиваль кунӗ пулӗ. Вӑл Ҫерпӳ районӗнчи театр ушкӑнӗсен фестивалӗнчен пуҫланӗ. 11 сехетре А.Г.Орлов-Шуҫӑм ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа М.Яклашкинӑн академи капелли тата 6 районти ушкӑнсем композитор юррисене шӑрантарӗҫ. 13. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тобольскри Чӑваш сӑрчӗ / Н. Плотников тунӑ сӑн Тобольск хулинче Чӑваш сӑрчӗ ҫине такам пысӑк саспаллисемпе юрату сӑмахӗсем ҫырнӑ. «Милая Яна» тенӗ унта. «Милая» сӑмаха кам ҫырнине тупнӑ-ха, анчах вӑл «Яна» сӑмаха ҫырманнине ӗнентерет. Ҫутҫанталӑк палӑкне сӑтӑр кӳнӗ тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тобольскра пурӑнакан 29 ҫулти арҫыннӑн шӑпине суд татса парӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Анчах хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫӗртмен 5-мӗшӗнче «милая» сӑмаха ҫеҫ ҫырнӑ. Ҫапла майпа арҫын савнине Людмилӑна савӑнтарасшӑн пулнӑ-мӗн. «Яна» сӑмаха кам ҫырнине пӗлмест. 29 ҫулти арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫак ту культура пуянлӑхӗ пулнине пӗлмен, асӑрхаттарса ҫырнине курман. Юрату сӑмахӗ ҫырса вӑл савнине кӑна мар, Тобольскра пурӑнакансене те савӑнтарма шухӑшланӑ иккен. Касса кӑларнӑ саспаллисем вырӑнне чечек акасшӑн пулнӑ. Ку ӗҫе тетелте хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Халӗ каснӑ ҫереме мӗнле ҫӗнетмелли пирки шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл та, фенологсен шухӑшӗпе, пуянлӑх шутланать. Халӗ суд пулмалла. Арҫынна е 3 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме, е 400 сехет ӗҫлеттерме, е 3 ҫуллӑха хупма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Вениамин Мамуткин Шупашкар тӗп архитекторӗ ҫӗнелнӗ. Халӗ унӑн пуканне Вениамин Мамуткин йышӑннӑ. Кун пирки Алексей Ладыков ҫӗртмен 30-мӗшӗнче иртнӗ пухура пӗлтернӗ. «Вениамин Мамуткин конкурс витӗр тухнӑ, паянтан хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑнать. Унччен вӑл Йошкар-Олара архитекторта ӗҫленӗ, унӑн опыт нумай», - тенӗ Алексей Ладыков. Шупашкарӑн унчченхи архитекторӗ Александр Шевлягин кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вӑл унта 2012 ҫулхи ҫулларанпа вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]()
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Руслан Валитова тутарсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн ҫара ӑсатнӑ. Унта сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ: Ҫӗнӗ Шупашкар имамӗ Минкадир Резяпов, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Марков, хулари ҫар комиссариачӗн пуҫлӑхӗ Сергей Баранов. Мӑсӑльмансен салтака ӑсатасси – кӑткӑс йӑла. Вӑл – салтакӑн тӑванӗсемшӗн кӑна мар, пӗтӗм хулашӑн пысӑк пулӑм. Унта хӑнасем чӗнмесӗрхе килеҫҫӗ. Салтак киле чиперех таврӑнтӑр тесе йӑла-йӗркене ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ. Малтанах арҫынсем ҫеҫ пухӑнаҫҫӗ. Пулас салтака варрине лартаҫҫӗ, кӗлӗ вулаҫҫӗ, ӑна ҫар тивӗҫне лайӑх пурнӑҫлама, киле сывӑ таврӑнма сывлӑх сунаҫҫӗ. Кӗлӗ хыҫҫӑн хӑнасене плов ҫитереҫҫӗ, чей ӗҫтереҫҫӗ. Сӗтел синчи тӑвара кашниех тутанса пӑхать. Сӗтел ҫине тӗрлӗ ҫимӗҫ лартаҫҫӗ. Чи хакли – риспа тата какайпа пӗҫернӗ ҫавра кукӑль. Арҫынсем хӑналаннӑ май иртнине каласа кӑтартаҫҫӗ. Арҫынсем хыҫҫӑн хӗрарӑмсен черечӗ ҫитет. Пӗри кӗлӗ вулать. Йӑлапа килӗшӳллӗн, пулас салтак кил енне питпе ҫаврӑнса тухса каять. Ҫурӑмпа ҫаврӑнсан таврӑнмасан та пултарать-мӗн. Руслан Валитова та ҫак йӑлана пӑхӑнса салтака ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ канмалли кунсем кӗр евӗр иртрӗҫ. «Ҫӗртме ҫуллахи уйӑх пулнине манчӗ-им?» - шӳтлерӗ чылайӑшӗ. Gismeteo портал савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерет. Паянтан ҫанталӑк ӑшӑтас енне каять. Ыран, ытларикун, 22-24 градус ӑшӑ пулассине пӗлтерет. Юнкун ҫанталӑк тата ӑшӑтӗ: 25-27 градус таранах. Кӗҫнерни кун тепер пӗр гардус ӑшӑрах пулӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнекунпа шӑматкун республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫавна май кӑнтӑрла сывлӑш температури те кӑштах чакӗ. Ҫав кунсенче 22-23 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникунран пуҫласа утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗччен, вырӑн-вырӑнпа ҫумӑр ҫӑвать пулин те, шӑрӑх тӑрӗ. Сывлӑш температури 27-29 градус таран ӑшӑнӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫитес эрне вӗҫӗнче сивӗтӗ. Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче сывлӑш температури 12 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() http://21.mvd.ru/ сайтри сӑн «Вӑрӑн алӑ кукӑр», - теҫҫӗ те. Темӗн те пӗр ҫав хатланаҫҫӗ ҫав, темӗн те вӑрлаҫҫӗ: урапаран пуҫласа… ҫӑматӑ таранах. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хӗлле Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын полицие килнӗ те ҫӑматӑсем ҫухални пирки каланӑ. 60 мӑшӑр таранах. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫӑматӑ йӑвалать, вӑл вара вӗсене сутма пулӑшать. Курупкари ҫаматӑсем, сурӑх ҫӑмӗнчен йӑваланӑскерсем, хваттерӗнче упраннӑ. Полицейскисем вӑрра тупса палӑртнӑ. Ҫӑматӑсене арҫыннӑн унчченхи арӑмӗ тата унӑн тӑванӗ йӑкӑртнӑ-мӗн. 24-ри хӗрарӑм ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӑматӑсем – упӑшкипе пӗрле пухнӑ тупра-мӗн, ҫавӑнпа тавӑрса пама хирӗҫленӗ. Ҫавна май кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |