Республикӑра
![]() http://www.sibil.ru/ сайтри сӑн Паян, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче ҫӗнӗ акци пуҫланнӑ. Хальхинче прихутсенчен, кӗнеке лавккисенчен, ыркӑмӑллӑх организацийӗсенчен, православи тӗнне ӗненекенсенчен православи кӗнекисене йышӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа ку литературӑпа пурте паллашма пултаракан вулавӑш йӗркелесшӗн. Акци йӗркелӳҫисем ҫакнашкал кӗнекесем ҫын чунӗшӗн усӑлллӑ пулнине палӑртаҫҫӗ. Килте тахҫанах вуласа тухнӑ кӗнеке ҫӳлӗк ҫинче тусанланса выртать-и? Эппин, вулавӑша йӑтса пырӑр. Вӑл шӑпах халӗ кирлӗ пулӗ. Кашни экземпляр хӑйӗн вулаканне тупатех. Тӗн литературине (аудиокӗнеке те юрать) ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ.: Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш ҫурт, 1-мӗш хут. Тунтикунран пуҫласа шӑматкунччен ирхи 9 сехетрен пуҫласа каҫхи 18 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Акци пирки 62-38-12 номерпе шӑнкӑравласа тӗплӗнрех пӗлме пулать.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Анастасовӑри шкул Пӑрачкав районӗнчи шкулсене суд хушӑвӗпе килӗшӳллӗн видеосӑнавпа тивӗҫтерӗҫ. Кун пек тавӑҫпа асӑннӑ район прокурорӗ суда ҫитнӗ. Лере прокуратура ыйтӑвне тивӗҫтерме йышӑннӑ. Ҫапла вара Анастасово, Кудеиха, Напольнӑй шкулӗсенче видеокамерӑсем вырнаҫтарӗҫ. Семеновскинчи шкул суд йышӑну кӑларасса кӗтсе ларман – прокурор ыйтнине пурнӑҫланӑ. Суда ҫитиччен прокуратура районти шкулсене тӗрӗсленӗ. Видеосӑнав пурри терроризмран сыхлама пулӑшать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Суд йышӑнӑвне вӗренӳ учрежденийӗсен кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Инвесторсене вӗсем ӑҫтан иккенне пӑхмасӑрах патшалӑх пулӑшӑвӗ парса пулӑшассине, астӑвасса, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй вӑхӑтӗнче каланӑччӗ-ха. Паянхи правительство ларӑвӗнче ҫавӑн йышши саккун проектне ырланӑ иккен. Республикӑн экономика министрӗ Владимир Аврелькин пӗлтернӗ тӑрӑх саккун проектне ют ҫӗршыв укҫи-тенкине республикӑн экономикине хывас тӗллевпе хатӗрленӗ. «Маларах патшалӑх пулӑшӑвӗ ют ҫӗршыв резиденчӗсене тивӗҫмен пулсан, паян эпир ун пек преференцие хамӑр ҫӗршыври инвесторсене кӑна мар, ют ҫӗршыврисене те паратпӑр», – тенӗ ют ҫӗршыв сӑмахӗсемпе усӑ курса министр. Патшалӑх пулӑшӑвӗ тени налук ҫӑмӑллӑхӗ парассине те, патшалӑх гарантине те пӗлтерет иккен. Ҫӑмӑллӑх ҫӗр, ҫурт-йӗр туянассипе тата тара парассипе ҫыхӑнӗ. Саккун проектне маларах халӑхпа сӳтсе явнине пӗлтернӗ экономика министрӗ, тавлашуллӑ самантсем сиксе тухман имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анастасия Михайловна Исаева Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катекре пурӑнакан Анастасия Михайловна Исаева паян 105 ҫул тултарнӑ. Ӑна сумлӑ юбилейпе саламлама тӑванӗсем, вырӑнти чиновниксем килнӗ, общество организацийӗн элчисем, социаллӑ служба ӗҫченӗсем килнӗ. Хӑнасем кинемее ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх суннӑ, тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнесемпе, чечексемпе савӑнтарнӑ. Анастасия Михайловна 1909 ҫулта ултӑ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл – иккӗмӗш ача. Унӑн шӑллӗсем, йӑмӑкӗ те нумай пурӑннӑ – 98 ҫулчченех. Анастасия Михайловна ялти Михаила качча тухнӑ, пӗрле тӑватӑ ывӑлпа икӗ хӗре ӳстернӗ. Анастасия Михайловна ялта ӗҫлесе ӗҫ ветеранӗн ятне тивӗҫнӗ. Шел те, упӑшки тата пӗр ывӑлӗ ҫӗре кӗнӗ. Упӑшки 56 ҫулта фронтри сурансене тата контузие пула ҫӗре кӗнӗ. Анастасия Михайловна I ушкӑн сусӑрӗ, вал 15 ҫул каялла пачах курма пӑрахнӑ. Патӑрьел район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, районта тӑватӑ ҫын 100 ҫулхи юбилене уявланӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫенче тепӗр кинемей 100 ҫул тултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Акатуйра алла-аллӑн тытӑнса тунӑ сӑнчӑр Паян Сентӗрвӑрри районне ырӑ хыпар ҫитнӗ. Культура ҫурчӗн электрон почтине «ПАРИ агентствисем» Президентӗнчен, «Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекин» тӗп редакторӗнчен Алексей Свистуновран ҫыру килнӗ. Мӗн пирки пӗлтернӗ-ха унта? Тахҫантанпах кӗтнӗ ҫырӑва культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем хумаханса та савӑнса вуланӑ. Ҫырура Сӗнтӗрвӑрри хули «Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекине» кӗнине пӗлтернӗ. Нумаях пулмасть Акатуйра, ҫӗртмен 14-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри хулинче 1679 ҫын алӑран тытӑнса вӑрӑм сӑнчӑр тунӑ. Эппин, Сӗнтӗрвӑрри – рекордсмен! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]()
Красноармейски районӗнче ҫуллахи лагерьсене 8 шкул ҫумӗнче йӗркеленӗ. Районта «Красноармейски районӗнчи шкул ҫумӗнчи чи лайӑх лагерь - 2014» конкурс ирттерсе чи маттуррисене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ. «Ҫуллахи педагогика» номинацире Трак шкулӗ ҫумӗнчи «Хурӑн» сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерь ҫӗнтернӗ. «Ҫуллан ҫӗнӗ тухӑҫӗсем» номинацире Карай шкулӗ ҫумӗнчи «Хӗвел» лагерь мала тухнӑ. «Пултарулӑх асамат кӗперӗ» номинацире Упи шкулӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ «Хӗвел» лагерь чи маттурри пулнӑ. «Ӑнӑҫу лапамӗ» номинацире Еншик Чуллӑ шкулӗ ҫумӗнчи «Антошка» тата Красноармейски вӑтам шкулӗ ҫумӗнчи «Хӗвел» лагерьсем ҫӗнтернӗ. «Эпӗ – Раҫҫей гражданинӗ» номинацире Чатукасси шкулӗ ҫумӗнчи «Ҫил» лагерь мала тухнӑ. «Сывлӑх, спорт, интеллект» номинацире вара – Алманчӑ шкулӗ ҫумӗнчи «Хӗвел» тата Именкассинчи «Кулӑ» лагерьсем. Ачасем лагерте каннӑ чухне хӑйсен пултарулӑхне аталантарнӑ. Унта тӗрлӗ мероприяти, конкурс ирттернӗ. Пӗр сӑмхапа, ачасем кӑмӑллӑ юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чулхулари Акатуйра Чулхулара ҫӗртмен 5-мӗшӗнче пуҫласа Акатуй ирттернӗ. Ӑна унти чӑвашсен культура центрӗ тата чӑвашсен наципе культура автономийӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Вырӑнти Культура министерстви те мероприятие ырласа йышӑннӑ. Акатуйӑн тӗп тӗллевне чӑвашсен йӑли-йӗркине сарасси, облаҫре пурӑнакан тӗрлӗ халӑхпа килӗштерсе пурӑнассине сарасси тесе палӑртнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче Чулхула чӑвашӗсен культура центрӗн ертӳҫин Анатолий Ефимовӑн тӑван халӑхӑмӑрӑн культурӑри тата историлле пуянлӑхӗпе паллаштаракан кӗнекине хӑтланӑ. Уяв ячӗпе саламлакансен хушшинче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗ Юлия Анисимова тата ыттисем пулнӑ. Вӑл Чулхулара пуҫласа Акатуй ирттернӗшӗн тав тунӑ, саламланӑ. Чӑваш халӑхӗ умӗнче тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн маларах асӑннӑ Анатолий ефимова, унӑн ҫумне Петр Яргутова тата унти чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине Алина Артемьевана Чӑваш наци конгресӗн Хисеп гармотисемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Чӑваш Республикин Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырма ялӗнче урам уявӗ йӑлана кӗнӗ. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ку ялти Ленин урамӗнчи 50 ытла кил-ҫуртри ватти-вӗтти, ачи-пӑчи Матрёна Сорокина килӗ умне пухӑнчӗҫ. 2009 ҫулта пуҫланнӑ йӑла-йӗркепе Шупашкартан чӗнсе илнӗ чӑваш эстрада артисчӗсем урам, тата ял халӑхне савӑнтараҫҫӗ. Ача-пӑча хӑйне валли куҫне хупса парнесем хачӑпа касса илчӗ. Ҫамрӑксемпе вӑй питти арҫынсем кача ҫинче утса тӗлӗнтеHчӗҫ, кире пуканӗсем йӑтса, михӗпе ҫапӑҫса парнесем высяса илчӗҫ. Ленин урамӗнче пурӑнакансем туслӑ та пӗрлӗхлӗ пурӑнни ял урамне ҫуп-ҫапран тасатни те уяв валли укҫа-тенкӗ пухни те тӗлӗнтереть. Урам хастарӗсем - Владислав Иванов, Борис Никитин, Валерий Васильев, Ираида Васильева, Нина Гордеева, Матрена Трофимова, Иван Иванов, Михаил Зайцев тӑрӑшнипе техӗмлӗ шӳрпе, шашлӑкпа килти сӑрапа уява пынисене хӑналарӗҫ. "Асамат" чӑваш эстрада юрӑҫисем, Валерий Дмитриевпа Светлана Печникова, урам халӑхне хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗҫ. Мӗн тӗттӗмлениччен ташлаттарчӗҫ. Кун пек уяв пур ялшӑн та тӗслӗх пулма тивӗҫ. |
Спорт
![]()
Шупашкарта сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫӗнӗ проект старт илет. Ута уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче «Уҫӑ сывлӑшри акробатика» пуҫланать. Йӑлтах тӳлевсӗр. Эппин, унта кирек кам та килме пултарать. Уҫӑ сывлӑшри хусканӑва спорт аэробики енӗпе спорт мастерӗ, «Два брата» акробатика тата цирк ӳнерӗн шкулӗн тренерӗ Юрий Овчинников ертсе пырӗ. Лакрей вӑрманӗ кашни шӑмат кун ирхи 10 сехетре пурне те чӗнет. Унччен маларах тӳпе айӗнче спорт занятийӗсене ирттерме тренерсен тата фитнес инструкторсен ушкӑнӗ сӗннӗ. Пуҫарӑва – «Уҫӑ сывлӑшри йога» проекта – Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата хула администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыко ырланӑ. Ку проект иртнӗ эрнере А.Николаев паркӗнче старт илнӗ. Ӑна кашни шӑматкун 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен ирттереҫҫӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министрествин хӑрушсӑрлӑх служби полицире ӗҫлекен икӗ ҫын сӗтев илнине тупса палӑртнӑ. Халӗ вӗсене йӗрке хуралӗнчен кӑларса янӑ. ШӖМӗн Шупашкар хулинчи управленийӗнче ӗҫленӗ полицин участокри уполномоченнӑйӗ тата полици пайӗсен оперативлӑ дежурнӑйӗн пулӑшуҫи кӑҫалхи нарӑс тата ака уйӑхӗсенче ритуал пулӑшӑвӗ кӳрекен коммерци предприятине ҫын вилни пирки хыпарланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |