Ҫутҫанталӑк
![]() t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫуллахи ӑшӑ кунсенче ҫынсем ҫутҫанталӑкра канма юратаҫҫӗ. Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри патӗнчи кӳлӗ те ҫынсене илӗртет. Унта вырӑнтисем ҫуран утса пыраҫҫӗ, аякрисем — машинӑпа. Халӑх шыва кӗрсе савӑнать, хӗвел ҫинче хӗртӗнет. Анчах вырӑнтисем каланӑ тӑрӑх, кӳлӗ хӗрринче тӗрлӗ ҫӳп-ҫап юлать. Хӑйсем хыҫҫӑн пуҫтарса-тирпейлесе хӑварма пурте юратмаҫҫӗ. Ҫавӑнта та вырӑнтисем тирпейлеме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Владимир Чамеев хирург пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Унпа ӗнер сывпуллашнӑ. Владимир Ильич Куславкка районӗнчи Шӑнчас ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. 1975 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ординатурӑра та вӗреннӗ. Владимир Чамеев 45 ҫул хирург пулса тӑрӑшнӑ, ҫав шутран 24-шне — Хулари 1-мӗш клиника пульницинче. Унта вӑл чылай ҫул хирурги уйрӑмӗн тата операци блокӗн заведующийӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗн сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра 46 ҫулти хӗрарӑм ҫухалнӑ. Елена Самойлова ӑҫтине утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе пӗлекен ҫук. Хӗрарӑм Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пурӑннӑ. Елена Юрьевна 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, кӑвак куҫлӑ, ҫутӑ ҫӳҫлӗ. Хурапа шурӑ тӗслӗ кофта, кӑвак джинс, хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ. Хӗрарӑм ӑҫтине пӗлекенсене 8(800)700-54-52 е 112 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн Транспорт министерстви Шупашкарта черетлӗ транспорт реформи иртессине пӗлтернӗ. Ӑна 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн палӑртса хунӑ. Ҫитес ҫултан пуҫласа республикӑн тӗп хулинчи общество транспорчӗшӗн Транспорт министерстви яваплӑ пулӗ. Муниципалитетри вӑл е ку маршрут сетне ылмаштарасси транспорт хуҫисемпе унччен тунӑ контракт хӑҫанччен пырассипе ҫыхӑннӑ. 1-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссен шучӗ 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 40 единица таран пулӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — резервра. 22-мӗш маршрутпа 7 троллейбус хутлӗ. 5-мӗш номерлӗ автобус «Маштехникум» чарӑнуран пуҫласа Чапаев завочӗ патне ҫитекен пулӗ. 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус маршручӗ 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Ҫӗнӗ хула микрорайон – Грязелечебница – Ҫӗнӗ хула микрорайон» ятпа хутлӗ, вӑл «Парк», «Шупашкар проспекчӗ» чарӑнусенче чарӑнма тытӑнӗ. 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗ виҫӗ автобус маршручӗ уҫӑлӗ: 13-мӗш номерли «Грушевый микрорайон — ЖБК-9» маршрутпа ҫӳрӗ, 29-мӗш номерли — «Энергетиксен посёлокӗ — Грушевый микрорайон» маршрутпа, 31-мӗш — «Энергетиксен посёлокӗ — Кадыков урамӗ» маршрутпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ӗнер ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче Мари Элте Таир тата Яльчик пӗвисен хӗрринче инкек пулнӑ. Шӑрӑх ҫанталӑкра унта чылай ҫын канма пухӑннӑ. Анчах ҫумӑр ҫума, ҫил алхасма пуҫланӑ. Йывӑҫсем палаткӑсем ҫине ӳкнӗ. 29 ҫын шар курнӑ. 8 ҫын вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ - ачасем. РИА Новости пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗн сывлӑхӗ йывӑр. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитсе пулӑшу кӳнӗ. Ӳкнӗ йывӑҫсене тасатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() lenskrayon.ru сайтри сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, каҫхине Атӑлта, Виҫӗ юман тӑрӑхӗнче, тимӗр кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ку ҫил-тӑвӑл алхаснӑ вӑхӑтра пулнӑ. Кимӗ утрав енчен ҫыран хӗррине таврӑннӑ. Унта 10 ҫын пулнӑ. Шел те, ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ. Кимӗ ҫинче пулнӑ 4 ҫын шар курнӑ. 6 уйӑхри ача вилнӗ. 9 ҫулти ачана ҫӑлавҫӑсем шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян каҫ енне республикӑри хӑш-пӗр районта ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ, пӑр та ҫунӑ. 15 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ районӗнси Хурамал ялӗнче путене ҫӑмарти пысӑкӑш пӑр ҫунӑ. Пӑр теплица поликарбонатне шӑтарса пӗтернӗ тӗслӗхсем те пулнӑ. Ҫавӑн пекех Куславкка тата Шупашкар районӗсенче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫил-тӑвӑл алхаснӑ, пӑр ҫунӑ. Чылай ҫӗрте йывӑҫсем тӳннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Сарра Ушакова ҫак кунсенче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Сумлӑ ҫавра ҫулпа саламлама Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин ҫитнӗ. Сарра 14 ҫулта чухне ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ. Икӗ шӑллӗне вӑл хӑйех пӑхнӑ. 1941 ҫулта Сарра Харьковри шкула лайӑх паллӑсемпе пӗтернӗ. Анчах вӑрҫа пула малалла вӗренеймен вӑл. Ӑна Чӑваш Ене эвакуациленӗ. Кунта вӑл токарьте ӗҫлеме пуҫланӑ. 1960 ҫулсенче Сарра Хусанти финанспа экономика институтне пӗтернӗ. Вӑл ВНИИРӑн план пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Сарра Ушакова - ЧР тава тивӗҫлӗ экономист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Патӑрьел районӗнче пӑр ҫуни пирки пӗлтернӗччӗ. Ытти тӑрӑхра та асар-писер ҫанталӑк алхаснӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ. Теплицӑсене аркатнӑ тӗслӗхсем те пулнӑ. Шупашкар районӗнче ҫумӑр вӑйлӑ ҫунӑ. Вӑйлӑ ҫиле пула йываҫсем те ӳккеленӗ. Шорчексси халӑхӗ ҫутӑсӑр юлнӑ. Унта ҫил алхаснӑ, уйра икӗ юпа ӳкнӗ, тепри, ҫурт ҫывӑхӗнчи, таяннӑ. Пралуксем те татӑлнӑ. Ҫапла 17 сехет ҫурӑра ял ҫыннисен электричество пӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Йӑлӑмра 25 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Ҫав каччӑ Йӑлӑмра тусӗсемпе каннӑ. Вӗсем Йӑлӑмри кану бази патӗнче пуҫтарӑннӑ. Ӗҫнӗ-ҫинӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тусӗсенчен уйрӑлса кайса шыва кӗме кайнӑ. Ҫавӑн чухне шыва путнӑ. Каччӑ виллине ӗнер, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, тупнӑ. Тӗпчевҫӗсем пӑтӑрмах вырӑнӗнче пулнӑ, каччӑна такам вӗлернине тупса палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |