Персона
t.me/oanikolaev/ каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ҫӗршыври паллӑ боксёр, СССР тата тӗнче чемпионӗ, тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ ӑмӑртура пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ Валерий Львов 70 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн каналӗнче саламланӑ. Олег Николаев Валерий Львов бокса Совет Союзӗнче ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те аталантарма пысӑк тӳпе хывнине палӑртса хӑварнӑ. Спортсмен карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн Шупашкар ҫынни хӑйӗн пурнӑҫне спорт резервне хатӗрлессине халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Атӑл ҫинче тетелпе пулӑ тытнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Ӑна транспорт полицийӗн Чӑваш Енри лини уйрӑмӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ку мелпе Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын тытнӑ. Вӑл – 35 ҫулта. Хайхискер Шупашкар ГЭСӗ патӗнче юраман вырӑнта тетелпе пулӑ тытса ларнӑ. Йӗрке хуралҫисем тетелне, пулла туртса илнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Чӑваш Енре кӗҫех сивӗ ҫанталӑк ӑшшипе улшӑнӗ. Ҫавна май юр мар, ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫапла пӗлтерет «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект. Кӗҫӗр 10-15 градус сивӗ пулӗ. Ытларикун вара – 4-9 градус сивӗ. Кӑштах юр ҫӑвӗ. Юнкун та сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ. Нарӑсӑн 23-24-мӗшӗсенче уяртӗ, сивӗтӗ. Ҫӗрлесерен 20 градус пулӗ. Эрне вӗҫнелле вара ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Шӑматкун терометр 0 градус кӑтартӗ, вырсарникун «плюс» пулӗ. Ун чухне йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
saratov.aif.ru сайтри сӑн Шупашкарти Павлов мичман урамӗнче 5-мӗш ҫуртра пурӑнакан ҫемье газпа наркӑмӑшланнӑ. Ку нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫемье – аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫын тата икӗ ача – 5 хутлӑ ҫуртӑн пӗрремӗш ҫуртӗнче пурӑнать. Аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫынна – Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине, ачасене Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Иртнӗ шӑматкун Йӗпреҫ райӗнӗнчи Пучинкере иккӗмӗш хут «Туркай вулавӗсем. Чӑваш эп. Эп пулӑп чӑваш ӗмӗрех» ятлӑ поэзи уявӗ иртнӗ. Пуҫласа ӑна ҫак ялта пӗлтӗр йӗркеленӗччӗ. Пӗлтӗр те унта вун-вун пултаруллӑ ача хутшӑннӑ пулнӑ, ял халӑхне те, жюри пайташӗсене те хӑйсен пысӑк ӑсталӑхӗпе тата хавхаланӑвӗпе, тӑван чӗлхемӗре чунтан юратнипе савӑнтарнӑ. Кӑҫал вара ҫак уява, ҫак ӑмӑртӑва Йӗпреҫ, Улатӑр, Комсомольски тата Вӑрмар районӗнчи шкулсенче вӗренекен 64 ача хутшӑннӑ. Тӗпренрен илсен вӗсем Валери Туркайпа Раиса Сарпи сӑввисене пӑхмасӑр каланӑ. Жюри пайташӗсен йышӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи, Чӑваш наци конгресӗн хастарӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Геронтий Никифоров т.ыт.те пулнӑ. Пилӗк сехете яхӑн тӑсӑлнӑ ҫивӗч ӑмӑртура ҫӗнтернисене чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн ертӳҫи Валери Туркай ятарлӑ дипломсем тата хаклӑ парнесем парса хавхалантарнӑ. |
Хулара
Канмалли кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта "Сокол" чарӑнура пысӑк "Волгабас" автобуссем тӑнине асӑрханӑ. Ахӑртнех, вӗсем маршрут ҫине тухнӑ. Аса илтерер: кунашкал 15 автобус 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫӳреме пуҫланӑ. Вӗсен "Шупашкар (Университет) - Ҫӗнӗ Шупашкар (Сокол)" маршрут пулнӑ. Анчах 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче автобуссем маршрут ҫинчен ҫухалнӑ, вӗсен вырӑнне кӑвак "Ивекӑсем" ҫӳреме пуҫланӑ. УФАС вара маршрут ҫине пысӑк автобуссене тавӑрма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫыхӑнура форумри сӑнӳкерчӗк Шупашкар районӗн администрацийӗ (халӗ вӗсене муниципалитет округӗ теме пуҫларӗҫ-ха) тулли приводлӑ «Geely Atlas Pro» кроссовер туянасшӑн. Шупашкар муниципалитет округӗн финанспа тата ресурспа тивӗҫтерекен центрӗ автомобиль туянма аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна 2 миллион та 825,6 пин тенкӗ парса туянасшӑн. «Автомобиль кузовӗ вараланни ытлашши ан курӑнтӑр» тата юрлӑ ҫанталӑкра машина ҫул ҫинче лайӑх курӑнтӑр тесе хура тӗслӗ машина туянасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен хӗрӗ ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Тӗмен хулинче фристайл енӗпе Раҫҫей кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. «Слоуп-стайл» дисциплинӑра Лана Прусакова ылтӑн медале тивӗҫнӗ. 2018 ҫулхи хӗллехи Олимпиадӑна хутшӑннӑ хӗр унччен «биг-эйр» дисциплинӑра ҫӗнтернӗ. Халӗ, ав, слоуп-стайл енӗпе те ӑна ҫитекен пулман. Раҫҫей кубокӗн унчченхи икӗ тапхӑрӗнче те пирӗн ентешӗмӗр биг-эйр енӗпе ылтӑн медальсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Светлана Гордееван халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Серебряный век» (чӑв. Кӗмӗл ӗмӗр) галерейинче Викентий Лукияновӑн «С любовью к Родине» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва юратса) куравӗ уҫӑлнӑ. Пултаруллӑ пейзажист — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейри Художниксен союзӗн пайташӗ. Светлана Гордеева ҫыравҫӑ тата художник халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Каҫал тӑрӑхӗнчи ҫав ӑстана чӑваш Шишкинӗ теҫҫӗ. Унӑн ӳкерчӗкӗсенче хӗвел анса ларнӑ вӑхӑтри илем, ылтӑн тӗспе кашлакан тулӑ уй-хирӗ, Атӑлпа Кӗтнен хӑйӑрлӑ ҫаранӗсем сӑнланнӑ. Курава каҫалсен «Кӗтне» ентешлӗхне йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
Светлана Гордееван халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак кунсенче Чӑваш тӗррин музейӗнче «Неизвестный Миттов» (чӑв. Пӗлмен Миттов) куравӗ малалла ӗҫлет. Аса илтерер: ӑна паллӑ художник ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта художникӑн халӑхра анлӑ сарӑлман картинисемпе, ӳкерчӗкӗсемпе паллашма, хӑш-пӗр япалипе паллашма май пур. Куравра пулса курнӑ Светлана Гордеева ҫыравҫӑ тата художник ӑстан ӗҫӗсенче кӑвак тӗс нумаййине палӑртать. «Кӑвак тӗс еплерех янӑранине эсир туймастӑр-и?» — тесе ҫырнӑ иккен Миттов хӑйӗн «Кӑвак тӗс» миниатюринче. Живопиҫре Миттов наци хӑйнеевӗрлӗхне татти-сыпписӗр шыранӑ. Атнер Хусанкай сӑнанӑ тӑрӑх, ҫав шырава хальхи вӑхӑтри этнофутуристсем малалла тӑсаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |