Вӗренӳ
![]() kedu.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти кадет корпусне директор кирлӗ. Атӑлҫи федераци округӗн Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусне директор кирли пирки республикӑн Вӗренӳ министерстви утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен заявленийӗсене ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Кандидатӑн ятарлӑ программа ҫырса хатӗрлемелле. Конкурса ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Манӑн туссем. Мои друзья» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене килти чӗрчунсемпе выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен хайланӑ ултӑ калав кӗнӗ. Вӗсен авторӗсем – Николай Ишентей, Олеся Михайлова, Елен Нарпи, Лариса Петрова, Лидия Сарине, Екатерина Силерова. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ултӑ ҫултан аслӑрах ачасем валли харӑсах икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – хатӗрленӗ. Чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене вырӑсла Ольга Васильева, Лариса Петрова тата Анастасия Федорова куҫарнӑ. Ӳнерҫи – Мария Ермолаева, редакторӗ тата пухса йӗркелекенӗ – Ольга Иванова. Кӑларӑм 1000 экземплярлӑ тиражпа кун ҫути курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, авари пулнӑ. Унта 6 ҫулти ача шар курнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Киа" малта пыракан "вуннӑмӗш" машина ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ вара "Волгӑна" пырса тӑрӑннӑ. Авари дистанцие пӑхӑнманнипе пулнине палӑртнӑ. ГАЗ-3110 машинӑра хыҫалти ларкӑч ҫинче автокреслӑра ларнӑ 6 ҫулти хӗрача аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа ҫыру ҫӳретме тытӑнса кайнӑ. Хайхи этем хӑйӗнпе Корея арҫынни, режиссёр тесе паллаштарнӑ. Кӑштахран арҫын дипломати почти урлӑ посылка ярса панине ӗнентернӗ. Анчах ӑна илме «йывӑрлӑх» сиксе тухнӑ тесе каланӑ. Хӗрарӑма малтан таможня укҫине тӳлеме ыйтнӑ, унтан — налукшӑн. Ҫапла майпа хӗрарӑм 100 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ. Хӑйне шӑнман пӑрпа лартса янине ӑнланса илсен хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм пылесос туянас тенӗ. Лайӑхскерне, чаплӑскерне, хаклӑскерне. Ӑна вӑл маркетплейссенчен пӗри урлӑ саккас панӑ. Тавар килессе килнӗ-ха. Анчах пылесос вырӑнне шыв тултарнӑ канистра ярса панӑ. Улталаннӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ, вӗсене ултавҫӑсене явап тыттарма ыйтса ҫӑхавланӑ. Пакунлисем РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйипе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Телеграмри t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкартан Мускава ҫӳрекен самолёт вӗҫсе хӑпарайман. Ҫавӑн сӑлтавӗ — двигателе кайӑк лекни. Самолёт сывлӑша ҫӗкленес умӗн специалистсем ӑна пӑхнӑ чухне кайӑк тӗкне асӑрханӑ. Самолёт вӗҫсе хӑпарасса 181 пассажирӑн 4 сехет ытла кӗтме тивнӗ. 9 сехет те 10 минутра ҫула тухмалли самолёт 13 сехет те 30 минутра кӑна вӗҫсе кайнӑ. Маларах Шупашкарти аэропортра кайӑксене хӑратакан хурчка пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Кӗҫех Чӑваш Ене пӗрремӗш хӗрарӑм космонавт Валентина Терешкова килмелле. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Валентина Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла ҫитсе килӗ. Анатолий Аксаковпа вӗсем Андриян Николаев музейне реконструкцилесси пирки калаҫнӑ. Валентина Терешкова пирӗн ентешӗн Андриян Николаевӑн мӑшӑрӗ пулнӑ. Вӗсем 1963-1982 ҫулсенче пӗрле пурӑннӑ. Валентина Терешкова 1963 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче космоса пӗччен вӗҫнӗ. Унта вӑл 2 талӑк та 22 сехет те 50 минут пулнӑ, Ҫӗр тавра 48 хут ҫаврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫурла уйӑхӗ вӗҫлениччен Хусанпа Мускав хушшинче хушма пуйӑс ҫӳрӗ. Ку йӑлтах - ҫулҫӳревҫӗсемшӗн меллӗ пултӑр тесе. Ҫул ҫинче вӑл Владимир, Дзержинск, Чулхула, Канаш хулисенче, Вӑрмар поселокӗнче тата Симӗс Долта чарӑнӗ. Пуйӑс Мускаври Ярославль вокзалӗнчен утӑ уйӑхӗн 25, 28-мӗшӗсенче, ҫурла уйӑхӗн 1, 4, 8, 11, 15, 18, 22, 25, 29-мӗшӗсенче 21 сехет 15 минутра тапранса кайӗ. Хусана тепӗр кун 12 сехет те 54 минутра ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта чӑваш агромаркечӗ пуласси, ун валли сасӑлав ирттерсе ят суйлани пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: агромаркет "Пехет" ятлӑ пулӗ. Ӑҫта вырнаҫӗ-ха "Пехет"? ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов унӑн эскизӗпе Телеграм-каналӗнче паллаштарнӑ. Агромаркет "Каскад" суту-илӳ центрӗнче вырнаҫӗ. Ӑна кӑҫал уҫма палӑртнӑ. Унта сутӑнакан пӗтӗм тавар экологи тӗлӗшӗнчен таса тата хамӑр патра туса кӑларни пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Етӗрне районӗнче рабочи тырӑ бункерӗнче сарӑмсӑр вилнӗ. Ку пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав кун ирхине арҫын бункер ӑшӗнче пулнӑ, ӑна тырӑ йышӑнма хатӗрленӗ. Ҫав вӑхӑтра аялти люк уҫӑлнӑ. Ҫавна май арҫынна тырӑ ӑшне туртса кӗрсе кайнӑ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх председателӗ бункера решеткесӗр ӗҫлеме ирӗк панӑ. Вӑл бункертан тырӑ кӑларнине те тӗрӗслесе тӑман. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |