Персона
![]() Леонид Петров страницинчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж Ҫакӑн пек ӑшшӑн палӑртса хӑварнӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Леонид Петров. Черетлӗ постне вӑл паллӑ тӗпчевҫӗн, археологӑн, Евгений Михайловӑн ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи черетлӗ ҫуралнӑ кунне халалланӑ. Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгений Петрович Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче археологи пайӗн аслӑ наука сотрудникӗ Не тӑрӑшать. «Унӑн ӑслӑлӑхри кӑсӑкланӑвӗсем тӗрлӗрен нумай енлӗ пулса пынӑран професси анлӑшӗ те пит сарлака. Эппин, вӑлах тата археолог-архивист, таврапӗлӳҫӗ, музей ӗҫченӗ, вӗрентекен, артефактсен управҫи... Ахальтен мар пулӗ, нумаях та пулмасть ытти ӗҫтешӗсемпе пӗрле (В.Ф. Каховский – ӑна та асӑнмасӑр иртме ҫук, Н.С. Березина, А.Ю. Березин, Н.С. Мясников, С.В. Кузьминых, Б.В. Каховский) патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулса тӑчӗ. Темиҫе теҫетке хушши ӗнтӗ вӗсем Атӑлпа Сӑр тӑрӑхӗнчи паллӑ вырӑнсене, археологи ӑслӑлӑхӗнчи ҫул-йӗре куҫран вӗҫертмесӗр сӑнаҫҫӗ, тӳрӗ чунпала хӑйсен ӗҫӗсене туса пыраҫҫӗ. Пӗртте тӗлӗнместпӗр, ҫакӑ ҫутӑ тӗнчене эсӗ АРХЕОЛОГ пулмах килнӗ», – пӗтӗмлетнӗ Леонид Петров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Алёна Елизарова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак эрнере нумай тӑрӑхра ӗҫпе юрӑ уявӗсем иртрӗҫ. Элӗкре Акатуя ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова та хутшӑннӑ. «Акатуй уявӗ – чӑваш халӑхӗн мӗн авалтан пыракан йӑли. Ӑруран арӑва куҫса паянхи кун та ҫак ырӑ уяв пурне те пӗр тӗвве пухать, тапса тӑракан ҫӑлкуҫ евӗр пурне те вӑй-хал парнелет. Акатуй аваллӑхпа пуласлӑха пӗрлештерекен йӗр. Акатуй уявӗнче эпир сирӗнпе пӗрле ҫӗр ӗҫченӗсене, тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакан хастарсене, тӑван ене чунтан юратакансене чыслатпӑр. Ҫак уявра кашни ҫулах ҫурхи ӗҫсене мӗнлерех пурнӑҫланине пӗтӗмлететпӗр», — палӑртса хӑварнӑ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() progoroduhta.ru сайтри сӑн Респбликӑна "Мистр Сидр" ӗҫмене официаллӑ майпа кӳрсе килмен пулсан та йӗрке хуралҫисем 800 ытла суту-илӳ вырӑнне тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере ҫак ӗҫмене сутнине тупса палӑртнӑ. Ӑна туртса илнӗ, экспертизӑна янӑ. Аса илтерер: Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫынсем сидр ӗҫсе вилнӗ. Ытти регионта та кунашкал тӗслӗхсем пулнӑ. Улатӑрта 19-ти каччӑ сидрпа наркӑмӑшланнӑ тесе пӗлтернӗччӗ. Телее, диагноз ҫирӗпленмен, унӑн тахҫанхи чирӗ хайӗн пирки аса илтернӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() incred.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын кредиткӑпа усӑ курман, анчах унтан унӑн укҫи ҫухалнӑ. 33 пин тенкӗпе такам усӑ курнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫынна тупма пулӑшнӑ. Ака уйӑхӗнче вӑл йӑлара усӑ курмалли техника туяннӑ. Уншӑн тӳленӗ чухне телефонӗнче тӗнче тетелӗ тытман та вӑл пӗлӗшне пулӑшма ыйтнӑ. Лешӗ кредиткӑна хӑйӗн телефонӗ ҫине ҫирӗплетнӗ, анчах каялла илмен. Хайхискер, унччен те вӑрланӑшӑн судпа айӑпланнӑ 20 ҫулти каччӑ, ҫав карттӑпа 2 уйӑх усӑ курнӑ: лавккара, кафере, хупахра. Ҫапла вӑл 33 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче Ҫӗмӗрле районӗн арҫынни автомобилӗн ҫуллахи резинине сутма тесе тӗнче тетелӗнче пӗлерӳ вырнаҫтарнӑ. Илекен часах тупӑннӑ. Хайхи ҫын укҫана банк картти ҫине куҫарма сӗннӗ. Вӑл сутуҫа каҫӑ ярса панӑ. Лешӗ унта банк карттин даннӑйӗсене ҫырнӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ: счечӗ ҫинчи мӗнпур укҫине "хырса" кайнӑ. Пӗтӗмпе - 8 пин тенкӗ ытла. Вӑрра тытса чарнӑ. Вӑл - Удмурт Республикинчи пӗр техникум студентки, 17 ҫулта кӑна. Укҫана хӗр каялла тавӑрса панӑ.Ӳ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей Почти чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа конверт кӑларнӑ. Кӗҫех вӗсем сутлӑха тухмалла. Конверт ҫине Иван Яковлев сӑнне тата «Букварь для чувашъ с присоединением русской азбуки» кӗнеке хуплашкине сӑнланӑ. Сӑмах май, 2021 ҫулта Раҫҫей почти Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсене халалланӑ конвертсем кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫурӗ. Хӑш-пӗр районта - вӑйлах. Шупашкар районӗнчи Вашук ялӗнче 16 сехетре пӑр ҫунӑ. Етӗрне районӗнче те пӑр ӳкнӗ. Аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра, 16 сехетре, Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнче ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм пӳрте йӑлтах ярса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи Ильинкӑри юманшӑн сасӑлама ӗлкӗрӗр. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырать. Чӑваш Енри юман, 372 ҫул тултарнӑскер, «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫҫи» конкурса хутшӑнать. 2020 ҫулта вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӑҫал пирӗн юман сасӑлавра хальлӗхе 3-мӗш вырӑнта пырать. Уншӑн 6 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Белгород облаҫӗнчи юман, иккӗмӗш вырӑнта – Питӗрти йывӑҫ. Ильинкӑри юманшӑн ҫак каҫӑпа сасӑлама пулать: https://rosdrevo.ru/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑрти лесничествӑра тухнӑ пушара специалистсем 3 сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм 0,2 гектар ҫинче алхаснӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 12 сехет те 53 минутра видиомониторинг пулӑшнипе вӑрманта пушар тухнине асӑрханӑ. Ҫулӑм вӑрман ҫулӗ хӗрринче сарӑлма пуҫланӑ. Ҫавна май пушар мӗншӗн тухнине малтанлӑха пӗлтернӗ: пирус туртнине пула. 16 сехет те 5 минутра ҫулӑма сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Ене кӗҫех тӑватӑ ҫӗнӗ автобус илсе килмелле. Вӗсем шкул ачисене илсе ҫӳремеллисем пулӗҫ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, автобуссене ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче илсе ҫитермелле. ПАЗра 24 вырӑн пулӗ: 1 водитель, ачасене илсе ҫӳрекен 1 ҫын тата 22 ача валли. Автобуссене туянма 15 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫа - республика хыснинчен. Кашни автобусрах ГЛОНАСС, тахографсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |