Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
transphoto.org сӑнӳкерчӗкӗ
transphoto.org сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар агломерацийӗнче маршут сечӗсене ҫӗнӗрен пӑхса тухма палӑртаҫҫӗ.

Тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, муниципалитетсенчи тата муниципалитетсене ҫыхӑнтаракан хӑш-пӗр маршрута пӗр ҫулпах йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» троллейбус маршручӗ уҫасшӑн.

2023 ҫул вӗҫлениччен икӗ маршрут йӗркелеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пӗтӗмпе вара виҫӗ маршрут уҫасшӑн.

Унсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарти муниципаллӑ сете улшӑну кӗртесшӗн. Асӑннӑ хулара 6 троллейбус тата 3 автобус маршручӗ йӗркелесшӗн.

 

Республикӑра
mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре пассажирсене туттаракан патшалӑх организацийӗ туса хурасшӑн. Вӑл Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус предприятийӗсене пӗрлештерӗ.

«Паянхи кун тӗлне илсен, муниципалитетсенчи троллейбус предприятийӗсен пурлӑхне инвентаризацилесе пӗтернӗ», — пӗлтернӗ республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов. Асӑннӑ организацисен кама мӗн чухлӗ укҫа тӳлемеллине шутласа кӑлармалла. Унтан патшалӑх предприятийӗ йӗркелесе пулӑха унта парӗҫ. Ку ӗҫе кӑҫалхи ака уйӑхӗччен туса пӗтерме палӑртаҫҫӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри виҫӗ шкула паллӑ ентешсен ятне панӑ.

Шупашкар районӗнчи Хыркассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗ паллӑ чӑваш композиторӗ Герман Лебедев ячӗпе хисепленсе тӑма пуҫланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.

Сӗнтӗрвӑрринчи ҫавӑн пек шкул Анатолий Тогаев музыка ӗҫченӗ тата композтор ячӗпе хисепленсе тӑма тытӑннӑ. Анатолий Тогаев асӑннӑ районти Шуркасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫӗрпӳри ача-пӑча ӳнер шкулӗ Олимпиада Агакова ячӗпе хисепленсе тӑрать. Олимпиада Агакова — паллӑ юрӑҫ тата педагог, Чӑваш АССР тава тивӗҫӗ артистки.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тӳре-шара каллех халӑхпа тӗл пулса калаҫма тытӑнӗ. Пӗрлехи информаци кунӗсене пирӗн республикӑра 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ирттермен. Халӗ ҫав йӑлана тепре чӗртсе тӑратас тенӗ.

Пӗрлехи информаци кунне ирттерме пӑрахнине республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарта кӑшӑлвирус алхаснипе сӑлтавланӑ.

Ҫывӑх вӑхӑтра тӳре-шара ҫынсемпе нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тӗл пулӗ. Вӗсенче пур муниципалитетпа хула округне пырса тивекен ыйтусемпе пӗрлех вырӑнти ҫивӗч ыйтусене те сӳтсе явӗҫ. «Патӑрьел муниципалитет округӗнче халӑха пӗр ыйту пӑшӑрхантарма пултарать, Етӗрнере — тепри», — палӑртса хӑварнӑ Олег Николаев Элтепер.

 

Республикӑра

Вӑрнар районӗнчи Шӑхаль ялӗ ҫывӑхӗнчи «Уренгой – Помары – Ужгород» ҫӗр айӗнчи магистраль газ пӑрӑхӗ ҫӗнӗрен ӗҫлесе кайнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хыпарланӑ. Газ пӑрӑхӗ халӗ унчченхи пекех ӗҫлет.

Аса илтерер: пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехет те 44 минутра унта газ сирпӗннӗ. Ҫулӑм вун-вун метр ҫӳллӗшне кармашнӑ. Ҫав вӑхӑтра унта специалистсем юсав ӗҫӗсем тунӑ. Инкекре газ пӑрӑхне юсанӑ виҫӗ специалист вилнӗ. Тепри, водитель, тӗлӗнмелле майпа чӗрӗ юлнӑ. Вӑл кӑштах суранланнӑ.

 

Республикӑра
ufa.mk.ru сайтри сӑн
ufa.mk.ru сайтри сӑн

Кӑҫал республикӑри иккӗмӗш ҫемьере11-мӗш ача ҫуралнӑ. Кун пирки ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтерет.

Пӗрремӗш ҫемье Шупашкарта пурӑнать. Иккӗмӗшӗ вара Ҫӗмӗрле хулинче тӗпленнӗ. Икӗ ҫемьере те кӑҫал 11-мӗш ача кун ҫути курнӑ.

ЗАГС статистикине илес тӗк, кӑҫал 225 ҫемьере виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи пепкесем ҫуралнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян 10 сехетре Шупашкарти Алкеш поселокӗнче Гоголь урамӗнче вырнаҫнӑ харпӑр ҫурт ҫуннӑ.

Пушар тухнӑ вӑхӑтра ҫамрӑк ҫемье – ашшӗ, амӑшӗ тата 7 уйӑхри ачи – ҫывӑрнӑ. Юрать-ха, вӗсем вӑхӑтра вӑранса пӳртрен тухма пултарнӑ.

7 уйӑхри ачан сывлав органӗсем пиҫсе кайнӑ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.

Пушара 15 минутран сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Нарӑс уйӑхӗн сивӗ е ӑшӑ пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗлӗн юлашки уйӑхӗнче нӳрӗк сахал пулӗ. 11 ҫул каялла нарӑсра 9 мм нӳрӗк пулнӑ, норма – 22 мм. Хальхинче те ҫаплах пулма пултарать.

Хальхи вӑхӑтра юр хулӑнӑшӗ 29 сантиметрпа танлашать. Нарӑс вӗҫнелле 40 сантиметр таран ӳсӗ.

Нарӑсӑн 5-мӗшӗнчен сивӗтме пуҫлӗ. Унччен ӑшӑ пулӗ, юр ҫӑвӗ. Тепӗр хутчен юлашки декадӑра сивӗтӗ. Ҫӗрлесерен 20 градус таран сивӗ тӑрӗ.

 

Республикӑра
Ҫӗрпӳ проекчӗ
Ҫӗрпӳ проекчӗ

Ҫӗрпӳпе Пӑрачкав хӑтлӑ хула тума пулӑшакан Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене кӑҫал ҫӗнетсе илемлетӗҫ. Кашни муниципалитета 70-шер миллион тенкӗ парӗҫ. Ыттине - регион хыснинчен.

Выляса илнӗ укҫапа Ҫӗрпӳри Ача-пӑча паркне тата урамсене хӑтлӑлатӗҫ. Проекта ырланӑ ӗнтӗ.

Пӑрачкав тӗлӗшпе вара документаци хатӗр мар. Ӑна ЧР Строительство министерствипе пӗрле хатӗрлесе ҫитерме хушнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84720
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Хальхи вӑхӑтра кирек епле учрежденин те ҫӗнӗлле ӗҫлеме тивет. Ҫакӑ культурӑпа ӳнере те пырса тивет. Чӑваш Енӗн наци музейӗ, ав, «День музея в школе» (чӑв. Шкулти музей кунӗ) ҫутӗҫ проекчӗ пуҫарса янӑ.

Проектпа килӗшӳллӗн музейри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем чӗрӗ урок ирттереҫҫӗ. Ҫакӑн пек заняти ҫамрӑк ӑрӑва тӑван тӑрӑх историйӗпе кӑсӑклантарса ярасса шанаҫҫӗ.

«Шкулти музей кунӗ» проекта хутшӑнас тесен вӗренӳ учрежденийӗсен музейҫӑсене систермелле ҫеҫ — вӗсем шкула пырса та ҫитӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 479, 480, 481, 482, 483, 484, 485, 486, 487, 488, [489], 490, 491, 492, 493, 494, 495, 496, 497, 498, 499, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.