Персона
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ялӗнче чӑвашсен паллӑ прозаикӗ, сӑвӑҫӗ, куҫаруҫи Юрий Григорьев (Айдаш) ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа пуҫтарӑннӑ. Юрий Григорьевич шӑпах ҫав ялта ҫуралнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Матвеева пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Айдашпа «пӗр парта хушшинче ларнӑ Юлия Николаева, унӑн тӑван шӑллӗ Валерий Семенов, истори учителӗ Петр Золов, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫлекен Ольга Тимофеева, Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, литература тӗпчевҫи, филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Нина Пӑрчӑкан ҫыравҫӑсем тата ыттисем тухса» калаҫнӑ. Юрий Айдаш Хусанти патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Тутарстанри Пӑва районӗнче учительте, унтан Чӑваш Енӗ телевиденипе радиовещани комитетӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. Юрий Айдаш литературӑна «Йӗплӗ роза» (1969), «Кӑнтӑр ҫутипе» (1974) повеҫсемпе кӗнӗ, каярахпа поэзире ытларах тимлеме тытӑннӑ. Ю. Айдаш А. Пушкинӑн, Ю. Лермонтовӑн, С. Есенинӑн, А. Твардовскин, тӗрлӗ халӑх поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ, литературӑра пуян еткерлӗх хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Мальвина Петрован иккӗмӗш кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ӑна «Витӗр Ҫил» ят панӑ. Унччен Мальвина Петрова «Пӗччен Хӗвел» кӗнекене кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Витӗр ҫил» кӗнеке редакторӗ – Алина Майорова, ӳнерҫи – Татьяна Бурдина. Кӑларӑма тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Мальвина Петрова Ҫӗрпӳ районӗнче кун ҫути курнӑ, Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ наци лицейӗнче, Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗнче, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлева халалланӑ ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм ячӗ — «Иван Яковлевич Яковлев – великий просветитель». Кӗнекери материалсене Ф.Н. Козлов тата Е.В. Касимов пухса хатӗрленӗ. Кӗнекен пӗрремӗш пайӗ «Патриарх чувашской культуры: вехи биографии» ятлӑ. Вӑл тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗн пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарать. Иккӗмӗш пайне Чӗмпӗрти чӑваш шкулне халалланӑ. Унта 1868–1919 ҫулсенче 1379 ҫын вӗреннӗ. Вӗсен йышӗнче — паллӑ общество тата патшалӑх ӗҫченӗсем, ҫар ҫыннисем, вӗрентӳ, литература тата ӳнер ӗҫченӗсем, ӑсчахсем, чиркӳ ҫыннисем. РСФСР ҫутӗҫ комиссарӗ А.В. Луначарский ахальтен мар ӗнтӗ ҫав шкула «пӗтӗм чӑваш культурине чӗртсе тӑратакан ҫӑлкуҫ» тесе хакланӑ. Сӑмах май каласан, Иван Яковлев ҫутӗҫ енӗпе тӑрмашнипе кӗнекен виҫҫӗмӗш пайӗнче паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри ШӖМ сайтӗнчи сӑнӳкерчӗксем Чӑваш Енре мотоциклистсем пӗр кунта виҫӗ хутчен аварие лекнӗ, вӗсенче ҫул ҫитмен виҫӗ ҫамрӑк аманнӑ. Пӗрремӗш инкек ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Йӗпреҫ районӗнчи Анатриял ялӗнче пулса иртнӗ. 17 ҫулти яш мопедпа пынӑ чухне ҫул айккине кӗрсе ӳкнӗ. Аманнӑскере Шупашкарти пульницӑна илсе кайнӑ. Ирхи пилӗк сехет тӗлӗнче Комсомольски районӗнчи Йӑлмахва ялӗнче 15 ҫулти каччӑ мотоциклпа ҫул айккине кӗрсе ӳкнӗ. Ӑна тата мотоцикл ҫинче ларса пынӑ 16 ҫулти яша пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнетнӗ суту-илӳ вырӑнӗсем уҫӑлнӑ. ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр кунашкал лапама Шупашкарта хута янӑ. Суту-илӳ вырӑнӗсене Винокуров урамӗнчи 23-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче асӑрхама пулать. Ҫак лапама республика хыснинчи укҫа-тенкӗпе тунӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна тӳрех Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн балансӗ ҫине куҫарнӑ. Сутуҫӑсене вырӑнпа тӳлевсӗрех тивӗҫтереҫҫӗ. Унта халӗ йӑлтах хӑтлӑ. Пӗчӗк пасара электричество та ҫитернӗ. Ҫапла сутуҫӑсем хӑйсемпе пӗрле сивӗтмӗш те илсе килме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() https://vk.com/wall-88512381_137995 сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн агропромышленность комплексӗнче ӗҫлекенсене тава тивӗҫлӗ ятсем панӑ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ята Муркаш районӗнчи «Ударник» кооперативра тракторист-машинистра тӑрӑшакан Николай Иванова панӑ. Муркаш районӗнчи «Моргаушская» кайӑк-кӗшӗк фабрикинче электромонтёрта тимлекен Алексей Карандаев, «Ядринмолоко» уҫӑ акционер обществин водителӗ Сергей Корольков, унти слесарь-электрик Михаил Якимов, Комсомольски районӗнчи «Слава картофелю» (чӑв. Ҫӗрулмие мухтав) агрофирмӑн водителӗ Альберт Можаев, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн «Студенческий» вӗренӳпе практика центрӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Леонид Чистяков «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.mchs.gov.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын пирус туртса янӑ та… Ҫапла пушар тухнӑ. Унта вӑл хӑй те шар курнӑ. Арҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн урисем пиҫсе кайнӑ. Пушарнӑйсене ывӑлӗ чӗннӗ. Вӑлах ашшӗне ҫунакан ҫуртран урама илсе тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче пианино калама пулать. Ҫапла-ҫапла, чӑн-чӑн пианино вырнаҫтарнӑ унта. Пӗрре кӑна мар, иккӗ. Пӗри – кӑвак, тепри сарӑ тӗслӗ. Пианионӑсене ҫумӑр, хӗвел лекмен вырӑна лартнӑ. Апла ҫуллахи шӑрӑхра унта сулхӑнра юрӑ-кӗвӗ итлесе канма пулать. Чӑваш паташлӑх оперӑпа балет театрӗн ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул урамра тепӗр инструмент вырнаҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Кӳкеҫ поселокӗнче арҫынна тупнӑ. Вӑл ӑс-тӑн хавшаккипе аптӑрани палӑрать. Ҫавӑнпах хӑй ӑҫтан пулнине калаймасть. «Лиза Алерт» хастарӗсем унӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ. Хӑйне вӑл Иван Смирнов тет. Вӑл 65 ҫулсенчи пек курӑнать. Ӑна вӑхӑтлӑха Шупашкарти сиплев учрежденине вырнаҫтарнӑ. Вӑл сӑрӑ тӗслӗ куртка, хура шӑлавар тӑхӑннӑ. Ӑна пӗлекенсене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 е 89520203557. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() btv.online сайтри сӑн Патӑрьелте ача-пӑча лапамӗнче 9 ҫулти ача шар курнӑ. Унӑн пӳрни хӗсӗнсе ларнӑ. Шел те, пӗр пайӗ татӑлса ӳкнӗ. Ку ӗнер Киров урамӗнчи 33-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ача тӑвайккинчен ярӑннӑ. Ҫавӑн чухне пӳрни хушӑка хӗсеннӗ. Палӑртмалла: тӑвайкки ҫӗнӗ. Ҫынсем халӑх тетелӗнче каланӑ тӑрӑх, вӑл вырнаҫтарсанах авӑннӑ, хушӑк курӑнма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |