Статистика
![]() Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче республикӑри ҫынсем илнӗ вӑтам шалу виҫипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 5 региона хӑваласа иртсе кайнӑ: Мӑкшӑ Республикине, Пенза облаҫне, Мари Эле, Киров облаҫне Чӗмпӗр облаҫне хыҫа хӑварнӑ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн регионти вӑтам шалу 42870 тенкӗпе танлашнӑ. Ку, ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан, 21 процент нумайрах. Сӑмах май, пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пирӗн патри шалу виҫи рекорд лартнӑ: 56 пин ытла тенкӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Марина Тумаланован халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Хыпар» хаҫатӑн хыпарсен службин тишкерӳҫинче тӑрӑшакан Марина Тумалановӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. «Хыпар» издательство ҫуртӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Марина журналистикӑра 23 ҫул ӗҫлет. Асӑннӑ издательство ҫурчӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» хаҫатсенче корреспондентра тӑрӑшнӑ. Марина Тумаланова Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн, Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх, Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен, Раҫҫейӗн Цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнупа массӑллӑ коммуникацисен министерствисен Хисеп хучӗсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mzdrav.rk.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Александровскинчи врач амбулаторине тӗпрен юсассине епле йӗркеленине тӗрӗсленӗ. Юсав ӗҫӗпе «ПремьеР» суту-илӳпе промышленность компанийӗ кӳлӗнме килӗшнӗ. Унпа ятарлӑ килӗшӳ тунӑ, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах строительсем васкаман. Ҫавна кура прокуратура подряд организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ, унӑн директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗ штраф хуса панӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн стройорганизаци ӗҫе хӑвӑртлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Чӑваш Ен" НТРК сайтӗнчи видеоран илнӗ скриншот Раҫҫейри халӑхсен ҫуртӗнче ҫӗршыври чӑвашсен федераци наципе культура автономийӗн уйрӑм вырӑн пулӗ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн нацителекуравӗ пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейри халӑхсен ҫурчӗн директорӗпе Анна Полежаевӑпа тӗл пулнӑ. Халӑхсен ҫурчӗ Чӑваш Енпе пӗрле тӗрлӗ проекта пурнӑҫа кӗртме палӑртать иккен. Анна Полежаева пирӗн республикӑран вӗренмелли чылай тесе палӑртса хӑварнӑ. Ырӑ тӗслӗх шутӗнче вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() afisha.cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Чувашия» теплоход пӗр сехетлӗх рейссем ирттерме тытӑннӑ. Икӗ палубӑллӑ ҫав теплоход кашни кунах 13, 15, 17 тата 19 сехетсенче ҫула тухӗ. Унпа ярӑнма кайиччен ҫапах та расписани пирки Шупашкарти юханшыв портне шӑнкӑравласа уҫӑмлатма сӗнеҫҫӗ. Аслисен билет хакӗ 300 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 150 тенкӗ, 5 ҫулчченх ачасемшӗн тӳлемелле мар. Ыйтса пӗлмелеи телефон номерӗ 49-44-00. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tury.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи ватӑ юман каллех «Ҫулталӑкри йывӑҫ» наци конкурсне хутшӑнса мала тухассишӗн кӗрешет. Ҫак юман республикӑра чи ватти кӑна мар, чи пысӑкки те. Вӑл 372 ҫулта, 24 метр ҫӳллӗшне ӳссе ҫитнӗ. Вулли 2 метр сарлакӑш. Палӑртмалла: конкурса истори пӗлтерӗшлӗ 69 раритет хутшӑнать. Хӑш йывӑҫ ҫӗнтерни ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Хальлӗхе пирӗн юман пӗрремӗш вырӑнта пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валентина Алексеева архивӗнчи сӑн Ҫак кунсенче Шупашкарта «Чӑваш Ен мисӗ» конкурс финалӗ иртнӗ. Чиперккесем илемне кӑна мар, пултарулӑхне те кӑтартнӑ. Жюри вӗсене темиҫе критерипе хакланӑ. Кӑҫал «Чаваш Ен мисӗ» конкурсра Шупашкарти 5-мӗш гимназире 10-мӗш класра ӑс пухакан Валентина Алексеева ҫӗнтернӗ. «Кастингчен эпӗ подиум ҫинче те пулса курман, мода тӗнчипе те кӑсӑкланман», - палӑртнӑ Валентина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Николай Николаве страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Николай Николаева тухтӑра «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Николай Станиславович Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне ертсе пырать, асӑннӑ учреждение уҫнӑранпах тӗп врач пулса тӑрӑшать. Унсӑр пуҫне Николай Николаев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти Юрий Гужгуров ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Паянхи кунччен унӑн телефонӗ ҫутӑ пулнӑ, паян сӳнсе ларнӑ. Анчах вӑл шӑнкӑравласан тытман. Тӑванӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен арҫын нихӑҫан та ҫухалман. Вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ҫухалнӑ: Лукин урамӗнчен Максим Горький проспекчӗ еннелле кайни паллӑ. Тӑванӗсем моргсене те, пульницӑсене те шӑнкӑравланӑ – ниҫта та ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР спорт министрӗн халӗ икӗ ҫум кӑна тӑрса юлнӑ. Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Алексей Чернова ӗҫрен кӑларасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Алексей Чернов асӑннӑ ведомствӑра пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫланӑ. Унччен вӑл Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Халӗ спорт министрӗн Василий Петровӑн икӗ ҫум юлнӑ: Татьяна Рябинина тата Ольга Смирнова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |