Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварта темиҫе кун шыв пулманни пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта башня ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Вӑл кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче йӗркеллӗ ӗҫлемен, тепӗр кунхине пачах шыв уҫлама пӑрахнӑ. Ҫынсем ҫырма урлӑ кӗрт ашса тепӗр урама шыв ӑсма ҫӳренӗ е юр ирӗлтернӗ. Яла машинӑпа та шыв кӳрсе килнӗ.

Башньӑна тӳрех юсама пуҫланӑ-ха. Анчах ҫав кунах шартлама сивӗ ҫанталӑк пуҫланнӑран ку ӗҫе каярах хӑварма тивнӗ.

Халӗ Йӗкӗрварта лару-тӑру мӗнлерех-ха? Тинех халӑх сывласа янӑ. Ӗнер, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, вӗсене шыв панӑ.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнче ҫӗнӗ прокурора ҫирӗплетнӗ. Вӑл – юстицин аслӑ канашҫи Евгений Петров.

Евгений Петров – Ҫӗнӗ Шупашкартан, 1977 ҫулта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтернӗ, икӗ ҫултан Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ.

2018 ҫулхи ҫулларанпа вӑл Элӗк районӗн прокуратурине ертсе пынӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунӗ умӗн Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ «Мой язык — мой народ» (чӑв. Ман чӗлхе — ман халӑх) ача-пӑчан республикӑри конкурсне ирттерет.

Унта 8-14 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен тӑван чӗлхепе ҫырнӑ сӑвва илемлӗ вуламалла, ҫав видеоролика (унӑн тӑршшӗ 1-2 минут пулмалла) Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне ярса памалла. Сӑвва вуланӑ чух наци тумне тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Ҫук пулсан та тем мар.

Конкурс нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӗҫленӗ, 21-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ.

 

Республикӑра
strovrusa.ru сӑнӳкерчӗкӗ
strovrusa.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑра патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерӗҫ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Асӑннӑ документра окладсен чи пӗчӗк виҫине тата ӗҫ укҫин ставкине 6 процент ӳстересси ҫинчен каланӑ.

Хушӑва пурнӑҫа кӗртсе яваплисен нормативлӑ документсене пӗр уйӑхра йӗркене кӗртсе пӗтермелле. Муниципалитет учрежденийӗсене те шалӑва 6 процент ӳстерсе пама сӗннӗ.

 

Культура
chfila.ru/afisha сӑнӳкерчӗкӗ
chfila.ru/afisha сӑнӳкерчӗкӗ

Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Тӑван халӑх сасси» концерт иртӗ. Ӑна курас тесен Чӑваш патшалӑх филармонине каймалла.

Программӑн паха енӗ — аваллӑхри кӗвӗ-ҫемме паянхи кунпа ҫывӑхлатнӑ номерсене хаклама май пани. Композицисене хӑйне евӗр илемлетнисӗр пуҫне ҫутӑ оборудованийӗпе усӑ курса та хитрелетнӗ, артистсем ыттисенчен расна тумпа сцена ҫине тухӗҫ. Концерта «Ҫеҫпӗл» тата «Ҫавал» ушкӑнсем, «Дуняша Style» фолк-группа, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗ хутшӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chfila.ru/afisha
 

Культура
chuvbook.ru сӑнкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Турай» приключениллӗ роман пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Афганистан вӑрҫине хутшӑннӑ Анатолий Хмыт ҫыравҫӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вулакана автор «пирӗнтен пачах урӑхла йӑла-йӗркепе, урӑх тӗнпе пурӑнакан ҫӗршыва илсе каять. Романри лару-тӑру ҫирӗммӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи Шупашкарта пуҫланать. Турай, романри тӗп сӑнар, тӗрлӗ кӑлтӑка пула салтака, унтан Афганистанах лекет».

 

Республикӑра
foto.cheb.ru сайтри сӑн
foto.cheb.ru сайтри сӑн

2019 ҫулта Пӑрачкавра автостанци хупӑннӑ. Халӗ ав ҫак кунсенче унта автобуссем те ҫӳреме пӑрахнӑ.

Унчченхи перевозчикӑн кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче контракт пӗтнӗ. Унти тавралӑхра вара ку енӗпе ӗҫлеме пултаракан транспорт компанийӗсем, харпӑр усламҫӑсем ҫук.

Пӑрачкав муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев ЧР Транспорт министерствинчен пулӑшу ыйтнӑ.

 

Культура
t.me/nikamran сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/nikamran сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче Ольга Васильева прозаикӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ӑна вӑтам классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ.

Ольга Васильеван пӗрремӗш кӗнеки 2018 ҫулта «Юхать ҫӑлкуҫ...» ятпа кун ҫути курнӑ. Хальхи 800 экземпляр тиражпа пичетленсе тухнӑ.

Прозаик Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча литературин редакторӗнче ӗҫлет. Вӑл – Раҫҫей Федерацийӗн Журналистсен союзӗн, Чӑваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн членӗ. Унӑн ятне Ача-пӑча литературин пӗтӗм тӗнчери IBBY Хисеплӗ списокне кӗртнӗ. Прозаик Мускавра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери 37-мӗш IBBY Конгреса хутшӑннӑ (2021).

 

Статистика
russkie-perepela.ru сайтри сӑн
russkie-perepela.ru сайтри сӑн

Республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шӑнса вилекенсем пулнӑ. Ара, ҫанталӑкӗ те шартлама сивӗ тӑчӗ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 11 кунра 8 ҫын шӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ – Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи канмалли кунсенче.

Ку таранччен республикӑра 16 ҫын шӑнса кӳтнипе шар курнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта паян ҫӗрле, 2 сехетре, общежити ҫуннӑ. Ку Семенов урамӗнчи 21-мӗш ҫуртра пулнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсене эвакуацилеме тивнӗ. Пӗтӗмпе 11 ҫынна урама илсе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче виҫҫӗшӗ – ачасем.

Пушара 25 минутран сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм такам чӗртсе янӑран тухнӑ. «Хӗрлӗ автан» коридорта сарӑлнӑ, 6 хваттер алӑкне сиенлетнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 497, 498, 499, 500, 501, 502, 503, 504, 505, 506, [507], 508, 509, 510, 511, 512, 513, 514, 515, 516, 517, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.