Хулара
![]() "На связи" форумри сӑн Шупашкарта Василий Чапай ятлӑ ӳнерҫӗ троллейбуса сӑрласа илемлетет. Вӑл унта Нарспи сӑнарне ӳкерет. Троллейбус Энгельс урамӗнчи депора тӑрать. Ӳнерҫӗ каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе пӗр енӗ хатӗр. Вӑл ӗҫе Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне туса пӗтерессе шанать. Ҫак троллейбус 1997-2021 ҫулсенче 19-мӗш маршрутпа ҫӳренӗ. Ӑна темиҫе хутчен те сӑрласа илемлетнӗ. Нарспи сӑнарне ӳкерсе пӗтерсен троллейбуспа мӗн тӑвассине пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Виктор Бритвин архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Виктор Бритвин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн чӗри утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Вӑл 2 эрне каялла 68 ҫул тултарнӑ. Хурлӑхлӑ хыпара тӑванӗсем ӳнерҫӗн халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ. Вӑл мӗншӗн вилнине палӑртман. Виктор Бритвинпа ыран сывпуллашӗҫ. Кӑнтӑрла арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче кӗлӗ вулӗҫ. Унтан Шупашкарти ӳнер училищинче сывпуллашӗҫ. Вӑл ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче 3 ҫул ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Утӑ уйӑхӗ сивӗрех килчӗ. Анчах ҫанталӑк часах пире ӑшӑпа савӑнтарӗ. Ку эрнене пӗрремӗш ҫурринче вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Аслати авӑтма пултарать. Кӗҫнерникун шӑрӑх килӗ. Эрнекун 36 градус тарана шӑрӑх тӑрӗ. Ҫӗрле те 20 градус ӑшӑ пулӗ. Канмалли кунсенче ҫанталӑк каллех уҫӑрах тӑрӗ. Ун чухне ҫумӑр та ҫума пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри 5 культура учрежденийӗ Элтепер грантне тивӗҫнӗ. Пӗтӗмпе - 18 миллион тенкӗ. Унпа ҫӗне постановкӑсем лартӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ тата Оперӑпа балет театрӗ 5-шер млн тенке тивӗҫнӗ. Симфони капелли тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗ 3-шер млн тенкӗ грант илнӗ. Филармони 1 млн тенкӗлӗх гранта та тивӗҫнӗ. Ӳнер музейне вара 1 млн тенкӗлех грант лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗ ҫывӑхӗнчи утрав ҫинче, Атӑлта, пулӑҫ ҫухалнӑ. Ку хыпара ҫӑлавпа шырав службине утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑҫ путса вилнӗ. Утӑ уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче водолазсем арҫынна шыранӑ. Анчах, шел те, нимӗн те тупайман. Пулӑҫа малалла шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Республикӑн пӗрлехи заказчик служби» хысна учрежденийӗн директорне Инна Пронинӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Асӑннӑ йышӑнӑва республика ертӳҫи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ хысна учрежденийӗ Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствине пӑхӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Телеграмри t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакан Владимир Васин чӗрӗ хулӑран тӗрлӗ япала ҫыхать. 74 ҫулти ҫав арҫын ку енӗпе 14 ҫултанах кӑсӑкланма пуҫланӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Узбекистанри ӳнер шкулӗнче вӗреннӗ. 1969 ҫулта Вӑтам Азири политехника техникумӗнчен техник-механика вӗренсе тухнӑ. Кайран Ӗпхӳри авиаци институтӗнче пӗлӳ илнӗ, Шупашкарти марксизмпа ленинизм институтӗнче вара социаллӑ психологи енӗпе вӗреннӗ, Мускаври аслӑ шкулта вӗлле хурчӗ ӗрчетес енӗпе пӗлӗвне анлӑлатнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Владимир Васин чун юратнӑ алӑ ӗҫӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеме тытӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ачасемпе аслисене ҫав ӗҫе хӑнӑхтарать, куравсем ирттерет, видеоуроксем ҫырса илет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Телеграмри t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Пирӗн ҫӗршывра ҫывӑх вӑхӑтра пылак шывсемпе сӗткенсем хакланӗҫ. Хак ӳснине эпир ҫурла уйӑхӗнче туйса илӗпӗр. Хаксем 10-20 процент хакланмалла. Пылак шывсемпе сӗткенсене туса кӑларакан «Русский дар», Frustyle, «Любимый», J7, «Сады Придонья» тата «Очаково» брендсем хаксене ӳстерессине систернӗ май ҫавӑ ют ҫӗршывра туса кӑларакан ингредиентсен хакӗ ӳснипе сӑлтавланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӳсӗр аҫын 12-ри ачан телефонне туртса илнӗ. Пӑтӑрмах ялта пулса иртнӗ. Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Мӑн Кӑканар ялӗнче 29 ҫулти ӳсӗр арҫын 12 ҫулти хӗрача патне утса пынӑ та ӑна ҫӗҫӗпе хӑратса карас телефонне туртса илнӗ. Ҫав вӑхӑтра ача урамра пӗччен вылянӑ. Арҫынна часах йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Телеграмри t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсенчен пӗри маршруткӑра улталаннӑ. 270-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен маршруткӑра ҫав ҫыннӑн 37 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Пассажир банксенчен пӗрин карттипе татӑлнӑ. Анчах 37 тенкӗ вырӑнне 337 тенкӗ илсе юлнӑ. Укҫана тавӑрас тесен кампа ҫыхӑнмалла-ши тесе кӑсӑкланнӑ маршруткӑра улталаннӑ ҫын. Маршрутка хуҫи Юрий Витальевич Васильев уйрӑм усламҫӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |