Ҫутҫанталӑк
![]() Комплекс туса хурассине сӳтсе явнӑ самант Кун пирки ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин ирттернӗ канашлура палӑртнӑ. Тытӑма Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем тата Шупашкар районӗ кӗрӗ. «Каяшсене тирпейлесси» ятлӑ Мускаври предприяти утӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк тата экологи министерствипе ятарлӑ килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта сӑмах йӑлари хытӑ каяшсене муниципалитетсем хушшинче тирпейлемелли тытӑм туса хурасси пирки пырать. Тытӑма виҫӗ ҫулта йӗркелемелле. Мускав компанийӗ проекта 750 миллион тенкӗпе хакланӑ. Комплекса йӑлари хытӑ каяша ҫулталӑкра 100 пин тонна вырнаҫтармалли полигон, ҫулталӑкра 150 пин тоннӑран кая мар каяш уйӑрмалли комплекс тата ҫулталӑкра 150 пин тоннӑран кая мар ҫӳп-ҫап тиесе уйӑракан станцирен тӑмалла. Йӑлари хытӑ каяшӑн 80 процентне тирпейлесшӗн тата сиенсӗрлетесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() cheboksary.ru сайтри сӑн Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Тутар Респбуликинчи Нурлат хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри «Уяв» чӑваш культурин наци уявне саккӑрмӗш хут ирттерӗҫ. Мероприятие ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов та хутшӑнӗ. Кӑҫал уяв йӗркелӳҫисем чӑваш халӑхӗн культурине анлӑн ҫутатма палӑртаҫҫӗ. Аса илтерер: «Уявӑн» республика статусӗ, кунашкал ӑна 1993 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. 2005 ҫулччен ӑна чӑвашсем нумаййӑн пурӑнакан вырӑнсенче ирттернӗ. 2006 ҫултанпа вара «Уява» Тутарстанри Нурлат районӗнче йӗркелеме тытӑннӑ. Юлашки ҫулсенче ӑна анлӑн ирттереҫҫӗ, Раҫҫейри чӑвашсем нумай пурӑнакан регионсен элчисене чӗнеҫҫӗ. Мероприятипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинчи тата Тутарстанри Культура министерствисем малашне культура тата ӳнер тытӑмӗнче ҫыхӑнса ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пусаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() Чулхула администрацийӗн пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗ Ыран Чулхулара чӑваш наци уявне – Акатуя – паллӑ тӑвӗҫ. Пуҫаруҫисем – Чулхулари «Чӑваш культурин центрӗ» общество организацийӗ тата вырӑнти чӑваш наципе культурин автономийӗ. Уяв Чулхулари Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ ячӗллӗ канупа культура паркӗнче пулӗ. Чӑваш наци культурине сыхласа хӑварас, сарас тӗлӗшпе йӗркеленӗ мероприятие ирттерме Чулхула облаҫӗнчи Шалти регион тата муниципалитет политикин министерстви пулӑшать. Ҫак кун чулхуласене Чӑваш культурин центрӗн председателӗн Анатолий Ефимовӑн чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, наци тумне халалланӑ кӗнекипе паллаштарӗҫ. Уявра концерт пулӗ. Унта Чулхула облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи пултарулӑх ансамблӗсем, юрӑҫӑсем сцена ҫине тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() glavnoe.ua сайтри сӑн Россельхознадзорӗн Чӑваш Енри управленийӗ Пӑрачкав районӗнчи «Восход» тата М.Горький ячӗллӗ ЯХПКсен фермисенче ветеринари нормисене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ. Ҫӑртме уйӑхӗнче Россельхознадзорӗн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем асӑннӑ фермӑсене планпа килӗшӳллӗн тӗрӗсленӗ. Икӗ тӗслӗхре те ветеринари нормисене пӑхӑнманни ҫиеле тухнӑ. Икӗ фермӑра та лейкозпа чирлӗ ӗнерен суса илнӗ сӗте сутнӑ-мӗн. Кунашкал сӗте сутни Таможня союзӗн «Сӗтпе сӗт продукцийӗн хӑрушсӑрлӑхӗ пирки» техника регламенчӗн йӗркипе килӗшӳллӗн мар. Ҫавӑнпа ҫӳлерех асӑннӑ организацисен председателӗсем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]()
Паллӑ ентешӗмӗр Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчик пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 10 ҫул ҫитрӗ. Ӗнер вӑл ҫуралнӑ тӑрӑхра – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче – Андрияна аса илнӗ. Ҫак кун Асӑну комплексӗнче пин-пин ҫын пухӑннӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата сумлӑ ытти хӑна та ҫитнӗ. Митинга «Эткер» этнокультура лагерӗн Муркаш районӗнчи «Вӑрман юмахӗ» сиплев лагерӗнче канакан ачасем – Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи чӑваш диаспоринчен килнӗскерсем – уҫнӑ. Шӑпӑрлансем сӑвӑ вуланӑ, Андриян Григорьевичӑн юратнӑ «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юррине шӑрантарнӑ. Михаил Игнатьев сӑмах илнӗ. Митинга пухӑннисем космонавта аса илнӗ. Митинг хыҫҫӑн Андриян Николаевӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ. Хӑнасем Космонавтика музейӗнче экскурсире пулнӑ, Николавсен ҫемйин музей ҫуртне, Космонавтсен аллейине ҫитсе курнӑ. Асӑну кунӗ Космонавтика музейӗнче каҫхи телекӗперпе вӗҫленнӗ. Асӑну комплексӗнче Мускаври асӑну музейӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра унта та аса илӳ каҫӗ иртнӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Вӑл 543 ҫын пурӑнакан яла медицина пулӑшӑвӗ парӗ. ФАПа кирлӗ медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе, сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ. Унта Алина Геннадьевна Суркина акушерка ӗҫлет. Унӑн медицинӑри пӗтӗмӗшле стажӗ – 28 ҫул. Вӗсенчен 25-шне вӑл ФАПра ӗҫленӗ. Санитаркӑра Руфина Кимовна Бородова вӑй хурать. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ҫӗре ЧР Сывлӑх министерствин тӗп эксперт специалисчӗ Н.А.Калашников, Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ М.Н.Алексеев тата ыттисем хутшӑннӑ. Шӑнкас халӑхӗ ФАП уҫнӑшӑн хӗпӗртесе тав тунӑ. Уяв концертпа вӗҫленнӗ. Халӑха Шӑнкасри культура ҫурчӗн «Шурӑ акӑш» ансамблӗ савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Вӑйӑ картине тухнисем
Чӑвашсем ӗлӗк вӑйӑ картине тӑнӑ, пӗрле юрласа-ташласа савӑннӑ. Вӑйӑ (уяв) картине ҫуркунне тата ҫулла уҫӑ лапмара пухӑннӑ. Тахҫан Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа тӑрӑхӗнче те ҫак йӑлана тытса пынӑ. 1950-мӗш ҫулсенче, клубсем ӗҫлеме тытӑнсан, ҫамрӑксем вӑйӑ картине тӑма пӑрахнӑ. Апла пулин те аслӑ ӳсӗмрисем ҫак йӑлана астӑваҫҫӗ. Нумаях пулмасть Шӑмалак ялӗнче пурӑнакан аслӑ ӳсӗмри ҫынсем ҫамрӑклӑхне аса илсе вӑйӑ картине тӑнӑ, купӑс каласа ташланӑ, юрланӑ. Чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине хисеплесе ҫамрӑксем те, ачасем те чӑваш тумӗ тӑхӑнса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ. «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ. 1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони тимӗрҫисем хатӗрленӗ тирпейлӳҫӗ Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре, хулана кӗнӗ вырӑнта, тимӗртен шӑратнӑ тирпейлӳҫе вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӑл килен-каяна кӗтсе илет. Тимӗр тирпейлӳҫӗ – виҫӗ метр ҫӳллӗшскер. Вӑл аллине шӑпӑр тытнӑ. Ӑна Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колони тимӗрҫисем тимӗр картаран ятарласа Ҫӗрпӳ ярмӑркки пуҫланас умӗн хатӗрленӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Искей Пайтулӗн палӑкӗн эскизӗ Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Алексей Васильевич Захаров кӳлепеҫӗ (вӑл, 1949 ҫулта ҫуралнӑскер, хӑй вӑхӑтӗнче И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетне пӗтернӗ) чӑвашсен паллӑ поэчӗн, халӑха хӳтӗлеме кар тӑнӑ, Степан Разин ҫарӗнче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ Искей Пайтулӗн ҫар паттӑрӗн (полковникӑн) палӑкӗн проект эскизне хатӗрленӗ. Ӑна ку проекта хатӗрлеме Чӑваш халӑх писателӗ, Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Юхма Мишши ҫыравҫӑ хавхалантарнӑ. Сӑмах май, Пайтул ҫуралнӑранпа кӑҫал 343 ҫул ҫитрӗ. Поэтӑн 340 ҫулхине Трак тӑрӑхне кӗрекен Сурӑмхӗрри ялӗнче (хӑш-пӗр историксем каланӑ тӑрӑх вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ) анлӑн паллӑ турӑччӗ, ӑна асӑнса йывӑҫ юпа та лартса хӑварнӑччӗ (кунта пӑхӑр http://chuv-krarm.3dn.ru/news/pajtula_capla_chyslarec_suramkherrinche/2011-08-04-228). Ҫак палӑка поэт тата ҫар пуҫӗ ҫуралнӑранпа 350 ҫул ҫитнӗ тӗле вырнаҫтарса лартсан пит аванччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |