Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫалхи ака уйӑхӗ типӗ ҫанталӑкпа палӑрса юлӗ ахӑртнех. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака пуҫланнӑранпа Шупашкарта ҫумӑр ӳкмен. Ҫак кунсенче вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑна циклон килмелле. Ун чухне ҫур уйӑхри норма ҫумалла. Тунтикунпа ытларикун 20 градус ӑшӑ пулӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун ҫил вӑйланӗ, кӑштах сивӗтӗ. Эрнекун ӑшӑ таврӑнӗ. Шӑматкун, акан 29-мӗшӗнче, чи ӑшӑ кун пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, акан 30-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 10-12 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Виктор Чугаров страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри вӗренӳ заведенийӗсенче ҫак кунсенче «Чӑваш чӗлхи» фильм кӑтартаҫҫӗ. Асӑннӑ акци пирки хулара ӳссе кайран хӑй тӗллӗн чӑвашла вӗреннӗ Виктор Чугаров режиссёр халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Акци фильма ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулта кӑтартнипе пуҫланнӑ. Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑскер вунӑ куна тӑсӑлӗ. Чӑвашсем ҫнчен ӳкернӗ чӑвашла фильма шкулсенче кӑтартма республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Муркаш районӗнче пурӑнакан Перасковия Иванова 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Ватӑскер интернатра пурӑнать. Ҫамрӑк чухне вӑл выҫлӑхне те, йывӑрлӑхне те пайтах курнӑ. Ыттисемпе пӗрле окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ. Перасковия Иванова лаборанткӑра ӗҫленӗ. Ӑна 100 ҫулхи юбилейпе саламлама тӑванӗсем килнӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа саламланӑ. Юбиляр РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне те илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ӗнер Шупашкар районӗнчи Самуккасси ялӗнче пурӑнакансем анкартинчи типӗ курӑка ҫунтарнӑ. Анчах ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ. Ялта тӳрех виҫӗ пӳрт ҫунса кайнӑ. Ку 14 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм типӗ курӑк ҫинчен хуралтӑ таврашӗсем ҫине куҫнӑ. Ҫапла виҫӗ хуҫалӑх пӳрчӗ-качки шар курнӑ. Виҫӗ ҫуртӗнче те ҫынсем пурӑннӑ. Юрать-ха, хуҫисем чӗрӗ-сывах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Чӗмпӗр хулинче пӗлтӗр чӑваш алфавитне халалласа палӑк лартнӑччӗ. Ӑна Иван Яковлев уҫнӑ чӑваш шкулӗн картишӗнче вырнаҫтарнӑ. Вырӑнтисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ун патӗнчен ҫын татӑлмасть. «Пӗлтӗртенпе кунтан халӑх татӑлмасть: тӗрлӗ ӗҫлӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ, хула хӑнисем кунта ятарласа сӑн ӳкерӗнме килеҫҫӗ», — теҫҫӗ иккен Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан хастар чӑвашсем. Кун пирки Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ. Аса илтерер: ҫӗнӗ чӑваш алфавитне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнӗ ятпа лартнӑ палӑк авторӗ — Виктор Аванмарт скульптор. Палӑка халӑхран пухнӑӑ укҫа-тенкӗпе ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Муркашри поликлиникӑна тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Чӑваш Енӗн патшалӑх тетелрадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «1981-мӗш ҫулта хут янӑ ҫурта пуҫласа тӗплӗ юсанӑ.Пӗчӗк пациентсем валли пӗрремӗш хутра ятарлӑ уйрӑм йӗркеленӗ. Аслисем валли кӗрсе тухмалли уйрӑм алӑк. Пырса кӗрсен тӳрех ҫӗнӗ регистратурӑна лекетӗн. Унчченхи вырӑнӗнче хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗм тунӑ. Картотека валли те пысӑк кабинет уйӑрнӑ. Коридорсем ҫутӑ та анлӑ». Больница хитри аван-ха, анчах кирлӗ тухтӑрсем вырӑнта пулсан тата лайӑхрах. Унччен хӗрарӑмсен маммографи тӗпчевӗ витӗр тухма Шупашкара кайма тивнӗ. Халӗ вырӑнтах диагностика уйрӑмӗ ҫынсене йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Михаил Резников. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн генеральнӑй директорне Михаил Резникова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ изобретателӗ» ят панӑ. Хушӑва еспублка Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. 2018 ҫулта Михаил Резников «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗччӗ. Йышӑнӑва ун чухнехи Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ. Михаил Резников хӑй вӑхӑтӗнче республика Правительствинче те тӑрӑшнӑччӗ, унта вӑл вице-премьер пулчӗ, кайран транспорт министрӗнче тимлерӗ. Кайран каллех хӑйӗн унчченхи вырӑнне — Чапаев ячӗллӗ завода — куҫнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри промышленность предприятийӗсене ҫӗнӗ оборудовани туянма укҫа парӗҫ. Пӗтӗм тӑкака хысна шучӗпе саплаштараймӗҫ те, анчах пӗр пайне валли республика бюджетӗнчен «кӗмӗл» уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, вара субсидие кама парассине суйласа илекен комисси йышне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче, Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Борис Клементьев ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Паян вӑл 53 ҫул тултарнӑ. Борис Клементьев ку должноҫре 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен 25-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Красноармейски районӗнчи Янмурҫин ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Икӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче тӗп налук инспекторӗ пулнӑ, кайран "Газпром межрегионгаз Шупашкарӑн" Ҫӗрпӳри территори уйрӑмне ертсе пынӑ. |
Культура
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Республикӑра "Архиври каҫ" акци иртнӗ. Ҫынсем Патшалӑх истори архивне пухӑнса вӑл мӗнле ӗҫленипе паллашнӑ. Мероприятие архив служби йӗркеленнӗренпе - 100 ҫул, Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куравра Иван Яковлевӑн биографийӗпе паллашма май пулнӑ. Граждан вӑрҫин паттӑрӗ ҫурални пирки метрика ҫыравӗ те пулнӑ. "Вӗрентекен - ачалӑхӑн чи шанчӑклӑ спутникӗ" экспозицире вара вӗренӳн 18-мӗш ӗмӗртен пуҫласа паянхи кунчченхи аталанӑвне архив докуменчӗсем, педагогсен сӑнӳкерчӗкӗсем урлӑ кӑтартнӑ. Ачасемпе ҫамрӑксемшӗн ретро пуканесем, кӗнекесем, сӗтелҫи вӑййисем интереслӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иван Ахах, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, критикӗ вилнӗ. | ||
| Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫуралнӑ. | ||
| Ксенофонтов Юрий Иванович, ятарлӑ пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чӑваш скульпторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ялавин Юрий Сергеевич, вырӑсла ҫыракан ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Василий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш АССРӗн халӑх ҫыравҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |