Статистика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ чи лайӑх аслӑ шкулсен танлаштарӑмӗнче чи малти вунӑ теҫеткене лекнӗ. ЧПУ 70-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Танлаштарӑма пӗтӗмпе 411 аслӑ шкул кӗнӗ. Ӑна хатӗрленӗ чухне вӗренӳ пахалӑхне, аслӑ шкула хальхи йышши техникӑпа тивӗҫтернине, пӗтӗм тӗнчери аккредитаци пуррипе ҫуккине шута илнӗ. Кашни критерипе аслӑ шкулсем 0 балран пуҫласа 100 таран пухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Чувашский край" страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш ҫемйи Абхазирен 7 дипломпа таврӑннӑ. Асӑннӑ ҫӗршывра наци культурисен «Алтын Майдан» пӗтӗм тӗнчери фествалӗ иртнӗ. Унта Алёна Силпи чӑваш юрӑҫи хӑйӗн ҫемйипе хутшӑннӑ. Вӗсем тӳресене хӑйсен тӗлӗнсе каймалла хитре тумӗпе (чӑваш тумӗпе!) тата илемлӗ юррисемпе тыткӑнланӑ. Ҫемье 7 диплом ҫӗнсе илнӗ. «Пиллӗккӗшне эпӗ тивӗҫрӗм, Савелийпе Мирослав ывӑлӑмсем пӗрер дипломлӑ пулчӗҫ», — каласа кӑтартнӑ чӑваш хӗрарӑмӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() yaroslavl.bezformata.com сайтри сӑн Шупашкарти 59 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем хӑратса пӑрахнӑ. Вӗсене ӗненсе вӑл ют счет ҫине 5 миллион ытла куҫарнӑ. Ун патне хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн харпӑр даннӑйӗсене ют ҫынсем пӗлнӗ, вӗсем ун ячӗпе кредит илсе укҫана Украинӑна ярасшӑн имӗш. Ҫапла ан пултӑр тесе палламан ҫын хӗрарӑма кредитсем илме, укҫана хӑй каланӑ счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ӑна ӗненсе вӑл хӑй пухнӑ 430 пин тенке тата кредит илнӗ 5 миллион та 318 пин тенке куҫарса панӑ. Хӗрарӑм хӑйне улталанине банкри харпӑр кабинета кӗрсен кӑна ӑнланнӑ. Унта вӑл илнӗ кредитсем хупӑнманни курӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 15 сехетре Канаш районӗнчи Шуркасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӑмӑл машина аварие ҫакланнӑ. Салонра ачасем те пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 33 ҫулти водитель руле итлеттереймен те кювета чӑмнӑ. Ҫавна май водитель, 33 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, тата 7 ҫулти хӗрача аманнӑ. 12-ри тата 14 ҫулти ачасене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи Толиккассинче паллӑ чӑваш поэтне тата писательне, тӑлмача асра тытса палӑк уҫнӑ. Георгий Орлов — чылай калавпа повесть авторӗ. Вӗсене вӑл ҫутҫанталӑка юратса ҫырнӑ. Поэт палӑкне лартма ял ҫыннисем хӑйсем шухӑш тытнӑ, укҫа пухнӑ, палӑка тӑвакана тупнӑ. Ырӑ ӗҫе Валентина Порфирьева пуҫарнӑ. Стелӑна кӗнекене уҫса хунӑ евӗр тӑвас тенӗ. Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреатне хисеп туса лартнӑ палӑка уҫма тӑван тӑрӑхӗнчи ҫынсем тата хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Георгий Орлов хӗрӗ Алла Орлова та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Иван Тарасов 64 ҫула ҫитнӗ хыҫҫӑн паян Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗн ертӳҫи Иван Тарасов пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки Пушкӑртстанри чӑвашсен пӗрлешӗвӗ хыпарлать. Иван Григорьевич Пушкӑртстанри Кӑрмаскал районӗнче ҫуралса ӳснӗ, чӑваш халӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Иван Тарасов чӑваш телекӑларӑмӗсене ертсе пынипе паллӑ. Вӑл «Ентешсем» тата «Еткерлӗх» ҫутӗҫ программисен, ҫавӑн пекех 350 ытла кӑларӑм авторӗ. Иван Тарасов Чӑваш наци конгресӗн пайташӗ, Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш халӑх академин, таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ пулнӑ. Пушкӑртстанри чӑвашсен пӗрлешӗвӗ унӑн ҫутӑ сӑнарне, вӑл пурнӑҫланӑ ӗҫсене яланах асра тытса тӑрӗ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» те Иван Григорьевич пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнишӗн хурланнине пӗлтерет. |
Сумлӑ сӑмах
Культура
Хӗветӗр Уярӑн повӗҫӗсемпе калавӗсене, очеркӗсемпе статьйисене, асаилӗвӗсене тӑватӑ тома пуҫтарса хатӗрленӗ май ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫулӗ мӗн тери тертлӗ пулни куҫ умне уҫҫӑн тухса тӑрать (халиччен 3 томӗ тухнӑ). Чи малтан кунта пултарулӑх уйрӑмлӑхӗ (йывӑрпа ҫырӑнни) пирки калас пулать. Анчах идеологи сӗрӗмӗпе минренӗ хаяр критиксем «тӳпине» те манса хӑварас марччӗ. Вӗсем Уяр повӗҫӗсемпе калавӗсене силлесе шакканӑ хыҫҫӑн «тӑнкӗртӳ кампанийӗсем» кӗрленӗ, ун хыҫҫӑн «ҫынсем пек ҫырма вӗренеймен» ӑстана хаҫат-журнал, издательство редакцийӗсенче хӑраса кӗтсе илнӗ, ытла та асӑрхануллӑ редакторсемпе унӑн тавлашӑва кӗме тивнӗ, «лайӑх тӳрлетнӗ» алҫырусене вӑл пӗрре мар каялла илсе таврӑннӑ. Уярӑн литературӑри кун-ҫулӗ пӗлӗтлӗ анчах мар, йӗпе-сапаллӑ пулнӑ теме те пулать, ҫакна ҫырнисен пуххин хуплашки ҫинче кӑтартса хӑварни вырӑнлӑ пулассӑн туйӑнчӗ. «Уяра хӗстерни пирки халь ӳстерсе калаҫаҫҫӗ, – терӗ мана пӗррехинче тем те пӗлекен пӗр паллӑ прозаик, хӑй вӑхӑтӗнче парти шкулӗ пӗтернӗскер. – Пур-и ун тухмасӑр юлнӑ пӗр алҫыру? |
Республикӑра
![]() bangkokbook.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене федераци хыснинчен 500 миллион тенке яхӑн уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа республика валли общество транспорчӗ туянӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен 47 общество транспорчӗ туянма палӑртнӑ. Ҫав йышра - пысӑк класлӑ 20 автобус, вӑтам класлӑ 17 автобус тата 10 пӗчӗк пассажир машинӗ. Ҫӗнӗ автобуссем Чӑваш транспорт управленийӗ валли пулӗҫ. Вӗсене Шупашкар хулин агломерацийӗпе килӗшӳллӗн уҫӑлакан ҫӗнӗ маршрутсем ҫине ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Экзаменсем вӗҫленнӗ, абитуриентсем вӗренме кӗреҫҫӗ. ППЭсене пӗтӗмлетме те юрать. Кӑҫал 79 ҫамрӑкӑн 84 ӗҫӗ 100 балл пухнӑ. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр 48 ҫын 100 балл пухнӑ. Кӑҫал химипе - 15, литературӑпа - 1, вырӑс чӗлхипе - 34, математикӑпа - 10, информатикӑпа - 4, историпе - 3, обществознанипе 15, акӑлчан чӗлхипе 2 ҫын 100 балл пухнӑ. 2 ҫамрӑк 2 предметпа 100-шер балл пухнӑ. Иртнӗ ҫултипе танлаштарсан, вырӑс чӗлхипе, математикӑпа, обществознанипе, химипе, информатикӑпа 100 балл пухакансем нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑрти 78 ҫулти Светлана Васильевна пуҫ ҫаврӑннине, вӑй ҫуккине, ури шыҫӑннине туйнӑ. Чӗри пӗр минутра 30 хутчен кӑна тапнӑ. Ӑна пӗр тӑхтамасӑр санавиаци вертолечӗпе Шупашкара илсе ҫитернӗ. Унта унӑн чӗрине хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ электрокардиостимулятор вырнаҫтарнӑ. Паянхи кун 78 ҫулти хӗрарӑм хӑйне лайӑх туять. Вӑл тепӗр эрнерен киле таврӑнма хатӗрленет. Унта ӑна ывӑлӗн ҫемйи, икӗ мӑнукӗ кӗтеҫҫӗ. Светлана Васильевна пурнӑҫне ҫӑлнӑ тухтӑрсене чун-чӗререн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |