Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи каҫхине вӑл Шупашкарти пӗлӗшӗн хваттерӗнче хӑнара пулнӑ. Ӳсӗр арҫын тем пайлайман-ҫке — кил хуҫине тапса-ҫапса пӗтернӗ. Суранланса пӗтнӗ арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын хулари супермаркетсенчен пӗринчен апат-ҫимӗҫ тата ытти хӑш-пӗр тавара вӑрласа тухни ҫиеле тухнӑ. Ҫавӑн чухне те Сӗнтӗрвӑрри арҫынни ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрлере 67 ҫулти хӗрарӑма суд тӑвӗҫ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе суд тӑвӗҫ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче ӳсӗр хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче упӑшкипе хирӗҫсе кайнӑ. Сӑмахпа калани ҫитмен пек туйӑннӑ курӑнать — алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Арҫынна вӑл темиҫе хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Суранланнӑ этем кӑштахран реанимацире вилсе кайнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
yutazy.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка районӗнчи тӳре-шара ӗҫ законодательствине пӑснӑ. Пӑтӑрмаха вырӑнти прокуратура тупса палӑртнӑ. Муниципалитет пӗрлешӗвӗсене тата учрежденийӗсене пӗтернӗ май ҫынсене ӗҫрен кӑларса янӑ чухне вырӑнтисем ӗҫ саккуне тивӗҫлипе пӑхӑнман. 8 ҫынна тӳлемелли 140 пин тенке, сӑмахран, вӑхӑтра паман. Ҫынна ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан документсене ҫырнӑ чух та кӑлтӑксем тупӑннӑ. Ҫитменлӗхсене асӑрханӑ хыҫҫӑн надзор органӗ яваплисем тӗлӗшпе хутсем ҫырнӑ, административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ, 1 ҫыннӑн интересне хӳтӗлесе суда тавӑҫпа тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
Владимир Викторов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗнчи темиҫе ялта кӑҫал ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене тума палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Вӑрманкас Тӑрӑнтине, хӑпартнипе паллашма Шупашкар районӗнчи тӗп больницӑн тӑп тухтӑрӗ Владимир Викторов нумаях пулмасть вырӑна ҫитсе килнӗ. Унта хальхи вӑхӑтра ӗҫе пуҫӑннӑ, кӗҫех никӗс яма тытӑнӗҫ. Кӑҫал Шупашкар районӗнче 4 ФАП тума палӑртса хунӑ. Ҫав шутра — Уйкасра, Хыркассинче, Ваҫликассинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
wikidrive.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Шупашкарта пурӑнакан икӗ хӗрарӑм биржӑра укҫа тӑвас тесе улталаннӑ. 48 ҫулти хӗрарӑм ҫавӑн пек майпа 1 миллион та 100 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ, 31 ҫулти — 2 миллион та 700 пин тенкӗ. 31 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче инвестици компанийӗн пӗлтерӗвне асӑрханӑ. Фирма укҫа хывса тупӑш курма сӗннӗ. Хӗрарӑм сайтра заявка хӑварнӑ хыҫҫӑн ун патне кӗҫех менеджер шӑнкӑравланӑ. Хӗрарӑм темиҫе кредит илсе ултавҫӑсене 2 миллион та 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 48 ҫултьи хӗрарӑм та ҫавӑн пек мелпе улталаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
"Чӑваш Ен" НТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Наци банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗпе республикӑри Финанс пӗлӗвӗн центрӗ чӑвашла буклетсем хатӗрленӗ. Вӗсене ялсенче пурӑнакан ватӑ ҫынсем патне ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Ултавҫӑсен капкӑнне ҫынсем пӗрмаях ҫыхӑнаҫҫӗ. Ырӑ мар шухӑшлисем ҫынна темле те хӑратаҫҫӗ. Ҫав шутра — «сирӗн счет ҫинчен Тӑван ҫӗршыва хирӗҫле тӗллевпе укҫа куҫараҫҫӗ» йышши улталаса та. Ҫапларах мелпе хӑратнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхри икӗ ҫын укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Ултавҫӑсене 64 ҫулти кинемей 200 пин тенкӗ, 40 ҫулти хӗрарӑм 140 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫын шучӗпе пуйма юратакансем пуртан ултавҫӑсенчен сыхланма вӗрентекен буклетсене чӑвашла та пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Станислав Удяков проекчӗ Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа» асӑну комлпексӗ ӗҫлет. Ӑна нумаях пулмасть окоп чавнӑ паттӑрсене халалласа туса лартнӑ. Асӑну комплексӗнче музей та тӑвасшӑн. Кӑрлач уйӑхӗнче кун тӗлӗшпе конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Унта икӗ заявка килнӗ. Станислав Удяков архитекторӑн проекчӗ ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш проекчӗ - Анастасия Черновӑн. Музея тунӑ чухне архитекторсен сӗнӗвӗсене шута илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян ҫӗрле Муркаш районӗнчи инкекре тӑватӑ ҫын аманнӑ. Инкек ҫурҫӗр иртни пӗр сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Мускав-Ӗпхӳ» М-7 ҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ тӗлӗнче, «Киа Оптима» ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 46 ҫулти водитель унта «DAF XF» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ тата салонра ларса пынӑ виҫӗ пассажир суранланса пӗтнӗ, вӗсене больницӑна илсе кайнӑ. Водительсем, сӑмах май каласан, урах пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
«Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти 5-мӗш гимназие ҫӳрекен 24 хӗрпе каччӑ шкулта пӗлӳ илнипех пӗрлех ҫӑкӑр пӗҫерме, тӗрлӗ пылак апат-ҫимӗҫпе сыр хатӗрлеме вӗреннӗ. Ҫак ӑсталӑха вӗсем Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче туптанӑ. Халӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа професси илнине ҫирӗплетекен свидетельство панӑ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 8-шӗ пылак ҫимӗҫ хатӗрлеме, 5-шӗ ҫӑкӑр тавраш пӗҫерме вӗренме кӑмӑл тунӑ. «Технологи урокӗнче ҫуралнӑ пуҫару аслӑ шкулшӑн та, гимназипе унта вӗренекенсемшӗн те, ачасен ашшӗ-амӑшӗшӗн те усӑллӑ пулса тухнӑ», — пӗтӗмлетнӗ свидетельствӑллӑ пулса тӑнӑ ачасемпе тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн тележурналистсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
chgtrk.ru сайтри сӑн Ҫулла Шупашкарта Сочи хулине кашни кунах самолет вӗҫӗ. Ҫапла пӗлтерет Шупашкарти аэропорт. Хальхи вӑхӑтра пирӗн патран Сочи хулине эрнере икӗ хутчен самолет вӗҫет. Паянхи кун ку енӗпе «Северный ветер» /чӑв. «Ҫурҫӗр ҫилӗ»/ авиакомпани ӗҫлет. Ҫулла вара «Победа» /чӑв. «Ҫӗнтерӳ»/ авиакомпани те рейссем уҫӗ. Палӑртмалла: рейссене ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен нумайлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |