Культура
![]() Халӑх тетелӗнчи Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Марина Карягина тележурналист, поэт тата драматург Азири ҫыравҫӑсене хаклассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл «Литературная Азия» (чӑв. Литература Азийӗ) конкурса тӑратнӑ ӗҫсене хаклакан жюри членӗ пулнӑ. Халӗ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫапларах хыпарланӑ: «Казахстанран хыпар ҫитрӗ: литература конкурсне пӗтӗмлетнӗ! Чӑваш ҫӗнтерӳҫисем хушшинче паллӑ авторсем те, хальлӗхе паллӑ маррисем те пур. Пирӗннисен ӗҫӗсене виҫҫӗн хакларӑмӑр: эпӗ (тӗп тӳре), жюри пайташӗсем — Виталий Родионов филологи докторӗ, Надежда Сельверстрова сӑвӑҫ. Хутшӑнакан йышлӑ пулмарӗ пулин те, хамӑр пуррине пӗлтертӗмӗр — ҫак паха!» Сӑвӑ ҫыракан чӑваш ҫыравҫисенчен Гран-прие Галина Матвеева тивӗҫнӗ, пӗрремӗш вырӑна Любовь Фёдорова тухнӑ, иккӗмӗшне — Валентина Семёнова, виҫҫӗмӗшне — Николай Ишентей. Прозаисенчен Гран-припе Пётр Кудрявцева хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш вырӑнта — Елена Алексеева, иккӗмӗшӗнче — Аркадий Русаков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере ҫанталӑк нормӑран 5-7 градус сивӗрех тӑчӗ. Ӗнер кӑштах ӑшӑтрӗ. Паян тата ӑшӑрах пулӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун термометр 21-26 градус кӑтартӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ. Ҫак кун ҫутҫанталӑкпа киленме васкӑр. Мӗншӗн тесен вырсарникун каллех уҫӑлтарӗ, 15-20 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Тунтикун ҫулла таврӑнӗ, 20-25 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫитес эрнере канмалли кунсем тӗлне каллех ҫумӑр ҫукалӗ, сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗ вӗҫлениччен 30 градуслӑ шӑрӑх пулмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Николай Емельянов Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ умӗн хисеплӗ ҫынна суйлӗҫ. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ҫурлан 1-мӗшӗччен пырӗ. Кӑҫал 7 кандидат тупӑшӗ. 1. 2002-2010 ҫулсенче Шупашкар мэрӗ пулнӑ Николай Емельянов. 2. Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова. 3. Ҫӗнӗ Лапсарти «Акаци» культура ҫурчӗн директорӗ Ольга Курганская. 4. Чӑваш Енри ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Владимир Нагорнов. 5. Шупашкарти централизациленӗ клуб тытӑмӗн Халӑх академи камера хорӗн ертӳҫи Нина Пирогова. 6. Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ Михаил Резников. 7. Шупашкарти С.М.Максимов ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗн флейта класӗн преподавателӗ Анжелика Сидорова. Аса илтерер: пӗлтӗр Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннин ятне Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗн тӗп директорӗ Елена Бадаева тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ШӖМ архивӗнчи сӑн Чӑваш Енри Алексей Степанов – федераци шыравӗнче. Ӑна вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Унӑн суда килмелле пулнӑ, анчах вӑл йӗп пек ҫухалнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вӑл Чулхулана ӗҫлеме кайнӑ. Унта кӳршипе пурӑнма хатӗрленнӗ хваттере килнӗ. Кӑштахран Алексей Степанов урама пирус туртма тухнӑ та каялла таврӑнман. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле телефон кӑна илнӗ. Анчах тепӗр кунхине шӑнкӑравсем кайма пӑрахнӑ. Уйрӑм паллӑ пур: куҫ харши хушшинче тур палли курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта такамсем Атӑл хӗрринчи бинокле ватнӑ. Ӑна ватнипех ҫырлахман, унӑн линзине вӑрланӑ. Ҫакӑн пирки эпир Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Паян асӑннӑ ҫӑлкуҫра урӑхларах пӗлтернӗ. Бинокльсене пуҫтахсем ватман иккен. Яваплисем линзӑна тасатас тенӗ. Халӗ вӗсене хӑйсен вырӑнне вырнаҫтарса хунӑ. Хула ҫыннисемпе хӑнисем бинокль витӗр пӑхса Атӑл илемӗпе киленме пултараҫҫӗ. «Творческий город» (чӑв. Пултарулӑх хули) автономи учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кивелнӗ линзӑсене утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче сӳтсе кайнӑ. Вӗсене тусантан тасатнӑ хыҫҫӑн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗнӗрен вырнаҫтарса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Депутатсене курас тесен... вулавӑша каймалла. Республикӑн Культура министерстви депутатсемпе тӗл пулмашкӑн ятарлӑ пӳлӗм уйӑрса парасси пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ, ӑна республика Правительстви ырланӑ. Раҫҫей Патшалӑх Думин, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене суйлавҫӑсемпе тӗл пулма унччен Чӑваш Республикин киностудийӗнче вырӑн уйӑрса панӑ пулнӑ. «Чӑвашкинона» реорганизациленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ вырӑн тупса пама тивнӗ. Ун валли Чӑваш Республикин Наци вулавӑшне палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() t.me/chuv_prok сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫӗнӗ шкул тӑвасси кая юлса пырать. Строительство ӗҫӗсен хӑвӑртлӑхне федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Григорий Сергеев тата Сӗнтӗрвӑрри районӗн прокурорӗ Ленар Карама вырӑна ҫитсе хакланӑ. Тӗрӗслевпе пырса ҫитнисен умӗнче вырӑнти тӳре-шара тата «Старатель» подряд организацийӗ тӳрре тухма хӑтланнӑ тесен те йӑнӑш пулас ҫук. 375 ача вӗренмелӗх шкул строительствине вырӑнтисем эрнесерен тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ-мӗн. Строительсем ҫирӗплетнӗ графикпа килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пыраймаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӗҫсене 80 процента яхӑн ҫеҫ пурнӑҫланӑ. Шучӗпе шкула утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле. Подряд организацийӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енре федерацин Атӑлҫи тата Урал округӗсен представителӗсем патриотизм фестивальне пуҫтарӑнӗҫ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫӑнса утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пырӗ. Мероприятире общество организацийӗсен хастарӗсем, «Твой Герой» (чӑв. Санӑн паттӑру) проект пайташӗсем тата ытти сумлӑ ҫын хутшӑнӗ. Форум онлайн тата офлайн меслетпе иртӗ. Унта регионсенчи влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, хастар общественниксем, ҫамрӑксемпе патриотизм воспитанийӗ енӗпе тӑрӑшакансем пурӗ 700-е яхӑн ҫын хутшӑнмалла. Пирӗн республикӑра иртекен форум Мускавра утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнче йӗркеленӗ «Твой Герой» патриотизм форумӗн тӑсӑмӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() m.ru24.net сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнче «Уй кунӗ» пуҫланнӑ. Аграри уявне 17 регионтан 80 яхӑн компани килнӗ. Беларуҫрен те ҫитнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, «Уй кунӗ» Михайловка ялӗ ҫывӑхӗнчи уй-хирте иртет. Кӑҫал унта ял хуҫалӑх культурин 240 ытла сортне кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ техникӑпа паллаштарӗҫ. Кунсӑр пуҫне ял хуҫалӑх производителӗсем валли ҫавра сӗтелсем, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Палӑртмалла: ҫак аграри уявне 2006 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑрта депутатсен черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Унта вӗсем хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйланӑ. Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче депутатсем хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Трифонов ӗҫрен каяссине пӑхса тухнӑ. Халӗ ав, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ку тивӗҫе Павел Аринин йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |