Вӗренӳ
![]() Етӗрне муниципаллӑ округӗн тӗп вулавӑшӗнче Вӗрентекенпе ӑс паракан ҫулталӑкне халалласа литературӑпа ҫыхӑннӑ педагогсем ҫинчен курав уҫнӑ. Унта Етӗрне тӑрӑхӗнчи паллӑ вӗрентекенсем пирки каласа панӑ. Куравра, тӗслӗхрен Артемьев Геннадий Фёдорович кун-ҫулӗпе паллашма пулать, вӑл «Жизнь Ивана Кукши» (чӑв. Иван Кукша пурнӑҫӗ) трилоги авторӗ. Геннадий Фёдорович ачасене истори, логикӑпа психологи тата ытти предметсене ӑса хывма пулӑшать. Кунтах вулакансем Наталия Мазюковӑн пултарулӑхӗпе те паллашма пултараҫҫӗ. Вӑл мӗнпурӗ 17 кӗнеке авторӗ, сӑвӑллӑ тата прозӑллӑ хайлавсем ҫырать. Наталия Витальевна шкулта вырӑс чӗлхипе литературӑна вӗрентет. Пултаруллӑ педагогсем Етӗрне тӑрӑхӗнче чӑн та чылай: Белов Валерий Софронович, Скребков Виталий Николаевич, Александров Николай Иванович тата ыттисем. Вӗсен йышӗнче уйрӑммӑн Михаил Леонтьевич Леонтьева палӑртма пулать. Ачасене вӑл химипе биологи вӗрентнӗ, каярахпа таврапӗлӳпе кӑсӑкланса кайнӑ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Хурамал, Наснар, Яракасси, Тукасси, Турхла, Уйкас, Ҫуткасси ялсем пирки кӗнекесем кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Красноармейски тӑрӑхӗнчи Мефодьевсем ачисене чӑваш йӑли-йӗркине хӑнӑхтараҫҫӗ. Ҫемьере пилӗк ача ӳсет: виҫӗ хӗрпе икӗ ывӑл. Асламӑшӗ тата амӑшӗ кӑтартса пулӑшса пынипе хӗрсем чӑваш тӗррине тӗрлеме тата пир тӗртме ханӑхаҫҫӗ. Светлана Матвеевна ачаранах тӗрлеме юратнӑ. Ҫав ӑсталӑха хӗрарӑм Натальӑна, хӑйӗн ывӑлӗн Алексейӑн арӑмне, вӗрентнӗ. «Асатте-асаннесен йӑлана-йӗркине упраса хӑвармалла, ӑна ҫамрӑксене вӗрентмелле», — тет ҫемье пуҫӗ Алексей Валерьевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() antiplankton.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра сӑвӑсран шар курнӑ 28 ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 6-шӗ - ачасем. Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗнче ҫынсен ӳтӗнчен кӑларнӑ 34 сӑвӑса тӗпченӗ. Тӑваттӑшӗнче боррелиоз пуррине палӑртнӑ. Пӗринче - эрлихиоз. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 65 ҫын сӑвӑсран шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.1777.ru сайтри сӑн Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Етӗрне арҫынни руль умне ӳсӗрле ларнӑ та правасӑр тӑрса юлнӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах ку ӑна машинӑпа ҫӳреме чарман - вӑл каллех "тимӗр урхамах" тапратса тухнӑ. Хальхинче те вӑл ӳсӗр пулнӑ. Суд арҫынна патшалӑхшӑн 120 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне лармалли ӗҫпе ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫлеме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» пуплевӗшсен шучӗ пӗр миллион та 500 пинрен иртнӗ. Сӑмахсен шучӗ те 15 миллион патнелле ҫывхарса пырать. Текстсен йышӗ те 5 пинрен кӑшт кӑна сахалрах. Чӑваш чӗлхин корпусӗнче шӑп ҫакнашкал кӑтартусене паянхи кун асӑрхама пулать те. Чӑн-чӑн корпус шутланмашкӑн 20 миллион сӑмах пулмалла теҫҫӗ чӗлхеҫӗсем. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» ку тӗллев патне майӗпен талпӑнать те ӗнтӗ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче 14 миллион пулнӑ пулсан паянхи кун вара кунти сӑмахсен калӑпӑшӗ 14 миллион та 850 пин патне ҫывхарса пырать. Унсӑр пуҫне корпусра нумай пулмасть хушнӑ функционал та пуянланса пырать. Сӑмах сасӑланӑ текстсем пирки. Вӗсен калӑпӑшӗ паянхи куна 1 сехет ҫурӑран иртнӗ. Аса илтеретпӗр, ӑна нумай пулмасть кӑна хушнӑ. «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, текстсене сасӑласа пулӑшас енӗпе кашниех пулӑшма пултарать. Енчен те регистрациленме кӑмӑл ҫук пулсан эсир ятарлӑ аккаунтпа усӑ курма пултаратӑр. Унӑн логинӗ: «sasala», вӑрттӑн сӑмахӗ те ҫавӑн пекех: «sasala». Енчен те хӑвӑр сасса ыттисенчен уйрӑм ҫырас килет пулсан уйрӑммӑн регистрациленме пулать. Текста сасӑланӑ чухне чаплӑ хатӗр-хӗтӗр (микрофон, ятарлӑ студи) кирлех мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Кӑҫал санавиаци вертолечӗн ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗҫме пуҫламалла пулнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫу уйӑхӗнче тин пациентсене илсе ҫӳреме пуҫлӗ. Кӑҫал респулика санавиаци вертолечӗ валли 36 пин тенке яхӑн илнӗ. Аса илтерер: вӑл пӗлтӗр уйӑрнӑ укҫа пӗтсен, ҫурла уйӑхӗнче, вӗҫме пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 78 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленет. Шупашкарта Хӗрлӗ лапамра Ҫӗнтерӳ ҫӑлтӑрне вырнаҫтарнӑ. Вӑл 4,5 метр ҫӳллӗш. Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем ун умӗнче хаваспах сӑн ӳкерӗнеҫҫӗ. Палӑртмалла: кӑҫал Ҫӗнтерӳ кунӗнче "Вилӗмсӗр полк" акци иртмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмӑн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл ачисемшӗн куҫарса паман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 1 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ. Прокуратура хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрарӑма суд тунӑ, ӑна колони-поселение 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Электросамокатсем каллех Шупашкар урамӗсене тухса ларнӑ. Унпа ҫӳрекен ҫын нумай. Ӗнер 22 сехет те 5 минутра Миттов бульварӗнчи 20-мӗш ҫурт картишӗнче 42 ҫулти водитель электросамокатпа пыракан 36-ри арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Иккӗмӗшӗ аманнӑ. Ӑна медпулӑшу парсан киле янӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа электросамокатсемпе ҫыхӑннӑ 6 авари пулнӑ. Вӗсенче 3 ҫын аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал ҫурунне ир килчӗ. Йывӑҫ-тӗм те ав симӗсленме ӗлкӗрнӗ. Урамра вара – ака уйӑхӗ кӑна-ха. Паян та ҫанталӑк ӑшӑ. Ыран та ҫаплах пулӗ, ҫил кӑна вӑйланӗ. Вырсарникун 13-18 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрлаччен ҫумӑр ҫумӗ, каҫ енне пӗлӗтсем капланма пуҫлӗҫ. Вырсарникун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӑшӑ пулӗ. Ҫапла ӑшӑ вӗҫленӗ темелле: аслати авӑтӗ, ҫил вӑйланӗ. Малалла «ҫӗмӗрт сивви» килӗ. Хӑрамалла мар – юр ҫумӗ. Шӑрӑх хыҫҫӑн палӑрмаллах сивӗ пек туйӑнӗ кӑна. Ҫитес эрнере кӑнтӑрласерен 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен – 3-8 градус. Юнкун кӑнтӑрла 20 градус таран ӑшӑтӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫукалӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи канмалли кунсене ӑшӑ таврӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |