Культура
![]() Пӑрачкаври историпе ӳнер музейӗнче Ҫуллахи вӑхӑтра Пӑрачкав районӗнче пурӑнакансем тата хӑнасем валли историпе ӳнер музейӗнче Шупашкарти пултаруллӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗсен «Сервант» ушкӑнӗн куравӗ ӗҫлет. «Сервант» - юлташсем хушшинче ҫуралнӑ ушкӑн. Ушкӑн ячӗ хӑйне евӗр. Сервант – чашӑк-тирӗк шкапӗ пулсан та ӳнерҫӗсем ӑна хӑйне евер ӑнланаҫҫӗ. Вӗсемшӗн вӑл асаилӗве упрамалли вырӑн. Ушкӑнра – Алена Бамбурина, Владимир Бамбурин, Олеся Волкова, Анастасия Данилова, Иван Никитин, Алексей Орешкин, Александр Щеглов. Кашнинех хӑйне евӗр пултарулӑх, кашниех ӳнерпе пурнӑҫа хӑйне евӗр ӑнланать. «Сервант» ушкӑнри ҫамрӑк ӳнерҫӗсенчен чылайӑшӗ И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ, пленэрсене ҫӳренӗ, пӗрле ӗҫлеме пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Мария Грачева сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Сывлӑх министерстви Украинӑран тарса килнисене пулӑшмашкӑн хатӗр ҫынсенчен заявкӑсем малалла йышӑнать. Ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, хальлӗхе 62-ӗн таркӑнсене Украинӑри лару-тӑру лайӑхланиччен йышӑнма хатӗррине пӗлтернӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пӑхӑнакан ведомствӑсем – сывлӑха ҫирӗплетмелли тата кану организацийӗсем - шкула ҫӳремен 50 яхӑн ачана йышӑнма пултарӗҫ. Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрсем пӗччен юлнӑ ватӑ е сусӑр 30 яхӑн ҫынна вӑхӑтлӑх хӳтлӗх пама пултараҫҫӗ. Социаллӑ реабилитаци центрӗсем 66 ҫынна йышӑнма хатӗр. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 27-мӗшӗччен Украинӑран килнӗ 36 ҫемье (пӗтӗмпе 55 ҫын, вӗсенчен 13-шӗ - ачасем) вӑхӑтлӑх пурӑнмалли ҫурт ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Тӗлпулура Нумаях пулмасть Китай Халӑх Респубикинчи Сычуань провинцинчен килнӗ делегаци Чӑваш Енре агропромышленноҫ паркӗ тумашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн мӑйракаллӑ шултра выльӑха апатлантармалли ферма, теплица комплексӗ тата пӑрӑх завочӗ те хута ямалла. Тӗлпулура Китай ҫыннисем ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмашкӑн Чӑваш Енри ҫӗре 49 ҫуллӑха тара илме пултарни пирки те калаҫнӑ. Чӑваш Енри агропромышленноҫ паркне хута ямашкӑн «Китайри импортпа экспорт Силин корпорацийӗ» тулли мар яваплӑ обществӑпа «Чӑваш Ен аталанӑвӗн корпорацийӗ» АУО килӗшӳ алӑ пуснӑ. Инвестици проекчӗпе килӗшӳллӗн, фермӑна тата теплица комплексне Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тумалла. Пӑрӑх заводне Ҫӗрпӳ районӗнче хута яма палӑртнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫакӑн пек чӗнсе калать ентешӗсене Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ял тӑрӑхӗн депутачӗ Л. Осипова. "Инкек куҫа курӑнса килмест тесе ытахальтен каламаҫҫӗ", - тесе пуҫланӑ вӑл тӑван район хаҫатӗнче пичтеленӗ хӑйӗн чӗнӗвне. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, лӑпкӑн пурӑннӑ ҫӗртех Тӑрмӑшри Феофан Яковлевич Щербаков ватлӑх кунӗнче нимсӗр тӑрса юлнӑ. Кỹршӗрен тухнӑ пушарта унӑн кил-ҫурчӗ, хуралтисем кӗле ҫаврӑннӑ. Ял ҫыннисем, "Урожай" хуҫалӑх инкеке лекнӗ 74 ҫулхи ватӑна май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшнӑ-мӗн-ха. Анчах пуҫтарӑннӑ укҫа-тенкӗ пӗчӗк ҫурт та пулин лартма ҫитейменни куҫ кӗрет. Ҫавӑнпа та район халӑхне, организаципе предприятисен, хуҫалӑхсен ертỹҫисене нушана лекнӗ ҫынна пулӑшма ыйтать депутат. "Елчӗксем ҫын хуйхи-суйхинчен аякра тӑракан марччӗ", - тенӗ май вӑл ӗмӗрне колхозра ӗҫленӗ ватӑна пулӑшас текенсене счет номерне пӗлтерет:Р/с 42307.810.9.7500.4806601 0613/0457 Чувашское отделение № 8613 Сбербанк России Щербакову Феофану Яковлевичу.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов Ҫӗртмен 27-28-мӗшӗсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен пуҫлӑхӗн кунӗ иртнӗ. Шучӗпе хальхи – ҫиччӗмӗш. Ӑна Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗнчи илемлӗ вырӑнта, Чавал текен тӑрӑхра, йӗркеленӗ. Унта пырса ҫитнисем пӗрремӗш кунхине мероприятие официаллӑ майпа уҫнӑ хыҫҫӑн кӗҫех каҫхи апат хатӗрлеме тытӑннӑ. Вӑхӑтлӑх чарӑнма вӗсем палаткӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Палаткине те кашни тепринчен илемлӗрех йӗркелеме тӑрӑшнӑ-мӗн. Пырса ҫитнӗ кун ушкӑнсем пӗр-пӗрин хушшинче спортӑн тӗрлӗ енӗпе ӑмӑртнӑ: воллейбол вылянӑ, мини-футбол, хутӑш ӑмӑртура тупӑшнӑ тата ытти енпе тупӑшнӑ. «Пӑхаттир пуҫлӑх» тата «Ҫулсам, ҫава, сывлӑм чухне» конкурссем ыттисенчен уйрӑлса тӑнине пӗлтереҫҫӗ Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче. Утӑ ҫулакансем ҫак ӗҫе мӗнле пахалӑхпа тата епле хӑвӑртлӑхпа пурнӑҫлассипе, пакуссене епле вырнаҫтарса тухнипе пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑнӑ. Вырӑнти никама та хурламаҫҫӗ – пурте лайӑх ҫулнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫумӑр пуҫланнине пула программӑпа малтанласа палӑртнине ҫав кун пурне те пурнӑҫлама май килмен те, ҫапах хӑш-пӗр ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Хутӑш эстафетӑра, акӑ, Вӑрнар район ушкӑнӗ палӑрнӑ, иккӗмӗшне комсомольскисем тухнӑ, виҫҫӗмӗшне – улатӑрсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Адмкомисси ларӑвӗнче Йӗркине пӑхӑнсан чӑрмантармӗ те, анчах хӑш-пӗр хуҫасем вӗсене ҫынтан мала хураҫҫӗ тейӗн. Хаяр ӑратсене ирӗклӗнех урама илсе тухаҫҫӗ. «Ҫыртмаҫҫӗ», – теме юратаҫҫӗ кун пек чух хуҫисем. Анчах йытӑна пӗлсе пӗтер! Йытӑна усрамалли парвилӑна пӑснишӗн, акӑ, нумаях пулмасть Пӑрачкав район администрацийӗн правӑна административлӑ комиссийӗнче икӗ ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пӑхса тухнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӗр хута шавласа та теприсем ҫынсене кансӗрлеҫҫӗ. Пӑрачкав районӗнче те ун пеккисем пур. Нумаях пулмасть иртнӗ ларура тӑватӑ ҫынна адмкомисси хӑйӗн ларӑвне чӗннӗ. Аса илтеретпӗр, каҫхи вунпӗр сехетрен пуҫласа ирхи ҫиччӗччен шавлама юрамасть. Ку вӑл – эрне варринче. Канмалли тата уяв кунӗсенче – каҫхи вунӑ сехетрен тытӑнса ирхи саккӑрччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса Раҫҫейре ҫара ярассин ҫӗнӗ правилисем вӑя кӗрӗҫ. Пулас салтаксене малашне ҫарта мӗнле условире тата мӗн чухлӗ пурӑнассине хӑйсене суйлама ирӗк парӗҫ. Ҫулталӑклӑх кайсан казармӑра пурӑнма (хальхилле ӗнтӗ) пурӑнма пулать. Ҫар чаҫӗпе икӗ ҫуллӑх килӗшӳ туса ҫара тухса кайсан вӗсене «гражданкӑра» пурӑнӗҫ, ҫарта пулнишӗн укҫа илсе тӑрӗҫ. Маларах саккун контрактпа салхалтан та виҫӗ ҫул службӑра тӑма ирӗк панӑ. Халӗ икӗ ҫуллӑх службӑна суйлама ирӗк пама тытӑнӗҫ. Енчен те каччӑ ҫулталӑклӑх тесе кайнӑ хыҫҫӑн контрактпа службӑра тӑма шут тытсан икӗ ҫултан кая мар вӑхӑтлӑха килӗшӳ тумалла. Саккунӑн тӗп саманчӗ – призыв тата професси службин вӑхӑчӗ рядовойсемпе сержантсен пӗтӗмпе икӗ, виҫӗ е пилӗк ҫул пулмалла. Контрактпа кайнӑ ҫын профессионаллӑ ҫар ҫынни пулас шухӑша улӑштараять-ха. Икӗ енлӗ килӗшӳпе. Вара унӑн «срочник» евӗр ҫарта тӑма тивӗ. Контрактпа маларах службӑра тӑнӑ икӗ кун кун пек чух пӗр кунпа танлашӗ. Ҫавна кура каччӑн ҫарта тата миҫе кун тӑмаллине шутласа парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Юлашки кунсенче ҫанталӑк уяр тӑмасть-ха. Ҫапах та ял хуҫалӑх предприятийӗсем май килнипе выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлесе хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Элӗк районӗнче те ҫак енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе унта нумай ҫул ӳсекен курӑксене 2 пин гектар ытла ҫулнӑ. Ку вӑл – планпа пӑхнин ҫурринчен кӑшт ытларах. Утӑ 2115 тонна хатӗрлеме палӑртнинчен 1270 тонна янтӑланӑ. Сенажа элӗксем 7711 тонна хатӗрлесшӗн. Ӑна хальлӗхе 3 пин тоннӑна яхӑн хурса хӑварнӑ. Выльӑх апачӗ хатӗрлессипе «Новый Путь» кооператив ӗҫченӗсем малта пыраҫҫӗ. «Авангард», «Правда», «Алмаз» хуҫалӑхсем те – лайӑх ӗҫлекенсен шутӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Пеледыш айо» - мари халӑхӗн юратнӑ уявӗ. Ӑна 80 ҫула яхӑн ирттереҫҫӗ. Ҫурхи ӗҫсене вӗҫлесен халӑх уява пухӑннӑ: чи хитре тум тӑхӑннӑ, наци алка-эрешне ҫакнӑ. Пӗрле пухӑнса чунтан савӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ. Чи маттуррисене парнесемпе хавхалантарнӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн уяв пуянланса пынӑ. Кӑҫал «Пеледыш айо» уява вокалпа хор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Мари Республикинчи алӗҫ ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Уявра спорт мероприятийӗсем иртнӗ, аттракционсем, ташӑ тата вӑйӑ лапамӗсем, наци кухньине сӑнлакан картишсем ӗҫленӗ. Концерт пуян пулнӑ: сцена ҫинче мари, вырӑс, ют ҫӗршыв композиторӗсен юррисем, халӑх тата автор юррисем янӑранӑ. Ҫак уява Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ял тӑрӑхӗнчи «Ямаш» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Ямашсем мари халӑхне чӑваш халӑх юррисемпе савӑнтарнӑ. Уявра пирӗн ентешсене Дипломпа чысланӑ. Сӑнсем (40) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем Шӑмӑршӑ районӗнче Ҫамрӑксен кунӗнче ҫулсерен иртекен эстрада юррин «Ҫамрӑк сасӑсем» район фестивалӗ иртнӗ. Ку фестиваль Шӑмаршӑ районӗнче йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӑл ҫулсерен пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртма пулӑшать. Фестивале 14-35 ҫулсенчи солист вокалистсем, вокал ансамблӗсем хутшӑннӑ. 14-18 ҫулсенчисен йышӗнче «Соло-вокал» номинацире Мария Константинова ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑна Надежда Павлова тивӗҫнӗ. 3-мӗш вырӑнта – Михаил Кириллов. 18-35 ҫулсенчисен хушшинче вара Анастасия Мердеева ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑна Ольга Бибукова тухнӑ. 3-мӗш вырӑна Кристина Долгова тивӗҫнӗ. «Дуэт» номинацире Мария Тридвона тата Вика Иванова мала тухнӑ. «Вокал ансамблӗ» номинацире 1-мӗш вырӑна «Эдельвейс» вокал ансамблӗ тивӗҫнӗ. «Антонина» ача-пӑча ташӑ ушкӑнӗ Шӑмӑршӑри культура аталанӑвӗн центрӗн тавне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |