Персона
![]() Петр Григорьевич Мефодьев Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫара пурӑнакан Петр Мефодьев ветеран 100 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл хура-шурне нумай курнӑ. Ҫавӑнпах сывлӑхӗ хавшанӑ. Вӑрҫӑра унӑн контузи пулнӑ, ҫапах вӑл унтан сывӑ таврӑннӑ. Петр Мефодьев хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пӗчӗк чухне амӑшӗсӗр юлнӑ, ҫавӑнпа ирех ӗҫе кӳлӗнме тивнӗ. 1941 ҫулта ӑна вӑрҫа илсе кайнӑ. Ун чухне вӑл храмсенче ҫурта ҫутнӑ. Ӗненӳ ӑна вӑрҫӑран чӗрӗ таврӑнма пулӑшнӑ. Петр Григорьевич вӑрҫӑран яла таврӑнсан авланнӑ, колхозра бригадирта ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗпе Евдокия Ивановнӑпа 62 ҫул пурӑннӑ. 17 ҫул каялла арӑмӗ ҫӗре кӗнӗ. Халӗ ветеран хӗрӗпе тата кӗрӗвӗпе пурӑнать. Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук: ун патне тӑтӑшах ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем тата вӗсен ачисем килсе ҫӳреҫҫӗ. Петр Григорьевич вӑрӑм ӗмӗр вӑрттӑнлӑхӗ пирус туртманнинче, эрех ӗҫменнинче, спортпа туслӑ пурӑннинче пулнине палӑртать. «Турӑ мӗн чухлӗ панӑ — ҫавӑн чухлӗ пурӑнатӑп», — тет ветеран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шел те, ӗҫре суранланмалли те тупӑнсах тӑрать. Нумаях пулмасть, ав, Шупашкарти МТВ-центр умӗнче тӑпра ишӗлсе аннипе унти рабочи вилнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тупӑшса тенӗ пек пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗмӗшле илсен инкек шучӗ Чӑваш Енре ҫапах та чакса пырать иккен. Ҫакӑн пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова ӗнерхи правительство ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех ӗҫ условийӗпе сыхлавӗн пӗлтӗрхи тӑрӑмне тишкернӗ. Ӗҫри инкек шучӗ юлашки вунӑ ҫулта республикӑра 1,9 хут сахалланнӑ иккен. Суранланнӑ тӗслӗхсем ытларах чух строительствӑра, тирпейлекен производствӑра тата ял хуҫалӑхӗнче тӗл пулаҫҫӗ-мӗн. Вӗсенчен чылайӑшӗнче ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелеменнипе, ҫул-йӗр ҫинчи инкексемпе, ӗҫлекенсем ӗҫ дисциплинине пӑснипе ҫыхӑннӑ. Ӗҫре вилнӗ 18 ҫынтан ҫурри ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Арестовсем тата Петровсем хӑнасемпе Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче Тӑвай районӗнчи ЗАГС уйрӑменче Мая Димитриевнӑпа Юрий Палладьевич Арестовсене — 50 ҫул, Валентина Капитоновнӑпа Василий Александрович Петровсене 55 ҫул пӗрле пурӑннӑ ятпа саламланӑ. Петровсемпе Арестовсене Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке, Енӗш Нӑрваш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петров, Тӗмер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Иванов, ЗАГС пайӗн ертӳҫи Валентина Новикова, районти Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Людмила Аввакумова саламланӑ. Икӗ мӑшӑр юбилейлӑ туйсен Хисеп кӗнекине алӑ пусса хӑварнӑ. Пӗрле нумай ҫул пурӑннине палӑртнӑ май Арестовсемпе Петровсем кил вучахне чӗртнӗ, салтак тӳмипе юмӑҫ янӑ, чылай ҫул каяллахи пек вальс ташланӑ. Уявра вӗсен ачисем, мӑнукӗсем, тӑванӗсем пулнӑ, мӑшӑрсене тата нумай ҫул пӗрле пурӑнма сывлӑх суннӑ. Сӑнсем (34) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юлашки вӑхӑтра вӑл е ку ҫурта «бомба хуни» пирки пӗлтересси модӑна кӗчӗ-ши? Шӳт — шӳт-ха. Анчах ултав ҫиеле тухсан пурпӗрех явап тытмалла. Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӗ центрӗнче бомба пурри пирки миҫе хутчен пӗлтерчӗҫ-ши? Паян ав черетлӗ «бомба» пирки шанкӑравласа каланӑ. Паллах, хальхинче те хыпар суя пулнӑ. Паян ирхи 10 сехет тӗлне васкавлӑ медпулӑшӑва паллӑ мар арҫын шӑнкӑравласа суту-илӳ центрӗн путвалӗнче бомба хунине, вӑл кӗҫех ҫурӑлассине пӗлтернӗ. Ку хыпара РФ ШӖМӗн республикӑри управленине ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Вырӑна полици ӗҫченӗсем килнӗ, кинологсем ятарласа вӗрентнӗ йытӑсемпе ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем, пушарнӑйсем… Пурте пынӑ. Суту-илӳ центрӗнчи ӗҫченсене, унта пынӑ халӑха урама кӑларнӑ. Кинологсем йытӑсемпе ҫурта тӗрӗсленӗ. Нимӗн те тупайман. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать, шӑнкӑравласа пӗлтерекен арҫынна шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫалхи ППЭ пӗтӗмлетӗвне тунӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 12 яш-хӗр вырӑс чӗлхипе те, математикӑпа та экзамен «иккӗлӗх» тытнӑ. Ҫавна май вӗсен экзаменсене тепӗр ҫул ҫеҫ тытма май пулӗ. Ун чухне ҫеҫ вӗсем алла аттестат илӗҫ. Ҫав 12 яш-хӗрӗн аттестатсӑр мӗн тумалла? Министр ку лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрассине пӗлтернӗ, вӗсене ӗҫ профессийӗ пама шантарнӑ. ППЭре йӗркене пӑснине кӑҫал та тупса палӑртнӑ. Тӗрлӗ сӑлтава пула 27 ҫыннӑн экзамен кӑтартӑвӗсене шута илмӗҫ. Пӗрисем экзамена телефон йӑтса кӗнӗ, теприсем шпаргалкӑран ҫырса илнӗ… Министр ППЭ ачан пӗлӗвне тӗрӗслемелли пӗртен пӗр мел пулмалла маррине каланӑ. Ҫавӑнпа ҫитес ҫул 11-мӗш класс пӗтерекенсем сочинени те ҫырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Максим Смирнов Ҫак кунсенче Пӗтӗм тӗнчери Google Science Fair конкурсӑн тӗп тапхӑрӗсенчен пӗри вӗҫленнӗ. Унта тӗнчери шкул ачисемпе студентсем, 13–18 ҫулсенчисем, хутшӑннӑ. Конкурса темиҫе пин ӗҫ ҫитнӗ. Суйлав тапхӑрӗнче регионти 90 финалиста палӑртнӑ. Вӗсен йышне Раҫҫейри 6 ҫын лекнӗ. Ҫав шутра Шупашкарта пурӑнакан Максим Смирнов та. ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Максим республика шайӗнче иртекен «Чӑваш Республикин ҫамрӑк изобретателӗ» конкурсра пӗрре мар ҫӗнтернӗ. Ҫак конкурса 2007 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери Google Science Fair конкурспа килӗшӳллӗн Максим «Сусӑрсем валли — транспорт хатӗрӗ» проекта хӑтланӑ. Вӑл авари чухне пассажира хӳтӗлет. Урапа ҫапӑнсан кабина 180 градус ҫаврӑнать. Максим конкурсра ҫӗнтерӗ-ши? Ку авӑнӑн 22-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Ҫӗнтерӳҫе вӗренмешкӗн 50 000 долларлӑх грант тата National Geographic экспедиципе пӗрле 10 кунлӑха ҫулҫӳреве каймашкӑн путевка парӗҫ. Ҫавӑн пекех Virgin Galactic космодрома ҫитме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ылтӑн медаль ҫӗнтерӳҫи Елена Наговицына. Лондонри Олимп вӑййинчи сӑн Мускав ҫывӑхӗнчи Ерино поселокра 10 пин метра чупассипе ҫӗршыв чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен спортсменкисем ылтӑн тата пӑхӑр медале илнӗ. Вӗсем — Лондонри Олимпиадӑна хутшӑннӑ Елена Наговицынапа Альбина Майорова. Дистанцин малтанхи ҫуррине хӗрарӑмсем пысӑк ушкӑнпа пӗрпек хӑвӑртлӑхпа чупнӑ иккен. Анчах кайран мала Гульшат Фазлитдинова мала тухнӑ хыҫҫӑн ун хыҫҫӑн Елена Нагоицына, Валентина Галимова тата Алена Кудашкина талпӑннӑ. Икӗ ҫухрӑм ҫапла пынӑ хыҫҫӑн Галимова мала тухнӑ, Фазлитдинова юлма тытӑннӑ. Медаль хуҫисем паллӑ пулнӑн самантра Алена Кудашкина юлма пуҫланӑ та юлашки ҫаврӑмра Альбина Майорова унтан иртнӗ. Ҫапла вара Наговицына пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Майорова — виҫҫӗмӗш. Арҫынсенчен Евгений Рыбаков ҫӗршыв чемпионӗ пулса тӑнӑ, Анатолий Рыбаков — кӗмӗл-ҫӗнтерӳҫӗ, Дмитрий Сафронов — виҫҫӗмӗш. Вӗсем виҫҫӗшӗ те хӑйсен унчченхи рекорчӗсене ҫӗнетнӗ. Раҫҫейре ун пек хӑвӑрт 2008 ҫултанпа чупман иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци музейӗнче «Ҫемье музейӗ» сӑнӳкерчӗксен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса республикӑри 251 сӑн ярса панӑ. Вӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски тата ытти районти 70 ҫемье пурнӑҫӗпе историйӗ сӑнланнӑ. Фотоконкурс ҫӗнтерӳҫисене нумаях пулмасть чысланӑ. Парнесене хулари кредит учрежденийӗсенчен пӗри уйӑрса пулӑшнӑ. «Ҫемье йӑли-йӗрки» номинацире Карповсем, Вастуловсем, Чеченешкинсем, Кашутинсем, Максимовсем тата Рубцовсем ҫӗнтернӗ; «Ҫемье историйӗнче» — Зотовсем, Фадеевсем, Платоновсем, Приезжевсем, Удяковсем, Степановсем, Трифоновсем, Чевеляксем; «Ҫемье реликвийӗнче» — Мироновсем тата Шегердюковсем; «Ҫемье коллекцийӗнче» — Давыдовсемпе Блиновсем. Куракансене килӗшнӗшӗн уйӑракан парнепе Руссовсене палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чыслани вӑйӑ-кулӑпа вӗҫленнӗ. Сӑнсем (14) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӑкалӑхсем — пулӑра Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑх ял клубӗнче А.П.Тимофеевапа А.А.Михетова «Пулӑ, кӗр!» конкурс ирттернӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарнӑ. Кӑмал тунисем вӑлта йӑтса пӗве хӗррине утнӑ. Конкурса хутшӑннисем пӗр сехет пулӑ тытнӑ. Пӗве ҫывӑхӗнче пулӑ тытмалли вырӑна хӑйсемех суйланӑ. Пӗр сехет иртсен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ. Коля Комячов 839 грамм пулӑ тытса виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Вика Семенова 865 грамм пулӑ тытнӑ. Вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Антон Кошелев – ҫӗнтерӳҫӗ. Вӑл пӗверен 1.142 грамм пулӑ кӑларнӑ. Камила Измайлова конкурса хутшӑннӑ чи кӗҫӗн ача пулнӑ. «Чи туслӑ ҫемье» номинацире Кошелевсем ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене парнесемпе хавхалантарнӑ. Изабелла Дмитриевапа Вячеслав Семенов тытнӑ пулӑран шӳрпе пӗҫернӗ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ефимовсем, Куликовсем тата Степановсем
Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче Элӗк районӗнче «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медальсене тивӗҫнӗ мӑшӑрсене саламланӑ. Кӑҫал Элӗк районӗнче виҫӗ ҫемье ҫак медале тивӗҫнӗ. Лев Архиповичпа Людмила Николаевна Ефимовсем Чӑваш Сурӑмӗнче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 36 ҫул пӗрле. Вӗсем икӗ ывӑлпа пӗр хӗре ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын ӳстернӗ. Кашниех пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупнӑ. Станислав Николаевичпа Зоя Егоровна Куликовсем Элӗкре пурӑнаҫҫӗ. Вӗсен ҫемйи 35 ҫулта. Мӑшӑр 3 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Михаил Николаевичпа Зоя Михайловна Степановсем - Тури Вылӑ ялӗнчен. Степановсем пӗрле 34 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Михаил Николаевич «Молния» колхозра нумай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ – ял старости. Мӑшӑр пӗр ывӑла ура ҫине тӑратнӑ. 2000 ҫулта вӗсем Анна ятлӑ хӗрачана усрава илнӗ. Унтан йыш татах пысӑкланнӑ: Ксюша, Наташа, Даша вӗсем патӗнче хӳтлӗх тупнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |