Ҫутҫанталӑк
![]() minpriroda.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать. Кун пек чухне вӑрманта пушар тухас хӑрушлӑх питех те пысӑк. Ҫавна май вӑрмансене кӗме чараҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Чӑваш Енри вӑрмансенче канма пуҫтарӑннӑ ҫынсене 40-шер пин тенкӗ штраф ҫырса панӑ. Вӗсем палатка лартсах, кӑвайт чӗртсех вӑрманта канас тенӗ. Пушарпа кӗрешмелли ятарлӑ режим вӑхӑтӗнче вара вӑрманта кӑвайт чӗртме юрамасть. Мангалпа та усӑ курма юрамасть. Асӑннӑ режима пирӗн тӑрӑхра ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех йышӑннӑ. Йӗркене пӑсакан уйрӑм ҫынсене 40-50 пин тенкӗ чухлӗ штрафлаҫҫӗ, должноҫри ҫынсене — 60-90 пин тенкӗ, организацисене — 600 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран. Вӑрманта пушар курсан 8 (8352) 40-24-00 диспетчер службине е Вӑрман хуралне 8-800-100-94-00 телефон номерӗсемпе пӗлтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫурла уйӑхӗ ӑшӑ пуласса пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Ҫапах пӗлтӗрхи пек пулмӗ - ун чухне ҫурла уйӑхӗнче пӗр сивӗ кун та пулман. Ҫумӑр вара ытларах ҫӑвӗ. Пӗрремӗш ҫурринче шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ, ҫумӑр сахал ҫӑвӗ. Ҫурлан 8-мӗшӗнченпе ҫумӑр ҫукалама тытӑнӗ те уйӑх вӗҫӗчченех хушӑран ҫукалӗ. Уйӑх варринче сивӗтӗ. 20-мӗшӗ хыҫҫӑн ӑшӑ кунсем пулса илӗҫ. Кӗркуннехи ҫанталӑк яланхи пекех ҫурла вӗҫенче е авӑн пуҫламӑшӗнче хуҫаланма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Амоксар утравӗ ҫинчен килме тухнӑ катер ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче ҫаврӑнса ӳкни пирки хыпарланаччӗ. Инкекре 10 ҫын шар курнӑ. Шел те, 6 уйӑхри ача путнӑ, виллине тӳрех тупнӑ. 34 ҫулти кимӗ хуҫине тата 8 ҫулти арҫын ачана ҫӑлавҫӑсем шыранӑ. Паян инкек пулнӑ вырӑнтан темиҫе ҫухрӑмра 8-ти ачан виллине тупнӑ. 34 ҫулти арҫынна халӗ те шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе 8 ҫӑлавҫӑ, 4 техника хутшӑнаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне беспилотник пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Эмметево» хуҫалӑхри ҫӗнӗ техника. Сap.ru сайтран илнӗ сӑн. Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗнӗ техника туянсах тӑраҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен тата ытти йышши техникӑн тӑрӑмне пӑхса тӑракан патшалӑх инспекцийӗ хыпарлать. Сӑмахран, Елчӗк муниципаллӑ округне кӗрекен Элпуҫ ялӗнче вырнаҫнӑ «Эмметево» хуҫалӑх нумай пулмасть «ZOOMLION» ятлӑ 160 лаша вӑйӗллӗ трактор туяннӑ. Китайра кӑларнӑ ҫак тракторсӑр пуҫне «Эмметево» тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӳ утӑ уйӑхӗнче «ACROSS-585» тырӑ выракан комбайнпа тата пахча-ҫимӗҫ пухакан РСМ-100 «ДОН-680М» комбайнпа пуянланнӑ. Елчӗк тӑрӑхӗнчи тепӗр хуҫалӑх та — Хмелев П.А хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ — ҫӗнӗ тракторлӑ пулнӑ. Вӑрнар муниципаллӑ округра Карл Марк ячӗллӗ ЯХПК ҫӗнӗ трактор туяннӑ. Вӗсене пурне те патшалӑх техника тӗрӗслевӗн ӗҫченӗсем тӗрӗсленӗ, учета илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Тӑвай районӗнчи Кармал ялӗнче 45 ҫулти арҫынна вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл килӗнче пулнӑ. Хайхискер 45-ри шӑллӗпе пурӑннӑ. Ҫав кун вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Асли кӗҫӗннине ҫӗҫӗпе пӗҫҫинчен чикнӗ. Лешӗ юн нумай ҫухатнӑран ҫавӑнтах вилнӗ. Пиччӗшне тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gtrk-vyatka.ru сайтри сӑн Шӑмӑршӑ районӗнче текех карантин пулмӗ. Ӑна пӑрахӑҫласси пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла ӗнертенпе, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе, карантин режимӗ вӑйра ҫук. Аса илтерер: Шӑмӑршӑ районӗнче карантин утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе пулнӑ. Икӗ кун маларах "Исток" агрофирма тӑрӑхӗнче Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснине тытнӑ. Вӑл чирлине ветлабораторире те ҫирӗплетнӗ. Карантин вӑхӑтӗнче хир сыснине тытнӑ вырӑнта блок-постсем ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑвашэнерго» ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнченпе хуҫасӑр. Унччен ку тивӗҫе Андрей Константинов пурнӑҫланӑ. Директор пуканне йышӑнакан халӗ тупӑннӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫе Илья Ионочкин йышӑннӑ. Вӑл унччен Строительство министерствинче 2 ҫул ӗҫленӗ, министр ҫумӗ пулнӑ. Малтан «Россети Северный Кавказ» ятарлӑ проектсен дирекцийӗн директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. 2020 ҫулта «Раҫҫей лидерӗсем» конкурсра ҫӗнтернӗ. Министерствӑра Илья Ионочкин утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() gdekartinki.ru сайтри сӑн «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» конкурса кӗҫех официаллӑ майпа пӗтӗмлетӗҫ. Унта кам ҫӗнтерни вара халех паллӑ. Чӑваш Енри 372 ҫулти юман чи нумай сасӑ пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Вӑл Муркаш районӗнчи Ильинка тӑрӑхӗнче ӳсет.Уншӑн 21577 ҫын сасӑ панӑ. Иккӗмӗш вырӑнта - Белгород облаҫӗнчи юман. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара - Питӗрти йывӑҫ. Аса илтерер: сасӑлава ҫӗршыври 69 ҫутҫанталӑк палӑкӗ хутшӑннӑ. Сасӑлав ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та паян вӗҫленет. Конкурсра ҫӗнтернӗ регион пуҫлӑхне диплом тата «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» астӑвӑм хӑмине парӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗ-регион йывӑҫа пӑхса тӑмалли сертификата тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Ҫутӑ ҫул» сайтри сӑн Пушкӑрт Республикинчи Хушӑлка ялӗнчи ачасем «Суккӑр така» тата «Ларать, ларать, Миша ларать» чӑваш вӑййисене вылянӑ. Кун пирки Пушкӑртстанӑн Пишпӳлек районӗнче тухакан «Ҫутӑ ҫул» хаҫат хыпарлать. «Ачасем сиккеленӗ, чупнӑ, кулнӑ. Вӑхӑта питӗ савӑнӑҫлӑ ирттернӗ», — пӗлтернӗ вырӑнтисем. Хушӑлка ачисем те ахаль выляман — вӑйӑсем хыҫҫӑн вӗсене пылак парнесем лекнӗ. Ку вӑйӑсене «Культура шӑматкунӗ. Раҫҫей халӑхӗсен вӑййисем» мероприяти шайӗнче ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() mintrud.cap.ru сайтӗнчен илнӗ скриншот Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче икӗ конкурс ирттернӗ. Иккӗшӗ те вакансисемпе ҫыхӑннӑ. Ҫӗмӗрлери халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорӗ пулма кадр резервне палӑртма йӗркеленӗ конкурсра икӗ кандидата суйласа илнӗ: центрӑн хальхи директорне Елена Волковӑна тата Валентина Якутенока. Ҫав хӗрарӑм хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Ленин районӗнчи халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн директорне суйламалли конкурс вара пулса иртмен — кандидатсем пулман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |