Политика
![]() "Контактри" сӑн Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов паян ӗҫрен кайнӑ. Кун пирки вӑл "Контактра" халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ. Александр Осипов ку должноҫре 2017 ҫултанпа ӗҫленӗ. Унччен вӑл "Сӗнтӗр" ЯХПКра тӗрлӗ должноҫре, общество тата коммерци организацийӗсенче, Шупашкар хула администрацийӗнче тӗп специалистра, "Спартак" спорт шкулӗн директорӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ техникума пӗрлештерӗҫ. Химипе механика тата политехника техникумӗсем малашне пӗр вӗренӳ учрежденийӗ шутланӗҫ. Реорганизацие кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтермелле. Икӗ техникума пӗрлештернӗ хыҫҫӑн политехника техникумӗнчи штат 15 единица чухлӗ чакассине пӗлтереҫҫӗ. Анчах вӗсем ӗҫсӗр тӑрса юлмӗҫ — реорганизациленӗ учрежденире урӑх должноҫсем тупӑнӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах преподавательсемпе производство вӗрентӗвӗн мастерӗсен шучӗ чакмалла мар-мӗн. Реорганизаци укҫа-тенке перекетлеме май парӗ, Химипе механика техникумӗнче хальхи вӑхӑтри вӗрентӳпе лаборатори бази пулӗ тесе шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() vk.com/pravdapfo сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче юлашки кунсенче кадр улшӑнӑвӗсем ҫине-ҫинех пулса пычӗҫ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗсенчен пӗрне ӗҫрен кӑларнӑ. Кунта сӑмах Илья Ионочкин пирки пырать. Илья Олеговича ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Павел Данилов алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Видео скринӗ Улатӑрти Киров урамӗнчи 36, 38 тата 60-мӗш, Ленин урамӗнчи 43-мӗш ҫуртра пурӑнакансем видео ӳкерсе Чӑваш Ен влаҫӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. 2 ҫул каялла вӗсем хӑйсем укҫа пухса ачасем валли вылямалли лапам тунӑ, тӑвайкки вырнаҫтарнӑ. Ӑна хӑйсем пӑхса тӑраҫҫӗ, унта чечексем лартаҫҫӗ. Анчах ҫак илем ҫывӑхра пурӑнакан пӗр хӗрарӑма чӑрмантарать. Ачасем шавлаҫҫӗ-мӗн. Ҫавӑнпа вӑл прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Ведомство вара суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ҫынсем ача-пача лапамне пӑстарасшӑн мар, ҫавӑнпа пулӑшу ыйтаҫҫӗ те. Унта ытти микрорайонти ачасем те выляма килеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫулла пахчара ытларах ӗҫлеме тивнӗрен суранланакансем те нумай. Акӑ нумаях пулмасть Республикӑри офтальмологи центрне пӗр хӗрарӑм пынӑ. Унӑн сулахай куҫне тем чӑрмантарнӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, малтанхи кун вӗсем уйра утӑ хатӗрленӗ. Тухтӑр куҫне тӗрӗсленӗ те унта ҫӳпӗ кӗрсе кайнине асӑрханӑ. Тӗрӗсрех каласан, куҫ хупанкин коньюктивине нӑрӑ кӗрсе кайнӑ. Тухтӑр ӑна пинцетпа кӑларнӑ. Палӑртмалла: Республикӑри офтальмологи центрне ҫулталӑкне 10 пин ытла ҫын пулӑшу ыйтма пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫанталӑк шӑрӑх - 27 градус. Ыран та ҫаплах тӑрӗ. Эрнекунпа шӑматкун вара пушшех те шӑрӑх пулӗ - 36 градус таранах. Кун пек шӑрӑх 2010 ҫултанпа пулман. Кайран кӑшт уҫӑлтарӗ. Вырсарникун, тунтикун тата ытларикун 22-27 градус тӑрӗ. Ҫурлан 4-7-мӗшӗсенче каллех шӑрӑх хуҫаланӗ - 30 градус ытла пулӗ. Ҫитес вырсарникун вара - 38 градус. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑна ҫанталӑк уҫӑлтарӗ. Ун чухне 15-20 градус пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Википедия архивӗнчи сӑн Кӑҫал ҫур ҫулта республикӑра хӗрлӗхенпе чирленӗ (выр. - корь) тӗслӗхе шута илнӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирленӗ тӗслӗхсем пирӗн регионта 2019 ҫултанпа пулман. Комсомольски районӗнче - 1, Шупашкарта 7 ҫын аптӑранӑ. Ытларах чухне ку чирпе ачасем чирлеҫҫӗ. Вӑл - хӑвӑрт ерекен вируслӑ амак. Унран сипленмелли ятарлӑ эмел ҫук. Ачасене 12 уйӑхра чухне унран прививка тӑваҫҫӗ, 6 ҫулта - ревакцинаци. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() сеспель.рф видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ директор ӗҫе кӳлӗнӗ. Культура учрежденийӗнчи пуҫлӑх тилхепине Елена Николаевӑна тыттарнӑ. Елена Николаева 2011 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче директорта ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вара директор пулса унччен Юрий Владимиров тӑрӑшнӑччӗ. Ӑна ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() capella21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре вокал картти тӑвӗҫ. Ӑна валли 3 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Укҫана Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллине уйӑрса парӗҫ. Ҫав укҫапа капелла музыка карттине йӗркелӗ. Ку хыпара республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова ТАСС информаци агентствине пӗлтернӗ. «Вокал каттине республикӑра ҫуралнӑ композиторсен хайлавӗсене суйласа илсе хатӗрлӗҫ», — ӑнлантарса панӑ министр. Вокал- онлайн-карттин интернет-порталне те йӗркелеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru форумра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Мускавра пӑрӑхран вӗри шыв тапса тухсан пиҫсе кайнипе 4 ҫын вилнине федераци шайӗнчи массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ-ха. Тепӗр 10 ҫын пиҫсе кайнипе пульницӑна лекнӗ. Инкек утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Вӗри шыв пӑрӑхӗшӗн «Времена года» суту-илӳ центрӗ яваплӑ пулнӑ. Асӑннӑ организацие тӗп инженер пулса Чӑваш Енри Евгений Боткин ӗҫленӗ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче ҫуралнӑ. 39 ҫулти арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 217-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ентешӗмӗре суд авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗччен килтен тухмасӑр пурӑнмалла йышӑну кӑларнӑ. Боткин судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав кун вӑл Чӑваш Енре пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |