Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Персона

Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула халалланӑ "Тӗлӗнтермӗш уйӗ" кӑларӑма Шупашкарти Нина Кузьмина хутшӑннӑ. Вӑл унта мӑнукӗпе пынӑ. Ача кӑларӑмра чӑвашла юрласа кӑтартнӑ, Леонид Якубовича тӗлӗнтернӗ.

Пирӗн ентеш виҫҫӗмӗш тура хутшӑннӑ. Вӑл сӑмаха тӗрӗс каласа финала тухнӑ. Финалта та вӑл сӑмаха тӗрӗс каланӑ. Анчах Нина Кузьмина супервӑйӑра выляма килӗшмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84382
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫухалнӑ пулӑҫа шырани пирки, икӗ кунран Атӑл ҫинче унӑн япалисене тупни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 39 ҫулти арҫын кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре пулла тухса кайнӑ, анчах киле таврӑнман. Ҫав кун шартлама сивӗ ҫанталӑк тӑнӑ.

Ӑна нимеҫӗсем, ытти пулӑҫсем шырама пуҫланӑ. Малтан унӑн япалисене тупнӑ. Ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, шывран пулӑҫӑн виллине кӑларнӑ.

 

Сывлӑх
t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрнери тухтӑрсем кӗрт ӑшӗнче выртакан ҫынна пулӑшнӑ.

Районти тӗп пульницӑра тӑрӑшакан Мария Панова врачпа Любовь Иванова медсестра ӗҫ хыҫҫӑн киле кайма тухнӑ. Утса пынӑ чухне вӗсем ҫул хӗрринче выртакан арҫынна асӑрханӑ. Иртен-ҫӳрен ним пулман пек иртсе ҫӳренӗ, выртакан ҫынна пӗри те пулӑшма шухӑшламан.

Шурӑ халатлисем арҫынна тӑратнӑ, пульницӑн йышӑну уйрӑмне илсе кайнӑ.

Алли-урри, пичӗ шӑнса кӳтнӗ арҫын халӗ пульницӑра сипленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/enteshsem/3036
 

Республикӑра
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «МТС» компани Патӑрьел районӗнчи темиҫе ялта (Сӑкӑтра, Ҫӗнӗ Ахпӳртре, Тӑрӑнта, Куславккара, Кивӗ Ахпӳртре, Пӑлакассинче, Кӗҫӗн Патӑрьелте) пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ (ҫеккунтра — 100 Мбит) интернет ӗҫлеттерсе янӑ.

Министерство хыпарӗнче Сӑкӑт ялӗ чӑваш халӑх писателӗ, поэт тата драматург Юхма Мишши ҫуралнипе паллӑ тесе асӑнса хӑварнӑ.

Маларах МТС Муркаш тата Вӑрмар муниципалитет округӗсенче хӑйӗн сетьне ҫӗнетнӗ.

 

Чӑвашлӑх
«Хыпар» хаҫат усӑ курнӑ сӑнӳкерчӗк
«Хыпар» хаҫат усӑ курнӑ сӑнӳкерчӗк

Енисей юханшывӗн леш енче те чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ольга Васильева Красноярск тӑрӑхӗнчи Казачино районӗнчи чи аякри ялта, Хусанккара, тӗпленнӗ. Ун ҫинчен «Хыпар» хаҫатра Алина Ильина журналист ҫырса кӑтартнӑ.

«Хусанккана ҫитиччен райцентртан ҫыран хӗрринчи Галанино ялне ҫитмелле. Кайран паромпа е пӑр тӑрӑх хывнӑ ҫулпа Енисей урлӑ каҫмалла. Унтан тепӗр 52 ҫухрӑм вак чул та сарса хытарман ҫулпа чӑтлӑх витӗр каймалла… Кӑҫалччен унта кӗсье телефонӗсемпе те усӑ курайман — ҫыхӑну, интернет пулман. Ҫав ялта несӗлӗсен йӑлисене, тӑван чӗлхене упраса тӗлӗнмелле чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. 112 ҫул каялла йӑхташӑмӑрсен пирвайхи ушкӑнӗ кайса тӗпленнӗ унта. 112 ҫул каялла ҫакӑнта тӗпленнӗ чӑвашсем хамӑрӑн йӑласене, культурӑна упраса пурӑнаҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ статьяра.

Хӗрарӑм ялти библиотекӑра виҫӗ теҫетке ҫул ытла ӗҫлет-мӗн. Унӑн ашшӗ, 87 ҫулти, Владимир Иванович Вӑрнар районне кӗрекен Нурӑс ялӗнчен куҫса кайнӑ.

Ирӗксӗртен темелле. Ун чухне вӑл пиллӗкри ача пулнӑ. Журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимирӑн ашшӗ, Иван Иванов учитель, килӗнче Турӑ кӗнеки упрать тесе ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн НКВД ҫыннисем ун патне персе ҫитнӗ.

Малалла...

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ иртнӗ ҫула пӗтӗмлетнӗ.

Пултарулӑх ушкӑнӗ иртнӗ ҫул гастрольсемпе те тухса ҫӳренӗ. Тутарстанра, Мари Элта, Пушкӑртстанра тата Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Пушкӑртстанра артистсем 8 районпа хулана ҫитсе концерт кӑтартнӑ.

Раҫҫей халӑхӗсен пултарулӑх коллективӗсен «Звезды народного искусства» (чӑв. Халӑх ӳнерӗн ҫӑлтӑрӗсем) гала-концертӗнче (вӑл раштавӑн 12-мӗшӗнче пулнӑ) «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) Мускаври патшалӑх академи театрӗн сцени ҫине тухнӑ.

 

Культура
Валентин Фёдоров. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Валентин Фёдоров. culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паллӑ чӑваш композиторӗн Анисим Асламасӑн музыкипе «История Нарспи» (чӑв. Нарспи историйӗ) балет лартма хатӗрленеҫҫӗ.

«Нарспи» поэма — чӑннипех те вилӗмсӗр шедевр. Ҫӗр ҫул ытла вӑл хайлав ҫынсен чунӗсене тыткӑнлать. Театрта унччен Григорий Хирпӳ музыкипе «Нарспи» опера лартнӑ.

Ҫӗнӗ ӗҫ валли театр художникӗ Валентин Фёдоров костюмсен пӗрремӗш эскизӗсене, ӗҫ декорацийӗсене хатӗрленӗ. Маларах ҫав художник «Нарспи» оперӑпа мюзикл лартнӑ чух художник-постановщик пулса тӑрӑшнӑ.

Спектакле СССР халӑх артисткине, Шупашкарта ҫуралнӑ Надежда Павловӑна халаллӗҫ. Ӗҫе сцена ҫине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑларма палӑртнӑ. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XXVII балет фестивальне уҫасшӑн.

 

Культура
президентскиегранты.рф сайтран илнӗ cӑнӳкерчӗк
президентскиегранты.рф сайтран илнӗ cӑнӳкерчӗк

Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвне Президент фончӗн гранчӗ тивӗҫнӗ. Асӑннӑ учреждени 2023 ҫулхи конкурсра ҫӗнтернӗ.

Конкурса пӗтӗмлетме пухӑннӑ координаци комитечӗн ларӑвне РФ Президенчӗн Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Кириенко ирттернӗ.

Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне 4 миллиард та 291 миллион тенкӗ ӑсанӗ. Унпа коммерципе аппаланман 1845 организаци усӑ курӗ.

Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн 8-мӗш филиалӗ — М. Шумилов ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗ «Ырӑ хӗлхемӗ: ыттисенчен расна ачасем валли БиблиоНяня» проектпа конкурса хутшӑннӑ. Ӑна Президент фончӗн гранчӗ тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак кунсенче Чӑваш Енри журналистсем харӑсах икӗ уява паллӑ тӑваҫҫӗ: Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсене. Ҫавна май вӗсене Олег Николаев Элтепер саламланӑ.

«Чӑваш Ен аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене туллин ҫутатса тӑрассине хастарлӑн тата пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫласа эсир кирлӗ ӗҫ тӑватӑр – республикӑра пурӑнакансемпе влаҫ органӗсем хушшинчи ҫыхӑнӑва тытса тӑратӑр. Хальхи ҫӗнӗ хыпарсен, шухӑшсен, хаклавсен йышлӑ юхӑмӗнче вулакана тата куракана тӗрӗс информацие суйласа илме тата тӗрӗс ӑнланма сирӗнсӗр пуҫне урӑх кам пулӑшма пултарӗ?

Вулакансемпе куракансем тата итлекенсем сире ӗненеҫҫӗ, итлеҫҫӗ тата сума суса хисеплеҫҫӗ. Ку шутсӑр пӗлтерӗшлӗ япала», — тесе каланӑ Олег Николаевӑн саламӗнче.

 

Персона

Чӑваш Енре пурӑнакан Роман - опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ. Хальхинче вӑл велосипедпа Латинла Америкӑна парӑнтарма шутланӑ.

Роман раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Канашра Мускава каякан пуйӑса ларса вӗҫтернӗ. Унччен вӑл ПЦР-тест панӑ. Раштавӑн 9-мӗшӗнче Роман Венесуэлӑра анса ларнӑ.

Каракасра вӑл велосипед туяннӑ та ҫулҫӳреве кайнӑ. Халӗ вӑл Колумбире. Роман Кӑнтӑр Америкӑна курса ҫаврӑнасшӑн. Пирӗн ентеш пӗр пин ҫухрӑм парӑнтарнӑ ӗнтӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 495, 496, 497, 498, 499, 500, 501, 502, 503, 504, [505], 506, 507, 508, 509, 510, 511, 512, 513, 514, 515, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.