Культура
![]() Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пуласси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун валли 80 млн тенкӗ кирлӗ пулассине пӗлтернӗччӗ. Проекчӗ кӑна 3 млн тенкӗ ытларах кайса ларӗ. Ҫак кунсенче музей проектне хатӗрлемешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак - 3 млн та 179 пин те 449 тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин проекта 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хатӗрлемелле. Музей 250 тӑваткал метр пулӗ. Ҫывӑхра машинӑсем валли парковка та тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре вырмана тухнине эпир ӗнер хыпарланӑччӗ-ха. Паян тата севок-сухан кӑларма тытӑннине пӗлтӗмӗр. Патӑрьел районӗнче севок ҫине «Красное Знамя» ял хуҫалӑх производство коооперативӗнче тата «Весна» тулли мар яваплӑ обществӑра тухнӑ. Асӑннӑ тарӑхра севок-сухана 170-е яхӑн гектар ҫинче кӑларма та ӗлкӗрнӗ. Ку вӑл мӗнпур лаптӑкӑн 32,5 проценчӗ пулать. Сӑмах май каласан, «Красное Знамя» хуҫалӑхра тӗрлӗ культурӑна 1249 гектар акнӑ, ҫав шутран пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене — 515 гектар, ҫӗрулмие — 60 гектар, выльӑх апачӗ валли кукуруза — 184 гектар, нумай ҫул ӳсекен курӑксем — 490 гектар. «Весна» обществӑра ака-суха лаптӑкӗ — 365 гектар, ҫав шутра пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем — 300 гектар, ҫӗрулми — 40 гектар, севок-сухан — 25 гектар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Улатӑр арҫынни 5-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хулари «Стрелка» микрорайонти 30-мӗш ҫуртра пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ҫав ҫуртра пӗрисем патӗнче хӑнара пулнӑ. Кӑштахран вӑл балкон ҫинче ҫывӑрса кайнӑ. Кил хуҫи хваттере питӗрсе тухса кайнӑ. Вӑрансан хӑна хваттертен тухас тенӗ. Кил хуҫине кӗтсе ларас темен курӑнать, балкон ҫинчен кӳршӗсен балконӗ ҫине каҫма шухӑш тытнӑ. Анчах алли вӗҫерӗнсе кайнӑ та персе аннӑ. Ӳксен вӑл вилмеллех аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫын маркетплейсра ӗҫлесе илес тенӗ те укҫасӑр юлнӑ. 32 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне хушма укҫа ӗҫлесе илме сӗнсе ҫырнӑ ҫыру мессенджерсенчен пӗринче ҫитсе выртнӑ. Кунне 15-шер пин тенкӗ таран хушма укҫа тума пулать тесе ӗнентернӗ хайхисем. Ҫапла путӑр тесен нумаях та кирлӗ мар-мӗн, тавар айне «килӗшет» текен паллӑ лартмалла тата хӑш-пӗр продукцие туянмалла. Тӑкака ӗҫ укҫипе пӗрле саплаштарма шантарнӑ. Арҫын 164 пин тенкӗлӗх тавар туяннӑ. Укҫана каялла тавӑрма май килмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://vk.com/wall-134917368_15092 сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски районӗнче ватӑ хӗрарӑм ҫухалнӑ. 72 ҫулти Людмила Федоровӑна «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ. Хӗрарӑм ӑҫтине унӑн ҫывӑх ҫыннисем утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ. Хӗрарӑм 150 сантиметр ҫӳллӗш, начар кӗлеткеллӗ, хӑмӑр куҫлӑ, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ. Килӗнчен тухса кайнӑ чухне вӑл мӗн тӑхӑннине пӗлмеҫҫӗ. Людмила Фёдорова ӑҫтине пӗлекенсене 8(800)700-54-52 е 112 телефон номерӗсемпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() kartinki.pibig.info сайтри сӑн "Пациент яланах тӗрӗс". Хулари 1-мӗш клиника пульницинче ҫакнашкал ятлӑ проект старт илнӗ. Ӑна медпулӑшӑва вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ парас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. 10 кунра ҫынсенчен 92 ҫӑхав-сӗнӳ килнӗ. Тӗнче тетелӗнчен электронлӑ медицина докуменчӗсене уҫланӑ чухне кӑлтӑксем сиксе тухни, специалистсем патне ҫырӑннӑ чухне йывӑрлӑхсем пулни - ҫӑхавсенчен ҫурри ытла ҫак ыйтусемпе ҫыхӑннӑ. Кунсӑр пуҫне "Пациент яланах тӗрӗс" телефон линийӗ ӗҫлесе кайӗ. 23-57-18 номерпе ӗҫ кунӗсенче 8-17 сехесенче шӑнкӑравлама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() tkr-info.ru сайтри сӑн Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем Шупашкар районӗнчи 45 ҫулти арҫынна леш тӗнчерен тавӑрнӑ темелле. Хайхискер путма пуҫланӑ. Телейӗ пулнах - ӑна иртен-ҫӳрен шывран кӑларнӑ. Анчах ҫав вӑхӑталла арҫын тӑнне ҫухатнӑ. Ҫынсем часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ҫитнӗ тӗле арҫын чӗрӗ пулни палӑрман та - вӑл шыв ҫӑтса тултарнӑ, комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Тухтӑрсем унӑн сывлав органӗсене тасатнӑ, кислород ҫителӗклӗ пултӑр тесе уколсем тунӑ. Сывлӑхне йӗркене кӗртсен арҫынна больницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре вырмана тухнӑ. Елчӗк районӗнчи «Яманчурино» тата Комсомольски районӗнчи «Сюрбеево» обществӑсенче кӗрхи тулла вырма пуҫланӑ. Хуҫалӑхсенче ӗҫҫи епле пынипе паллашма республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов вырӑна тухса кайнӑ. Министр каланӑ тӑрӑх, аграрисен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 750 пин тонна вырса илмелле. «Ҫӗр типсе ларнӑран эпр, шел пуин те, тухӑҫӑн пӗр пайне ҫухатрӑмӑр, апла пулин те хамӑр ума лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама ӗмӗтленетпӗр», – тенӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 4776 пепке ҫуралнӑ, ҫав шутра 2409 арҫынг ача, 2367 хӗрача. Арҫын ачасене ашшӗ-амӑшӗ Артем, Матвей, Роман, Михаил, Александр, Максим, Иван, Кирилл, Егор, Лев, Даниил, Тимур, Дмитрий, Илья, Арсений, Тимофей, Марк, Давид, Никита и Павел ят пама кӑмӑллать, хӗрачасене — Адель, Анна, София, Виктория, Ксения, Дарья, Варвара, Мария, Милана, Анастасия, Полина, Валерия, Арина, Василиса, Елизавета, Мирослава, Кира, Екатерина, Алиса и Александра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр машина ҫунса кайнӑ. «ГАЗ 2217» маркӑллӑ автомобиль Шумилов урамӗнчи 20-мӗш «в» ҫурт тӗлӗнче, «Шупашкар» пасартан инҫех мар вырӑнта ларнӑ. Инкеклӗӗҫсен министерствин респубикӑри управленийӗн пресс-служби Телеграмра хыпарланӑ тӑрӑх, машинӑна чӗртсе яма путарнӑ. Яваплӑ службӑсем пушар сӑлтавне палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |