Республикӑра
![]() Ӗнер Кӳкеҫ поселокӗнче арҫынна тупнӑ. Вӑл ӑс-тӑн хавшаккипе аптӑрани палӑрать. Ҫавӑнпах хӑй ӑҫтан пулнине калаймасть. «Лиза Алерт» хастарӗсем унӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ. Хӑйне вӑл Иван Смирнов тет. Вӑл 65 ҫулсенчи пек курӑнать. Ӑна вӑхӑтлӑха Шупашкарти сиплев учрежденине вырнаҫтарнӑ. Вӑл сӑрӑ тӗслӗ куртка, хура шӑлавар тӑхӑннӑ. Ӑна пӗлекенсене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 е 89520203557. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() btv.online сайтри сӑн Патӑрьелте ача-пӑча лапамӗнче 9 ҫулти ача шар курнӑ. Унӑн пӳрни хӗсӗнсе ларнӑ. Шел те, пӗр пайӗ татӑлса ӳкнӗ. Ку ӗнер Киров урамӗнчи 33-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ача тӑвайккинчен ярӑннӑ. Ҫавӑн чухне пӳрни хушӑка хӗсеннӗ. Палӑртмалла: тӑвайкки ҫӗнӗ. Ҫынсем халӑх тетелӗнче каланӑ тӑрӑх, вӑл вырнаҫтарсанах авӑннӑ, хушӑк курӑнма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2022 ҫулта Мускавра «Литература народов России: Народная мудрость» антологи пичетленсе тухнӑ. Ҫав тома Раҫҫейри тӗрлӗ халӑхӑн 14,5 пин пин ытла паремийӗ кӗнӗ. Вӗсене 65 наци чӗлхинчен, ҫав шутра 22 диалектпа калаҫуран суйласа илнӗ. Чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсемпе тата каларӑшӗсемпе 587–597-мӗш страницӑсенче паллашма пулать. Вӗсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн филологи енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Ольга Михайлова пухса хатӗрленӗ. Вӗсене вырӑслана асӑннӑ институтӑн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон хупӑнӗ. Юбилейлӑ 90-мӗш сезона Юхма Мишшин «Шурҫамка» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ ӗҫпе хупӗҫ. Асӑннӑ ӗҫе автор 1975 ҫултах ҫырнӑ. Ӑна ҫавӑн хыҫҫӑн 62 чӗлхе ҫине куҫарнӑ иккен. Анчах пӗр кашкӑр историне сцена ҫинче халиччен кӑтартман. Тӗнчери тӗрӗсмарлӑха нумай курса-тӳссе ирттернӗ кашкӑр ҫынсене шанма тата юратма пӑрахман. Вӑл ӗҫ куракансене килӗшессе шанаҫҫӗ. Спектакль 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци музейӗн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ҫар мухтавӗн музейӗнче «У истоков зоргенского движения» (чӑв. Зорге юхӑмӗн пуҫламӑшӗнче) курав уҫӑлнӑ. Ӑна асӑннӑ юхӑма Чӑваш Енре пуҫарса янӑ Мария Красновӑна халалланӑ. Курава уҫма Мария Александровнӑн ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннӑ. Музея вӗсем фотосемпе документсен архивне, ҫав шутра Зорген тӑвванӗсемпе тата ӗҫтешӗсемпе ҫӳретнӗ ҫырусене, легендарлӑ разведчикӑн уйрӑм япалисене парнеленӗ. Мария Краснова хӑй вӑхӑтӗнче Патӑрьелӗнчи шкулта пионервожатӑйра ӗҫленӗ. Вӑл Зорге пурнӑҫӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл ертсе пынипе 1965 ҫулта Чӑваш Енрен Бакуна, Зорген иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ патне тухса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пирӗн республикӑра Зорге юхӑмӗ пуҫланса кайнӑ. 1978 ҫулта Шупашкарти 3-мӗш шкулта Р. Зорге ячӗллӗ мемориал комплексӗ уҫнӑ. Мария Краснова вӑл вӑхӑтра унта ӗҫленӗ. Хӗрарӑм ҫав пуянлӑха пысӑкрах шая кӑларма ӗмӗтленнӗ, анчах хӑй туса ӗлкӗреймен, халӗ унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫав ӗмӗте пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru порталтан илнӗ скриншот Чӑваш Енри яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ҫамрӑксен патшалӑх премийӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ паян алӑ пуснӑ хушура 11 номинацие пӑхса хӑварнӑ. Литература, культура тата ӳнер енӗпе премие И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсене Ольга Ермолаевӑна, Екатерина Ивановӑна, Артём Самонова, Егор Темяшкина «В движении» (чӑв. Хусканура) Пӗтӗм Раҫҫейри VIII ташӑ проектне пурнӑҫа кӗртнӗшӗн панӑ. Журналистика енӗпе премие «Чӑваш Ен» ПТРКн информаци программисен службин корреспондентне Вероника Павловӑна «Герои среди нас» (чӑв. Паттӑрсем пирӗн хушӑра) кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрленӗшӗн парас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта уявра ретро-троллейбус ҫула тухать. Республика кунӗнче те вӑл хула тӑрӑх ҫӳрӗ. 1-мӗш троллейбус 9 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, унтан 14 сехет 46 минутран пуҫласа 17 сехетчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе "Университет" микрорайона кайӗ. Руль умӗнче Шупашкарти троллейбус управленийӗн хисеплӗ ҫынни Владимир Поликарпович Спиридонов пулӗ. Ретро-троллейбус ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра та курма пулӗ. Ӑна "001Р" паллӑпа уйӑрса илме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Афиша
![]() tgf.kto72.ru сайтри сӑн Шупашкарта Республика кунӗнче хула ҫыннисемпе хӑнисене Раҫҫейри паллӑ юрӑҫсем савӑнтарасси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче кам килӗ? Вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: Viva ушкӑн. Унта пилӗк арҫын юрлать. Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкарта вара уявра «Краски» ушкӑн юрлӗ. Вӑл 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче палӑрнӑ. Аса илтерер: Республика кунӗнче фейерверксен "Асамат" фестиваль те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() hypar.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче, Республика уявӗнче, фейерверксен «Асамат» фестиваль иртӗ. Яланхи пекех вӑл Шупашкарти кӳлмекре пулӗ. Фейерверк курас килсен кӳлмеке 22 сехет ҫурӑ валли ҫитмелле. Фестивале хамӑр тата ют ҫӗршыври пиротехника организацийӗсем хутшӑнӗҫ. Аса илтерер: Республика кунӗнче «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ ӑстисем» фестивальсем те иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mebel-gu.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре хӗрарӑмӑн прокуратурӑранах пулӑшу ыйтма тивнӗ. Унӑн ачине, сусӑра, ятарлӑ кӳмепе тивӗҫтермен. Вӑл вара реабилитаци программи витӗр тухма кирлӗ пулнӑ. Амӑшӗ кӳмене кӗтсе илеймен. Ӑна туянма сертификат та паман. Ку ӗҫе прокуратура тишкернӗ. Кун хыҫҫӑн ведомство Пенси тата социаллӑ страхлав фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн кӑна хӗрарӑма ачи валли кӳме туянма сертификат панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |