Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Шӑп та уйӑх каялла, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» ҫӗнӗ хатӗр хушӑнма тытӑнчӗ: пуплевӗшсене сасӑламалли меслет. Ку функционал ҫӗнӗ велосипед шутласа кӑларни мар ӗнтӗ — ак ӗнтӗ миҫе ҫул Mozilla Common Voice проект пурнӑҫланать. «Сасӑла» функционал та ҫав ӗҫех тӑвать: сасӑсен йышне, текстпа ҫыхӑнтарнӑ чӑвашла сасӑсене пухать.

Mozilla Common Voice проектран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

Mozilla Firefox браузера тӑвакан ушкӑн тӗрлӗ чӗлхепе сасӑ пухас ӗҫе тахҫанах пуҫӑннӑччӗ. 2018 ҫулта вара чӑваш чӗлхи валли сасӑсем пухма пуҫларӗҫ. Кун пирки ун чухне ятарлӑ хыпар та эпир вырнаҫтарнӑччӗ. Унтанпа 5 ҫул иртрӗ. Пӗр енчен илсен чӑваш ҫыннисем тухӑҫлӑ ӗҫлерӗҫ теме пулать. Мӗнпурӗ 28 сехетлӗх тӗрлӗ пуплевӗшсене сасӑпа ҫырса пачӗҫ. 112 ҫын хутшӑннӑ. Чи нумай ҫырнӑ ҫын, Kandrat ятлӑскер, 4 пин пуплевӗш сасӑланӑ. Pike тата Ilya Nyagin — кӑшт сахалрах, 2-3 пиншер. Эпӗ мӗнпурӗ ҫырнӑ сасӑ тӑрӑх тӑваттӑмӗш пыратӑп. Пурӗ 1 531 пуплевӗш ҫырнӑ.

Mozilla Common Voice проектӑн тӗп ҫитменлӗхӗ — халӑх ытлашшиех хутшӑнас теменни.

Малалла...

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри кашни муниципалитетра «Добро.Центрсем» уҫӑлӗҫ. Ун пеккине пирӗн республикӑра пуҫласа пӗлтӗр уҫнӑ. «Унӑн ӗҫне Раҫҫейри «Добро.Центр» тата Стратегилле пуҫарусен агентстви ырласа йышӑнчӗҫ», – тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Нимеҫӗлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче.

Асӑннӑ центрсен тӗллевӗ — ырӑ кӑмӑллӑх проекчӗсене аталантарма пулӑшасси. Центрта кирек кам та волонтёрсен ретне тӑма, хӑйӗнпе пӗр шухӑшлисене тупма пултарӗ.

 

Раҫҫейре
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пӗтӗм тӗнчери хими диктанчӗ кӑҫал та иртӗ. Ӑна кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 13 сехетре пуҫланӗ. Мероприяти формачӗ — куҫӑн тата онлайн.

Хими диктантне мӗнле майпа ҫырассине унта хутшӑнакансем химдиктант.рф сайтра хӑйсем палӑртайӗҫ. Анчах малтан регистрациленмелле.

Программӑна йывӑрлӑх енчен тӗрлӗ шайри 25 ыйтӑва кӗртнӗ. Вӗсене 45 минутра хуравламалла.

 

Ҫул-йӗр
t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuv_prok каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пӑрачкав районӗнчи япӑхса пӗтнӗ ҫулшӑн яваплисене тупнӑ. Вӗсене вырӑнти прокуратура явап тыттарӗ.

Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тӑрӑхри Рындино тата Шадриха ялӗсем хушшинчи ҫул шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ.

Пӑтӑрмахшӑн надзор органӗ Чӑвашупрдорпа «Дортех» организацие асӑрхаттару хучӗсем ҫырса панӑ. Ҫула тивӗҫлипе тытса тӑманшӑн вӗсене административлӑ майпа явап тыттарса штрафлама палӑртаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/1580
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Чӗмпӗрте спектакль кӑтартӗҫ. Унта вӗсем «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» драмӑпа тухса кайӗҫ.

Асӑннӑ спектакле СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартнӑ. Пьеса авторӗ — чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский. Спектакльте вилӗмсӗр Константин Иванов ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Чӑваш спектакльне курас тесен чӗмпӗрсен И.А. Гончаров ячӗллӗ драма театрне ҫитмелле.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Паян Шупашкарти Ярославль урамӗнчи 64-мӗш ҫуртра инкек пулнӑ. Ирхи 10 сехетре пӗр хваттерти 3 ҫын газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланни пирки пӗлтернӗ.

Шел те, 9 ҫулти арҫын ача вилмеллех наркӑмӑшланнӑ. Унӑн 38 ҫулти амӑшне пульницӑна илсе ҫитернӗ. Арҫын ачан иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ, 18 ҫулти каччӑ, реанимацире. Унӑн сывлӑхӗ йывӑр.

Ҫакӑ паллӑ: хваттерте шыв ӑшӑтмалли газ колонки пур. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вентиляци лайӑх ӗҫлемен. Халӗ ӗҫ-пуҫа тишкерӗҫ, ҫурта пӑхса тӑракан управляющи компанийӗн, газ службин ӗҫне хак парӗҫ.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫей ҫар искусствисен регионти уйрӑмӗн вӗренекенӗ Ева Митрякова Ӗпхӳре хутӑш кӗрешӳ енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ева 18-20 ҫулсенчи спортмсенсемпе ӑмӑртнӑ. 61,2 килограмм таякан виҫе категорийӗнче вӑл иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Пирӗн ентеш Ҫурҫӗр Осетири спортменкӑна парӑнтарнӑ. Финалта вара Мускаври спортсменкӑна ҫӗнеймен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/86952
 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян-ыран ӑшӑ тӑрӗ те вырсарникун кӑшт сивӗтӗ. Телее, нумайлӑха мар.

Вырсарникун ҫумӑр ҫукалӗ, 11-16 градус таран кӑна ӑшӑ пулӗ. Тунтикун ӑшӑтма пуҫлӗ, 18 градус пулӗ. Кашни кун ӑшӑтса пырӗ, эрне варринелле 25 градус тарана шӑрӑх пулӗ. Ҫӗрлесерен те ӑшӑрах туйӑнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, текех сивӗ пулмӗ. Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче термометр 30 градус таранах кӑтартма пултарӗ.

 

Сывлӑх
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн
Стопкоронавирус.рф сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсем сахалланнӑ. Кун пирки Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтерет.

Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче чи пӗчӗк кӑтарту пулнӑ: 7 ҫын кӑна чирленӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче – 9, ӗнер 8 ҫын ку инфекципе аптӑранӑ.

Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 114085 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 4732-шӗ чире парӑнтарайман.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен влаҫӗ чӑваш тӗрриллӗ алшӑлли туянасшӑн. Пӗтӗмпе – 5167. Кашнине 790 тенкӗпе туянма хатӗр. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ, ку тӗллевпе 4 миллион та 81 пин те 930 тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Аукциона ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн тавара килӗшӳ алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 10 кунра илсе ҫитермелле.

Алшӑлли ҫине «Сывлӑх, чун илемӗ» тесе ҫырӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 506, 507, 508, 509, 510, 511, 512, 513, 514, 515, [516], 517, 518, 519, 520, 521, 522, 523, 524, 525, 526, ... 3852
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Уйрӑах харпӑр хутшӑнура ӑнӑҫу пулӗ ку эрнере. Ҫемье ҫавӑрма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла. Пӗрлешменнисем те тимлӗхсӗр юлмӗҫ. Тен, тахҫанхи ӗмӗт пурнӑҫланӗ.

Пуш, 16

1913
112
Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
100
«Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.
1949
76
Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1962
63
Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...