Хулара
![]() Шупашкар хулинче пӗр арҫын аллине картлашкан карлӑкӗ хушшине чиксе лартнӑ. Ӑна вӑл унтан каялла кӑларайман. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине, 19 сехет те 40 минутра, хулари Лебедев урамӗнчи пӗр ҫуртра пулса иртнӗ. Аллине карлӑк хушшинче хӗстерсе лартнӑ арҫыннӑн ирӗксӗрех ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Арҫынна пулӑшма ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Спрут» ятлӑ хатӗр пулӑшнипе алла карлӑкран кӑларма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш наци музейӗнче хальхи вӑхӑтра «Путём зерна. Круг чувашских праздников» (чӑв. Тырӑ ҫулӗпе. Чӑваш уявӗсен ҫаври) курав ӗҫлет. Иртнӗ уйӑхӑн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑскер утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хупӑнӗ. Курав тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе паллаштарать. Унта хресченӗн ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Мӗн ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех канӑҫсӑр ӗҫлет хресчен. Ырми-канми тар тӑксан та вӑл ӗлӗк тӗрлӗ уяв ирттерме май тупнӑ. Хӗлле та алӑ усса ларман. Курав тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркипе кӑсӑкланакансемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Кокель плэнерӗ кӑҫал 16-мӗш хут иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, вӑл Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче пулнӑ. Ку таранччен унашкалли пулман. Ӑна харӑсах ӳнерӗн икӗ метрне халалланӑ: Алексей Кокель ӳнерҫе тата Степан Эрьзя скульптора. Плэнера Мускаври, Тюменьти, Орелти, Шупашкарти, Мускав ҫывӑхӗнчи, Хабаровск крайӗнчи тата Беларуҫри 12 ӳнерҫӗ хутшӑннӑ. Вӗсем Степан Эрьзян тӑван кӗтесӗнче те, Мӑкшӑ Республикинче, пулнӑ. Ӳнерҫӗсем сывпуллашнӑ май 17-мӗш плэнерта тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле, 2 сехет иртсен, Тӑвай районӗнче лаша вити ҫунма пуҫланӑ. Пушар Йӑнтӑрччӑ ялӗнче пулнӑ. Шел те, ҫулӑм 500 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче вырнаҫнӑ йывӑҫ витене тӗп тунӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Улатӑрта вара Хурӑнлӑ урамӗнчи 3-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте диван ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 5 минутран сӳнтернӗ. 26 ҫулти кил хуҫине ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сергей Федотов ертсе пыракан «Эревет» ансамбль Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе, чаплӑ купӑспа таврӑннӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. «Хула ачисене тӑван ӳнере юратса хисеплеме вӗрентекен хастар та пултаруллӑ чӑваша, РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне чун-чӗререн саламлатпӑр!» — тесе ҫырнӑ вӑл хӑйӗн страницинче. Пултаруллӑ культура ӗҫченӗнчен Марина Карягина интервью илнӗ. Ҫав телекӑларӑм эфира тунтикун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ирхи 9 сехет те 30 минутра тухӗ. Передачӑна «Россия 1» канала кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Уҫӑ тӳпе айӗнче тӳлевсӗр кино курас килсен Шупашкарти «Амазони» парка каймалла. Паян унта тӳлевсӗр сеанссем пуҫланаҫҫӗ. Фильмсене ҫанталӑк лайӑх чухне каҫхи 8 сехетре кӑтартма тытӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте патриотлӑх воспитанийӗпе ҫыхӑннӑ. Паян «Подольские карсанты» ятлине кӑтартӗҫ. Ыран «Несокрушимый» фильм экран ҫине тухӗ. Кайран «Девятаев», «Сирийская соната», «28 панфиловцев», «Битва за Севастополь», «Калашников», «Ржев» фильмсене катартӗҫ. Вӗсем ҫак черетпе экран ҫине тухса пырӗҫ. Кино курмалли лапам пӑр катокӗ пулнӑ ҫӗрте вырнаҫӗ. Киносене ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗччен кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти тӳре-шара кашни эрнерех лавккасенчи тавара - пӗтӗмпе 31 тӗрлине - тӗрӗслет. Утӑ уйӑхӗн 4-18-мӗшӗсенче мӗн хакланнӑ, мӗн йӳнелнӗ? Хальхинче тӳре-шара ҫӑкӑр, сӗт йӳнелнине палӑртнӑ. Сӗт хакӗ - 4, ҫӑкӑр 2 процент чакнӑ. Ҫавӑн пекех панулми, купӑста йӳнелнӗ. Услам ҫу, консерв, тӑвар, тип ҫу, сухан, кишӗр, хура тул кӗрпи, чӑх какайӗ кӑшт йӳнелнине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, услам ҫу хакӗ - 6 тенкӗ, панулми 4 тенкӗ чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче юрра-ташша юратакансен коллекивӗсем те пур. Вӗсенчен пӗри — «Калинушка» ансамбль. Пултарулӑх ушкӑнне Валентина Телей юрӑҫ ертсе пырать. Центрта вӑл халӗ музыка ертӳҫи пулса ӗҫлет. Валентина Телей ертсе пыракан ушкӑн тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрет. Хамӑр республикӑри тата хулари конкурссене ҫеҫ мар, урӑх регионсенчисене те хутшӑнать. «Центрта ӗҫлеме тытӑннӑранпа ҫур ҫул сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ. Хора ҫӳрекенсем хастар пулнӑран тата вӗсем репетицисенче ҫине тӑрса хатӗрленнӗрен, ҫӗнӗ репертуара вӗреннӗрен пире тӗнче шайӗнчи тата Раҫҫейри конкурссенче лауреатсен ятне тивӗҫме май килчӗ», — тет Валентина Телей. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре, Анне палӑкӗ умӗнче, иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчи евӗр ташӑ каҫӗ пулӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланса 21 сехетре вӗҫленӗ. Мероприятие ҫынсене 1960-мӗш ҫулсенчи тумтирпе кӗтеҫҫӗ. Чи чаплӑ тумлӑ ҫынна парне кӗтет. Ташӑ каҫӗнче сӑн ӳкерӗнмелли зона та пулӗ. Мероприятие килекенсене хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Улатӑрти хут хапрӑкӗнче платник 4 метр ҫӳллӗшӗнчен бетон урайне персе аннӑ. Вӑл каярахпа, темиҫе эрнерен, пульницӑра вилнӗ. Платник ӳкнӗ чухне ӳсӗр пулни паллӑ. Ӳсӗр арҫынна ӗҫлеме ирӗк панӑ ҫынна, ертӳҫе, явап тыттарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче суд пулнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑк ҫурӑлӑха айӑпланӑ. Ертӳҫӗ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл вилнӗ платникӑн ҫемйине кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫан саплаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |