Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Виҫӗмкун, ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта йӗрке хуралҫисем шурӑ тӗслӗ «Хендай Солярис» автомобиле хӑваланӑ. Машинӑна ирхи 6 сехетре Октябре 50 ҫул урамра ҫул-йӗр инспекторӗсем чарӑнма ыйтнӑ. Вӑл вара тарма пикеннӗ. Ҫав вӑхӑтра светофорӑн хӗрлӗ ҫутине те пӑхӑнман, кӗрсе кайма юраман йӗр ӳкерсе хунине те пӑхса тӑман. База проездӗнче инспекторсем машинӑна хӑваласа ҫитсе чарса лартнӑ-лартнах. Машинӑран тухма килӗшменрен йӗрке хуралҫисен чӳрече кантӑкне ватма тивнӗ. Водителе ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн унччен правасӑр хӑварнӑ иккен. Водитель правине вӑл ҫӗнӗрен илме экзамен тытман. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пуҫтах водитель тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем 17 протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян ирхине Елчӗк районӗнче «Ладӑн» вунтӑваттӑмӗш моделӗ ҫул ҫинчен тухса кайса юпана пырса тӑрӑннӑ. Руль умӗнче полици тытӑмӗнче ӗҫлекен 40 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӑна, аманнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Салонра, телее, урӑх никам та пулман. Халӗ Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Авари мӗншӗн пулнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнче пурӑнакан Анна Яковлевна Симукова ҫурлан 8-мӗшӗнче 102 ҫул тултарнӑ. Вӑл - вӑрҫӑ ветеранӗ, фронта хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Анна Яковлевна Днепропетровск облаҫӗнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ. Медсестрана вӗренсе тухсан Киеври ҫар госпиталӗнче ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан госпитале Ҫӗпӗре эвакуациленӗ. 1943 ҫулта вара Анна Яковлевна фронта кайнӑ. Пулас упӑшкипе Исай Симуковпа варҫӑ хыҫҫӑн паллашнӑ. Анна Австрире командировкӑра пулнӑ. Венгрире салтакра пулнӑ Исай вӗсем патне госпитале лекнӗ. Анна Киева таврӑнсан Исай ӑна шырама пуҫланӑ. Тупсан ҫамрӑксем пӗрлешнӗ. 1953 ҫулта мӑшӑр Исайӑн тӑван тӑрӑхне, Етӗрне районӗнчи Мӑн Шӗмертене, таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() medartby.ru сайтри сӑн Улатӑрта 8 ҫулти арҫын ача пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн ӳчӗ самай пиҫсе кайнӑ, сиенленнӗ лаптӑк 1-2-мӗш степеньпе танлашнӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха? Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине вӗсем тусӗсемпе «Стрелка» микрорайонта ҫунакан шӗвекпе усӑ курса кӑвайт чӗртме тӑнӑ. Ҫулӑм вара арҫын ачан тумтирӗ ҫине куҫнӑ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 932 пушар пулнӑ, вӗсенче 38 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Стратегиллӗ сесси вӑхӑтӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче паян стратегиллӗ сесси ирттерчӗҫ — Чӑваш Республикин медиахолдингне мӗнле хатӗрлессине сӳтсе яврӗҫ. Мероприятие тӗрлӗ ҫынсене йыхравланӑ: общество хастарӗсене, экспертсене, МИХсенче ӗҫлекенсене тата культура, ӑслӑлӑх, вӗрентӳ ӗҫченӗсене. Стратегие сӳтсе явакан сесси тӑватӑ сӗтел тавра пухӑнса ӗҫлерӗ. Кашниех медиахолдинг тӑвас ӗҫре мӗн ҫине тимлӗх уйӑрмаллине палӑртрӗ. Пӗрисем республика тулашӗнчи чӑвашсен пурнӑҫне ҫутатма ыйтрӗ, теприсем МИХсемпе халӑх хушшинче шанӑҫа ӳстерме сӗнчӗҫ, виҫҫӗмӗшсем холдинг ӑсталанин усси мӗн тери лайӑх пулни ҫинчен каласа пачӗҫ. Тухса калаҫакансем Татмедиа холдинга йӗркеленӗ чухне те, «Хыпар» издательство ҫурчӗ хӑйӗн ҫунатти айне чӑвашла тухакан пӗтӗм республика кӑларӑмӗсене пухнӑ чухне те ҫак ӗҫ ыррине кӑна кӑтартрӗ тесе пӗтӗмлетрӗҫ. Цифра аталанӑвӗ, информаци политики тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хӑйне пӑхӑнакан мӗнпур кӑларӑмсене пӗр холдинга пухас шухӑшлӑ пулас. Ку ыйтӑва малалла сӳтсе явӗҫ, тӗрлӗ сӗнӳсемпе усӑ курӗҫ. Холдинг йӗркеленӗ хыҫҫӑн унта мӗнпур район хаҫачӗ, чӑвашла та вырӑсла та тухакан кӑларӑмсем кӗрӗҫ. |
Ҫул-йӗр
![]() ria.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Юлашки вӑхӑтра такси хакӗсем ӳссе кайнине асӑннӑ транспортпа усӑ куракансем сисрӗҫ ӗнтӗ. Кун пек лару-тӑру ҫӗршывӗпех. Юлашки вунӑ ҫулта ун пекки пулман. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, таксипе ҫула тухсан пӗр километр кайма ҫул укҫи ҫӗртме уйӑхӗнче 32 тенкӗ те 53 пуса кайса ларнӑ. Хак хӑпарнин сӑлтавӗ темиҫе. Пӗрремӗшӗнчен Раҫҫее хирӗҫле санкцисем йышӑнсан автомобиль хакӗ ӳснӗ. Иккӗмӗш сӑлтавӗ — иртнӗ ҫул вӗҫӗнче такси водителӗсене ОСАГОна турттаракансен тарифӗпе илме хистекен саккун йышӑнни. Экспертсем такси хакӗ ҫывӑх вӑхӑтра 30 процент таран ӳсессине систереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре туристӑн цифра профильне йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев «Мегафон» компанин регионти уйрӑмӗн ҫӗнӗ директорӗпе Антон Перцевпа тӗ пулсан сӑмах хускатнӑ. Компани ҫынсем ӗҫлеме тата канма ытларах ӑҫта тухса ҫӳренине геоданнӑйсем тӑрӑх пӗлсе тӑрать. Ятарлӑ тытӑм сим-картӑсен информацийӗ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетет. Асӑннӑ сим-карттӑ хӑш компанин пулни пӗлтерӗшлӗ мар. «МегаФон» пухнӑ информаципе усӑ курса республикӑн транспорт тата туризм ифраструктурине аталантарма аван. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти аэропортра самолётсене лартмалли радиотехника тытӑмне тӗрӗслекен самолёт вӗҫсе ҫӳрет. Сывлӑш ҫулӗн управенийӗн самолёчӗ пирӗн патра темиҫе кун ӗҫлӗ. «Ан26» лаборатори самолёчӗ аэронавигаци тытӑмне тӗрӗслет, ятарлӑ оборудование вӑл кирлӗ пек йӗркелӗ. Сӑмах май каласан, паянхи кун Шупашкарти аэропорта юсасси малалла пырать. Ӗҫе вӗҫлесен вӑл хитререх те, пассажирсемшӗн меллӗрех те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ. Юлия Волкова тухтӑр Республикӑри тухтӑрсем ҫӗлен сӑхнӑ арҫынна вӑрмантах пулӑшнӑ. Унтан ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Арҫын сунарта пулнӑ. Ӑна унта наркӑмӑшлӑ ҫӗлен сӑхнӑ. Васкавлӑ медпулӑшӑва вӑл хӑйех шӑнкӑравланӑ, ӑш пӑтраннине, пуҫ ҫаврӑннине пӗлтернӗ. Юлия Волкова тухтӑр сунарҫа мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ. Хӑй ҫав вӑхӑтрах ун патне бригада янӑ. Ҫамрӑк арҫын вӑрманта ӑна тупаймӗҫ тесе тусӗсем патне, сунар пӳртне, хӑй тӗллӗнех ҫитнӗ. Юлташӗсем ӑна васкавлӑ медпалӑшӑва хирӗҫ илсе кайнӑ. Иван Пахомов тата Роман Розоренов фельдшерсем пациента пӗрремӗш медпулӑшу парсан пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейре «Вкусы Чуваши» (чӑв. Чӑваш Ен тути) фестиваль иртӗ. Уява пухӑннисем чӑваш наци кухнин куравӗпе паллашайӗҫ, вырӑнти апат-ҫимӗҫе астивсе пӑхайӗҫ. Ачасемпе аслисем валли тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлӗ. Вырӑнти пултарулӑх ӑстисемпе паллӑ чӑваш артисчӗсем концерт лартса парӗҫ. Фестиваль Ишлейри Ҫӗнтерӳ паркӗнче 16 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |