Культура
![]() 2024 ҫулта Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ пулӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Музей документацине 2020 ҫултах хатӗрленӗ, кун валли 4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, музей пӗр хутлӑ пулӗ. Унта экспозици тата суту-илӳ зонисем, кафетери, гардероб, туалет пулмалла. Сӑмах май, кӑҫал республикӑра тӗрленӗ карттӑсен фесивалӗ иртӗ, унта 55 регионран кая мар хутшӑнӗ. Пирӗн Чӑваш Енӗн тӗрленӗ картти Чӑваш наци музейӗнче упранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Раҫҫей 1" телеканалпа пыракан "Песни от всей души" кӑларӑма пирӗн ентеш Евгений Суханов хутшӑнӗ. Ӑна эфирта ыран, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре курма май пулӗ. Сӑмах май, кӑларӑма хутшӑнкансем пысӑк сӗтел хушшине пухӑнаҫҫӗ, пултарулӑхӗ, ӗмӗчӗсем пирки калаҫаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем халӑх юррисене тата хитсене шӑрантараҫҫӗ. Палӑртмалла: Евгений Суханов - Улатӑр хулинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ҫамрӑк педагогсен хушшинче иртнӗ "Ӑнтӑлу"хула конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал унта шкулсенчи тата ача пахчисенчи 178 педагог хутшӑннӑ. Хальхинче "Шупашкарти чи ҫамрӑк учитель" ята 37-мӗш шкулти музыка вӗрентекенӗ Надежда Арефьева тивӗҫнӗ. Чи ҫамрӑк воспитатель вара 3-мӗш ача пахчинчи педагог-психолог Анастасия Албутова пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() www.nbchr.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Георгий Федоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Георгий Федоров – чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫи, прозаикӗ, сӑвӑҫи, филологи наукисен докторӗ, профессорӗ. Вӑл 250 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен, 4 монографи, учебниксен, вӗренӳ кӗнекисен авторӗ. Вулавӑшра пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн 2022 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи» (У нас колесница одна) кӗнеки «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑк кӗнеки-2022» республикӑри фестиваль-конкурсра мала тухнӑ. Тӗлпулура «Суйласа илнисем» кӑларӑмпа тата ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ленинградри, Мускаври, Минскри, Сыктывкарти, Новгородри, Шупашкарти театрсенче спектакльсене илемлетнӗ Станислав Кошкин ҫинчен кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ. Пултарулӑх ӑсти 1948 ҫулхи сентябрӗн 25-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, унтан Чӑваш патшалӑх музыка театрӗнче 1 ҫул ӗҫленӗ. Малалла вӗренес туртӑмӗ вӑйлӑран Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнчи театр художникӗсен уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. 1975 ҫулта дипломлӑ ҫамрӑк художника Ленинградри Ленсовет ячӗллӗ театра ӗҫе илнӗ. Чӑваш кӗнеке издательстинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫппах та ытларах вӑл Ленинградпа Шупашкарти театрсенче ӗҫленӗ. Тӑван республикӑра вӑл вун ҫичӗ спектакль лартма хутшӑннӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, сӑмахран, «Телейпе Илем» (И. Петрова), «Тутимӗр» (Я. Ухсай), «Сан ятупа» (П. Афанасьев), «Айтар» (П. Осипов), «Вӑрланӑ хӗр» (Е. Никитин), «Тӗттӗм каҫ» («Ночная повесть». К. Хоинский), «Хӗвелсӗр» («На дне». М. Горький), «Ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест» («Власть тьмы». Л. Толстой) тата ытти спектакльсене кӑларма хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» романӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетлесе кӑларнӑ. Хальхи вӑхӑтри чӑваш литературине юратакансем ҫыравҫӑн «Сӗлкӗш», «Авӑр», «Тан таппи», «Тӗтре», «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях», «Сулӑнчӑк» романӗсене аван пӗлеҫҫӗ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, автор ватӑ амӑшӗ каласа панисене тӗплӗн ҫырса пынӑ, каярахпа ҫак асаилӳсене тӗпе хурса илемлӗ произведени шӑрҫаланӑ. Малтанах ӑна «Анне калавӗ» ят пама палӑртнӑ, анчах писателе пӗр ҫемье виҫи кӑна ҫырлахтарайман. Ҫӗнӗ кӗнеке 1000 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Валентина Кириллова ҫыравҫӑн «Сас пачӗ ывӑлӑм» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ. Кӗнекене аслӑ класра вӗренекенсем валли хатӗрленӗ, унта повеҫсемпе калавсем кӗнӗ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «хайлавсенче тӗпре – паянхи ял ҫыннин пурнӑҫӗ». Валентина Кириллова («Елчӗк Ен» хаҫат тусӗсем ӑна Тимӗр Алюш Вали ятпа та пӗлеҫҫӗ иккен) 1963 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енри Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1982 ҫулта вӑл Комсомольски районӗнчи «Октябрь ялавӗ» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ, 1988 ҫулта Елчӗке куҫсан унти «Елчӗк Ен» район хаҫатӗнче мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен тӑрӑшнӑ. Валентина Кириллова – Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн (2001), «Чӑваш Республикинчи Профессинал писательсен союзӗ» общество организацийӗн членӗ (2019). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем унччен ку канмалли кунсенче ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара улшӑнусем пур. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫумӑр Мускав еннелле кайӗ, пирӗн патра вара шӑматкун кӑшт сивӗрех пулӗ кӑна: 18-23 градус ӑшӑ. Ҫитес вӑхӑтра ҫумӑр ҫумӗ. Тунтикун 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче 30 градус таранах ҫитӗ. Ҫӗрлесерен те 14-16 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрсе кӑшт уҫӑлтарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗ вӗҫлениччен республикӑра типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫӗртме пуҫламӑшӗнче те ҫаплах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Президент пепкелӗх центрӗн тухтӑрӗсем палӑртнӑ кунран чылай маларах ҫуралнӑ икӗ ачана пӑхса ӳстернӗ. Хӗрарӑм 10 ҫул ача ҫуратма ӗмӗтленнӗ. Ҫие юлсан вара кӑлтӑксем тупӑннӑ, тухтӑрсем ӑна сӑнасах тӑнӑ. Ҫапах ачасем ҫуралма васканӑ: 28-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Иван 990 грамм тайнӑ, Ксения – 950 грамм. Пепкесене тӳрех реанимаци уйрӑмне илсе кайнӑ. Хӗрачана операци те тума тивнӗ. Ачасене ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче киле кӑларнӑ. Иван ун чухне – 3 килограмм, Ксения 2,5 килограма яхӑн тайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "За рулем" порталти видео скринӗ Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта автобусран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах «Университет» чарӑнура пулса иртнӗ. Иртсе пыракан машинӑн видеорегистраторӗ ҫакна шӑпах ӳкерсе илнӗ. Ӑна пӑхсан ҫакӑ курӑнать: автобус чарӑнуран тапранса каять те хӗрарӑм хыҫалти алӑкран ҫул ҫине тухса ӳкет. Водитель алӑка хупмасӑрах кайма пуҫланӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта 37-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |