Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика

Ҫӗнӗ Шупашкарта темиҫе ҫул каяллах хӑпартма тытӑннӑ «Хевел» завод тинех ӗҫлесе кайнӑ. Хӗвел модулӗсем кӑлармалли ҫав предприятире халӗ производствӑн тӗп линийӗсене хута яма тытӑннӑ. Харӑсах пӗтӗмпех ӗҫлесе каймӗ-ха. Пӗчӗкшерӗн. Тапхӑрӑн-тапхӑрӑн. Линие «Tokyo Electron Limited» яппунсен корпорацийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле хута янӑ.

Заводӑн пресс-служби хӗвел модулӗсене юлашкинчен пухмалли мӗнпур участок ӗҫленине пӗлтернӗ. Сӑмахран, лазерпа скрайберлакан тытӑма йӗркелесе ҫитернӗ, хӗвел модулӗсене уйрӑм ячейкӑсем ҫине уйӑрма пулать тата ытти те.

«KUKA» компани специалисчӗсем роботсем валли программӑна хатӗрлесе ҫитернӗ.

Паянлӑха вара заводӑн инженерӗсемпе технологӗсен технологи ӗҫӗсене йӗркеелсе пӗтермелле те ҫулталӑкран проект хӑвачӗпе ӗҫлеме тытӑнмалла.

 

Персона Марфа Кузьминана саламлаҫҫӗ
Марфа Кузьминана саламлаҫҫӗ

Етӗрне районӗнчи Мӑрсакасси ялӗнче ҫуралнӑ Марфа Ефимовна Кузьмина ҫӗртмен 26-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ вӑл. Марфа 6 ҫул тултарсан ашшӗ ҫӗре кӗнӗ.

Пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен унӑн. Пӗчекренпех ӗҫпе пиҫӗхсе ӳснӗ. 80 ҫулта чухне те колхоз ӗҫне хутшӑннӑ. Мӑшӑрӗпе, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Павел Тимофеевич Кузьминпа 6 ача ҫуратса ӳстернӗ. Пӗрле 39 ҫул пурӑннӑ.

Халӗ Марфа Ефимовна 8 мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе киленет. Вӑл – ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Ӑна «Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.

Марфа Ефимовна РФ Президенчӗн саламне тивӗҫнӗ. Юбиляра ентешӗсем, тӑванӗсем вырӑнти тӳре-шара, «Пилеш» фольклор ансамблӗ саламланӑ.

Сӑнсем (24)

 

Культура Вадим Ефимов министр Екатерина Образцова СССР халӑх артисткипе
Вадим Ефимов министр Екатерина Образцова СССР халӑх артисткипе

Ҫак уйӑхӑн 24–28-мӗшӗсенче Шупашкарта тӗнчери пукане театрӗсенчен чи пысӑккин С.В. Образцовӑн патшалӑх академи тӗп театрӗ гастрольпе пулчӗ.

Мускаври театр пултарулӑхне пирӗн куракансем пысӑка хурса хаклани каламасӑрах паллӑ-тӑр. Асӑннӑ театр репертуарӗпе темиҫе ӑру ӳснӗ. Шупашкара тӗп хула профессионалӗсем «Атӑ тӑхӑннӑ кушак» классика юмахне тата «Гулливерӑн ҫул ҫӳревӗ» историе илсе килнӗ. Аслисем пирки те манман Мускав «пуканисем». Вӗсем валли «Тӗлӗнтермӗш концерт» кулӑшла ревю лартнӑ. Ку спектакль – тӗнчере пуринчен ытла ҫын пӑхнине кура Гиннес рекорчӗн кӗнекине лекнӗскер.

Чаплӑран та чаплӑ пукане ӑстин Сергей Образцовӑн мӑнукӗпе, асӑннӑ театрӑн режиссер-постановщикӗпе, СССР халӑх артисчӗпе Екатерина Образцовӑпа Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ. Вӑл гастролӗн тӳпине пысӑка хурса хак панӑ.

 

Республикӑра «Iveco» маркӑллӑ автобус салонӗ
«Iveco» маркӑллӑ автобус салонӗ

Республикӑри автотранспорт предприятийӗсенчен пӗри, «Чӑвашавтотранс», пӗчӗк автобуссем туянасшӑн иккен.

19 вырӑнлӑскерсене илессипе нумаях пулмасть вӑл конкурс ирттернӗ. Италире кӑларнӑ «Iveco» маркӑллӑ автобуссем пассажирсемне турттарма питӗ хӑтлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӗсемпе ҫула тухма меллӗрен турист автобусӗсем теҫҫӗ курӑнать.

Автобусӑн лайӑх енне палӑртнӑ май Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви видео- тата телеаппаратура, кондиционер пуррине кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл пуҫтарӑнакан креслӑсене асӑннӑ.

Инҫет тата вӑтам инҫӗше ҫӳретмелли тӗллевлӗ автобуссене «Чӑвашавтотранс» Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Куславккари, Етӗрнери филиалсене валеҫсе парасшӑн-мӗн. Пӗтӗмпе миҫе автобус туянассине Транспорт министерстви асӑнман.

 

Пӑтӑрмахсем

Сӑнатӑн та, нумайӑшӗ ӳсӗрле ачи-пӑчине, теприсем, ав, мӑнукӗсене те, патакпа тӑн кӗртесшӗн. Шупашкар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 64-ри арҫын та хыпса лартнӑ хыҫӑн 4 ҫулти мӑнукне ӑса вӗрентес тенӗ. Арҫын йӗрке хуралҫисене каярах ӗнентернӗ тӑрӑх, тӑваттӑри арҫын ача ҫӑвӑнасшӑн пулман. Ҫавӑншӑн вӑл тӳрех алла пластмасса тетте – хӗҫ – ярса илнӗ те икӗ хутчен ҫапнӑ. Ҫапсан ача макӑрса яни арҫынна пушшех тарӑхтарса янӑ. Ӳсӗрскер чӗн пиҫиххипе пӗчӗкскере виҫӗ хутчен туртса ҫапнӑ.

Ачин кӗлетки ҫинче кӑвака асӑрхасан амӑшӗ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Патакпа «тӑн кӗртекен» айӑпа йӑлтах йышӑннӑ тесе пӗлтерет Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов. Унтан та ытларах. Тӑваттӑри ачана хӗнекен арҫын хӑйне те пӗчӗк чух аслашшӗ хӗненине, ҫавна пула вӑл «лайӑх ҫын» пулнине пӗлтернӗ-мӗн.

Чӗн пиҫиххипе тӑн кӗртекен ӗҫне кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

 

Республикӑра Аслӑ чеменсем
Аслӑ чеменсем

Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗ Шупашкар хулинче иртнӗ Республика кунне уявлама хутшӑннӑ. Фольклор ушкӑнӗ авалхи ҫӗр ӗҫӗн йӑли-йӗркине:ака туни, тырра вырса ҫапни, сӑвӑрни, ал арманӗпе кӗрпе туни - кӑтартнӑ.

Борис Сюзюкин ҫӑпата тӑвас ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Уявра чеменсен пултарулӑх ушкӑнӗ куракансене хӑйсен пултарулӑхӗсепе савӑнтарнӑ.

Тӗрлӗ облаҫсенчен килнӗ хӑнасем авалхи пир кӗпе тӑхӑннӑ, хушпу сырӑннӑ, ҫӑпата тӑхӑннӑ хӗрарӑмсене курса тӗлӗннӗ тесе хыпарлать асӑннӑ ял тӑрӑхӗ.

Куракансем хӗрарӑмсен ушкӑнӗ шӑрантарнӑ чӑваш халӑх юрри-такмакӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса пӗрле савӑннӑ, «Кӑвакал чӑмать-и?», «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» чӑваш халӑх вӑййисене кӑтартнӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ.

Аслачеменсен хальхи чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачисем те уява хайне кура илем кӳнӗ. Инди халӑх ҫыннисем, Тверь облаҫӗнчен, Тутар республикинчен, Раҫҫейӗн ытти тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ хӑнасем аслӑчеменсене мухтанӑ, татах та ҫӑкӑн евӗрлӗ уявсене хутшӑнса ҫынсене савантарса ҫуреме анӑҫу та сывлӑх суннӑ. Аслӑчеменсем вара вӗсене хуҫалӑхра авалхи йӑлапа хатӗрленӗ чӑваш сӑрипе хӑналанӑ http://gov.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх "Эткер" этнокультура лагере канма килнисем
"Эткер" этнокультура лагере канма килнисем

Ҫак эрнере Чӑваш Енти «Вӑрман юмахӗ» санаторине кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут тулай чӑвашсен ачисем канма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хальхи ҫӗршывӑн 10 регионӗнчен 45-ӗн килнӗ.

Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсен ачисемпе Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ. Вӑл «Эткер» этнонкультура лагере хӑйӗн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, юррисемпе, тӗррисемпе пуян чӑваш культурин элчисем пуҫтарӑннине палӑртса хӑварнӑ. Канма килнӗ ачасене Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» кӗнекене асӑнмалӑх тесе парнеленӗ.

Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, лагере канма пухӑннӑ ачасене тӑван этнокультурӑпа та паллаштараҫҫӗ.

 

Хулара

Ҫӗртмен 26-мӗшӗнче, Наркотикпа кӗрешмелли пӗтӗм тӗнчери кун, «сывлӑх троллейбусӗсем» ҫула тухнӑ. 1-мӗш, 15-мӗш тата 18-мӗш маршрутпа хутлаканскерсене наркотика хирӗҫле рекламӑллӑ плакатсемпе илемлетнӗ. Вӗсемпе ҫула тухнисене тӗрлӗ информаци материалӗ валеҫнӗ. Акци ирхи вунӑ сехетре Хӗрлӗ лапамра пуҫланнӑ.

Акцие Наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗ, Шупашкарӑн Калинин район администрацийӗ тата яваплӑ ытти служба пӗрле пулса йӗркеленӗ.

Хулари хастар яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ троллебуса Хӗрлӗ лапамра ларнӑ та пассажирсем хушшинче инкеке лексен мӗн тумаллине ӑнлантаракан флаерсем валеҫсе пынӑ.

 

Ҫурт-йӗр Кун пек ҫуртра такамӑн та пурӑнас килӗ
Кун пек ҫуртра такамӑн та пурӑнас килӗ

Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӑйӗн сайтӗнче ҫынсем ӑҫта пурӑнма кӑмӑлланипе кӑсӑкланнӑ. Асӑннӑ ведомствӑн сайтне кӗрекенсене «Сирӗн уйрӑм ҫуртра е нумай хваттерлинче пурӑнас килет-и?» ыйтӑва хуравлама ыйтнӑ.

Ыйтӑма хутшӑннисенчен 74 проценчӗ уйрӑм ҫуртра пурӑнасшӑн. Анчах ахаль-махальлинче мар. Ҫуртра ҫутӑ, шыв пултӑр, канализаци тата коммуналлӑ ытти услови те кирлӗ.

Уйрӑм ҫуртра тӗпленес текенсенчен кун пек шухӑш патне 10 проценчӗ экологи тӗлӗшӗнчен таса вырӑнта пурӑнас килнипе пырса тухнӑ.

Ыйтӑма хутшӑннисенчен 12 проценчӗ хваттерте пурӑнасшӑн, мӗншӗн тесен вӗсене ял пурнӑҫӗ илӗртмест. Хваттерех чун туртнине 3 проценчӗ ҫурта тытса тӑрас тата юсас енӗпе нумай тӑрӑшмалла маррипе сӑлтавланӑ.

 

Культура

ЧР Журналистсен пӗрлӗхӗ пысӑк проекта вӗҫленӗ. Организаци юбилейӗ тӗлне «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ.

Ку массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑсен, полиграфи предприятийӗсен, информаци агентствисен историне, тӗп тапхӑрӗсен аталанӑвне ҫутатакан пӗрремӗш кӗнеке. Кӗнекере 2400 яхӑн статья, вӗсене алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ. Кунта СССР тата РФ Журналистсен союзӗсен пайташӗсем пирки, чӑваш изданийӗсен пирвайхи редакторӗсем, репрессиленӗ журналистсем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем, фронтри корреспондентсем, пичет ветеранӗсем тата ыттисем ҫинчен те ҫырса кӑтартнӑ.

Чӑваш Ен тулашӗнче тухса тӑракан чӑваш журнал-хаҫачӗ пирки уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Энциклопедире 1400 ытла сӑнӳкерчӗкпе усӑ курнӑ.

Унта псевдонимсемпе пичетленнӗ журналистсемпе ҫыравҫасем пирки те пур. Кӗнеке журналистсемшӗн, издательсемшӗн, культура ӗҫченӗсемшӗн, ӑсчахсемшӗн, политиксемшӗн, студентсемшӗн, ытти ҫынсемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла. Вӑл 3 пин тиражпа тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3289, 3290, 3291, 3292, 3293, 3294, 3295, 3296, 3297, 3298, [3299], 3300, 3301, 3302, 3303, 3304, 3305, 3306, 3307, 3308, 3309, ... 3882
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ака, 28

1946
79
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
59
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
59
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...