Хулара
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче сайра тӗл пулакан чечекпе аукцион ирттернине курнӑ. Хайхискер унта хутшӑнас тенӗ. Вӑл ӑна 9 пинпе илме сӗннӗ. Кун хыҫҫӑн унпа палламан ҫын ҫыхӑннӑ та ӑна чечеке туянма сӗннӗ.. Ҫӗнтерӳҫӗ темле сӑлтава пула чечеке туянма килӗшмен-мӗн. Шупашкар хӗрарӑмӗ ҫав ҫынна 9 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах чечеке ӑна ярса паман. Ҫавна май хӗрарӑм пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан Мария Никитична Никифорова РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне йышӑннӑ. Владимир Владимирович ӑна 100 ҫулхи юбилейпе саламласа открытка янӑ. Мария Никитична вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче окоп чавнӑ. Вӑл ун чухне 18 ҫулта кӑна пулнӑ. Кайран вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Халӗ вӑл 100 ҫулта пулсан та хӑйне чиперех туять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
vk.com/wall-142632677_70180 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатра Елена Тимофеева журналист пилӗк теҫетке ҫул ытла ӗҫлет. «Журналист – хӑйне евӗр професси. Ку енӗпе ӗҫлекенӗн пурнӑҫӗ пӗр евӗрлӗ те кичем пулмасть», – тесе калать иккен Елена Савельевна. Ӗҫ биографине вӑл кӑмакаҫӑран тытӑннӑ, кайран типографире наборщицӑра тимленӗ. 1971 ҫултанпа редакцире литература ӗҫченӗнче тӑрӑшма пуҫланӑ. Корреспондентран тӗп редактора ҫитнӗ вӑл. Паян та хӗрарӑм район хаҫатӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗ сумлӑ уйрӑм ҫын коллекцийӗнчи эткерлӗхпе пуянланнӑ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне илемлӗх ертӳҫи пулса нумай ҫул ертсе пынӑ Юрий Васильев управҫӑсене хӑйӗн архивӗнчи япаласене илсе пырса панӑ. Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, Юрий Васильев хӑйӗн Тав хучӗсемпе Хисеп хучӗсене тата сӑнӳкерчӗксене илсе пынӑ. Юрий Васильевич – Чӑваш АССР тата РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Архивра «Парнелӳ кунӗ» акци иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Красноармейски районӗнчен Шупашкарти пульницӑна сипленме килнӗ Лариса Мефодьевна Николаева пуш уйӑхӗнче ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл пульницӑран тухнӑ, текех ӑна никам та курман. Вӑл туллирех кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫырӑ ҫӳҫлӗ. "Лиза Алерт" хастарӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 39 ҫулти хӗрарӑма медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ҫак ҫынна куракансене 112 е 8(800)700-54-52 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
phonoteka.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи пӗр шкулта ҫар припасӗсем упраннӑ. 205 патронран 120-шӗ сунар е спорт пӑшалӗпе усӑ курма юрӑхлӑ пулнӑ. Ӑҫтан тупӑннӑ патронсем? ЧР Вӗренӳ министерстви лару-тӑрӑва ӑнлантарнӑ. Ҫак шкул ҫумӗнче 2008 ҫулта "Тӑван ҫӗршыв" ҫарпа патриотлӑх клубӗ уҫӑлнӑ. Ӑна унччен ОБЖ урокне ертсе пынӑ вӗрентекен (халӗ вӑл вилнӗ ӗнтӗ) йӗркеленӗ. Патронсем сейфра упраннӑ. Унта ытти ҫынсем кӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Юлашки эрнере республикӑра юр хулӑнӑшӗ 8 сантиметр чакнӑ. Халӗ вӑл 30 сантиметрпа танлашать. Ытларах Пӑрачкав районӗнче ирӗлнӗ. Паян ҫумӑрлӑ ҫанталӑк, каҫ енне юр ҫума тытӑнӗ. Канмалли кунсенче вара уяртӗ: хӗвеллӗ, кӑшт сивӗрех ҫанталӑк тӑрӗ, каҫхине шӑнткалӗ. Шӑматкун ҫӗрле 8 градус сивӗ пулӗ. Тепӗр эрнере ӑшӑ таврӑнӗ. Эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ, канмалли кунсенче вара юр та ӳккелеме пуҫлӗ. Пушӑн 26-29-мӗшӗсенче каллех самай сивӗтме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.opera21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче уҫӑлӗ те ака уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ. Фестиваль яланхиллех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет тетарӗнче иртӗ. Фестивале Анисим Асламас композиторӑн «История Нарспи» балечӗпе уҫӗҫ. Асӑннӑ хайлавӑн партитури чылай ҫул Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн архивӗнче упраннӑ. Халӗ театр ҫав балета хӑйӗн сцени ҫинче лартма йышӑннӑ. Раҫҫейӗн балет ҫӑлтӑрӗсем те чӑваш сцени ҫине тухӗҫ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсен пултарулӑхӗпе «Петипа-Гала» балет вӑхӑтӗнче паллашма май килӗ. Вӗсем ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи гала-концерта та хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
litrossia.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк «Литературная Россия» интернет-порталта пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Последний истинный чуваш?» ятлӑ статья пичетленсе тухнӑ. Ӑна Иосиф Дмитриев-Трер актёра, режиссёра, педагога, сӑвӑҫа, куҫаруҫӑна, авалхи чӑваш юррисене хитре ӑста шӑрантарнӑ пултаруллӑ ҫынна халалланӑ. Статья авторӗ — Атнер Хусанкай. Иосиф Трер, Атнер Хусанкай калашле, чӑн та хӑйне евӗр ҫын пулнӑ. Ун пеккисем пинте кӑна мар, темиҫе пинте те пӗрре пулӗ. Статья ятне ыйту паллипе ҫырни автор Иосиф Трер пек ҫын, тен, таҫта такам татах та тупӑнасса шаннине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
sovch.chuvashia.com страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Алексей Ургалкин ҫуралнӑранпа 113 ҫул ҫитрӗ. Юбилей мар пулин те сумлӑ ҫын ҫинчен аса илмеллех. Алексей Ургалкин (17.03.1910-07.11.1981) — Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1945), Чӑваш АССР халӑх артисчӗ (1950), РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1957), РСФР халӑх артисчӗ (1968), СССР халӑх артисчӗ (1976). Чӑваш драма театрӗнче вӑл 1936 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Пурӗ 65 ҫул ӗҫленӗ вӑл унта. Ӑна режиссёрсем те, куракансем те юратнӑ. ...«Советская Чувашия» хаҫатра пичетленнӗ Гадина Сидорован «Артист из гущи народной» статйи куҫ тӗлне лекрӗ. Унта палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, Алексей Ургалкин калӑпланӑ сӑнарсене Фаина Романова театровед тӑрӑшса тунӑ скульптура произведенийӗсемпе танлаштарнине вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулчӗ. Ҫӗнӗ сӑнара калӑплама тытӑниччен артист ӑна малтан хут ҫине ӳкерсе хунӑ иккен: сӑмсине, куҫне, ҫӳҫӗ-пуҫӗ епле пулнине. Кайран ҫеҫ Ургалкин ҫав сӑнар тавра ӗҫлеме тытӑннӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Федотов Михаил Романович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |