Персона
Валентина Малышеван халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) 70 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри вӑтам шкулта информаци сехечӗ ирттернӗ. Кун пирки халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Валентина Малышева пӗлтернӗ. Вӗренекенсем Николай Петровичӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ май сӑвӑҫ Чӑваш Енри Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнче 1953 ҫулта ҫуралнине пӗлнӗ. Пулас поэт малтанласа Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ. Вӑл шкулта та вӗрентнӗ; «Хыпар» хаҫатра, «Капкӑн» журналта ӗҫленӗ. «Николай Ишентей – нумай кӗнеке авторӗ, кӗҫӗннисен юратнӑ юмахҫи те», — каласа кӑтартнӑ Валентина Малышева ачасене поэт ҫинчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
https://vk.com/wall-207903430_1057 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров тӑван чӗлхене упраса хӑварассипе тӑрӑшакан кашни педагогпа ертӳҫе тав тунӑ. «Сире пула «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» – тесе ҫирӗппӗн калама пулать», – тенӗ вӑл. Тӑван чӗлхен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствипе Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» республикӑри фестивале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Министр ҫав мероприятие хутшӑннӑ. Фестивале ирттернӗ май 4 номинаципе конкурссем йӗркелеме палӑртнӑ: «Сӑмах илемӗ» (ку енӗпе хутшӑнакансен чӑваш халӑх юмахне е чӑваш илемлӗ литературинчи сыпӑка хитре вуласа кӑтартмалла), «Чӑваш вӑййи» (вӑйӑ сыпӑкне кӑтартмалла), «Янра, чӑваш юрри» (чӑвашла юрламалла) тата «Чӑваш ташши» (чӑваш ташшине ташшамалла). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн «Державин Шупашкарта» поэми тата патриотизм темипе ҫырнӑ виҫӗ сӑвви Мускавра тухса тӑракан «Литературная газета» хаҫатӑн юлашки номерӗнче пичетленнӗ. Хӑйӗн «Державин Шупашкарта» поэмине В.Туркай темиҫе ҫул каярах Тутарстан халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Ренат Харис сӗннипе ҫырнӑ, вӑлах ку поэмӑна тутарла куҫарса Хусанта пичетленӗ. Кунсӑр пуҫне ҫак хайлава нумаях пулмасть белорусла куҫарнӑ, ҫитес вӑхӑтра вӑл Минскра, Халӑхсем хушшинчи «Созвучие» интернет-порталта кун ҫути курмалла. 1760 ҫулта вырӑс халӑхӗн пулас аслӑ поэчӗ Гавриил Романович Державин Хусанти гимназире вӗренекенскер, М.И.Веревкин директорпа пӗрле, Шупашкарӑн пӗрремӗш планне туса хатӗрлес ӗҫе хутшӑннӑ. «Державин Шупашкарта» поэмӑра сӑмах шӑпах ҫакӑн пирки пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
kartinkin.net сайтри сӑн Улатӑр районӗнче пурӑнакан арҫынна мотоцикл вӑрланӑшӑн суд тунӑ. Унӑн халӗ 15 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Ҫак арҫын хӑйне никам та курманнипе усӑ курса 20 пин тенкӗ тӑракан мотоцикл туяннӑ. Судра арҫын айӑпне йышӑннӑ. Вырӑнтан характеристика лайӑх пулнипе, полицие хӑй пынипе суд ӑна 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн. Видео скринӗ Шупашкарта хӗрарӑм ачипе ансӑр ҫулпа утнӑ. Вӗсене хирӗҫ машина пынӑ. Водитель ирттерсе ярас тесе машинӑна чарнӑ. Хӗрарӑм вара лӑпкӑ иртсе кайман - машинӑна ҫапма, кӑшкӑрашма пуҫланӑ. Ҫакна унӑн ачи сӑнаса тӑнӑ. Ҫак видео Ютубра сарӑлнӑ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм машинӑна ҫапнӑ вӑхӑтра тепӗр ҫын ҫав вырӑнтан чӑрмавсӑрах иртсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян 13 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ районӗнче Ҫиҫӗмкасси тата Пӗчӗк Упакасси ялӗсен хушшинче шкул автобусӗ аварие лекнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Сандеро" водителӗ руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та "Газельпе" ҫапӑннӑ. "Газельре" Пысӑк Упакасси ялӗнчи шкула ҫӳрекен ачасем пулнӑ. 5 ҫын аманнӑ: шкул автобусӗнчи 16-ри ача тата соцӗҫчен, "Сандеро" машинӑри водитель тата икӗ пассажир. Прокуратура тӗрӗслев ирттерет. "Сандеро" водителӗ ӳсӗр пулма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пӑрачкавра канализаци тытӑмӗнчи пӑрӑх ҫурӑлса кайнӑ. Ҫавна май хура шывпа ҫӗр вараланнӑ. Куншӑн Пӑрачкав районӗнчи «ОП ЖКХ» организацин должноҫри ҫынсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Ҫак йӗркене пӑснине Росприроднадзорӑн Атӑл-Кама регионсен хушшинчи управленийӗ тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Тӗнчере
Нигерин кӑнтӑр-анӑҫӗнче вырнаҫнӑ авалхи Ифе хулинче чавнӑ чухне вунӑ пин ытла кӗленчерен тунӑ шӑрҫа тупнӑ, ҫакӑ вара унта пурӑнакансем Хӗвеланӑҫ Африкӑри халӑхсенчен пуринчен те малтан тӗслӗ кӗленче тӑвас ӑсталӑха алла илнине пӗлтерет. Йоруб халӑхӗ пурӑнакан Ифе хулин чи аталаннӑ тапхӑрӗ XII тата XIV ӗмӗрсем хушшине килнӗ. Ифӑри ӑстаҫӑсем терракотӑпа пӑхӑртан тӑвас енӗпе чаплӑ кӳлепеҫӗсем пулнӑ. Йорубӑсен ҫирӗплетнӗ темиҫе хулинчен тӑракан конфедерацине илес пулсан Ифе тӗп центрӗ шутланнӑ. XV ӗмӗртенпе Ифе пӗлтерӗшӗ чакма пуҫланӑ, малалла вара эдо халӑхӗ йӗркеленӗ Бенин патшалӑхӗ пуҫ пулса тӑнӑ. Гарвард университетӗнчи Африка археологийӗпе ӗҫлекен Абидеми Бабалола (Abidemi Babalola) специалист хӑйӗн тӗпчевӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кантӑка йоруб культуринче ӑсталанӑ. Хальхи вӑхӑтра паллӑ ӗнтӗ, ку ӗҫе вӗсем XI ӗмӗртенпе алла илнӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче шӑрҫасене Ифӑри чылай кӳлепесенче пӗрре мар тупнӑ, вӗсемпе пуҫ хатӗрӗсене, мӑй ҫыххисемпе ал-урасенчи сулӑсене илемлетнӗ. Ҫавӑн пекех археологсем кантӑка шӑратнӑ чухне усӑ курнӑ керамика тикӗлӗсене тупнӑ. |
Республикӑра
Пӑрачкав районӗнче пассажирсене илсе ҫӳрекен перевозчик ҫук. Унчченхи усламҫӑн килӗшӳ срокӗ пӗтнӗ, анчах ӑна вӑл тӑсма килӗшмен. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче район пуҫлӑхӗ ЧР Транспорт министерствинчен пулӑшу ыйтнӑ. Ведомство килӗшӳ тума пултаракан усламҫа тупнине пӗлтернӗ-ха. Анчах халӗ те никам та тупӑнман. Перевозчик тупас тӗллевпе иккӗмӗш хут аукцион ирттереҫҫӗ. Влаҫ ҫулталӑк вӗҫлениччен 700 пине яхӑн тенкӗ субсиди те сӗнет, анчах Пӑрачкаври пассажирсене турттарма килӗшекен ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Светлана Кулакова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Патӑрьел муниципалитет округӗнчи Ҫӗньялта ӗнер «Айхи вулавӗсем» иртнӗ. Поэзине юратакансем Ҫӗньялти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкула «Айхи вулавӗсем» сӑвӑ конкурсне пухӑннӑ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Кулакова пӗлтернӗ тӑрӑх, вулава ирттересси ырӑ йӑлана кӗнӗ. Кӑҫалхи шучӗпе — 17-мӗш. Конкурса 3-11 класра вӗренекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем поэтӑн сӑввисене чӑвашла, вырӑсла тата ют чӗлхепе илемлӗ вуланӑ. Тӑрӑшнине кура ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |