Хулара
![]() «Шупашкарти хыпарсем» (выр. «Чебоксарские новости») хаҫата халӗ урӑх ҫын ертсе пырать. Вӑл – 30 ҫулти Елена Леонтьева. Унччен унта Лариса Буланкина тӗп редактор пулнӑ. Ҫу уйӑхӗнче ӑна тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ. Елена Леонтьева – Мусквран, Леонтьевсен продюсер центрӗнче ӗҫленӗ. Ку эрнекун тухнӑ хаҫатра тӗп редактор хаҫатран хальхи йышши медиацентр тӑвасси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи тӳре-шара ҫамрӑксене мунча кӗртесшӗн. Тӗрӗсрех каласан, муниципалитетӑн мунчисем ҫинчен халӑх тетелӗсем урлӑ ытларах каласа кӑтартасшӑн. Шупашкарта паян муниципалитетӑн 8 мунчи ӗҫлет. Вӗсенче пӗр харӑс 450 ытла ҫын ҫӑвӑнма пултарать. «Сывлӑх» акционерсен обществи кӑҫалхи ҫур ҫулта 52,05 млн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 18 процент нумайрах. «Мунча кӗмелли хаксене хӑйхаклӑхне кура йӗркелеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хак 300-310 тенкӗ тӑрать. 14 ҫула ҫитмен шкул ачисемшӗн 190 тенкӗ тӳлемелле, пенсионерсен — 290 тенкӗ (ку вӑл эрне варринчи хак). 7 ҫулчченхи ачасемшӗн — тӳлевсӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем больницӑра выртакан хӗрарӑмӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ. Ҫулланнӑ хӗрарӑма ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти «Энергозапчасть» общество чарӑнӑвӗнче асӑрханӑ. Ун ҫумӗнче документсем пулман, ҫынпа вӑл калаҫмасть. Сӑнпа пӑхсан, хӗрарӑм 70-сенче пек курӑнать, хӑй 155-160 сантиметр ҫуллӗш, начаркка кӗлеткеллӗ, ҫутӑ ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ сӑрӑрах кӑвак тӗслӗ. Хӗрарӑмӑн алли ҫинче татуировкӑсем пур. Ятсӑр пӳрнин шал енне «чӗре+чӗре=Л» евӗр паллӑсем ӳкерсе хунӑ. Йӗрке хураҫисем хӗрарӑмӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() lyubimiigorod.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм мессенджерта пуҫлӑхӗнчен ҫыру килнӗ тесе ӗненнӗ те питӗ пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Ҫырура "пуҫлӑх" унӑн йӗрке хуралҫисемпе тата банк ӗҫченӗсемпе калаҫмаллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑма номер пуҫлӑхӑн пулманни те, унӑн сӑнӳкерчӗкӗ ҫукки те иккӗлентермен. Кӗҫех ун патне шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн счечӗсене такам тапӑннӑ, ҫавӑнпа кредит илсе укҫана "хӑрушсӑр счет" ҫине куҫармалла имӗш. Хӗрарӑм вӑл каланине итлесе кредит илнӗ 2 миллион тенке ултавҫӑ счечӗ ҫине куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Демьян Семёнов. chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Демьян Семёнов журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, политика тата патшалӑх деятелӗ, пурӑннӑ пулсан паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 85 ҫул тултармаллаччӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна халалласа унӑн тӑванӗсем, ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем асӑну каҫне пухӑннӑ. Демьян Филиппович Етӗрне районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тата Партин аслӑ шкулӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ ҫулсенче литература сотрудникӗнчен пуҫласа тӗп редактора ҫитнӗ. 1988-мӗш ҫулта ӑна КПСС Чӑваш обкомӗн секретарьне суйланӑ. Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн редакципе издательство пайӗнче 11 ҫул тӑрӑшнӑ. Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн правленине 5 ҫул ертсе пынӑ. Демьян Семёнова Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ орденӗпе, тӗрлӗ медальпе тата Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» сайтри сӑн Республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта паян ҫумӑр ҫурӗ. Шупашкар районӗнче пурӑнакансем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӗнерпуҫ ялӗнче пӑр ӳкнӗ. Ку 15 сехет ҫурӑра пулнӑ. «Пӑрӗ путене ҫӑмарти пысӑкӑш, шултрараххи те пур», - пӗлтернӗ ҫынсем. Ҫав вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта чашлаттарсах ҫумӑр ҫунӑ. Ҫил те вӑйланнӑ, Винокуров урамӗнчи 10-мӗш ҫурт патӗнчи суту-илӳ палаткисене илсе ывӑткаланӑ. «Пике» фабрика патӗнче вара хурӑн ҫул ҫине персе аннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Хӑҫан пулӗ вӑл? Ӗҫ вӗҫлентӗр тесе ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв хыснинчен 344 миллион та 93,8 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче подрядчикпе тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ. Хальлӗхе ҫӗннине тупман. Ҫапах ку тивӗҫе Чӑваш Енри ипотека корпорацине шанма пултараҫҫӗ текен сас-хура пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 15 ҫын шыва путса вилнӗ. 15 ҫынтан пиллӗккӗшӗ — ачасем. Шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра 39 ҫулти арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ Улатӑр арҫынни ӳсӗр пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Специалистсем шывра асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтереҫҫӗ, ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗме сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() соцпомощник.рф сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче тӑрӑшнӑ Александра Бочкарёвӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Александра Сергеевна Ҫамрӑксен политикин управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ йышӑнура хӗрарӑма ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине каламан. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Ҫамрӑксен политикин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Иван Филиппова ҫирӗплетнӗ. Иван Михайлович унччен Элтепер пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/nikamran канала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Олег Цыпленков ертсе пынипе чӑвашсем чунҫӳреве тухса кайнӑ. Кӑҫал хастар ентешӗмӗрсем Дагестана ҫитӗҫ. Ырӑ йӑлана темиҫе ҫул каяллах Олег Цыпленков пуҫарса янӑ. Инҫе ҫула тухнӑ йыш чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсенче чарӑнӗ. «Чунҫӳрев» сӑмаха ахальтен шухӑшласа кӑларман. Вӑл чун ыйтнипе ҫул-ҫӳреве тухнине пӗлтерет. Ҫав ҫула тухнисем «чунташ» ята илеҫҫӗ. Аякри ҫула тухнӑ йышра — чӑвашлӑхпа кӑсӑкланакансем. Вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн сӑваплӑ вырӑнӗсене ҫитсе кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |