Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Паян Шупашкарта Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра вӑйлӑ пушар пулнӑ. Унта 3 пӳлӗмлӗ хваттер, распашонка, ҫуннӑ.

Пушар 6-мӗш хутри хваттерте тухнӑ. Ҫулӑм ҫӳлти хваттер ҫине те куҫнӑ.

Пушар вӑхӑтӗнче ҫывӑхри ҫулпа транспорта ытлах ҫӳреттермен. Вырӑнта пушарнӑйсем, полицейскисем, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта пурӑнакан 78 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такамсем унӑн банкри укҫине хапсӑннине пӗлтернӗ. Ватӑскере кун пирки никама та калама хушман.

Палламан ҫын хӗрарӑма банкри укҫине илсе урӑх счетсем ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла хӗрарӑм 10 млн тенкӗ куҫарнӑ.

Кунпа кӑна ҫырлахман ултавҫӑсем. Хӗрарӑмӑн хваттерне салук хурса такам кредит илме хӑтланать-мӗн. Ӑна хваттере часрах йӳнӗрехпе сутса укҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла хӗрарӑм тепӗр 3 млн тенкӗ куҫарнӑ.

Вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине 3 эрнерен кӑна ӑнланнӑ.

 

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра иртекен Чӑваш музыкин фестивалӗ нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Концерт Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ театрӗнче нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.

Гала-концерт программине Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫав каҫа Александр Васильевӑн «Иван Яковлев» оперинчи сыпӑк уҫӗ. Анисимас Асламас, Аверий Токарев, Федор Павлов кӗвви-ҫемми те янӑрӗ. Наци камерӑпа вокал лирикине илсен, куракансене Григорий Хирпӳ, Виктор Ходяшев тата ытти композиторӑн юррисемпе романсӗсем савӑнтарӗҫ.

 

Республикӑра
drive2.ru сайтри сӑн
drive2.ru сайтри сӑн

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 44 ҫулти арҫын хӗлле никам та пурӑнман ҫурта чӳрече ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Унтан вӑл электроплита, тимӗр профильсем тата пӑтасем вӑрланӑ. Пӗтӗмпе - 3 пин тенкӗлӗх. Хайхискер урайне пирус тӗпӗсем пӑрахса хӑварнӑ. Ку кӑна мар, вӑл "пысӑккипе" ҫавӑнтах тула кайнӑ.

Ҫак биологи материалӗсемпе шыраса тупнӑ та ҫав арҫынна. Экспертиза ку ӗҫе вӑл тунине ҫирӗплетнӗ.

Арҫын судра айӑпне йышӑннӑ. Вӑл пӗтӗм тӑкака саплаштарнӑ.

 

Хулара
trans-continental.ru сайтри сӑн
trans-continental.ru сайтри сӑн

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан арҫын, 1952 ҫулта ҫуралнӑскер, Атӑл урлӑ йӗлтӗрпе каҫма шутланӑ та чутах путса вилмен.

Республикӑри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын йӗлтӗрпе пынӑ чухне ҫӳхе пӑр тӗлӗнче анса кайнӑ. Юрать-ха, йӗлтӗр патакӗсем пулӑшнипе тухайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл леш енчи дачӑсем патне ҫитсе типӗ тум тӑхӑннӑ.

Арҫын шыва кӗрсе ӳкни пирки ҫӑлавҫӑсем патне те хыпар ҫитнӗ. Вӗсем ӑна дачӑсем патӗнче шыраса тупнӑ. Арҫын медпулӑшу илме хирӗҫленӗ.

 

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ыран, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ача-пӑча валли «Чувашские композиторы - детям» (чӑв. Чӑваш композиторӗсем — ачасем валли) концерт иртӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланӗ.

Программӑна ачасем валли ҫырнӑ чӑваш авторӗсемпе тата композиторӗсемпе паллаштарас, вӗсен эткерлӗхне асра тытас, тӑван тӑрӑхӑн классика тата хальхи вӑхӑтри музыки нумай енлине уҫса парас тӗллевпе хатӗрленӗ.

Сцена ҫине ача-пӑчан пултаруллӑ коллективӗсем тата профессионалсем тухӗҫ. Вӗсем Лариса Быренкова, Анита Лоцева, Геннадий Воробьев, Лолита Чекушкина, Анисим Асламас, Федор Павлов тата ыттисен хайлавӗсемпе паллаштарӗҫ.

Концерта театрӑн симфони оркестрӗ хутшӑнӗ. Дирижерӗ — Никита Удочкин. Концерт программин режиссер-постановщикӗ — Анатолий Ильин, художник-постановщикӗ — Валентин Фёдоров, концерта йӗркелекенӗ — Лолита Чекушкина, илемлӗх ертӳҫи — Андрей Попов.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫак канмалли кунсенче Чӑваш Енре спортсменсем йытӑ кӳлсе чупӗҫ. Ӑмӑрту Атӑл леш енче «Нартаван» туризм базинче иртӗ.

Шӑматкун тупӑшу 11 сехет ҫурӑра пуҫланӗ, вырсарникун – 9 сехетре. 7500 метр тӑршшӗ трасса ҫине спортсменсем тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе тухӗҫ. Ҫӗнтерӳҫене тӑватӑ дисциплинӑра палӑртӗҫ: «Йӗлтӗр-спринт 1 йытӑ», «Нарта-спринт 2 йытӑ», «Нарта-спринт 4 йытӑ» тата «Нарта-спринт 6 йытӑ».

Иккӗмӗш кунхине эстафета тата ача-пӑча старчӗ пулӗҫ. Вӗсем 3 пин ҫухрӑма парӑнтарӗҫ. Ӑмӑртӑва 12-17 ҫулсенчи ачасем хутшӑнӗҫ.

 

Культура

Кӑҫал Шупашкарта иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль 6 кун мар, пӗр эрне пулӗ. Ку хушӑва нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ.

Ҫапла кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланса 31-мӗшӗнче вӗҫленмест, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче кӑна хупӑнӗ. Хальхи вӑхӑтра икӗ номинаципе ӗҫсем йышӑнаҫҫӗ: «Вӑйӑ киновӗ» тата «Этника тата регион киновӗ». Суйлав ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Правительство ҫурчӗ банкетсемпе фуршетсем ирттерме укҫа уйӑрма палӑртнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫав хыпарта пӗлтӗр ку тӗллевпе хыснаран 1 млн та 250,6 пин тенкӗ кайнине, кӑҫал вара тӑкак ӳсессине каланӑччӗ. Асӑннӑ сумма 2 миллион та 200 пин тенкӗпе танлашассине пӗлтернӗччӗ.

Банкетсемпе фуршетсем ирттерме тӳре-шара тендер ирттерессине хыпарланӑ хыҫҫӑн конкурса кӑштахран пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна тӳре-шара тендер пирки хыпарланӑ специалист килӗшӳре йӑнӑш цифра кӑтартнипе сӑлтавланӑ. Ҫав этем астумасӑр 2,2 миллион тенкӗ тесе ҫырса хунӑ-мӗн, халӗ ӑна уншӑн явап тыттарасшӑн имӗш.

 

Кӳршӗре
ulpravda.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ulpravda.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӗмпӗр хулинчи пӗр урам тимӗр-тӑмӑр касакан станок туса кӑларакан предприяти ячӗпе хисепленсе тӑнӑ. Тӗнче шайӗнче ӗҫлекен преприяти ҫитменнине тата нумаях пулмась Чӗмпӗрти производствӑна хупса хунӑ.

«Улправда» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра пӗлтерни тӑрӑх хакласан, урам ячӗ шкул ачисене килӗшмен. Вӗсем ӑна улӑштарма сӗннӗ. Вӗсем каланине Алексей Русских кӗпӗрнаттӑр ырласа йышӑннӑ.

Халӗ вара региона пур енлӗ аталантарассипе ӗҫлекен штаб ларӑвӗнче урам ятне Василий Баданов паттӑр ятне пама йышӑннӑ.

Василий Баданов Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. Вӑл танк ҫарӗсен генерал-лейтенанчӗ пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн ӑна 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗнче II степеньлӗ Суворов орденӗпе чысланӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 465, 466, 467, 468, 469, 470, 471, 472, 473, 474, [475], 476, 477, 478, 479, 480, 481, 482, 483, 484, 485, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.