Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫанталӑк ӗнер кӑна уҫӑлтарчӗ, паян каллех шӑрӑх тата пӑчӑ. Анчах ыранах ӑшӑрах тумтире туртса кӑларма тивӗ. Сивӗ фрончӗ юнашарах. Ыран кӑнтӑрла 14-19 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Ҫӗрле вара – 9-11 градус. Ҫитменнине, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Эрне тӑршшӗпех ҫапла пулӗ. Канмалли кунсем тӗлне 22-24 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил лӑпланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() artmuseum.ru сайтри сӑн Ӳнер музейӗн директорӗ малашне те Геннадий Козлов пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑна ку должноҫрен кӑларнӑ. Ахӑртнех, ку контракт вӗҫленнипе ҫыхӑннӑ. Иртнӗ эрнере вара Ӳнер музейӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана каллех Геннадий Козлов йышӑннӑ. Геннадий Васильевич Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗнче вӑл 20 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл – ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи илемлӗ вырӑнсемпе киленес вырӑнне хӑшӗсем пуҫтахланса ҫӳреҫҫӗ. Шупашкарта такамсем Атӑл хӗрринчи бинокле ватнӑ. Ӑна ватнипех ҫырлахман, унӑн линзине вӑрланӑ. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче паян ирпе пӗлтернӗ. Те пуҫтахланас тенӗ ӗнтӗ вӗсем, те бинокль килӗшмен, те бинокльти линзӑна куҫ хывнипе ҫапла хӑтланнӑ. Апла-и, капла-и, пуҫтахсене тытсан вӗсене явап тыттарасси куҫкӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Про Город» сайтри сӑн Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 18 сехет те 20 минутра ҫамрӑк арҫын «Медик» коллектив садӗнче секаторпа пӳрнине татса илнӗ. Васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ та диспетчен пулӑшма хиреҫленӗ, Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине хӑй тӗллӗн ҫитме каланӑ. Анчах арҫын Ишлее ҫити кӑна хӑрах алӑпа руле тытса ҫитейнӗ. Унта вӑл ҫул-йӗр патрулӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын юн нумай ҫухатнине кура вӗсем ӑна хӑйсен машинине лартнӑ та Шупашкара илсе кайма тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче васкавлӑ мудпулӑшу машинине курнӑ та чарнӑ. Фельдшер пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Карманкассинче ывӑлӗ ашшӗне вӗлернӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ ӗнтӗ. 23 ҫулти каччӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каҫхине 56 ҫулти ашшӗпе 23 ҫулти ывӑлӗ хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Тарӑхса кайнӑ ҫамрӑк аслине пӑвса лартнӑ. Ашшӗ ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра каччӑна суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Валерия Чумакова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Утӑ уйӑхӗн 7-8-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс иртрӗ. Пирӗн пата Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи чи-чи маттур ҫемьсенчен пӗрисем килсе ҫитрӗҫ. Конкурсра Тутарстанри Камашевсем ҫӗнтернӗ. Ҫемьере 9 ача ӳсет. Чӑваш Ен чысне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Никитинсем-Чучаковсем хӳтӗлерӗҫ. Ҫамрӑк ҫемьене «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи туслӑ ҫемье» номинацире чысланӑ. Талпӑнуллӑ Никитинсем-Чучаковсем ӳлӗмрен конкурса тата та хутшӑнасшӑн. Хальхине вӗсем паха опыт пулчӗ тесе хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() t.me/ntrk21nactv видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗнче туса илекен продукци тӗнчипех ӑсаннине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Чӑваш Ен продукцийӗн пысӑк пайӗ Польшӑна (мӗнпур экспортран 33,8%), Китая (24,6%), Германие (9,3%), Сербие (6,8%), Таджикистана (4,3%), Белоруссие (4,3%) каять. Унсӑр пуҫне Монголи, Туркменистан, Израиль, Молдави, АПШ, Таджикистан, Йемен, Канада, Ирак, Азербайджан туянать. Чӑваш Ен ытти ҫӗршывпа та килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Кунти предприятисем хӑйсен таварне Великобритание тата Ҫурҫӗр Ирландие, Вьетнама, Дание, Индонезие, Кубӑна, Таиланда ӑсатасшӑн. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть ют ҫӗршывсенчи Раҫҫей пайташӗсем Чӑваш Енри ӗҫлӗ ҫынсемпе сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта 28 ҫулти каччӑ 20-ри ҫамрӑка вӗлернӗ. Усал ӗҫ тунӑ этеме тытса чарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче 28 ҫулти ӳсӗр ҫамрӑкпа 20-ри ҫамрӑк хушшинче ниме тӑман сӑлтавшӑнах тавлашу сиксе тухнӑ. Сӑмахпа тавлашнипех ҫырлахман — ҫапӑҫма тытӑнса кайнӑ. Ҫав самантра аслӑрах каччӑ кӗсьерен пекӗ туртса кӑларнӑ та кӗҫӗнреххине унпа кӑкӑрӗнчен яшлаттарнӑ. Пӑтӑрмаха асӑрханисем васкавлӑ пулӑшу чӗннӗ, анчах каччӑ больницӑри реанимаци уйрӑмӗнче кӑштахран вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ilinsk.ru сайтри сӑн Улатӑрти 64 ҫулти хӗрарӑм пухнӑ 2 миллион та 950 пин тенкине кӑна мар, кредит илнӗ 200 пин тенке те ултавҫа куҫарса панӑ. Ун патне палламан хӗр шӑнкӑравланӑ. Вӑл Тӗп банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер хӗрарӑма такам унӑн харпӑр кабинетне кӗнине, счет ҫинчи укҫа ҫухалма пултарассине каланӑ. Ӑна упраса хӑварас тесен урӑх счет ҫине куҫармалла-мӗн. Хӗрарӑм банка кайса хӑйӗн укҫине, 2 млн та 950 пин тенке, илнӗ. Кунсӑр пуҫне хваттер юсама кирлӗ тесе банкран 200 пин тенкӗ илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫа 3 млн тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vse42.ru сайтри сӑн Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ку пысӑк инкек Селикат урамӗнчи 22-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ачана иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пӗчӗкскер ун чухне чӗрех пулнӑ. Шел те, васкавлӑ медпулӑшу ҫитиччен вӑл вилнӗ. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнче 1 ҫулти ача 9-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |