Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Ядринмолоко» предприятире ҫӗнӗ производство линийӗ хута янӑ. Кӑҫал предприяти ҫӗнӗ технологи оборудованийӗ туяннӑ. Тӑпӑрчӑна хутаҫа тултаракан участокра талӑкра 5 тоннӑна тултарса ӗлкӗрме пулать. Автомат лини услам ҫӑва пӗр минутра 70 хутаҫа тултарса хума май парать. Унсӑр пуҫне предприятире шыва сивӗтмелли хатӗр те пур. «Ядринмолоко» предприяти производствӑна ҫӗнӗ оборудованипе пӗрмай пуянлатса тӑрать. Унта тӑрӑшакансене те ӗҫ укҫине аван тӳлесе тӑраҫҫӗ. Етӗрнери сӗт заводне Сергей Токубаев ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хӑмла туса илессине ӳстересшӗн. Асӑннӑ культура лаптӑкне 10 хут пысӑклатасшӑн. Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Етӗрне районӗнче пулнӑ май унти «Русхмель» обществӑри хӑмла тирпейлекен цехпа паллашнӑ. Предприяти хӑмла татмалли комбайн туяннӑ кӑҫал. Вӑл сехетре 500 килограмм татайрать иккен. «Эпир хӑмла туса илме вӗрентекен центр турӑмӑр. Пирӗн тӗллев — хӑмла туса илес текенсене вӗрентесси тата производствӑн мӗнпур тапхӑрӗнче кирлӗ инфраструктурӑна йӗркелесси», — тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Шӑрӑхра нумай ҫын шыва кӗрсе уҫӑлать. Анчах, шел те, инкексем те пулаҫҫӗ. Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта арҫын путса вилнӗ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Инкек паян 17 сехет тӗлнелле пулнӑ. Арҫын виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Вырӑнта оперативлӑ службӑсем ӗҫленӗ. Халӑх кореспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 45 ҫулсенчи пек курӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Горд" хаҫатран илнӗ сӑн Муркаш районӗнче паян, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, уй-хирте ҫавра ҫил алхаснӑ. Ҫакна ҫынсем видео ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫавра ҫил 5 минутра ҫур километртан кая мар вӗҫтернӗ. «Аякранах курӑнатчӗ. Самай ҫӳлелле кармашрӗ», - ҫапла пӗлтернӗ хаҫата халӑх корреспонденчӗсем. Сӑмах май, ку эрнере синоптиксем типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрасси пирки калаҫҫӗ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Атӑлта ҫамрӑк ГЭС ҫывӑхӗнче карапсем ҫӳремелли вырӑна ишсе ҫитнӗ. Анчах хайхискер каяла ишеймен – унӑн вӑйӗ пӗтнӗ. Кун пирки ҫынсем ҫӑлав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем ун патне часах ҫитнӗ, кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Вӗсем Атӑл урлӑ ишсе каҫма хӑтланнӑ ҫамрӑкпа тӗплӗ калаҫу ирттернӗ, хӑрушлӑх пирки ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене туристсем йышлӑн килсе ҫӳреҫҫӗ. Пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче пирӗн пата туристсем килесси 45 процент нумайланнӑ, 147 пин ҫынпа танлашнӑ. Юлашки икӗ ҫулта пирӗн тӑрӑха туристсем килнин йышӗ 2,5 хут ӳснӗ, пӗтӗмӗшле цифрӑна илсен пирӗн тӑрӑхпа 546 пин турист паллашнӑ. Круиз турисчӗсен йышӗ 23 пин ҫын чухлӗ нумайланнӑ. Ҫак тата ытти цифрӑна республикӑра туризма аталантарассипе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗнче асӑнса хаварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре пурӑнакансене магнит тӑвӑлӗ пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкӑн «K-index 6» класӗллӗ ҫак пулӑмӗ 14 куна тӑсӑлӗ. Геомагнит витӗмӗ утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗ хыҫҫӑн сисӗне пуҫлӗ. Электромагнит хумӗсен шкали ҫав вӑхӑтра 2 балтан пуҫӑнса 6 бала (асӑннӑ улшӑнӑва 9 баллӑ шкалапа виҫеҫҫӗ) ҫитӗ. Электромагнит хумӗсем утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫеҫ лӑпланса ҫитӗҫ. Асӑннӑ тапхӑрта тӑварлӑ тата ҫуллӑ апат-ҫимӗҫ сахалтарах ҫимелле, шыв нумайрах ӗҫмелле, улма-ҫырлапа пахча-ҫимӗҫ ҫимелле. Ҫӗтӗлекен тата кутӑнлашакан, пули-пулмишӗн тарӑхакан, ҫын йӑнӑшне шырама юратакан, ыттисене тиркесе те хурлакан, япӑххине ҫеҫ асӑрхакан ҫынсен ку тапхӑрта уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла, хӑйсене май килнӗ таран лӑпкӑ тытма тӑрӑшмалла, тулашса ҫӳремелле мар, пурнӑҫпа киленсе те савӑнса пурӑнма май тупмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлӗ. Музейра тата уйрӑм ҫын коллекцийӗнче упранакан 70-е яхӑн графика, живопись тата скульптура прозведенийӗсем пулӗҫ унта. Чӑваш алфавитне йӗркелесе янӑ мухтавлӑ ҫыннӑн, пултаруллӑ вӗрентекенӗн, ҫыравҫӑн тата тӑлмачӑн, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ӗмӗрне ирттернӗскерӗн сӑнарне нумай художник кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Сӑмахран, Петр Сизов, Элли Юрьев, Иван Дмитриев, Николай Овчинников, Виталий Петров (Праски Витти), Юрий Ксенофонтов, Георгий Кузнецов тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() big-rostov.ru сайтри сӑн Шупашкар хӗрарӑмӗ пухнӑ укҫине ултавҫӑсене тыттарса янӑ. Вӑл полицие пырса кун пирки пӗлтернӗ. Ун патне ирхине палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл йӗрке хуралҫи-мӗн. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм экстремистла организацие укҫа куҫарнӑ, ҫавна май пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакна ултавҫӑсем хӑтланнӑ-имӗш. Вӗсен хура ӗҫне чарса лартма хайхи «йӗрке хуралҫи» укҫа-тенке хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Хӗрарӑм 1 миллион та 667 пин тенкӗ куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӗҫех Чӑваш Ен делегацийӗ Турцие каймалла. Кун пирки Раҫҫейри посолӗ Мехмет Самсар ТАСС агентствӑна пӗлтернӗ. Самсар Раҫҫейпе хутшӑнса ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ иккенне, кунта Чӑваш Ен ҫак ҫыхӑнӑвӑн пӗр компоненчӗ пулнине палӑртнӑ. Хальлӗхе делегаци хӑҫан каясси паллӑ мар. Ку, посол каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен, вӑл хӑҫан кайма пултарассинчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |