Пӑтӑрмахсем
![]() electrogor.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗлтӗрхи кӗркунне Шупашкарти пӗр арҫын 8 пин тенкӗ тӑракан телефонне ҫухатнӑ. 33 ҫулти арҫын Энтузиастсен урамӗнчи гараж комплексӗнче пулнӑ. Телефона водитель алӑкне питӗрсе илмен машинӑри прибор панелӗ ҫинче 20 минутлӑха хурса хӑварнӑ. Хаклӑ япалана Етӗрне районӗнчи 25 ҫулти каччӑ вӑрласа кайнӑ иккен. Вӑло ӑна телефон юсакан ӑстана сутса янӑ. Телефона халӗ хуҫине тавӑрса панӑ. Вӑрӑ ӗҫӗпе унччен те пӑтӑрмаха темиҫе хутчен ҫакланнӑ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Победители. Орест Филиппов» (чӑв. Ҫӗнтерӳҫӗсем. Орест Филиппов) курав уҫӑлнӑ. Ӑна художник ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Виктор Бритвин Орест Ивановича ӑшӑпа аса илсе каласа кӑтартнӑ. Вӑл ӑна художник, учитель тата ӗҫтеш евӗр пӗлнӗ. «Директорта ӗҫлеме ҫирӗплӗх ҫитмест тесе ун пирки каланине астӑватӑп. Ӗҫри тавлашусенче вӑл час-часах парӑнатчӗ. Ман шухӑшпа, вӑл вӑрҫӑ, вилӗм, юлташсене ҫухатни мӗнне пӗлнӗ, чӗрӗ юлса Ҫӗнтерӗве кӗтсе илнӗ. Ҫавӑн пеккисемпе танлаштарсан ытти уншӑн вак-тӗвекӗн туйӑннӑ пулинех», — тенӗ Виктор Бритвин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() https://ok.ru/profile/578554898199 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче «Чӑваш халӑх еткерлӗхӗ» ятпа регионсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Ӑна Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ йӗркелӗ. Фестивале Чӑваш Енпе, чӑвашсен историйӗпе, этносӗпе тата культурипе паллаштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫаксем: шкул таврапӗлӗвӗ, археологи таврапӗлӗвӗ, экологи таврапӗлӗвӗ, ҫарпа истори таврапӗлӗвӗ, туризм таврапӗлӗвӗ, литература таврапӗлӗвӗ, музыка таврапӗлӗвӗ. Унта 14-26 ҫулхи вӗренекенсемпе студентсене, ҫавӑн пекех вӗсен ертӳҫисене хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. Фестиваль «Чӑваш Керем» этнографи комплексӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре туса илекен йӗтӗн ют ҫӗршыва ӑсанать. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Средняя Волга» агрофирма чикӗ леш енне 40 тонна ытла йӗтӗн ӑсатнӑ. Республикӑран агропромышленность продукцине ют ҫӗршыва ӑсатасси тӗрлӗ чару саманинче те чакман. 2023 ҫулхи пӗрремӗш кварталта агропромышленность продукцине пирӗн тӑрӑхран 8,7 пин тонна ӑсатнӑ, ку вӑл унчченхи ҫулхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенчинчен 54 процент нумайрах. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Элӗк районӗнче Сурӑм юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер хӗл хыҫҫӑн япӑхлансах кайнӑ. Кун пирки вырӑнти халӑх пӗлтерет. Кӗпер "Никольское - Етӗрне - Нурӑс" ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. "Ӑна часрах юсамалла", - тет халӑх. Тӳре-шара ку кӗпер пирки пӗлет. Пӗлтӗр ӑна юсама документацие хатӗрленӗ, кӑҫал вара ӗҫсене пуҫӑнмалла-мӗн. Ку ӗҫ 2 ҫула тӑсӑлӗ. Юсава вара, документра палӑртнӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗнчех пуҫӑнмалла пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускаври «Хӗвелтухӑҫ» станцире «Аслӑ Ҫӗнтерӳ сӑнӗсем» экспозици уҫӑлӗ. Унта Совет Союзӗн 70 Паттӑрӗ кӗрӗ. Ҫав шутра пирӗн ентеш Агриппина Алексеевна Янович та пулӗ. Вӑл 98 ҫулта. Агриппина Алексеевна – Элӗк районӗнчи Тури Татмӑш ялӗнчен. 17 ҫулта чухне ӑна Троцк хулине мобилизациленӗ, унта медсестрана вӗреннӗ. Ҫӗнтерӗве вӑл Кенигсбергра кӗтсе илнӗ. Ӑна «Ҫапӑҫура кӑтартнӑшӑн» медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче санавиаци вертолечӗ Улатӑрти икӗ пациента Республикӑри клиника пульницин регионти сосуд центрне илсе ҫитернӗ. Малтан 43 ҫулти арҫынна пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Унӑн пуҫ мимине юн кайнӑ. Кайран 64-ри арҫынна япӑх пулнине пӗлтернӗ. Унӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ. Аса илтерер: санавиаци вертолечӗ нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗнче, вӗҫме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 2 сехет те 30 минутра Шупашкарта мотоциклист пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ. 38 ҫулти арҫын «Ямаха» мотоциклпа Гладков урамӗпе пынӑ чухне «Фольксваген Поло» автомашинӑпа ҫапӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобиле тытса пынӑ хӗрарӑм тӳрӗ ҫулпа пыракан мотоциклиста ирттерсе яман. Арҫын инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Сӑмах май каласан, унӑн водитель прави пулман, мотоцикла та кирлӗ пек регистрацилемен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() don24.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пӗр арҫын кӑнтӑр кунӗнче ачине ҫухатнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын пакунлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, унӑн 6 ҫулти хӗрӗ маршрут микроавтобусӗпе ӑнсӑртран пӗччен ларса кайнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫывӑхри наряда ура ҫине тӑратнӑ. Микроавтобус водителӗ полицейскисене хулари общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенчен пӗринче кӗтсе илнӗ. Василий Канин ҫул-йӗр аслӑ инспекторӗпе Владимир Павлов инспектор хӗрачана полицин ҫывӑхри уйрӑмне лартса кайнӑ, унтан ачана ашшӗ илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи банкоматсенчен пӗрин умӗнче арҫын ют хӗрарӑмӑн телефонне туртса илнӗ. Ҫук-ха, усал шухӑшпа мар. Айван хӗрарӑма пулӑшас тенипе... Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм патне ултавҫӑсем шӑнкӑравланӑ, банк ӗҫченӗ хӗрарӑм ячӗпе кредит илнӗ, укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла тесе ӗнентернӗ. Ҫапла тӑвас тесен ятарлӑ приложени вырнаҫтарса укҫана урӑх счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Хӗрарӑм апла тӑвайманнине пӗлтерсен кредит картти ҫинчи укҫана илсе урӑх счет ҫине куҫарма каланӑ. Хӗрарӑм банкоматсенчен пӗрин патне ҫул тытнӑ. Унта вӑл телефонти сасса хыттӑн илтӗнмелле ярса калаҫнӑ, ултавҫӑ каланине пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ҫавна илтнӗ пӗр арҫын хӗрарӑмӑн телефонне туртса илнӗ те монолога чарса лартнӑ, хӑй ҫийӗнчех пакунлисем патне шӑнкӑравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Капкӑн» журналӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ. | ||
| Кореньков Гаврил Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Шупашкарта телецентр ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |