Республикӑра
![]() vk.com/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри 6 управляющи компание ӗҫлеме чарнӑ. Республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗ нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тытса тӑракан ҫав организацисен лицензине тӑсса паман. Ӗҫлеме чарнисен списокне Шупашкарти «Хотэй», Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти «Люксжилсервис», Шупашкар районӗнчи Ишлейри «Новое село», Ҫӗмӗрлери «Коммунальник», Сӗнтӗрвӑрринчи «Центр» тата Красноармейскинчи «Коммунальщик» управляющи компанисем лекнӗ. Вӗсем хӑйсен ӗҫне ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫеҫ тӑсайӗҫ. Ӳлӗмрен хваттер хуҫисем е урӑх компание суйлӗҫ, е ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхне йӗркелӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗсем Чӑваш Енӗн тӗп хулинче Пӗрремӗш канал журналисчӗсем пулнӑ. Вӗсем «Повара на колесах» (чӑв. Урапа ҫинчи поварсем) телекӑларӑм валли сюжет ӳкерме килнӗ. Телеоператорсемпе режиссёрсем, кӑларӑма хатӗрлес енӗпе ӗҫлекен ытти ӑста, ҫав шутра паллӑ поварсем те, Шупашкарта ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ-ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем паллӑ вырӑнсемпе паллашанӑ, ресторансемпе пасарсене тата гастробарсене кӗрсе тухнӑ. Фермер апат-ҫимӗҫӗнчен хатӗрленӗ тутлӑ апатпа хула ҫыннисене сӑйланӑ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн патра ӳкернӗ телекӑларӑма ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине Китайпа Японире пулнӑ пултарулӑх коллективӗ тухӗ. Ун чухне пирӗн пата Чӗмпӗрти патшалӑх академи симфони оркестрӗ килсе ҫитӗ. 2023-2024 сезонта ҫав оркестр 55 ҫулхине уявлӗ. Юбилей умӗн коллектив гастрольпе пирӗн республикӑна килес тенӗ. Программӑра вырӑс музыкин классики янӑрӗ. Концерта кайсан Сергей Танеевӑн «Иоанн Дамаскин» кантатипе, Александр Бородинӑн «Князь Игорь» оперин сыпӑкӗпе тата ытти илемлӗ номерпе киленме май килӗ. 55 ҫулта Чӗмпӗрти симфони оркестрӗ 16 ҫӗршывра тата Совет Союзӗпе Раҫҫейӗн 90 хулинче пулнӑ. Юлашки ҫулсенче пысӑк гастрольсемпе Китайпа Японие ҫитнӗ, Мускаври академи филармонийӗн П.И. Чайковский ячӗллӗ концерт сцени ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() graycell.ru ӳкерчӗкӗ Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ те вӑл пур чухне те тӳрре килесси иккӗленӳллӗ. Хура ӗҫре тар тӑкакансене асӑрхани, вӗсене сума суни вара чӑннипех те савӑнтарать. Ҫак кунсенче Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи харӑсах икӗ дояркӑна хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Ят-сума тивӗҫнисем — асӑннӑ тӑрӑхри «Красный партизан» коллективлӑ хуҫалӑх тата «Агрофирма Империя» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫченӗсем. «Красный партизан» колхозри Татьяна Васильева тата «Империя» агрофирмӑри Марина Степанова дояркӑсем «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() t.me/kanashen_gazeta каналти сӑн Канаш хулинче пӗртен-пӗр ветеран Владимир Рожков юлнӑ. Ӑна вырӑнти культура ҫурчӗн «Фронт бригади» ушкӑн тата хӑнасем саламлама ятарлӑ грузовикпа пынӑ. Ун валли ҫурт картишӗнчех концерт лартнӑ. Кӑҫал ветеран раштав уйӑхӗнче 100 ҫул тултарать. Вӑл концерт лартакансене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки каласа кӑтартнӑ, хӑйне тимлӗх уйӑрнӑшӑн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Пирӗн ентеш, Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш спорт шкулӗн йывӑр атлечӗ Полина Андреева, ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Беларуҫре иртнӗ тупӑшура икӗ енлӗ кӗрешӳре 165 килограмм йӑтнӑ. Ӑмӑрту Могилев хулинче иртнӗ. Унта йывӑр атлетикӑпа кӑсӑкланакан хӗрарӑмсем тата арҫынсем хутшӑннӑ. Пирӗн Полина Андреева 49 килограмм тайман спортсменсен ушкӑнӗнче чи маттурри пулса ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() vladtime.ru сайтри сӑн Шупашкарти ҫынсене ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ кӑна. Кӑҫал 4 уйӑхра полицие унашкал 620 яхӑн заявлени панӑ. Ҫак тапхӑрта Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 170 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шар курнисен йышӗнче – 126 пенсионер, 49 студент, декрет отпускӗнче ларакан 9 хӗрарӑм. Палӑртмалла: 2021 ҫулта Шупашкар ҫыннисем палламан ҫынсене 300 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗлтӗр вара – 327 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Кӗҫех Шупашкарти 3 пульницӑна пӗрлештерӗҫ. Кун пирки ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Ку улшӑну Шупашкарти Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш хула пульницине, Иккӗмӗш хула пульницине пырса тивет. Вӗсем Хулан 1-мӗш клиника пульниципе пӗрлешӗҫ. Ведомство улшӑнӑвӑн лайӑх енӗсене палӑртнӑ. Пациентсем унччен хӑйсем патӗнче пулман специалистсенчен пулӑшу ыйтма пултарӗҫ. Пульницӑсене пӗрлештересси пирки ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 11-13 сехетсенче халӑх итлевӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws порталти видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пӗр водитель ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли яарлӑ вырӑнта арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмах ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫынсене каҫса ҫӳреме уйӑрнӑ вырӑнпа пӗр арҫын ҫул урлӑ каҫнӑ. Ӑна ирттерсе яма машинӑсем чарӑннӑ. Анчах хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина рулӗ умӗнчи водитель ним пулман пекех малалла вӗҫтернӗ, арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видео тӑрӑх хакласан, арҫын малтан машина капочӗ ҫине пырса ӳкнӗ, унтан ҫӗре персе аннӑ. Ҫавӑн чухне ҫеҫ машина чарӑнса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Воронежра прокурор пулса тӑрӑшнӑ ҫынна Шупашкара ӗҫлеме куҫарнӑ. Раҫҫейӗн генпрокурорӗн приказӗпе Шупашкар хулинчи Калинин районӗн прокурорӗ пулма юстицин аслӑ советникне Роман Лаща ҫирӗплетнӗ. Роман Сергеевич 1987 ҫулта Карачай-Черкесск Республикинчи Черкесск хулинче ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Волгоградри академийӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн хӑйӗн тӑван республикинчи прокуратура тытӑмне ӗҫе вырнаҫнӑ. Кайран вӑл Мускав облаҫӗнчи прокуратурӑра тӗрлӗ должноҫе тӑрӑшнӑ. 2022 ҫултанпа Воронежра прокурорта тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |