Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
«ПроГород» кӑларӑма ярса панӑ сӑн
«ПроГород» кӑларӑма ярса панӑ сӑн

Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн пушар сӳнтерме васкакан машина аварие ҫакланнӑ. Ҫӑмӑл машина ӑна ирттерсе яманран вӑл унпа ҫапӑннӑ, кайран тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ.

«Прогород» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуровпа Пӗрремӗш май урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта 14 сехет те 22 минутра пулса иртнӗ. Аварие курнӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх пушар сӳнтерме васкакан машинӑн сирени вӑл вӑхӑтра ӗҫленӗ.

Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх ҫул ҫинчи пӑтӑрмахра никам та аманман. Хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмӑл машина вара самаях сиенленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/89002
 

Раҫҫейре

Муркаш районӗнчи Ильинка тӑрӑхӗнче ӳсекен чӑваш юманӗ «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурсра ҫӗнтерни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: 372 ҫул ӳсекен юман сасӑлавра чи нумай сасӑ пухнӑ. Ҫавна май пирӗн республика тӗнче стандарчӗсемпе пӑхмалли сертификата тивӗҫӗ.

Чӑваш йывӑҫне паян федераци каналӗпе «Доброе утро» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Сюжетра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ватӑ чӑваш юманӗ 69 регионти конкурентсене ҫӗнтернине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88990
 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра арҫын ҫухалнӑ. Вырӑна тӳрех Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫитнӗ.

Водолазсем арҫын виллине каҫхине, 18 сехет ҫурӑра, тупнӑ. Унӑн вилли тӗп пляжран 50-70 метрта пулнӑ.

Аса илтерер: ӗнер Лапсарти пӗвере хӗрача виллине тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88984
 

Пӑтӑрмахсем
ldpr.ru сайтри сӑн
ldpr.ru сайтри сӑн

Лапсарти пӗвере хӗрача путса вилнӗ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкек ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 13 сехет иртсен пулнӑ. Водолазсем унӑн виллине тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ та тӑванӗсене панӑ.

Астӑвӑр: шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулмалла. Ачасене аслисемсӗр шыва кӗме ямалла мар. Ҫавӑн пекех ӳсӗр ҫынсен те шывра чӑмпӑлтатма юрамасть. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, шыв ҫинче чылай инкек эрех-сӑрана пула пулать.

 

Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Александр Островский ҫыравҫӑн «Гроза» (чӑв. Аслати) драмине лартма хатӗрленет. Асӑннӑ ӗҫе вӗсем паллӑ вырӑс ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Сӑмах май каласан, асӑннӑ учрежденире «Аслати» драмӑна 1969 тата 2007 ҫулсенче лартнӑ-ха. Хальхинче ӗҫе куракансем патне вырӑсла илсе ҫитерӗҫ. Премьера авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулӗ.

Александр Островский драмине лартма театра Иван Чигасов ҫамрӑк режиссёра йыхравланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/8069
 

Персона
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Альберт Канаш поэт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ.

Мероприятие писательсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем пуҫтарӑннӑ. Музейра поэтӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе тата кӗнекисемпе паллаштаракан «Эпир – аптрамансем» курав йӗркеленӗ.

«Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Уява «Надежда» халӑх ансамблӗ «Чечексем, чечексем» юрӑпа уҫрӗ. Сӑввин авторӗ, паллах, – Альпӑрт Канаш. Унӑн лирикӑллӑ хайлавӗсемпе композиторсем чылай юрӑ кӗвӗленӗ.

Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Чурачӑк шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Венера Иванова Литература музейне пӗччен мар, мӑнукӗсемпе пӗрле килнӗ – Шупашкарти 30-мӗш шкулта ӑс пухакан Артемпа Арина Парусовсем А. Канашӑн сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ», — хыпарланӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче.

 

Чӑвашлӑх
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Мӗн тарӑн чӑваш халӑхӗ ӑҫта кӑна сапаланса пӗтмен-ши, тӗнчен тата ҫӗршывӑн хӑш кӗтесӗнче кӑна тӗпленмен-ши?! Бурят Республикинче те пурӑнать чӑваш. Унти йӑхташӑмӑрсен ентешлӗхне Надежда Колесникова (Надежда Аякри) ертсе пырать.

Надежда Николаевна ҫинчен ҫак йӗркесен авторӗ маларах темиҫе хутчен те ҫырнӑччӗ, вӑл хӑйсен республикине пырса курма та йыхравланӑччӗ.

Надежда Колесникова Тутарстанри Аксу ялӗнчен куҫса кайнӑ чӑвашсен ҫемйинче 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Нумаях пулмасть вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вдали от Родины» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Кӑларӑмра иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче тутар чӑвашӗсем мӗншӗн Бурят Республикине куҫса кайни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Ҫерем ватакансем лайӑх шӑпа шырани тӳрре тухнӑ-и-ха? Кун пирки кӗнекене вуласан ӑнланса илме май килӗ.

 

Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулин кунӗ тӗлне «Чувашия: вехи истории и современность» кӗнеке-альбом пичетленсе тухӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче хатӗрлеҫҫӗ.

Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм истори материалӗсемпе тата сӑнӳкерчӗксемпе пуян пулӗ. Кӗнеке аваллӑхран пуҫласа паян кунчченхи тапхӑра уҫса парӗ.

Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗсем тата авторӗсем — Е.В. Касимов, С.Н. Кодыбайкин, Ф.Н. Козлов историк-ученӑйсем.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта фермермен мини-пасарӗсем татах пулӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин.

Мини-пасарсем ҫӗнӗ кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче, комбинатра пулӗҫ. Пӗлтӗр ҫакнашкал мини-пасар ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче уҫӑлнӑ. Унта унччен те пулнӑ-ха. Ҫав вырӑна ҫӗнетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта та фермерсен хӑйсен продукцине сутмалли вырӑн пур. Пӗлтӗр ӑна та ҫӗнетнӗ.

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви кун пек мини-пасарсене ытти хулапа муниципалитетра та уҫма палӑртнӑ.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ пӗртен-пӗр ветеран юлнӑ. Вӑл - Чӑваш Тӑрӑмӗнче пурӑнакан Илья Волков.

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Илья Степанович 102-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑл фронта кайнӑ чухне 20-ре пулнӑ. Вӑрҫӑра икӗ хутчен аманнӑ. Тӑван тӑрӑхне 1946 ҫулта таврӑннӑ. Ҫулталӑкран Илья Волков авланнӑ, мӑшӑрӗпе 6 ача ҫуратса ӳстернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 443, 444, 445, 446, 447, 448, 449, 450, 451, 452, [453], 454, 455, 456, 457, 458, 459, 460, 461, 462, 463, ... 3853
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 17

1926
99
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
24
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...