Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Мӑрсак ялӗнче 56 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна кӗске вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. Вӑ – 23 ҫулти арҫын, ҫак ялтах пурӑнать. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кун каҫхине вӑл 56-ри арҫын патӗнче пулнӑ. Хайхискер ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Лешӗ суранӗсене пула сывлама пӑрахнӑ. Палӑртмалла: ҫак каччӑ 56-ри арҫын тӗлӗшпе унччен те преступлени тунӑ. Вӑл судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ку эрнере ҫӑлавпа шырав служби республикӑри икӗ ҫынна пӳрнинчен ҫӗрре хывма пулӑшнӑ. Пӗр хӗрарӑм ятсӑр пӳрнинчен ҫӗрӗ хывайман. Ирӗксӗрех специалистсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ унӑн. Кун хыҫҫӑн службӑна тепӗр шӑнкӑрав ҫитнӗ: ача пӳрнинчен ҫӗрӗ хываймасть-мӗн. Ҫӑлавҫӑсем ӑна тӳрех пулӑшнӑ: ҫӗрре ятарлӑ хатӗрпе асӑрханса каснӑ. Ачан пӳрни шыҫӑнсах кайнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Батырево sos» пабликри сӑнӳкерчӗк Пӑла юханшывӗпе мӗн пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Батырево sos» пабликра сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ: Пӑла юханшывӗ сӗт тӗслӗ. Ку – Елчӗк районӗнче. Тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксене прокуратура асӑрханӑ та тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Палӑртмалла: Пӑла юханшывне 2020, 2021, 2022 ҫулсенче таса мар шыв юхнине палӑртнӑ. Кӑҫал та ав ҫав лару-тӑрӑвах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паянтан республикӑри тин ҫуралнӑ ачасене чӑааш тӗрриллӗ парне пама тытӑнмалла. Аса илтерер: ҫак йыша кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасем те кӗреҫҫӗ. Ӗнер, уяв умӗн, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев мӑшӑрӗпе Наталия Николаевӑпа тин кун ҫути курнӑ пепкесене ҫак парнепе пӗррӗмӗш хут чысланӑ. Чыслав Президент пепекелӗх центрӗнче иртнӗ. Аса илтерер: "Тӗрӗллӗ парне" йышне чӑваш тӗрриллӗ таврашӗ, алшӑлли тата "Чӑваш Енри халӑхсен юмахӗсем" кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш кӗнекисем – Мускаври Хӗрлӗ тӳремре. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Хӗрлӗ тӳрем» кӗнеке фестивалӗ 9-мӗш хутчен иртӗ. Унта Раҫҫейри 400 яхӑн издательствӑпа пӗрле Чӑваш кӗнеке издательстви те хутшӑнӗ. Вӑл вулакансене «Раҫҫей регионӗсем» 16-мӗш чатӑрта кӗтӗ. Пӗтӗмпе 150 тӗрлӗ кӗнеке илсе кайма палӑртнӑ. Фестиваль кашни кунах 10 сехетре ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл 22 сехетре ӗҫне вӗҫлӗ, 3-4-мӗшӗсенче – 22 сехет те 30 минутра, 5-6-мӗшӗсенче вара – 21 сехет те 30 минутра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() t.me/nikamran каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче «Ял хапхи» стела уҫнӑ. Ӑна вырӑнтисем нимелле туса лартнӑ тесен те йӑнӑш мар. Стелӑна уҫма Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов тата муниципалитетӑн Первомайскинчи пайӗн ертӳҫи Анатолий Сорокин, Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи чиркӳ настоятелӗ Сергий атте тата ытти хӑна пырса ҫитнӗ. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, Рудольф Селиванов стелӑна тӑвас ӗҫе никӗсӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиччен йӗркелесе пынисене тата ҫав ӗҫе хастар хутшӑннӑ ял халӑхне тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак уйӑхӑн 2-6-мӗшӗсенче ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Красная площадь» (чӑв. Хӗрлӗ тӳрем) кӗнеке фестивалӗ иртӗ. Ӑна Мускавра ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ, кӑҫалхи шучӗпе — тӑххӑрмӗш. Кӗнеке куравне хамӑр ҫӗршыври 400-е яхӑн издательство хутшӑнӗ, ҫав шутра Чӑваш кӗнеке издательстви те пулӗ. Чӑваш кӗнекисемпе «Раҫҫей регионӗсем» 16-мӗш чатӑрта паллашма май килӗ. Мускава пирӗн республикӑран 150 кӗнеке илсе кайма палӑртнӑ. Фестиваль кашни кунах ирхи 10 сехетре уҫӑлӗ. Пӗрремӗш кунхне, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, вӑл 22 сехетчен ӗҫлӗ; 3-4-мӗшӗсенче – 22 сехет те 30 минутчен, 5-6-мӗшӗсенче – 21 сехет те 30 минутчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сухви сехмечӗсем» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Асӑннӑ кӑларӑм — «Алран алла» ярӑмпа хатӗрленӗ тӑваттӑмӗш кӗнеке. Чӑваш кӗнеке издаельствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи виҫҫӗшӗ «Инкеклӗ телей», «Йӑкӑнат авланать», «Виҫҫе пайланнӑ ӗмӗр»ятпа кун ҫути курнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма Григорий Лучӑн, Петӗр Львовӑн, Геннадий Мальцевӑн, Виталий Енӗшӗн, Микиш Павӑлӗн, Николай Мартыновӑн, Юлия Силэмӑн, Нелли Петровскаян калавӗсем тата Александр Угольниковӑн повеҫӗ кӗнӗ. Кӗнеке издательствинче хакланӑ тӑрӑх, «Г. Лучӑн, П. Львовӑн, Микиш Павӑлӗн, Г. Мальцевӑн, В. Енӗшӗн калавӗсенче шӳтлесе те юптарса калани сахал мар. Ю. Силэм, Н. Мартынов, Н. Петровская хайлавӗсене вуласан ирӗксӗрех шухӑша путатӑн». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шыв айӗнчи ҫунатсемлӗ «Валдай45Р» хӑвӑпт ҫӳрекен катерсем кӑҫал та ҫӳрӗҫ. Вӗсем паян Шупашкара килсе ҫитнӗ. Катерсем ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫула тухӗҫ. Шупашкартан Хусана ҫитме билет хакӗ 630 тенкӗ тӑрӗ, 6-10 ҫулсенчи ачасемшӗн 315 тенкӗ тӳлемелле. Катерсем Шупашкартан Хусана кашни кунах ирхи 8 сехетре тата кӑнтӑрла иртни 16 сехетре хускалӗҫ. Хусантан та ҫав вӑхӑтрах тухса килӗҫ. Катерсем Свияжска та ҫӳрӗҫ.Унта ҫитме те блет хакӗ Хусана кайнӑ чухлех. Анчах ҫула шӑматкунпа вырсарникунсерен тухӗҫ. Шупашкартан 8 сехетре тапранса кайӗ, Свияжскран — 14 сехет те 30 минутра. Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма май пур. Свияжска каяс тесе онлайн илме май килмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/pro_cheby каналти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм машина ҫине хӑпарса кайнӑ. Автомобиль хулари Никольски микрорайонта ларнӑ. Асӑннӑ видео тӑрӑх хакласан, малтан вӑл автомобиль тӗкӗрне ватнӑ, унтан машина капочӗ ҫине улӑхнӑ, ун ҫинче сикнӗ, машина чӳречине ватнӑ. Пӑтӑрмаха курнисем хӗрарӑма лӑпланма ыйтнӑ, вӑл вӗсене хӑйӗн машинипе кирек мӗн тума пултарнине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм хӑйӗн тарӑхӑвне ҫапла сирнине унӑн тусӗ сӑнаса тӑнӑ. Пӑтӑрмаха курнисем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм тепӗр хӗрпе явӑҫса кайнӑ каччине тарӑхнипе ҫапла тавӑрас тесе пултарнӑ. Машинӑна кӑштахран ҫамрӑк арҫын кӗрсе ларнӑ, машинӑна вӑл хускатса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |