Чӑваш чӗлхи
![]() /vk.com/haval странциӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш чӗлхин «Хавал» ҫуллахи университечӗ (хастарсем ҫапла ят панӑ. Ытти ҫул уйлӑх текенччӗ) кӑҫал та ӗҫлӗ. Шучӗпе 13-мӗш хут иртӗ вӑл. Чӑваш хастарӗсем хальхинче Етӗрне районӗнчи «Сӑр шурӑмпуҫӗ» кану базинче пухӑнӗҫ. Университет утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Чӑваш чӗхин ҫуллахи университетне хутшӑнас тесен кӑштах укҫа тӳлемелле. Вӑл программӑна хутшӑнма, чӗлхе вӗреннӗшӗн тӳлеме, кану базинче пурӑннине тата апатланнине саплаштарма кайӗ. Университет ӗҫе-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Алпарух (Александр) Блинов (унӑн телефон номерӗ +79023285051, халӑх тетелӗнчи страници — https://vk.com/alparuh, Телеграмри — https://t.me/alparuh) урлӑ уҫӑмлатма май килӗ. Мускавра пурӑнакансем Павел (Павӑл) Нягинпа (телефон номерӗ +79530158189, халӑх тетелӗнчи страници — https://vk.com/el4ek е Телеграмри — https://t.me/pavl_v_n) ҫыхӑнайӗҫ. Самарӑрисене Сергей Захаров (тел. +79277529296, халӑх тетелӗнчи страници — https://vk.com/justlikecariboo) пулӑшайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Руслан Соловьев страницнчи видеоран илнӗ скриншот Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Мускавра «DIVA Ethno Future Sound» ушкӑнӑн концерчӗ пулнӑ. Чӑваш музыкин этно-проектне чӑваш халӑх юррисене куракансем патне тӗнче шайӗнчи жанрпа ҫитерес тӗллевпе йӗркелесе янӑ. Ӑна Мускавра пуҫарнӑ. Тӗнче шайӗнчи музыкантсем Пысӑк театр сцени ҫине те тухаҫҫӗ, тӗнче шайӗнчи конкурссене те хутшӑнаҫҫӗ. Маттур артистсен концертне чӑваш культурипе тата чӗлхипе кӑсӑкланакансем пухӑннӑ. «DIVA Ethno Future Sound» ушкӑн концертне Шупашкарта та курма май килнӗ. Асӑннӑ коллектив Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче концерт лартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускаври Раҫҫей патшалӑх истори библиотекинче И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ конференци иртессине эпир унччен пӗтернӗччӗ-ха. Марина Карягина тележурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, конференцие Чӑваг Енӗн Наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова ертсе пынӑ, тӗп хулари библиотекӑн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн информатика проблемисене тӗпчекен центр ертӳҫи Юрий Чёрный, Мускаври чӑваш культурин пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Лира Смирнова салам сӑмахӗпе тухса калаҫнӑ. «И.Я. Яковлев еткерне тишкерсе нумай ӗҫ тӑватпӑр. Ҫав ӗҫсене пӗтӗмлетсе форумра Олег Студенцов (гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Шупашкар), Нина Литвинова (Чӗмпӗр), Галина Ертмакова (ЧР патшалӑх истори архивӗ, директор), Александр Семёнов (ЧР патшалӑх истори архивӗ), Андрей Зарубин (Чӑваш патшалӑх Наци музейӗ), Татьяна Баймушкина (ЧР Наци библиотеки, директор ҫумӗ), Галина Быкова (ЧР Наци библиотеки, директор ҫумӗ), Надежда Кириллова (ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ) тухса калаҫрӗҫ. Эпӗ Вӗрентекенӗмӗрӗн сӑнарне "Чувашия" ГТРК ӳкернӗ телефильмсенче камсем тата мӗнле кӑтартни ҫинчен кӗскен каласа патӑм», — хыпарланӑ «Контактра» Марина Карягина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ЧР архитекторсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Сергей Лукиянов пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл йывӑр чир хыҫҫӑн сывлама пӑрахнӑ. Сергей Пантелеймонович 64 ҫулта пулнӑ. Вӑл 1958 ҫулта Комсомольскинче ҫуралнӑ. Хӑйӗн ӗҫ биографине «Чӑвашгражданпроектра» пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра Сергей Пантелеймонович Чӑваш Енри ял-хула валли, ҫав шутра – Шупашкар та, пӗлтерӗшлӗ проектсем хатӗрленӗ. Вӑл тӑрӑшнипе И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн строительство факультетӗнче архитектура кафедри йӗркеленнӗ. Сергей Лукияновпа ыран 10-11 сехетсенче Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ӗнер республикӑра ҫанталӑк рекорд лартнӑ: сывлӑш 26,9 градус таран ӑшӑннӑ. Кунашкалли кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пулман. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнче, ахӑртнех, кун пек ӑшӑ кунсем текех пулмӗҫ. Паян урамра сивӗрех, кӑнтӑрла 15 градусран ӑшӑрах пулмӗ. Кӗҫнерникун 18 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун 10 градус кӑна ӑшӑ пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян 15 сехет те 25 минутра Шупашкарта Кадыков тата Бауман урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта машина электросамокатпа пынӑ 14 ҫулти арҫын ачана ҫапса кайнӑ. Суранланнӑ ҫамрӑка пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна медпулӑшу параҫҫӗ. Машина рулӗ умӗнче 22 ҫулти арҫын пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Темиҫе районта пӑр ӳккеленнӗ. 15 сехет те 15 минутра Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ялӗнче пӑр ҫунӑ. Кайран "Про Город" хаҫата Карачура патӗнче те пӑр ӳкни пирки пӗлтернӗ. Тепӗртакран пӑр пӗлӗчӗсем Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ӗнер "Раҫҫей 1" телеканалта эфира тухнӑ "Сто к одному" кӑларӑма Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗрентекенсем хутшӑннӑ. Вӗсем "Йошкар-Ола" командӑра кӗрешнӗ. Пирӗн ентешсем, Ҫӗнӗ Шупашкарти лицейри вӗрентекенсем, кӳршӗ республикӑри хаҫат ӗҫченӗсене 312:264 шутпа ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Фестивале хутшӑннӑ спектакльти самант. Ҫӑлкуҫ: Шӑмӑршӑ МО Эрнекун, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округӗн тӗп клуб системинче шкул театрӗсен «Асам» фестивалӗн муниципаллӑ этапӗ иртнӗ. Мероприятие Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ. Фестивале мӗнпурӗ 100 ытла ача хутшӑннӑ, вӗсем 8 шкулта ӑс пухаҫҫӗ. Ачасем спектакльсене чӑвашла та вырӑсла та лартнӑ. «Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Кивӗ Чукал шкулӗнчи «Сказочники» шкул театрӗ (ертӳҫисем: Денисова Л.И., Малеева Т.М.) ҫӗнтернӗ. «Чӑвашла лартнӑ чи лайӑх спектакль» номинацире Пуянкасси шкул ачисем ҫӗнтернӗ, театр ӑсталӑхне вӗсене Пушкина Н.И. вӗрентет. «Халӑх тетелӗнче сасӑланӑ чи лайӑх театр» хальлӗхе палӑрман-ха, ҫӗнтерӳҫӗне сасӑлавсене пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ. «Асам» фестивалӗн республика шайӗнчи этапра Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗн чысне «Пысӑк формӑллӑ чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ ушкӑн хӳтӗлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи "Строиндустри" тата "Вишенка" сад юлташлӑхӗсене хир сыснисем иленнӗ. Ҫынсенчен хӑрамаҫҫӗ, вӗсем апат шыраҫҫӗ. Иккӗмӗш кун ӗнтӗ хир сыснисем сад юлташлӑхӗсенче пахчана кӗрсе ыхрасене, тюльпансене, сухансене тӑпӑлтараҫҫӗ. Йытӑсем валли хӑварнӑ апата та ҫисе яраҫҫӗ. Хӑйсем ҫынсене тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |